Персона
![]() Анна Михайловӑн ӗҫӗсем Етӗрнери тӗп вулавӑшра вӗтӗ шӑрҫаран тунӑ йывӑҫсем, чечексем куҫа илӗртеҫҫӗ. Вӗсене Етӗрнере пурӑнакан Анна Михайлова тӑхӑр ҫул «ҫитӗнтерет» ӗнтӗ. Унӑн ӗҫӗсене вулавӑша килекенсем курма пултараҫҫӗ. Малтанах Анна Ҫӗнӗ ҫул валли вӗтӗ шӑрҫаран чӑрӑш хатӗрленӗ. Унтан юман, пилеш «чӗрӗлнӗ». Анна ҫак ӗҫе журналтан пӑхса вӗреннӗ. Пурӑна-киле унӑн аллинче ӗҫ вӗреме тытӑннӑ. Унӑн килӗнче вӑрман ӳсет темелле. Пур йывӑҫ та — вӗтӗ шӑрҫаран. Анна унран чечексем те, капӑрлӑхсем те хатӗрлет. Анна ку ӗҫе хӑнӑхса пынине ҫӗҫ калать, мӗншӗн тесен унӑн вӗренмелли нумай-ха. Анна ку ӗҫпе чунӗ ыйтнипе аппаланать. Алӗҫӗпе вӑл мӗн ачаранах кӑсӑкланнӑ. Темиҫе ҫул каялла Етӗрнене Леонид Якубович килсен вӑл ӑна тӗрленӗ картина парнеленӗ. Унччен вӗсем упӑшкипе «Асамлӑх уйӗ» кӑларӑмра пулса курнӑ. Унта вӗсем урапа выляса илнӗ. Анна малашне вӗтӗ шӑрҫаран пысӑк кӳлепесем ҫыхма вӗренесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр кинотеатр ҫеҫ. Анчах, шел те, вӑл та пулин халӗ хупӑннӑ. Тунтикун унтан мӗнпур хатӗр-хӗтӗре илсе тухнӑ. Учредительсем ку услам тупӑшсӑр тесе шутланӑ. Юлашки ҫулсенче ӑна тара тытнӑшӑн укҫа нумай тӳлемелле пулнӑ. Куракансен йышӗ вара сахалланнӑ. Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх, вырӑнти тӳре-шара кино ӳнерӗпе кӑсӑкланман та. Халӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем нимӗнле фильма та пысӑк экран ҫинче кураймаҫҫӗ. Темиҫе кун каялла кӑна унта халӑх ҫӳренӗ, зал тулли пулнӑ. Халӗ йӑлтах пушӑ, экран сӳннӗ. Усламӑҫсене тупӑш коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳлеме те ҫитмен теҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗнче хулари депутатсен пухӑвӗ тара тытнӑшӑн тӳлеве 400 пин тенкӗрен 100-е ҫитернӗ. Анчах ку йышӑнӑва кая юлса тунӑ. Халӑх кинотеатр хупӑннине пӗлсен пӑшӑрханма тытӑннӑ. Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӗнӗ кинопрокатчик килесси паллӑ мар. Хальлӗхе вара халӑхӑн кино курма Шупашкара кайма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче «Чӑваш Енри литератури: вуламалли 100 кӗнеке» электрон хӑтлав иртнӗ. Акцие ЧР Культура министерстви пуҫарнипе Наци вулавӑшӗ йӗркеленӗ. Ӑна Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкне халалланӑ. Вӑл пулӑшнипе наци литературинчи чи лайӑх кӗнекесене палӑртаҫҫӗ, ӑна ыттисене вуласа тухма сӗнеҫҫӗ. Кун валли ятарласа эксперт ушкӑнӗ йӗркеленӗ. Ӑна Виталий Родионов профессор ертсе пырать. Ушкӑн тӗнче тетелӗнчи сасӑлава тишкернӗ, вуламалли чи лайӑх 100 кӗнекен списокне хатӗрленӗ. Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗсем кӗнекесене тӗнче тетелне куҫарас тӗллевпе пин-пин страницӑна сканер витӗр кӑларнӑ, темиҫе хут тӗрӗсленӗ. Авӑнӑн 1-мӗшӗ тӗлне электрон пухмача ЧР Наци вулавӑшӗн сайтне вырнаҫтарнӑ. Ҫапла кашниех килтен тухмасӑрах чӑваш литературинчи чи лайах кӗнекесемпе паллашма пултарать. Вӗсемпе ЧР Наци вулавӑшӗн сайтӗнче паллашма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() «Про Город» тунӑ сӑн Чӑваш Енре ҫул ҫинче хӑйне евӗр авари пулнӑ. Унта 11 хир сысни вилни пирки Чӑваш Республикин влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. Ку авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пулнӑ. Паллӑ мар водитель «Чӗмпӗр-Ҫӗрпӳ» ҫулпа пынӑ. Канаш районӗнче хайхискер хир сыснисем ҫине пырса кӗнӗ. Ҫав вӑхӑтра хир сыснисен кӗтӗвӗ ҫул урлӑ каҫнӑ. Ҫапса хӑварнӑ хыҫҫӑн вӗсенчен 11-шӗ вилнӗ. Ҫав вырӑнта ҪҪХПИ ӗҫченӗсем, Патшалӑх ветеринари служби тата Госохотрыбслужба ӗҫленӗ. Чӗрчунсен виллисене утилизациленӗ. Госохотрыбслужба пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра хальччен кунашкал авари пулман. Кӑҫал урапасем ҫул ҫинче 2 пӑшие, 1 хир качакине, 3 хир сыснине ҫапса хӑварнӑ. 2014 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа кӑҫалхи авӑн уйӑхӗччен Чӑваш Енре 7 пӑши, 3 хир сысни аварире вилнӗ. Специалистсем водительсене «Тискер чӗрчунсем» паллӑ патӗнче асархануллӑрах пулма ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Аван уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Болгарире шашка енӗпе тӗнче чемпионачӗ вӗҫленнӗ. Унта пирӗн ентеш те хутшӑннӑ, пысӑк ҫитӗнӳсемпе таврӑннӑ вӑл унтан. Артем Тихонов ҫичӗ ҫулта кӑна-ха. Анчах вӑл самаях пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрма ӗлкӗрнӗ. Артем Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен «Энергия» спорт шкулӗнче Вячеслав Сухович тата Андрей Унтин тренерсем патӗнче ӑсталӑхне туптать. Артем Болгарире 8 ҫул тултарман ачасен ушкӑнӗнче шашкӑлла вылянӑ. Вӑл виҫӗ программӑпа иртнӗ ӑмӑртура виҫӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илме пултарнӑ. Артем унччен те ӑмартусене хутшӑннӑ. Кӑҫал вӑл ака уйахӗнче Раҫҫей ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ. Вӑл унта та виҫӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Ҫу уйӑхӗнче вара Артем Европа ӑмӑртӑвӗнче абсолютлӑ чемпион пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Валерий Сапожников Чӑваш Ен Элтеперӗн должноҫне йышӑнассишӗн хӑйӗн кандидатурине тӑратнӑ ҫитмӗл урлӑ темиҫе ҫул каяллах каҫнӑ Валерий Сапожников суйлава хутшӑнмассине пӗлтерни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ систернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Сапожников хӑй шухӑшне Раҫҫейри пенсионерсен союзӗ тата парти хастарӗсем тӗл пулнӑ чухне пӗлтернӗ. Вӗсем Михаил Игнатьевӑн кандидатурине ырласа ӑна пулӑшма чӗнсе каланӑ. Анчах республикӑн Тӗп суйлав комиссине «Регнум» Валерий Сапожников ун ҫыру ярса ӗлкӗреймен. Ӗнер вӑл унта ҫав хута ҫитернӗ. Элтепер пуканӗшӗн кӗрешӗве ҫапла вара 4 ҫын тухӗ: Михаил Игнатьев («Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей»), Валентин Шурчанов (КПРФ), Олег Николаев («Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей»), Константин Субботин (ЛДПР). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Инкеке лекнисене епле пуҫ ватмалли пирки пуҫлӑхсем пуҫ ватаҫҫӗ Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑтри вӑтам шкул ӗнер ҫивиттисӗр юлнӑ. Ӑна вӑйлӑ ҫил илсе кайнӑ. Ҫав ялти райпо лавккин те ҫивиттийӗ сиенленнӗ. Инкек 18 хуҫалӑха пырса тивнӗ. Шкул ҫивиттине икӗ эрнере юсаса пӗтерме шантараҫҫӗ, строительсем ӗҫе кӳлӗннӗ. Ачасене хальлӗхе Сӑкӑтри тата Алманчӑри шкулсенче вӗрентме йышӑннӑ. Ӗнерхи вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл патӑрьелсене кӑна мар, елчӗксемпе шӑмӑршӑсене те шар кӑтартнӑ. Шӑмӑршӑ районӗнче ҫутӑ пӑралукӗсем татӑлнӑ, тӑватӑ ял ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Елчӗк районӗнчи Тип Тимӗшре хушма хуҫалӑхсен хуралтисене илсе кайнӑ, Тӑрӑмра 120 кил ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев инкеке лекнисене пӑрахмассине, пулӑшассине пӗлтернӗ. Ҫакна вӑл инкеклӗ лару-тӑрӑва пӗтермелли пирки канашлама пухӑннӑ паянхи канашлура палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Паян, финансистсен професси кунӗнче, банксен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Мероприятие республикӑри банксенчен 15-е яхӑнӗ хутшӑннӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев республикӑри кредит портфелӗнче ҫав банксем 70,1 процент таран тӳпе йышӑннине палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне халӑхӑн 86,5 проценчӗ тупрана ҫав банксен депозит счечӗ ҫинче упранине асӑнса хӑварнӑ. Банксем республикӑра малашлӑхлӑ тӗллевсене татса панӑ чух тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнма пултарнине шута илмеллине те палӑртнӑ. Укҫа тенӗрен, Михаил Игнатьев ҫакна палӑртса хӑварнӑ: «Эпӗ тӗрлӗ аудиторипе, тӗрлӗ усламҫӑпа тӗл пулнӑ чух халӑхӑн укҫа пурри пирки калатӑп. Анчах ӑна епле туртса кӑларасси сирӗнпе пирӗн пӗрлехи ӗҫ тетӗп. Ку енӗпе пирӗн, паллах, пӑхмалла, пӗтӗмлетӳ тумалла тата малашне ӗҫлемелле». Сӑнсем (8) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ӗнер Чӑваш халӑх сайчӗ 10 ҫул тултарчӗ. Ҫак куна палӑртса эрнекун, авӑнӑн 11-мӗшӗнче «Чӑваш халӑх сайчӗн аталану ҫулӗ» ҫавра сӗтел ирттерме палӑртрӑмӑр. Вӑл Чӑваш наци библиотекинче иртӗ. 15:30 валли 218 пӳлӗме пухӑнмалла. Ҫавра сӗтелте эпир сире Чӑваш халӑх сайчӗн йышне кӗрекен пайсемпе паллаштарӑпӑр, малашнехи утӑмсене сӳтсе явма, аталану ҫулне тупма тӑрӑшӑпӑр. Ҫавӑн пекех интернетри чӑваш чӗлхин вырӑнне те сӳтсе явӑпӑр. Ҫавра сӗтеле Чӑваш халӑх сайтне пуҫлама пулӑшакансене, унти калаҫусемпе сӳтсеявусене хутшӑнакансене, информаципе тултарма пулӑшакансене, тӗнче тетелӗнчи чӑваш чӗлхине аталантаракансене пурне те йыхравлатпӑр! |
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 25 ҫулти каччӑ пирки чӑн-чӑн паттӑр теме те юрать пулӗ. Ара, вӑл пӗччен пуҫпа виҫӗ вӑйпиттирен тарса хӑтӑлма пултарнӑ-ҫке. Унччен ӑна хӗненӗ, укҫине туртса илнӗ, карас телефонӗсӗр хӑварнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар каччине усалсем Шупашкарти Мир проспектӗнчи хваттерте тапӑннӑ. Вӗсем ӑна малтан хӗненӗ, унтан укҫине вӑрланӑ тата карас телефонне. Каччӑна тапӑннӑ виҫӗ арҫын кунпах ҫырлахман — тата укҫа тӳлеме ыйтнӑ, унпа пӗрле вӗсем такси тытса килне кайма тухнӑ. Ҫул ҫинче каччӑ хӑйне кӳрентерекенсенчен хӑтӑлма пултарнӑ — вӑл урапаран сиксе юлнӑ. Усалсенчен тарса ӳкнӗ каччӑ йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Шупашкар хулинчи оперативниксемпе Ҫӗнӗ Шупашкарти йӗрке хуралҫисем часах лешсен йӗрӗ ҫине ӳкнӗ. Вӗсем каччӑна тытнӑ хваттерте пулнӑ. Виҫҫӗшӗ те — унччен судпа айӑпланнӑскерсем. Хӑйсем — Шупашкартан тата Етӗрнерен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ | ||
| Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |