Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Тырӑ вырӑнне ҫум курӑк ӳснӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 17.08.2015 20:01 | 1424 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ

«Ҫӗр ҫынсене ӗмӗртен вӑрҫтарнӑ. Унпа ҫыхӑннӑ ыйтусем халӗ те ҫивӗч», — тесе пӗлтерет Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗ Надежда Васильева.

Кӑҫалхи ҫур ҫулта кӑна унта 17 ҫӑхав ҫитнӗ. Ҫынсем ыйтӑва вырӑнта татса парайманнипе специалистсенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Вӗсене ыттисем ҫӗрпе мӗнле усӑ курни канӑҫ памасть-мӗн.

Нумай пулмасть Канаш район администрацийӗнчен Шаккӑл ял ҫывӑхӗнчи 157 гектар ҫӗре ҫумкурӑк пусса илнине пӗлтернӗ. Вӑл лаптӑка 2011 ҫултах пӗр ҫын тара илнӗ.

Анчах акса-лартманнине кура ҫумкурӑк кӑна мар, йывӑҫ-тӗм те пусса илме тытӑннӑ. Тӗрӗслевҫӗсене хӑй каланӑ тӑрӑх, 32 гектар ҫинче нумай ҫул ӳсекен курӑксен вӑрлӑхне акнӑ. Иртнӗ ҫул вара пӗр гектар ҫӗрулми те лартнӑ пулать.

2015 ҫулхи ҫур ҫулта ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмешкӗн 26 протокол ҫырма тивнӗ. Вӗсем ытларах — Патӑрьел, Комсомольски, Канаш, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Тӑвай районӗсенче.

#Етӗрне районӗ, #Шӑмӑршӑ районӗ, #Канаш районӗ, #Комсомольски районӗ, #Патӑрьел районӗ, #Тӑвай районӗ, #ҫӗр ыйтӑвӗ, #Шаккӑл, #ял хуҫалӑхӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/tyra-vyranne-cumkurak
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем