Шупашкарта ҫур ӗмӗр каялла хупнӑ ҫӑва тупнӑ. Халӗ хула администрацийӗнче ӑна тытса тӑмашкӑн кирлӗ хутсем хатӗрлеҫҫӗ.
Масара ӑнсӑртран тупнӑ. Хулари 2А микрорайона хӑтлӑлатнӑ чухне асӑрханӑ ӑна. Ярмӑрккӑ урамӗнчи ҫӑвара — 12 вилтӑпри. Вӗсем 40 тӑваткал метр лаптӑка йышӑнаҫҫӗ.
Архив докуменчӗсене тишкернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулнӑ: ҫӑвана Шупашкарти ӗҫтӑвком йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн 50 ҫула яхӑн каялла, 1967 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, хупнӑ.
Халӗ унта хула чиновникӗсем хушнипе йӗрке кӗртнӗ. Рабочисем хӑрнӑ йывӑҫ-тӗме каснӑ, ҫӳп-ҫап контейнерӗ лартнӑ.