Политика
![]() Дмитрий Семенов Чӑваш Енри Дмитрий Семенов оппозиционер хӑйӗн укҫа карттӑчки ҫинчен 40 миллион тенкӗ куҫарса илнине пӗлнӗ. Карттӑчка ҫинче вара 30 пине яхӑн тенкӗ ҫеҫ пулнӑ-мӗн. Мӗн пулнине тӗпченӗ май вӑл ҫакна ҫиеле кӑларнӑ: карттӑчка ҫинче пулман укҫана 115-мӗш федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн арестленӗ-мӗн. Дмитрий Семенов «Ирӗклӗ сӑмаха» пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ӗнер ҫавӑн чухлӗ укҫана куҫарса илнине ҫирӗплетекен СМС-ҫыру илнӗ. Приставсем оппозиционер парӑмҫӑсен йышӗнче пулманнине ҫирӗплетнӗ. Арестлени пирки вӑл банкра ҫеҫ пӗлнӗ. Кун хыҫҫӑн Семенов хӑйне финанс мониторингне тӑвакан федераци агентствин террористсемпе экстремистсен списокӗнче курнӑ. Семенов ку ФСБ ӗҫӗ тесе шутланать. Ӑна ҫӗршывран тухма ирӗк парас мар тесе ҫапла хӑтланаҫҫӗ унӑн шухӑшӗпе. Семенов вара ахаль те ниҫта кайма палӑртманнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Федерацин Чӑваш Республикинчи тӗп инспекторӗ Геннадий Федоров Вӑрнар тата Йӗпреҫ районӗсенче халӑхпа тӗл пулнӑ. Йышӑну кунне ЧР Суд приставӗсен службин ертӳҫи Анатолий Иванов, ЧР Ветеринари тата фитосанитари надзорӗн службин ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Палькин, ЧР Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Раиса Павлова, прокурорсемпе районсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем хутшӑннӑ. Тӗлпулура ҫынсем ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлеменнипе, алимент шыраса илессипе, пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатассипе, страховани организацийӗсем хушма пулӑшу ӗҫӗсене вӑйпах сӗннипе, ял хуҫалӑх тӗллевлӗ ҫӗрсене тивӗҫлӗ усӑ курманран туртса илнипе ҫыхӑннӑ тата ытти ыйтӑва хускатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерарцийӗн Спорт министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвне хутшӑннӑ. Унта пӗтӗм Раҫҫейри «Ӗҫпе хӳтӗлеве — хатӗр!» (ГТО) комплекса ӗҫе кӗртес ыйтусене тишкернӗ. Тӗп доклада Раҫҫей спорт министрӗ Виталий Мутко тунӑ. Вӑл ҫӗршывра ӖХХ комплексӗ ҫӗнӗрен вӑй илме пуҫланӑранпа ҫулталӑк иртнине палӑртнӑ май ҫак вӑхӑтра сахал мар ӗҫ туса ирттернине пӗлтернӗ. Виталий Мутко квалификациллӗ кадрсем (специалистсем, тӳресем) хатӗрлес енӗпе ӗҫлемелле, медицина тӗлӗшӗнчен тивӗҫтермелле тесе шухӑшлать иккен. ГТО комплексӗ ҫӗршывра физкультурӑпа спорт аталанӑвне пулӑшма тивӗҫлӗ. Ҫакӑнта регионсен тӳпи пысӑк. Виталий Мутко тӗслӗхшӗн Чӑваш Республикине асӑннӑ. Юлашки ҫулсенче пирӗн патра спорт объекчӗсем сахал мар тунӑ, вӗсемпе тухӑҫлӑ усӑ кураҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунне Питӗр чӑвашӗсен пайташӗсем финн вӑрҫинче паттӑррӑн ҫапӑҫса пуҫне хунӑ, Ленинград тӑрӑхӗнче тӑванла масарта пытарнӑ Сергей Бутяков вилтӑпри ҫине кайса килнӗ. Ушкӑнра Ваттисен Канашӗн ертӳҫи Виталий Золотов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Станислав Кошкин, «Парне» чӑваш ансамблӗн ертӳҫи Татьяна Ильина, малтан чӑваш центрӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Юлий Леонтьев, Шалти ӗҫсен министерствин полковникӗ Николай Парфенов, Святослав Ларионов юрист, чӑваш ентешлӗх хастарӗсем Николай Васильевпа Валерий Филиппов тата наципе культура автономийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Живов хӑйӗн улттӑри Михаил мӑнукӗпе пулнӑ. Чӑваш пайташӗсене Ленинград облаҫӗнчи Красноозер тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Заремский кӗтсе илнӗ. Вӑл унти вырӑнпа паллаштарнӑ тата ҫавӑнта пытарнӑ паттӑрсен вилтӑприйӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Вӗсен хушшинче чи малтисен шутӗнче Совет Союзӗн Геройӗ ята тивӗҫнӗ Сергей Бутяков та пулнине палӑртнӑ. Тӑванла масар ҫинчи хурлӑхлӑ митинга Приозерск тӑрӑхӗнче пурӑнакан ветерансем, шкул ачисем, ахаль ҫынсем, nypӗ ukҫӗpe яхӑн ҫын пуҫтарӑнчӗ тесе пӗлтернӗ Чӑваш наци конгресӗн сайтӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫыхӑну отраслӗнче ӗҫлекенсем ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче хӑйсен професси уявне паллӑ турӗҫ. Ун чухне вӗсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та саламланӑччӗ. Патӑрьел районӗнчи Алманчӑри ял тӑрӑхӗ вырӑнти ҫыхӑну уйрӑмӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан Мария Аляшкина «Ҫыхӑну маҫтӑрӗ» ята тивӗҫни пирки халӗ хавасланса пӗлтерет. Хушӑва ҫӗршывӑн Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче кӑларнӑ. Ырӑ хыпара илтнӗ хыҫҫӑн Аляшкинӑна вырӑнти ял тӑрӑхӗ те саламланине пӗлтерет. Мария Кузьминична ҫыхӑну уйрӑмӗнче 1994 ҫултанпа тӑрӑшать иккен. Тивӗҫе таса чунпа, парӑнса пурнӑҫланӑшӑн ӑна темиҫе хутчен те тӗрлӗ Хисеп хучӗпе, Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Вӑл ертсе пыракан ҫыхӑну уйрӑмӗ 2012 ҫулта чи лайӑх ҫыхӑну уйрӑмӗ ята та тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ҫак эрнере Раҫҫейӗн Патшалӑх Думинче Чӑваш Енӗн кунӗсем иртеҫҫӗ. Эрне Патшалӑх Думин экономика политики, инновацилле аталану тата усламҫӑлӑх енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ларӑвӗнчен пуҫланнӑ. Унта республикӑн Патшалӑх Канашӗн хӑш-пӗр депутачӗпе пӗрлех Чӑваш Енӗн экономика министрӗ Владимир Аврелькин тата предприяти ертӳҫисем хутшӑннӑ. Чӑваш Ен пайташӗсем конкуренцие хӳтӗлесси тата усламҫӑлӑха аталантарасси ҫинчен калакан тата ытти хӑш-пӗр федераци саккунӗсене улшӑну кӗртессине сӳтсе явма хутшӑннӑ. Эрех-сӑра ваккӑн сутассине йӗркелес ыйтусемпе чӑваш парламенчӗн вице-спикерӗ Олег Мешков тухса калаҫнӑ. Владимир Аврелькин министр вара хамӑр патра туса илекенсене тата шалти пасара хӳтӗлеме епле майсем кирлине палӑртса хӑварнӑ. Министр шучӗпе импортҫӑсене, сӑмахран, Раҫҫей стандарчӗ ыйтакан регламентсене пӑхӑнтармалла. Ют ҫӗршывран илсе килекен кивӗ машинӑсене Аврелькин министр «промышленноҫ юлашкийӗ» тесе хакланӑ май ку ыйтӑва та тимлӗх уйӑрмаллине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Америкӑн Visa тӳлев тытӑмӗ ют банкоматсенче укҫа илнишӗн процент илме пуҫлать. Кун пирки Чӑваш Енӗн Финанс министерстви пӗлтерет. Халӗ ку операцишӗн Visa банксенчен ҫирӗплетнӗ комисси илсе пырать. Ку сумма 40 тенкӗпе танлашать. Ҫӗнӗлле ӗҫлеме тытӑнсан ҫак виҫе тӳлевӗн 0,4–0,5 проценчӗпе танлашмалла. Шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ йӗрке ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнчен вӑя кӗмелле. Ҫапла туни Раҫҫей ҫыннисене тӗрлӗ тӳлевшӗн алӑран укҫан татӑлмалла мар тӑвасси патне илсе ҫитерме пултарать. Тепӗр майлӑ каласан, ҫынсем онлайн меслетпе татӑлма пуҫлӗҫ. Кунтан вара Visa 0,01 процент комисси илет иккен. Капла вара вӑл самай услам курӗ. Раҫҫейӗн Тӗп банкӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр кӑна асӑннӑ тытӑм ҫапла майпа 20 миллиард тенкӗ услам курнӑ имӗш. Банкоматран аллӑн укҫа илнипе ӑна 13 миллиард тенкӗ лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Тӑван тӑванах пуль ҫав, ӑна укҫан та пулӑшас килет-тӗр. Анчах ырӑ тӑвас тени пур чухне те лайӑхпа вӗҫленмест ҫав. Ҫакӑ ултавпа ҫыхӑннӑ пулсан пушшех те. Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчисенчен пӗрин ертӳҫи 2012 ҫулхи кӑрлачра хӑйӗн тӑванне ӗҫе илнӗҫи пулса хушу кӑларнӑ. Лешӗ ун патӗнче кӗҫӗн воспитатель шутланнӑ. Ҫапла майпа вӑл ӗҫ укҫи илсе тӑнӑ, каярах — йывӑр ҫын пулнишӗн тата ача ҫуратнишӗн тӳлекен пособиллӗ пулса тӑнӑ тата пепкене пӑхнӑ вӑхӑтра ларнишӗн паракан тӳлеве тивӗҫнӗ. Ача пахчинче ӗҫленӗ пекки ӑна шӑпах ҫавӑн валли кирлӗ пулнӑ та. Ача пахчин ертӳҫи тӑванне ӗҫленӗ пек 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗчченех кӑтартса пынӑ. Пуҫлӑх-тӑвана пула леш хӗрарӑм 100 пин тенкӗ ытла илнӗ, уншӑн пенси фондне укҫа та куҫарса тӑнӑ. Пуҫлӑх тӗлӗшпе халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса улталанӑ тесе айӑпласшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() ЧР Наци вулавӑшӗ Пӗтӗм тӗнчери проекта «Нарспие» вулатпӑр» проекта вӗҫлесе пырать. Пӗрремӗш тапхӑрта поэмӑна пысӑках мар сыпӑксем ҫине пайланӑ. Ӑна акцие хутшӑнакан 120 ҫын питӗ хӑвӑрт ярса илнӗ. Йӗркелӳҫӗсем хӑйсем те тӗлӗнсе пӗтереймен: ҫынсем шӑнкӑравласа, электронлӑ почтӑна ҫыру ярса поэма сыпӑкне хӑйсене, тӑванӗсене, юлташӗсене пама ыйтнӑ. Проект тӗнчипех сарӑлнӑ. Поэма сыпӑкӗсене Раҫҫейре, Китайра, АПШра, Швецире, Кувейтра, Перура, Германире, Англире, Гоара, Турцире, Испанире, Мексикӑра, Канадӑра, Австралире, Ирландире, Грецире, Иорданире, Австрире, Казахстанра, Венгрире, Финляндире, Таиландра, Латвире, Ҫӗнӗ Зеландире — пӗтӗмпе 25 ҫӗршывпа 45 хулара — вуланӑ. Проекта хутшӑннисен йышӗнче Францири чӑваш культурин «Avan-T-garde» ассоциацийӗн президенчӗ Ольга Николаева тата секретарӗ Ольга Барбье пур. «Пуэр-бар» чей клубӗн директорӗ Андрей Кудрин Дали хулинчен (Юньнань) видео ярса панӑ. Норвеги поэчӗ Гуннар Вэрнесс тата Швеци куҫаруҫи Микаэль Нюдаль те сыпӑка вуланӑ. Шупашкар ҫыннисем те айккинче юлман. Халӗ йӗркелӳҫӗсенче поэмӑн пур сыпӑкӗ те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Елена Исинбаева Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртекен Европа команда чемпионачӗ пуҫланиччен шутлӑ кунсем ҫеҫ юлчӗҫ. 38 кун кӑна. Ӑмӑртӑва ҫӑмӑл атлетсем кӑна мар хатӗрленеҫҫӗ-мӗн. Михаил Игнатьев чемпионат вӑхӑтӗнче республикӑна килмешкӗн Олимп вӑййисен икӗ хут чемпионкине Елена Исинбаевӑна официаллӑ мелпе чӗннӗ. «Чӑваш Ен» Патшалӑх телерадиокомпанийӗн спорт корреспонденчӗ Вячеслав Ильин Мускавра унпа тӗл пулнӑ. — Эпир Мускавра ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче лайӑх тупӑшрӑмӑр. Сочире пулнӑ хӗллехи Олимп вӑййисенче ҫӗнтертӗмӗр. Халӗ Шупашкарта Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене хатӗрленӗпӗр, — тенӗ Елена Исинбаева спортсменка. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |