Политика
Елена Николаева Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗнче улшӑну пулнӑ. Олимп чемпионки Елена Николаева ЧР Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен комитетӑн председателӗ пулса тӑнӑ. ЧР Спорт министерствин пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн кандидатурине ЧР Патшалӑх Канашӗн черетлӗ 28-мӗш сессинче ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер: Елена Николаева — хӑвӑрт утас енӗпе Раҫҫей тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, Олимп вӑййисен чемпионки тата кӗмӗл призерӗ, ҫуллахи Олимп вӑййисен кӗмӗл призерӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ЧР Патшалӑх Канашӗн виҫҫӗмӗш тата тӑваттӑмӗш суйлавӗн депутачӗ те, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑвашри уйрӑмӗн пайташӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Маловӑн ҫурчӗ Чӗмпӗр облаҫӗнче пурӑнакан чӑваш ҫынни 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче кулак тесе йышӑннӑ йӑхӗсен ҫуртне тавӑрнӑ. Валентина Ильина суда 1930 ҫулта аслашшӗнчен туртса илнӗ ҫурта таварас тӗллевпе суда кайнӑ. Культура еткерлӗхӗн комитечӗн председателӗ Шарпудина Хаутиева каланӑ тӑрӑх, ку — тӗлӗмелле япала. Анатри Якушка ялӗнчи ҫурт, унччен И.Ф.Маловӑн пулнӑскер, историпе культура палӑкӗ шутланать. Вӑл ял варринче ларать. 1930 ҫулта ялти хастарсем Малова кулак тесе йышӑннӑ, унӑн пурлӑхне туртса илнӗ. Унӑн ҫуртӗнче колхоз правленийӗ, пекарня пулнӑ. Ҫурт муниципалитет харпӑрлӑхӗнче пулнӑ, унпа кайран никам та усӑ курман. Еткере тавӑрма шухӑшланӑ хӗрарӑм документсене 35 ҫул пухнӑ. Валентина Ильина ӑна ишӗлсе анассинчен хӑтарас тӗллевпе тавӑрнӑ. Ватӑ ҫынсем Малов ҫав ҫуртра пурӑннине ӗнентерни те судра кирлӗ пулнӑ. Валентина Ильина кирлӗ документсене уйӑх тӑршшӗнче алла илӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш Енре ОРВИпе грипа пула 17 пин ытла ача шкула каяймасть. Ҫавна май чылай шкул карантина хупӑннӑ. Шупашкарти 5-мӗш гимназие вара чир ура хурайман. Унта ку лару-тӑрура мӗнле вӗренмеллине шухӑшласа кӑларнӑ. Унта эпидеми пулман-ха, анчах сывӑ ачасене дистанци мелӗпе вӗрентме шухӑшланӑ. Ачасене скайппа усӑ курса вӗрентеҫҫӗ. Кунсӑр пусне вӗрентекенсене тестсене онлайн мелӗпе ҫырмалли, дистанци мелӗпе вӗренмелли «Модул» программа пулӑшать. Вӗсем пулӑшнипе педагогсем малтан задание ачасене ярса параҫҫӗ. Лешсем хӑйсем тӗллӗн тишкерсен хӑтлав, таблица, схема яраҫҫӗ. Заданисене пур вӗренекене те ярса параҫҫӗ. Чирлисем вӗсене май килнӗ таран пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗсенчен ҫирӗп ыйтмаҫҫӗ. Тем тесен те, 21-мӗш ӗмӗрте те куҫа куҫӑн калаҫнине, класра ларса вӗреннине нимӗн те ҫитмест. Вӗрентекенсем ҫитес эрнере ачасем кӗтмен ҫӗртен пулнӑ каникултан таврӑнасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
Паян кӑнтӑрла икчӗлеллӗх пирки каласа паракан ҫӗнӗ сайт уҫӑлнӑ, вӑл www.ich.edu.cap.ru/?t=eduid&eduid=4823 адреспа вырнаҫнӑ. Сайта хатӗрлекенсем ун урлӑ ашшӗ-амӑшӗ килте тата вӗренӳре хӑйсен ачисемпе тӑван чӗлхепе мӗнле усӑ курмалли пирки материалсемпе пулӑшма шантараҫҫӗ, тӑтӑшах ҫӗнӗ статьясемпе тивӗҫтересси пирки пӗлтереҫҫӗ. Чӑвашла «Икӗ чӗлхеллӗ ачасем» ят панӑ сайта тӑватӑ чӗлхепе хатӗрленӗ — чӑвашла, вырӑсла, тутарла тата ирҫелле. Пирӗн республикӑра ҫак тӑватӑ чӗлхепе те вӗренӳ пырать иккен. Ҫавах та сайт йӗркелӳҫисем каярах, май килнӗ таран, унта ытти чӗлхеллӗ материалсемпе те паллаштарма шантараҫҫӗ. Сайта хатӗрлекенсен йышӗнче Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствине, Чӑваш Республикин вӗренӳ институтне, «Хавал» чӑваш халӑх пӗрлешӗвне тата уйрӑм ҫынсене асӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Чӑваш наци музейӗнче Геннадий Айхин Парижри архивне хӑтланӑ. Геннадий Никандровичӑн юлташӗ Николай Дронников Парижран Чӑваш халӑх поэтне Геннадий Айхие сӑнланӑ живопиҫ, графика тата скульптура илсе килнӗ. Хӑтлав нарӑсӑн 12-мӗшӗнче иртнӗ. Ҫак кун Геннадий Айхи пурӑннӑ пулсан 94 ҫул тултарӗччӗ. Унта «Отмеченная зима» кӗнекене те хӑтланӑ. ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хаклӑ ҫак япаласене Геннадий Никандровичӑн юлташӗ, ӳнерҫӗ тата скульптор Николай Дронников панӑ. «Отмеченная зима» кӗнекене Николай Дронников Геннадий Айхипе пӗрле хатӗрленӗ. Унта – Айхи ытти издательсемпе ҫыру ҫырни, текстсене тӳрлетни, сӑнӳкерчӗксем, кӗнекене кӑларма укҫан пулӑшнӑ ҫынсене ячӗсемпе адресӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
«Республикǎри вӗренӳ системине ҫӗнетессинче ачасен апатланǎвӗ те пысǎк пӗлтерӗшлӗ. Хальхи вǎхǎтри технологипе, оборудованипе усǎ курса ӗҫлени ачасене паха апатпа тивӗҫтерме май парать», — ҫакӑн пек шухӑшлать «Канаш ен» хаҫат. Хыпарӗ вара — Канаш районӗнчи Шелттем тӗп шкулӗнче юсаса ҫӗнетнӗ столовӑй уҫни пирки. Ҫак ятпа йӗркеленӗ линейка та ирттернӗ иккен. Шкул директорӗ Сергей Ерицов ҫав енӗпе «пысǎк ӗҫ тунӑ ҫынсене» тав тунӑ. Пӗр уйǎхра, уявпа кану кунӗсене пǎхмасǎр строительство ӗҫӗсене ирттернӗ-мӗн. — Малашлǎх плансем пысǎк пирӗн. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн ӗҫлесе шкула ҫӗнетсе, хитрелетсе пыма шутлатпǎр, — палǎртнӑ хǎй ӗмӗтне С. Ерицов директор. Линейкǎра тухса калаҫакансем, районти вӗрентӳ управленийӗн пуҫлǎхӗ Юрий Алексеев, ял тǎрǎхӗн пуҫлǎхӗ Владимир Николаев, вырǎнти библиотека заведующийӗ Таисия Иванова, Николай Николаев усламҫа спонсор пулǎшǎвӗ кӳнӗшӗн чун-чӗререн тав тунӑ. Ачасене унран тӗслӗх илме суннӑ. Хӗрлӗ хǎю касса столовǎй уҫнǎ хыҫҫǎн хǎнасене тутлǎ апат-ҫимӗҫпе сǎйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Патӑрьелти шкул директорӗ Наталия Андреева Нарӑсӑн 8-мӗшӗнче Патӑрьел район хаҫачӗ «Авангард» 84 ҫул тултарнӑ. Унччен вара «2014 ҫул ҫынни» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫалхи конкурса тӗрлӗ отрасльте тӑрӑшакан вунӑ хастар хутшӑннӑ. Конкурсантсем хушшинче культура ӗҫченӗ те, тухтӑр та, шкул директорӗ те, суту-илỹ филиалӗн директорӗпе ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ тата ытти те пулнӑ. «Хаҫат вулакансем те ҫак конкурса кӗтнӗ курӑнать, редакцине шӑнкӑравларӗҫ те, ҫырчӗҫ те», — пӗлтереҫҫӗ хаҫатҫӑсем. Чи нумай сасӑ пуҫтараканни «Ҫулталӑк ҫынни — 2014» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Хальхинче ҫак чыса Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкул ертỹҫи Н. Андреева ҫӗнсе илнӗ. Наталия Борисовна шкул директорӗн ӗҫӗпе пултарулӑхне 1910 ҫын хак панӑ. Иккӗмӗш вырӑна Ф. Уфуков, виҫҫӗмӗшне В. Фролов тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Ӗнер, нарӑсӑн 11-мӗшӗнче, республикӑн Вӗренӳ институтӗнче чӑваш чӗлхипе литературин регионти олимпиади иртнӗ. Олимпиадӑна Чӑваш Республикинчи тата республика тулашӗнчи шкулсенчи 9-11-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑннӑ. Елчӗк районӗнчи Курнавӑш шкулӗн чысне 11-мӗш класра вӗренекен Мария Корнилова хӳтӗленӗ. Сӑмах май каласан, регионсем шайӗнчи олимпиадӑсенче Мария 4 ҫул ӗнтӗ лайӑх пӗлӳ кӑтартать иккен. Тӑван ен культурипе вӑл 2 ҫул, чӑваш чӗлхипе тата литературипе 2 ҫул малтисен ретӗнче пулнӑ. Кӑҫалхи ҫивӗч ӑмӑртура та Мария Корнилова ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ. Паллах, ҫитӗнӳ хӑй тӗллӗн килмест, пӗлӗве вӗреннӗ чухне куллен туптамалла теҫҫӗ унӑн вӗрентекенӗсем. Мария Корниловǎна олимпиадǎна Н.Н. Круглова тата В.Н. Воронова вӗрентекенсем хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
Раҫҫейӗн чукун ҫулӗн пуҫлӑхӗ Владимир Якунин «Мускав-Хусан» пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ чукун ҫул хӑҫан тума палӑртнине каланӑ. Кун пирки ӗнер вӑл Шупашкара килнипе усӑ курса журналистсем кӑсӑкланнӑ. Якунин пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывӑн правительстви проектпа шырав ӗҫӗ валли укҫа уйӑрма йышӑннӑ. 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗ валли магистралӗн аталанӑвӗн проектне хатӗрлесе ҫитермелле. Унтан строительство ӗҫӗсене пуҫӑнмалла. Мӗнпур ӗҫе пурнӑҫлама 4 ҫул кирлӗ. «2018 ҫулччен Улатимӗр тата Улатимӗртен Чулхула таран пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ лаптӑк тума шантаратпӑр», — тенӗ Владимир Якунин. Шупашкара Раҫҫейӗн чукун ҫулӗн пуҫлӑхӗ чукун ҫул техникине кӑларакансен регионти IX конференцине ирттерме килсе ҫитнӗ. Мероприяти ӗнер пуҫланнӑ, паян вӗҫленнӗ. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пулнӑ май Якунин чукун ҫулӑн Шупашкарти станцийӗнче ӗҫлекенсемпе тӗлпулнӑ, «Элара», «Экра» акционерсен обществисен ӗҫӗпе паллашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ялӗнче кӑҫалхипе вуннӑмӗш хут Чечен Республикинче пуҫне хунӑ Иванов Анатолий Геннадьевича асӑнса йӗлтӗрпе чупассипе ӑмӑртусем иртнӗ. Унта пурӗ 120 спортсмен хутшӑнчӗ. Малтанах спортсменсем Кӑкшӑм шкулӗн спортзалне линейкӑна йӗркеленсе тӑнӑ. Пухӑннисем умӗнче Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Константин Михайлов, Кӑкшӑм шкул директорӗ А.М.Иванов, Етӗрнери афган вӑрҫин ветеранӗсен обществин представителӗ Н.И.Кириллов, Етӗрнери социаллӑ пайӗн специалист-эксперчӗ И.А. Семенов тата ыттисем Иванов ячӗпе иртекен ӑмӑртура пурне те Анатолий пек хастар пулма, ҫирӗплӗх, ӑнӑҫусем сунчӗҫ. Унтан пурте Раҫҫей гимнӗ янӑранӑ хыҫҫӑн паттӑр салтака асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ. Калиса Михайловна, Анатолин амӑшӗ, пухӑннисене хӑйӗн ывӑлне манса кайманшӑн куҫҫуль витӗр тав турӗ, ӑмӑрту йӗркелекенсене асӑнмалӑх парнесем пачӗ. Е.В. Лобастова ертсе пыракан Кӑкшӑм шкулӗнчи ташӑ ушкӑнӗ хӑнасене ташӑпа саламларӗ. Чи кӗҫӗннисем — пӗрремӗш класра вӗренекен Алеша Ивановпа Маша Жандарова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни ҫуралнӑ. | ||
| Данилов-Чалдун Максим Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абрамов Иван Кузьмич, РСФСР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чаппан вӑрҫи пуҫланнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михлеев Дмитрий Никонорович, чӑваш кинорежиссёрӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ ҫуралнӑ. | ||
| Галкин Андрей Петрович, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |