Чӑваш халӑх сайтӗнче шӑп та лӑп уйӑх каялла «Мӗншӗн хура вӑрман каш кашлать?» ятпа статья пичетленнине вулакансем, тен, астӑваҫҫӗ те пулӗ. Унта эпир Чӑваш Енри экологсем уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк лаптӑкӗсем сахалланса юлнишӗн пӑшӑрханнине пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, тӑван тавралӑх шӑпи ик айкки те тӑвайкки маррисене республикӑн Ҫутҫанталӑк министерстви иртнӗ уйӑхра регион тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ уйрӑмах хӳтӗлемелли территорисене ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑнхи тӑрӑм шухӑша янӑ.
Асӑннӑ ведомство приказӗпе ҫирӗплетнӗ списока 58 объект кӗнӗ, ҫав шутран 29-шӗ — уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк территорийӗ. Малалла та цифра чӗлхипе каласан, пӗлтӗр регион пӗлтерӗшлӗ уйрӑмах хӳтӗлемелли территорисем 94 пулнӑ, кӑҫалхи приказпа 65-шӗ списокран «тухса вӗҫнӗ».
Чӑваш Енри хастар экологсем РФ ҫутҫанталӑк министрӗ Сергей Донской ячӗпе ҫыру хатӗрленӗ, унта хӑйсен чун ыратӑвне уҫса панӑ. Ҫыру айне ыттисене те алӑ пусма чӗнсе калаҫҫӗ.