Персона
![]() Татьяна Акимова биатлонистка Биатлона юратакансем чӑваш биатлон шкулӗн воспитанникӗн Татьяна Акимован спортри юлашки вӑхӑтри утӑмне сӑнасах тӑраҫҫӗ пулӗ. Тӗнче чемпионатӗнче пирӗн хӗрарӑмсем те, арҫынсем те савӑнтараймарӗҫ пулин те шанчӑк паракан спортсменсем пуррине шанма пулать. Ҫавсенчен пӗри — маларах асӑннӑ Татьяна Акимова. 25-ри Чӑваш Енри спортсменкӑна Пӗтӗм тӗнчери биатлонистсен союзӗ сезонти чи лайӑх ҫӗнӗ ҫын тесе хакланӑ. Кун пирки Раҫҫейӗн биатлонисчӗсен пӗрлешӗвӗ хыпарланине тӗпе хурса республикӑн Спорт министерстви пӗлтерет. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин йышне Татьяна Акимова кӑҫалхи сезонта лекрӗ. Тӗнче кубокӗн шайӗнче вӑл 12 хутчен тупӑшрӗ тата тӗнче чемпионатӗнче — виҫӗ хут. Ханты-Мансийскра иртнӗ Тӗнче кубокӗнче спринтра Татьяна Раҫҫей биатлонистскисенчен чи лайӑххи пулнине, финиша 12-мӗш ҫитнине, эпир пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |