Чӑваш чӗлхи
![]() Ака уйӑхӗн 1–30-мӗшӗсенче Чӑваш наци музейӗнче «Янра, чӑваш чӗлхи!» чӑваш чӗлхин уйӑхлӑхӗ иртет. Унпа килӗшӳллӗн музейра интерактивлӑ мероприятисем, ӑсталӑх класӗсем, лекцисем, уявсем иртӗҫ. Мӗнпур заняти тӳлевлӗ пулнине пӗлтереҫҫӗ. Унта хутшӑнас тесен малтан заявка памалла. Тӗслӗхрен, «Асанне арчинчен», «Кӗпе уйра ҫитӗнни ҫинчен», «Айтӑр вӑййа тухар-и?», «Юрӑ-кӗвӗ йывӑҫӗ», «Ҫеҫпӗл Мишшин юрату поэми» тата ытти темӑсемпе занятисем иртӗҫ. Пиҫиххи явас, тӗрлес, чустаран Нарспи хӗре ӑсталас тата ытти енӗпе ӑсталӑх класӗсем йӗркелӗҫ. Шкул ачисем валли «Йӑлтах пӗлес килет!» пӗлӳпе тавракурӑм программи пулӗ. Ӗлӗкхи чӑвашсен тумӗсем, хальхи тумтир, пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсем, чӑваш календарӗ, чӑвашсен йӑли-йӗрки, чӑвашсен ҫырулӑхӗн историйӗ пирки лекцисем вулӗҫ. Ҫавӑн пекех Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче, Константин Иванов ячӗллӗ музейра экскурсисем иртӗҫ, куравсем йӗркелӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти парксем ҫӑва тухма хӗрӳ хатӗрленеҫҫӗ. Ара, ҫынсене, ачасене илӗртмелле вӗт, канмашкӑн йыхравламалла. Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче кӗҫех юмахри сӑнарсем пурӑнма тытӑнӗҫ. Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта тилӗпе йӑвача, Буратино, Шарик йыта пулмалла. Арт-объектсене хула хыснинчи укҫапа туянӗҫ. Кун валли пӗтӗмпе 75 пин тенкӗ кирлӗ-мӗн. Юмахри сӑнарсене Ростов облаҫӗнчен туянӗҫ. Кашни сӑнар 1 метр ҫурӑ ҫӳллӗш пулӗ. Юмахри сӑнарсене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун, хӑтлӗҫ. Ун чухне ҫуллахи сезона та савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Раҫҫейре ҫулсерен иртекен «Библиокаҫ» акципе килӗшӳллӗн ЧР Наци вулавӑшӗнче Андрей Васильев режиссерӑн «Нарспи» фильмне кӑтартӗҫ. Юрӑллӑ-кӗвӗллӗ «Нарспи» фильма Константин Ивановӑн поэми тӑрӑх хатӗрленӗ «Нарспи» мюзикла тӗпе хурса ӳкернӗ. Фильм пултарулӑх стилӗпе тата ӳнер енӗпе палӑрать, икӗ сехете тӑсӑлаканскере пӗр сывламасӑр пӑхма пулать. Профессионал вокала, хореографие, илемлӗ сценӑсене, ятарлӑ эффектсене пула «Нарспи» кино куракансен асӗнче яланлӑхах юлӗ. Аса илтерер: «Нарспи» фильма пӗлтӗр ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарта пӗтӗм тӗнчери фестивальте пӗрремӗш хут кӑтартнӑ. Ӑна куракансем лайӑх йышӑннӑ. Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пурне те ЧР Наци вулавӑшӗнче 19 сехетре 119-мӗш пӳлӗмре кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Александр Зотов прокурор Чӑваш Енӗн прокуратура тытӑмӗнче прокурорсене вырӑнпа ылмаштарнӑ. Ку вӑл йӑлана кӗнӗ процедура пулнӑран тем тӗлӗнмеллиех ҫук. Аса илтеретпӗр, прокурора ҫӗршывӑн генпрокурорӗн хушӑвӗпе ҫирӗплетеҫҫӗ. Куславкка районӗн прокурорӗнче тӑрӑшнӑ Петр Филиппова Чӑваш Енри юсанмалли учрежденисенче саккуна пӑхӑнса тӑнине тӗрӗслекен прокурор пулма шаннӑ. Унччен ҫав должноҫре тӑрӑшнӑ Александр Зотова Куславкка район прокурорне лартнӑ. Петр Филиппов 1962 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Еншик ялӗнче ҫуралнӑ. Прокуратура тытӑмӗнче 1992 ҫултанпа ӗҫлет. Ҫав ҫулсенче вӑл Ҫӗрпӳ район прокурорӗн пулӑшуҫинче, тӗпчевҫӗре тӑрӑшнӑ. 2001 ҫулта ӑна Куславкка район прокуорорне лартнӑ. Александр Зотов 1970 ҫулта Йӗпреҫре ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн 1996 ҫулта прокуратура тытӑмӗнче тӑрӑшма тытӑннӑ. Аслӑ тӗпчевҫӗ те, ШӖМ органӗсенчи преступленисене тӗпченине тӗрӗслекен пайра аслӑ прокурорта та, прокуратура органӗсенче преступленисене тӗпчекен пайра та ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пӑтӑрмахла ку ӗҫ Канаш районӗнчи пӗр ялта пулса иртнӗ. Унти ҫыхӑну уйрӑмне ертсе пыракан 24 ҫулти хӗрарӑм почта уйрӑмӗнче укҫа тухманнине пенси укҫипе саплаштарнӑ. Хӑйӗнпе мар. Ҫамрӑкскерӗн хӑйӗн тухман-ха ун пекки. Пӗр ялта пурӑнакан ватӑн шучӗпе. «Хӗрхеннипе саплаштарас тенӗ-ши вара лешӗ е тӑванӗ пулман-ши?» — тесе шухӑшлас килӗ те вулаканӑн. Ҫук ҫав. Никам та мар. Ют ҫын кӑна. Тӗрӗссипе, хайхи ватӑ хӑй пенсине почта уйрӑмӗн пуҫлӑхне тыттарман. Лешӗ хут ҫинче пенси тӳленӗ пек кӑтартнӑ та укҫине паман. 9624 тенке вӑл почтӑра укҫа тухманнине саплаштарма янӑ. Ҫавӑн пек правурланнӑшӑн халӗ хӗрарӑм тыткаларӑшне судра пӑхса тухӗҫ. Ӗҫне пуҫиле майпах пуҫарнӑ. Халӗ ӑна вырӑнти прокуратура суда ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Кӑҫал республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсем нумай ҫул ӳсекен курӑксене тата кӗрхисене апатлантарма ытти ҫулхинчен иртерех тухнӑ. Анчах акана яланхиллех, ака уйӑхӗн ҫуррисенче кӑна, тытӑнӗҫ. Хирти ҫак ӗҫе пуҫӑнма хресчен ҫумӑр пуласса кӗтет. Енчен ҫумӑр ҫуса юра ирӗлтерсе пӗтерсен, тен, иртерех те пуҫӑнайӗҫ. Ҫакӑн пирки республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов ӗнерхи пресс-конференцире пӗлтернӗ. Пӗтӗмпе кӑҫал 565 пин ҫектар ҫинче акма палӑртнӑ. Ку вӑл сахалтан та. Ытларах аксан та пӑсмасть, ӗнентернӗ министр. Ҫӗрулми лаптӑкне те кӑҫал ӳстересшӗн. 3 пин гектар нумайрах лартма палӑртаҫҫӗ. Кун валли ял хуҫалӑхӗнче техника та, вӑрлӑх та, удобрени те пур-мӗн. Халӗ: «Ҫанталӑкӗ ӗҫлеме май патӑр», — тесси кӑна юлать ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта Петров урамӗнче пурӑнакансем каллех сисчӗвленнӗ. Уйрӑмах — 13-мӗш ҫуртра пурӑнакансем. Ара, ҫуртран кирпӗчсем тӑкӑнма тытӑнсан сехре ан хӑптӑр-и? Ҫуртра пурӑнакансем управляющи компанине кун пирки пӗлтернӗ, лешсем стена ҫинчи шӑтӑка цементпа хупланӑ. Ҫав 13-мӗш ҫуртра пурӑнакан Ирина Кузьмина ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫӗрле шаплатнӑ сасӑпа вӑранса кайнӑ. Вӑл тӳрех Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт пирки аса илнӗ: ку та ишӗлме тытӑнмасть-ши? Ҫуртӑн умӗ кӑштах йӑтӑннӑ-мӗн. Ҫынсем ирхине урамра темиҫе кирпӗч выртнине асӑрханӑ. Ҫурт тӑрри айӗнче вара — шӑтӑк. Телее, никам та суранланман. «Теплый дом» управляющи команийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ комисси вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ, шӑтӑка хупланӑ. Вячеслав Михайлов специалист каланӑ тӑрӑх, такам стена ҫинчи ултӑ кирпӗче ятарласа сиенлетнӗ. Управляющи команийӗ кун пирки полицие пӗлтернӗ. Вӗсен шухӑшӗпе, ахӑртнех, такам ҫапла майпа ҫӗнӗ ҫуртра хваттере тивӗҫесшӗн. Ҫурт ҫынсемшӗн нимӗнле хӑрушлӑх та кӑларса тӑратмасть иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗн хаҫачӗ «Пирӗн пурнӑҫ» 85 ҫул тултарнӑ. 1930-мӗш ҫулсенче вӑл «Коллективист» ятпа Етӗрнере тухса тӑнӑ. Ун хыҫҫӑн хаҫат ячӗ пӗрре мар улшӑннӑ: «Красночетаевец», «Путь Победы». «Пирӗн пурнӑҫ» ятпа 1991 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен тухма пуҫланӑ. Паян район хаҫачӗ — обществӑпа политика хаҫачӗ, чӑвашла эрнере икӗ хут тухса тӑрать. Хӑш чухне вырӑсла статьясем те курӑнкалаҫҫӗ. Алина Оринова 2004 ҫултанпа редактор пуканне йышӑнать. Каларӑм чылай наградӑна тивӗҫнӗ. 2014 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче хаҫатра ӗҫлекен Альбина Замуткина корреспондентӑн «Ҫемье телейӗ — ачасенче» проекчӗ ҫӗнтернӗ. Район хаҫачӗ Совет тапхӑрӗнче «Искра» колхозра нумай тиражлӑ «Хӗлхем» хаҫат кӑларса тӑнӑ Иван Вазяковпа ҫыхӑну тытать. Вӑл Мишеркассинчи вӑтам шкулта таврапӗлӳ музейне йӗркелесе тытса пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Куславккар районӗнчи Энтри Пасарти шкулта Кӑҫал пирӗн республикӑра чӑваш чӗлхи пӳлӗмне хитре капӑрлатнине палӑртмалли конкурс иртет. Ку конкурс пӗтӗмлетӗвне епле хатӗрленнине тӗрӗслеме ҫак уйӑхӑн пуҫламӗшӗнчи пӗр кун Куславкка районӗнчи Энтри Пасарти вӑтам пӗлӳ паракан шкула маларах асӑннӑ конкурс йӗркелӳҫисем ҫитсе килнӗ. Республика шайӗнчи конкурса асӑннӑ шкулта пӗтӗмлетмелле иккен. Ку кун ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулӗ. Унта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе пӗрлех ытти хӑна та пухма шухӑшлаҫҫӗ. Шкулта чӑвашсен кулленхи пурнӑҫӗнче усӑ куракан япаласен куравне йӗркелеме палӑртаҫҫӗ-мӗн. Кунсӑр пуҫне чӑваш тумӗн куравне те йӗркелесшӗн. Унта авалхи кунтан пуҫласа паянхичченхи экспонатсем таранах вырӑн тупмалла-мӗн. Конкурса Чӑваш наци конгресӗн "Сывӑ наци" комитечӗн ертӳҫи, ЧНКн президиумӗн пайташӗ Юрий Зорин "Чӑваш ялӗ" комитет ертӳҫипе Эдуард Бахмисовпа пӗрле йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Муркашри тӗп пульницӑра 26 ҫулти тухтӑрӑн виллине тупнӑ. Официаллӑ мар ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑкскер Муркашри пульницӑна «Земство тухтӑрӗ» программӑпа ӗҫлеме килнӗ. Каччӑ реаниматолог анестезиолог пулса ӗҫленӗ. Официаллӑ информаци пӗлтернӗ тӑрӑх, тухтӑр ҫӗрле дежурствӑра пулнӑ. Каҫхи 11 сехетре тӗрӗслев хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн пӳлӗмне кайнӑ. Хайхискер ирхине унтан тухманран алӑка ҫӗмӗрсе кӗнӗ. 26-ри тухтӑрӑн вилли урайӗнче выртнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑкскер хӑйӗн хӑсӑкӗпе чыхӑнса вилнӗ. Чӑнах та ҫапла-и? Ҫакӑ судпа медицина экспертизи тунӑ хыҫҫӑн паллӑ пулӗ. Халӗ следстви умӗнчченхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |