Пурнӑҫра тӗрлӗрен ҫаврӑнса тухма пултарать те, ҫынсен юристсенчен куҫӗнчен те пӑхма тивет. Кун пеккисене тӳлевсӗр юридици пулӑшӑвӗ кӳрекен службӑсем пулӑшма пултараҫҫӗ. Ҫак ыйтупа нумаях пулмасть Шупашкар районӗнче иртнӗ канашлусенчен пӗринче хускатнӑ. Канашлӑва асӑннӑ район прокурорӗн ҫумӗ Рафаил Ахмадуллин та хутшӑннӑ.
Халӑха право пӗлӗвне тӳлевсӗр кӳни шутне ҫынсене пичет продукцийӗ урлӑ кирлӗ информаципе хыпарлани те кӗнине пӗлтерчӗҫ Шупашкар район прокуратуринче.
Сӑмах май каласан, райадминистрацин юридици секторӗ те ҫынсене укҫасӑрах пулӑшнине ӗнентерет. Иртнӗ ҫул, сӑмахран, хайхи тӳре-шара патне 19 ҫын пынӑ.
Асӑннӑ муниципалитета илсен, тӳлевсӗр юридици пулӑшӑвне унта уйӑхӑн иккӗмӗш тата тӑваттӑмӗш кӗҫнерникунӗнче, ирхи 8-тан пуҫласа 17 сехетчен, Кӳкеҫри Шоссе урамӗнчи 15-мӗш ҫуртри 11-мӗш пӳлӗмре кӳреҫҫӗ.
Кӳкеҫри Совет урамӗнчи 4-мӗш ҫуртри «Защита» (чӑв. «Хӳтлӗх») ваккатсен коллегийӗн ваккатӗнчен Эрнест Анатольевич Ивановра та тӳлевсӗр консультаци илме пулать. Унӑн телефонӗсем: (8-83540) 2-16-47 тата 8-937-386-63-40.