Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Лапсарти ял уявне спортпа ҫыхӑнтарчӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 12.09.2016 13:16 | 1671 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ

Шупашкар районӗнчи Лапсар ялӗнче ӗнер ял уявӗ иртрӗ. Ӑна спортпа ҫыхӑнтарчӗҫ. Сӑлтавӗ те ҫук мар — ку ялта спортпа туслӑ ҫынсем сахал мар. Спорт мастерӗсене ял сахал мар ӳстернӗ.

Чи малтанах спорт уявне ачасем уҫрӗҫ — вӗсем ӑмӑртмалла велосипедпа ярӑнчӗҫ. Шкула каяканнисем те, ача пахчине ҫӳрекенсем те педаль ҫавӑрчӗҫ.

Ял уявӗ вырӑнти тӳре-шарасӑр иртмерӗ. Лапсар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Иванов пухӑннӑ халӑха уяв ячӗпе саламларӗ, ялти хастар ҫынсене хисеп хучӗсемпе чысларӗ. Уйрӑм парне ялти чи ватӑ кинемее лекрӗ. Ӑна вӑрӑм кун-ҫул тата ҫирӗп сывлӑх сунчӗҫ.

Ял уявне вӗтӗ ҫумӑр пӗрре те кансӗрлемерӗ, ял халӑхӗ пӗчӗк концертра савӑнчӗ.

#Лапсар ял тӑрӑхӗ, #ачасем, #спорт, #культура, #ял уявӗсем, #Лапсар, #Шупашкар районӗ

 

Сӑнсем (48)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем