Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӳнер: «Асам» фестивале фильмсем пухаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 12.09.2016 06:11 | 2033 хут пӑхнӑ
Ӳнер

Авӑн уйӑхӗн 23—24-мӗшӗсенче Турцири Стамбул хулинче «Тюркская культура и тюркское мировоззрение» (чӑв. Тӗрӗк культури тата тӗрӗк тӗнче курӑмӗ) ятпа документлӑ фильмсен Пӗтӗм тӗнчери кинофестивалӗ иртессине маларах пӗлтертӗмӗр-ха. Анчах унта хутшӑнас текенсенчен заявкӑсене иртнӗ уйӑхра йышӑнма пӑрахнӑ. Кино ӳкерекенсен ҫапах та тепӗр фестивале хутшӑнма май пур. Ку вӑл — Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» иккӗмӗш кинофестивалӗ.

Фильм ӳкерекенсен конкурсӗн положенине республикӑри кинематографистсен пӗрлешӗвӗ кӑҫалхи нарӑсӑн 24-мӗшӗнче иртнӗ пухурах ҫирӗплетсе хӑварнӑччӗ.

«Асам» юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа 29-мӗшӗччен иртӗ. «Лучший художественный фильм» (чӑв. Чи лайӑх илемлӗ фильм), «Лучший документальный фильм» (чӑв. Чи лайӑх документлӑ фильм), «Лучший короткометражный фильм» (чӑв. Кӗске метражлӑ чи лайӑх фильм), «Лучший анимационный фильм» (чӑв. Анимацилле чи лайӑх фильм) номинацисемпе ҫӗнтернисене ҫулсерен ҫу уйӑхӗнче иртекен Шупашкарти кинофестивале сӗнессине пӗлтереҫҫӗ.

Фестивале чӑвашла тата вырӑсла фильмсене йышӑнаҫҫӗ. Вырӑслисен чӑвашла субтитрсем, чӑвашлисен вырӑсла субтитрсем пулмалла.

Кинематографистсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсен конкурса хутшӑннишӗн укҫа тӳлемелле мар, ыттисен пӗр хутчен 1000 тенкӗ тӑкаклама тивӗ.

Ӗҫсене юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Кинофестиваль координаторӗ: Илтимӗр Ефремов. Унӑн телефонӗ: +7-927-850-30-60, электрон адресӗ: soyuzcinemachuv@gmail.com.

#конкурссем, #Киноматографистсен пӗрлешӗвӗ, #ӳнер, #кинофестивальсем, #чӑвашлӑх

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://avan-kino.com/a/news/62.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем