Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗ тӗлне республикӑри ял хуҫалӑх организацийӗсенче тата хресчен фермер хуҫалӑхӗсенче 282,5 пин гектар ҫинчен тыр-пул пухса кӗртнӗ. Ку 99,4 процентпа танлашать.
Пӗтӗмпе республикипе 636,7 пин тонна тырӑ пухса кӗртнӗ. Пӗлтӗр ку кӑтарту 496,5 пин тоннӑпа танлашнӑ. Вӑтамран гектартан 22,5 центнер тӗшӗленӗ. Тухӑҫлӑхпа Елчӗк тата Вӑрнар районӗсем палӑрнӑ. Пӗрремӗшӗнче 1 гектартан – 28, иккӗмӗшӗнче 27,7 центнер вырнӑ. 12 районта тырӑ вырса пӗтернӗ.
2,4 пин гектар ҫинчен ҫӗрулми пуҫтарнӑ. Пахча ҫимӗҫе 295 гектар ҫинчен пухса кӗртнӗ. Хуҫалӑхсенче кӗрхисене акас ӗҫ малалла пырать. Авӑнӑн 8-мӗшӗ тӗлне 84 пин гектар акнӑ. Плана ку енӗпе Йӗпреҫ, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле, Елчӗк районӗсем тултарнӑ.