Йӗпреҫ районӗнче суд тенкелӗ ҫине 34 ҫулти арҫын ларӗ. Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнаканскер ют ҫын ҫуртне икӗ хутчен кӗнӗ. Мӗн шыранӑ вӑл? Пӗрле эрех ӗҫмешкӗн юлташ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 19 сехетре вӑл пӗлӗшӗн карти урлӑ каҫнӑ, верандӑн чӳречине илнӗ те пӳрте кӗнӗ. Унта ӑна кил хуҫи асӑрханӑ. Лешӗ ӑна унччен хӑйӗн патне килме чарнӑ.
Кӗтмен хӑна кил хуҫине пӗрле эрех ӗҫес килнине пӗлтернӗ. Анчах лешӗ ӑна хӑваланӑ, полици чӗнессипе хӑратнӑ.
Тепӗр 7 сехетрен хайхи арҫын каллех ун патне кӗнӗ. Хальхинче ӑна урӑх ыйту канӑҫ паман: полици чӗнмен-и? Кил хуҫи чӑннипех те тарӑхса кайнӑ та 02 номерпе шӑнкӑравланӑ. Кӗтмен хӑна ниҫта та кайман – пакунлисене унтах кӗтсе илнӗ.
Палӑртмалла: ҫак арҫын уголовлӑ майпа 6 хутчен явап тытнӑ. Унччен вӑл вӑрланӑшӑн тата юттисем патне кӗнӗшӗн ҫакланнӑ.