Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Кремле ҫывӑххисем Игнатьев ӗҫне лайӑхрах хаклама пуҫланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 22.03.2016 13:28 | 1836 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

Граждан обществине аталантаракан фонд хӑйӗн ҫӗнӗ танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Унта пирӗн Элтерепӗн вырӑнӗ 2 йӗрке ҫӳлерех ӳссе Самар облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗнчен Николай Меркушкинран иртнӗ.

Кремле ҫывӑх фонд хӑйӗн танлаштарӑмӗнче пӗрремӗш хут регионсен социаллӑ экономикӑллӑ вырӑнне шута илнӗ. Унта регионти мӗнпур продукци калӑпӑшӗ (ВРП), пӗр ҫынна пырса тивекен ВРП калӑпӑшӗ, промышленность шайӗн улшӑнӑвӗ, вӑтам ӗҫ укҫи шайӗ, вӑтам ӗҫ укҫипе «потребитель карҫинккин» шайлашӑвӗ кӗнӗ. Унсӑр пуҫне тӗпчевре «Общественное мнение» (чӑв. Халӑх шухӑшӗ) фондӑн тата экспертсен шухӑшӗпе, Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх статистикин федераллӑ службин кӑтартӑвӗсемпе усӑ курнӑ. Ку танлаштарӑмра тӗрлӗ тӑрӑхсен ертӳҫисен ӗҫне хаҫат-журнал таврашӗ мӗнле ҫутатнине те шута илнӗ.

Танлаштарӑм пурӗ 3 ушкӑнран тӑрать: питӗ ҫӳллӗ вырӑнтисем, ҫӳллӗ вырӑнтисем тата вӑтам вырӑнтисем. Унччен пӗчӗк вырӑнтисене те уйӑркаланӑ пулнӑччӗ те, хальхисенче вӑл ушкӑн ҫук. Ҫавах та танлаштарӑмра юлашки йӗркесене йышӑнакан кӗпернерӑр-пуҫлӑхсем хӑйсен вырӑнӗсене ҫухатасси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Сӑмахран, нумай пулмасть Тверь облаҫӗн кӗпернаттӑрне хӑйӗн ӑшӑ вырӑнне пушатма ыйтнӑччӗ.

Михаил Игнатьева илес пулсан юнашарти ытти тӑрӑхсен пуҫлӑхӗсемпе танлаштарсан вӑл япӑхах мар вырнаҫнӑ теме пулать (32-33). Мари Элӗн (71-72) те, Мӑкшӑ Республикин пуҫлӑхӗсем (50-51) те танлаштарӑмра аяларах вырнаҫнӑ. Ҫав шутра — Чулхула облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Валерий Шанцев (54-55) та. Кӑшт инҫерех вырнаҫнисене пӑхсан Киров облаҫӗн кӗпернаттӑрӗ Никита Белых (67-68), Удмурт Республикин Пуҫлӑхӗ Александр Соловьев (74-75), Пенза облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Иван Болезерцев (48) аяларах тӑраҫҫӗ.

Ӗнерпур облаҫӗн ертӳҫи Юрий Берг тата Сарӑту облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Валерий Радаев кӑшт ҫӳлерех вырнаҫнӑ — 30-31 тата 26-27 вырӑнсем. Пирӗн Элтепер 32-33-мӗшне йышӑнать пулсан Самар облаҫӗн ертӳҫи Николай Меркушкин пӗр йӗрке аяларах тарать — 34-мӗш йӗркере. Уйрӑмах ӑнӑҫлисен шутӗнче Тутарстан Президентне (3), Улатимӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрне Светлана Орловӑна (8), Пушкӑрт Республикин Пуҫлӑхне Рустэм Хамитова (14) асӑнма пулать. Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Морозов (76-79) вара чи аялти йӗркесенчен пӗрине йышӑнать — унта вырнаҫнисенчен аяларах аннисенчен пӗри вӑл.

#Чулхула облаҫӗ, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #Тутарстан, #кӳршӗре, #Раҫҫейре, #танлаштарӑмсем, #Мӑкшӑ Республики, #политика

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://civilfund.ru/mat/view/99
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем