Культура
![]() Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ Паян Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ Константин Ивановӑн ҫулталӑкӗ ячӗпе концерта йыхравлать. «Константин Иванов тӑван ҫӗршывӗнчи юрӑсем» тесе ят панӑ программӑна чӑваш литературин никӗслевҫи ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ. Пысӑк концерт Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче 18 сехет те 30 минутра пуҫланать. Юрӑпа ташӑ ансамбльне Раҫҫейре кӑна мар, чикӗ леш енче те пӗлеҫҫӗ. Ҫӗршыв тӑрӑх 75 ҫул ытла концертпа ҫӳрекен йыш Пӗтӗм Союзри тата Пӗтӗм Раҫҫейри смотрсен лауреачӗ пулнӑ, К.В. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ ята та вӑл тивӗҫнӗ. Ансамбль ҫитмен кӗтес те юлман пуль! Гастрольпе вӑл тӑван ҫӗршывӑн вӑрҫи вӑхӑтӗнче те ҫӳренӗ. Юлашки 20 ҫулта ушкӑн ют ҫӗршывсем тӑрӑх ҫӳресе хӑй пултарулӑхне кӑтартать. Европӑра пурӑнакансем кӑна мар, Азипе Африкӑрисем те чӑваш ташӑҫисене пӗлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗсмет
![]() Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен каллех салтак юрри юрлама тытӑнчӗҫ. Ҫурхи призыва халалласа ҫӗршыв Президенчӗн Йышӑну пӳлӗмӗсенче тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Вӑл ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫланнӑ та ҫу уйӑхӗн ҫурричченех тӑсӑлӗ. Мероприятисен шутӗнче — «хӗрӳ лини» йӗркеленине те асӑнмалла. Салтака илсе каяссипе ҫыхӑннӑ мӗнпур ыйтӑва ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче йышӑнӗҫ. «Хӗрӳ лини» номерӗ — 39-36-81. Ыйтусене хуравлаканӗсем Владимир Путинӑн Шупашкарти Йышӑну пӳлӗмӗнче ларӗҫ. Вӗсенчен хӗсметпе ҫыхӑннӑ самантсем пирrи ыйтса пӗлме пулать. Сӑмахран, камсене отсрочка парасси, мӗнпе чирлисен хӗсмете илмесси, сывлӑх тӑрӑмӗ пирки комисси йышӑннипе килӗшмесен кама евитлесси тата ытти ҫавӑн пек ыйтӑва уҫӑмлатма май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Александр Ткачев Влаҫ органӗсенче ҫӳрекен сас-хура тӑрӑх ҫитес вӑхӑтра Николай Фёдоров иккен министр пуканне пушатма пултарать. Кун пирки Интерфакс информаци агентсвине икӗ ҫынран кая мар пӗлтернӗ имӗш. Вӑл вырӑна кам йышӑнасси пирки те ҫывӑх вӑхӑтра пӗлтермелле-мӗн, паян-ыран тесен те йӑнӑш мар. Кандидатсенчен пӗри — Краснодар енӗн кӗпернаттӑрӗ Александр Ткачев мӗн. Ҫавӑн пекех Новгород облаҫӗн кӗпернаттӑрне Сергей Митина та пӑхаҫҫӗ имӗш. Виҫҫӗмӗш ҫын — маларах Ставрополь енӗн кӗпернатторӗ пулнӑ Валерий Гаевский (пуш уйӑхӗнче ӑна Николай Фёдоровӑн ҫумне лартнӑ). Александр Ткачев 1960 ҫулта ҫуралнӑ. 1990 ҫулта Краснодар енӗнчи Выселки станцӑри комбикорм савутне ертсе пыма тытӑннӑ. Тӳрех политикӑна кӗме пуҫланӑ. малтан вырӑнти саккун кӑларакан пухӑвӗн депутатне суйланнӑ, кайран — Патшалӑх Думине. Краснодар енӗн кӗпернатторӗн вырӑнне 2000 ҫулта йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Иртнӗ эрнекун вӗренӳ институтӗнче черетлӗ хут «Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗн республика тапхӑрӗ иртрӗ. «Наци фестивальне хутшӑнакансен йышӗ ҫулсерен ӳссех пырать, район тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ 50 ача икӗ номинацире хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ», — тесе пӗлтерет вӗренӳ институчӗн сайчӗ. Чи малтанах «Ҫӑлтӑрчӑк» конкурса хутшӑнакансен пилӗк станци витӗр тухма тиврӗ. Унта вӗсем чӑваш культурине тата чӗлхине мӗн шайра пӗлнине кӑтартрӗҫ. Фестиваль вӗҫӗнче ачасен пултарулӑх тупӑшӑвӗ, юрӑ юрлани, ташӑ ташлани, харпӑр хӑй сӑввисене вулани пулчӗ. Жюри палӑртнӑ тӑрӑх «Туслӑх хӗлхемӗнче» ҫак ачасем мала тухрӗҫ: Чӑваш шкулӗн программипе ӗҫлекен шкулсем: • 1-мӗш вырӑн — Элӗк районӗн Янтапа вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Никандрова Елена Вадимовна • 2-мӗш вырӑн — Канаш районӗн Чакаҫ вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Павлова Юлия Александровна тата Вӑрнар районӗн Туҫиҫырма шкулӗн вӗренекенӗ Филиппова Снежана Витальевна • 3-мӗш вырӑн — Вӑрмар районӗн Кавал шкулӗн вӗренекенӗ Авакова Анастасия Алексеевна тата Тӑвай районӗн Тӑрмӑш вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Андреева Н.А. Вырӑс программипе ӗҫлекен шкулсем • 1-мӗш вырӑн — И. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енре вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен калакан саккуна улшӑну кӗртме пултараҫҫӗ. Ун пек тусан ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене мӗнпур халӑхпа суйламӗҫ. Вӗсене вырӑнти депутатсен пухӑвне суйланнӑ ҫынсенчен «халӑх тарҫисем» палӑртас шухӑшлисем те пур. Е тата, калӑпӑр, район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртнӑ пек. Комиссипе. Района ертсе пырас кӑмӑллӑ ҫынсен кандидатурине комисси пӑхса тухса кӑмӑла каяканнине (юрӗ, пултаруллӑраххине тейӗпӗр) суйлать-ҫке. Комиссипе суйлас йӗркене влаҫӑн вертикальне ҫирӗплетес шухӑшпа та ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене епле майпа палӑртсан аванраххине сӳтсе явма иртнӗ шӑматкун Шупашкарта «ҫавра сӗтел» ирттернӗ. Ҫапах та ку ыйтӑва регион шайӗнчи саккунпа татса памалла. Ыйтӑва ыран иртекен Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗнче пӑхса тухса йышӑну тумалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ача-пӑча чӑваш юррин «Мехел» конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Кӑҫал конкурс ҫӳллӗ шайра иртнине палӑртаҫҫӗ. Жюри председателӗ Николай Казаков палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал конкурса Шупашкарти ача пахчисенчен нумаййӑн хутшӑннӑ. Куславкка тӑрӑхӗнчи 7 ҫулти Даша Моранькова сцена ҫинче ташласа юрланӑ чухне шалта йӑлтах чӗтреннине пытарман. Вӑл кӑшт ҫеҫ ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫеймен. Кӗҫӗннисен йышӗнче унран Евгения Васильева иртсе кайнӑ. Вӑл жюрие вокалпа кӑна мар, сӗрмекупӑс каласа та тӗлӗнтернӗ. Конкурсра Вероника Арисова патӗнче ӑсталӑхне туптакансем маттурлӑхӗпе палӑрнӑ. Анна Порфирьева вӑтам ӳсӗмри ушкӑнра мала тухнӑ. Юлия Мокеевӑпа Павел Васильев аслӑраххисен ушкӑнӗнче ҫӗнтернӗ. Анастасия Егоркина салтак пирки юрланӑ юрӑ вара пурне те тыткӑнланӑ. Анчах Анастасийӑран Анна Орлова ирттернӗ. «Мехел» ҫулран ҫул аталанса пырать. Унӑн халӑх тетелӗнчи ушкӑнра 500 ытла ҫын регистрациленнӗ. Ҫынсем юрӑҫсемшӗн тӗнче тетелӗнче те сасӑланӑ. Муркаш районӗнчи Дарья Макарова ытларах пухнӑ. Ҫаван пекех арҫын ачасен «Туссем» ушкӑнне, «Юханшыв» ансамбль ачисене куракансем килӗштернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем паян хӑйсен шалӑвне чакарма йышӑннӑ. Ку йышӑну патне вӗсем Президиум ларӑвӗнче ҫитнӗ. Шалӑва чакармалли сӗнӳпе Юрий Попов спикер тухнӑ иккен. Шалӑва ЧР Патшалӑх Канашӗнчи мӗнпур депутат илсе тӑмасть. «Халӑх тарҫин» тивӗҫне професси шайӗнче пурнӑҫлакансене кӑна ӗҫ укҫи тӳлеҫҫӗ. «Ҫӗршыври экономикӑри лару-тӑрӑва, ҫавӑн пекех ҫӗршыв Президенчӗ тата пирӗн республика Элтеперӗ тунӑ йышӑнусем вӑхӑтӗнче пирӗн те ҫавӑн пек йышӑнмаллах. Кунсӑр пуҫне ҫакӑ парламентӑн ҫӳллӗ шайне кӑна пырса тивнине палӑртасшӑн. Вӑл Патшалӑх Канашӗн Аппаратӗнче тӑрӑшакан ахаль ҫынсене пырса тивмест. Манӑн сӗнӗве Президиумӑн 10 пайташӗнчен тӑххӑрӑшӗ ырларӗ», — тенӗ Юрий Попов. Ҫапла вара Президиум Юрий Попова хӑйне, унӑн ҫумне, комитетсен ертӳҫисемпе вӗсен ҫумӗсене шалӑва 10 процент сахалтарах тӳлеме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ака уйӑхӗн 15–23-мӗшӗсенче Чӗмпӗрте «Чӗмӗпӗр кӗнеки — 2015» облаҫри XII курав-конкурс иртет. Унта Чӑваш кӗнеке издательстви те хутшӑнӗ. Вӑл хӑйӗн ӗҫне ыран, акан 21-мӗшӗнче, электрон хӑтлав урлӑ кӑтартӗ. Пирӗннисен экспозицине 2013–2015 ҫулсенче кун ҫути курнӑ 100 ытла кӗнеке кӗнӗ. Стенд ҫинче «Замечательные люди Чувашии», «Из опыта народных мастеров», «Чувашское народное творчество», «Библиотека Президента Чувашской Республики» кӗнекесем, «И.Я. Яковлев в изобразительном искусстве» кӗнеке-альбом, И.Я. Яковлевӑн халалӗ, 4 томлӑ Чӑваш энциклопедийӗ, М. Скворцовӑн икӗ томлӑ вырӑсла-чӑвашла словарӗ, «Чувашские народные сказки», «Старые Чебоксары. Памятники деревянного и каменного зодчества XVI – XX веков» ӳкерчӗксен альбомӗ, «Чуваши Присвияжья», А. Твардовскин «Василий Теркин» чӑвашла куҫарнӑ поэми, Мӑтри Кипекӗн «Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ» кӗнеки тата ыттисем вырӑн тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ирхи 6 сехетре, Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялне хурлӑх килсе ҫапнӑ. Унта ҫулталӑкри ача ҫунса вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ирхине амӑшӗ, 23 ҫулти хӗрарӑм, пӗчӗкскере аслӑ ывӑлӗпе вӑхӑтлӑха хӑварнӑ. Пушар мӗнрен тухнине халӗ тӗпчеҫҫӗ. РФ Следстви комитечӗн ЧР следстви управленийӗ ҫынна асӑрхамасӑр вӗлернӗшӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнчченхи тӗрӗслев пырать. Пушар тухни пирки МЧСа 6 сехет те 12 минутра пӗлтернӗ. 6 сехет те 34 минутра пушара сӳнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ака уйахӗн 24-мӗшӗнче, чӑваш ҫырулӑхӗн кунӗ умӗн, РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикин тулли праваллӑ представительствинче Чӑваш культурипе информаци центрне уҫӗҫ. Чӑваш культурипе информаци центрӗ хӑш енӗпе ӗҫлет-ха? Унӑн тӗп тӗллевӗ — чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине сыхласси, аталантарасси, чӑваш наципе культура пӗрлешӗвӗсемпе ӗҫлесси. Чӑваш культурипе информаци центрӗнче ҫынсем чӑваш чӗлхине, чӑваш юррипе ташшине вӗренме пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех унта хаҫат-журналпа паллашма май пур. Вӗсен йышӗнче район кӑларӑмӗсем, Чӑваш Ен пирки тухнӑ кӗнекесем пур. Центр Мускавра Мӑн Ордынка урамӗнчи 46-мӗш ҫуртра 18 сехетре уҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |