Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кӗчкей ялӗнчи «Женьшень» сывлӑха упрамалли клуб пайташӗсем малашне камран тӗслӗх илмеллине пӗлеҫҫӗ. Вӗсем нумаях пулмасть Олимп чемпионки Елена Николаева патӗнче хӑнара пулса курнӑ.
Елена Николаевна вӗсемпе сывлӑха ҫирӗплетмелли хусканусем тунӑ. Ку вара пурне те вӑй-хал хушнӑ, кӑмӑлӗсене хӑпартнӑ.
Унтан хӑнасем маттур ентешӗн кубокӗсемпе, медалӗсемпе паллашнӑ. Елена Николаевна хӑнасене спортри йывӑрлӑхсем пирки, хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсемпе малашнехи планӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
«Женьшень» клуб пайташӗсем чемпионкӑна сывлӑха ҫирӗплетмелли хӑйсен мелӗсемпе паллаштарнӑ. Вӗсен тӗлпулӑвӗ чей ӗҫнипе вӗҫленнӗ.