Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Анатри Кӗлӗшкасси ял уявне пӗрле паллӑ тунӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 17.08.2015 16:50 | 1577 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ

Йӗпреҫ районӗнчи Тури Кӗлӗшкасси ялӗнче пурӑнакан Анания Макарова ял ӑҫтан пуҫланса кайнипе кӑсӑкланнӑ та акӑ мӗн пӗлнӗ: Тури Кӗлӗшкассипе Анатри Кӗлӗшкасси ҫыннисем Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӗлӗшкасси ялӗнчен куҫа килнӗ. 1650–1660 ҫулсенче куҫса килекенсем Хум шыв хӗрринче Анатри Кӗлӗшкасси ялне пуҫарса янӑ. Кӑштахран халӑхӑн пӗр пайӗ ҫӗнӗ ял — Тури Кӗлӗшкасси — пуҫарса янӑ.

2014 ҫулта Тури Кӗлӗшкасси ялӗн уявне паллӑ тунӑ. Унта Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Кӗлӗшкасси ҫыннисем те килнӗ.

Кӑҫал акӑ Анатри Кӗлӗшкасси ялне паллӑ тунӑ. Малтанах Чӑваш Тимеш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Иванов тухса калаҫнӑ. Йӗпреҫ район пуҫлӑхӗ Александр Яковлев та килнӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров Валерий Герлова Хисеп грамотипе чысланӑ.

Унтан «Эревет» фольклор ушкӑнӗ, «Ҫавал» ансамбль тата чӑваш эстрада юрӑҫисем концерт лартнӑ.

Сӑнсем (18)

#Анатри Кӗлӗшкасси, #Чӑваш Тимеш ял тӑрӑхӗ, #Йӗпреҫ районӗ, #ял уявӗсем, #Тури Кӗлӗшкасси, #Кӗлӗшкасси, #уявсем, #культура, #концертсем, #Кӗлӗшкасси, #Ҫӗрпӳ районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем