Раҫҫейре
![]() Ҫӗршывӑн правительстви ипотекӑна субсидилеме йышӑнни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, банксен процент ставкине патшалӑх субсидиленӗ хыҫҫӑн ҫынсен 12 процентпа ҫеҫ тӳлемелле тӑрса юлать. Ҫӑмӑллӑхлӑ кредит паракан программа пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пурнӑҫа кӗме тытӑнчӗ. Вӑл шӑп та лӑп ҫулталӑка, 2016 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, пымалла. Ҫӑмӑллӑхлӑ программӑпа парас кӑмӑллине ҫӗршыври темиҫе кредит организацийӗ пӗлтернӗ те ӗнтӗ. Ҫав шутра — Перекет банкӗ, ВТБ, Россельхозбанк. Юлашкинчен асӑннӑ банкӑн Чӑваш Енри филиалӗн пресс-служби кредита илес тесен ҫынсен хӑйсен кӗсйинчен ҫурт-йӗр хакӗн 20 процентӗнчен кая мар кӑларса хумаллине пӗлтерет. Кивҫен укҫана 30 ҫул таран параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫак кунсенче Ӗпхӳ хулинче Пушкӑртстан Чǎваш ҫамрǎкӗсен пӗрлӗхӗн пиллӗкмӗш аслǎ пухǎвӗ иртнӗ. Унта кун йӗркинчи вунǎ ыйтǎва nӑxca тухни пирки Алексей Алексеев «Урал сасси» хаҫатра пӗлтернӗ. Пухǎва пӗрлӗхӗн ертӳҫи Сергей Дмитриев уҫнӑ. Кун йӗркине тата ытти йӗркелӳ ыйтǎвӗсене nǎxca тухса ҫирӗплетнӗ хыҫҫǎн «Канаш» пӗрлӗхӗн учредителӗ И.Г. Тарасов тата унӑн ӗҫтǎвком ертӳҫин ҫамрǎклǎх политикин ыйтǎвӗсемпе ӗҫлекен ҫyмӗ А.Я. Федорова cǎмax илнӗ. Bӗceм паянхи ҫамрǎксем тумалли ӗҫceм ҫинче тӗплӗн чарǎнса тǎнǎ. Сергей Дмитриев калас сӑмахне пуҫланǎ май «Паян пире ҫамрǎксен пӗрлӗхӗ мӗн тума кирлӗ?» ыйтуран пуҫланӑ. Ӑна xǎйex хуравланǎ. «Пурнǎҫра пӗp-пӗрне пулǎшса пыма. Хальхи тапхǎрта ҫамрǎк ҫынна пӗччен ура ҫине тǎма питӗ йывǎр. Пурнǎҫа ырǎ улшǎнусем кӗртес тесен вара чǎмǎртаннǎ пӗрлӗхсӗр ним те тǎваймастǎн. Ҫамрǎксен вǎйӗ — вǎйлǎ пӗрлӗхре!» — тенӗ вӑл. Сергей хǎй куракан аталану ҫул-йӗрӗсене палǎртнǎ. Ҫав шутра ҫамрǎксене спортпа туслаштарасси, туризм ҫулҫӳревӗсем, ӗлӗкхи пек ташǎ тата кану каҫӗсем йӗркелесси, пӗрлӗх вǎйӗпе концертсемпе спектакльсем лартасси. Лару тата ытти ыйтӑва та сӳтсе явнӑ, малашлӑх плансене палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫак кунсенче Мускаври «Хӗрлӗ Октябрь» культура ҫуртӗнче чӑваш наципе культурин автономийӗ «Ҫӑварни» ирттернӗ. Унта Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков та хутшӑннӑ. Леонид Волков пухӑннисене уявпа саламланӑ, Михаил Игнатьев делегаципе пӗрле Крыма ҫитсе килни ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Леонид Волков ҫавӑн пекех Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене, тыткӑнра 4 ҫул пулнӑ Юрий Владимиров ҫыравҫа саламланӑ, чӑвашсен уявне килме май тупнӑшӑн тав тунӑ. Вӑл ҫавӑн пекех нарӑсан 14-мӗшӗнче «Нарспи» поэма каҫне хутшӑннисене тав сӑмахӗ каланӑ. Леонид Волков Илпек Микулайне халалланӑ каҫ ирттерме сӗннине халӑх ырласа йышӑннӑ. Кӑҫал Илпек Микулайӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет-ҫке. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫей Президенчӗ Наци ӗҫӗсемпе тимлекен федерации агентстви йӗркелеме сӗннӗ. Кун пирки Кремлӗн пресс-служби хыпарлать. Владимир Путин ҫӗршывӑн премьер-министрне Дмитрий Медведева ҫакна пӑхса тухса акан 15-мӗшӗ тӗлне сӗнӳсем тӑратма хушнӑ. Наци ӗҫӗсем енӗпе тимлекен федераци агентстви наци тата конфесси хушшинчи хутшӑнусене мала кӑларса тӑратнӑ май Раҫҫейӗн нумай нациллӗ халӑхӗн пӗрлӗхне ҫирӗплетессипе ҫине тӑмалла. Кунсӑр пуҫне агентство халӑхсен этнокультурине аталантарассипе тӑрӑшмалла. Ҫак ыйтусемпе ҫыхӑннӑ федерацин тӗллевлӗ программисем те асӑннӑ агентство яваплӑхӗ шутланӗҫ. Маларах ҫӗршывра кун пек ведомство пулнӑ. 2001 ҫулта ӑна пӗтернӗ. Унӑн тивӗҫне темиҫе министерствӑна пайласа янӑ. Патшалӑхӑн наци политикипе Регионсен аталанӑвӗн министерстви тимлеме пуҫланӑ. Пӗлтӗр вӑл министерствӑна пӗтерсе наци ыйтӑвне Культура министерствине панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ӑваш Республикин хӗрарӑмсен канашӗ тата Вырӑс православии чиркӗвӗн Улатӑрти епархийӗн Сусӑрсен «Пурнӑҫшӑн» пулӑшупа реабилитаци центрӗ ӳт-пӳ енчен хавшаккисем валли «Колибри» фестиваль йӗркелессине пӗлтереҫҫӗ. Фестивале виҫӗ номинаципе ирттерӗҫ, музыка, декораципе прикладной ӳнер, литератураӗ «Музыка» номинацие хӑйне темиҫе пая уйӑрмалла: вокал, алӑпа кӑтартса юрлани, инструментпа каласси. «Литература» номинацие те вакрах пайсене уйӑрма йышӑннӑ. Ку енӗпе тупӑшакансен е поэзи, е проза енӗпе хӑйсен пултарулӑхне тӗрӗслеме май килӗ. Конкурсҫӑсене ҫула кура та ушкӑнсене пайлӗҫ, кӗҫӗн ушкӑнрисем (кунта 12–17 ҫултисем кӗрӗҫ) тата аслӑ ушкӑн (18–35 ҫултисем). Фестивале йӗркелекенсем пултаруллисене палӑртассипе пӗрлех сусӑрсене ҫӗнӗ туссем, пӗр шухӑшлисемпе паллашма май туса парассине асӑнаҫҫӗ. Хӑйсен пултарулӑхне тӗрӗслес текенсен ака уйӑхӗн 11-мӗшӗччен заявка парса ӗлкӗрмелле. Ӑна ҫак элеткрон адреспа ӑсатмалла: alexkorotin@bk.ru. Ыйтса пӗлмелли электрон адрессем ҫапларах: alexkorotin@bk.ru, lenasvetl@mail.ru. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Пушӑн 27-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнче те чи илемлӗ пикене суйланӑ. Ҫав каҫ сцена ҫине 10 пике тухнӑ: Анжелика Анисимова, Юлия Петрова (Пучинке), Наталья Ефремова (Эйпеҫ), Кристина Егорова (Кӗлӗмкасси), Людмила Елдырева (Пысӑк Упакасси), Мария Чугарова, Елена Раймова (Чӑваш Тимеш), Мария Майорова (Хурамал), Екатерина Кошелева (Ирҫе Ҫармӑс), Татьяна Яковлева (Шӑрттан). Яланхи пекех конкурсра хӗрсем хӑйсемпе паллаштарнӑ, чӑваш наци апачӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Кӑҫал «Йӗпреҫ пики — 2015» ята Анжела Анисимова тивӗҫнӗ. «Вице пике» — Людмила Елдырева. «Хӳхӗм пике» — Юля Петрова, «Ҫепӗҫ пике» — Мария Чугарова, «Илӗртӳллӗ пике» — Кристина Егорова, «Ӑс пике» Екатерина Кошелева. Катя ҫавӑн пекех куракансем кӑмӑлланӑ пике пулса тӑнӑ. «Сӑпайлӑ пике» титула Татьяна Яковлева ҫӗнсе илнӗ. Наталья Ефремова «Маттур пике» номинацире мала тухнӑ. Мария Майорова «Ҫӗкленӳллӗ пике» пулнӑ. Елена Раймова вара — «Ҫап-ҫутӑ кулӑллӑ пике». Анжела Анисимова район чысне «Чӑваш пики» республика конкурсӗнче хӳтӗлӗ. Сӑнсем (84) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Пушӑн 26-мӗшӗнче Чӗмпӗрти квалификацие ӳстермелли институтра Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне, Ҫентерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ вӗренӳ проекчӗсен инноваци куравӗн ярмӑркки иртнӗ. Унта Чӑваш кӗнеке издательстви те хутшӑннӑ. Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗн ҫумӗ Наталья Яхатина палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен делегацийӗ чӑваш чӗлхипе литературин учителӗсемпе иртнӗ ҫавра сӗтеле хутшӑннӑ, институт ректорӗсемпе тӗл пулнӑ. Чӑвашла тата вырӑсла кӗнекесен экспозицийӗ чылайӑшне илӗртнӗ. Вӗрентекенсем Чӑваш кӗнеке издательствин ҫӗнӗ продукцийӗпе хаваспах паллашнӑ. Уйрӑмах К.Ивановӑн «Нарспи» кӗнекине килӗштернӗ. Кун пек ярмӑрккӑна ҫулсерен ирттереҫҫӗ. Кӑҫал унта Хусанти, Чуллӑ ҫырти, Теччӗри вӗренӳ организацийӗсен элчисем те хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пушӑн 27-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче, Вырӑс патшалӑх драма театрӗнче «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Чи малтанах ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов сцена ӑстисене уявпа саламланӑ. Кӑҫал жюрипе куракансем пуш уйӑхӗ тӑршшӗпех чи лайӑх спектакльсемпе киленме пултарнӑ. Камсем ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ-ха? «Ҫулталӑрки чи лайӑх спектакль (режиссура)» номинацире Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнчи Юрий Филипповӑн «Ночь перед Рождеством» (Н.В.Гоголь) постановки ҫӗнтернӗ. «Ачасем валли лартнӑ чи лайах спектакль» номинацире Иосиф Дмитриев «Кот в сапогах» постановкӑпа мала тухнӑ (Ҫамрӑксен театрӗ). «Спектакле кӗвӗ тӗлӗшӗнчен чи лайӑх илемлетни» номинацире Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнчи Юрий Григорьев «Ночи перед Рождеством» спектакльпе ҫӗнтернӗ. «Чи лайӑх сценографи» номинацире Светлана Зверева «Синкерлӗ шӑпа» спектакле илемлетнӗшӗн ҫӗнтернӗ (Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ). «Хӗрарӑм рольне чи лайӑх калӑплакан» номинацире Вырӑс патшалӑх драма театрӗн артисчӗ Татьяна Яфанова «Бабочка… Бабочка» спектакльте Эдда рольне калӑпланӑшӑн тата Елизавета Хрисанфова «Синкерлӗ шӑпа» постановкӑра Лизавета ролӗшӗн ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑра кӑна мар, ҫӗршывӗпех коррупципе вирлӗн кӗрешеҫҫӗ. Ҫитес вӑхӑтра вара Чӑваш Енре «хӗрӳ лини» ӗҫлеттерсе ярасшӑн. Унта шӑнкӑравласа коррупци пирки пӗлтерме май пулӗ. Кун пирки Правительство ҫуртӗнчи ларура нумай пулмасть каланӑ. Палӑртмалла: чылай ведомствӑра «шанӑҫ телефонӗ» пур. Вӗсен номерӗсемпе шӑнкӑравласа йӗркене пӑсни ҫинчен пӗлтерме пулать. Ҫав шутра — коррупци пирки те. Тӗслӗхрен, РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗнче юлашки 2 ҫулта кунашкал шӑнкӑравсен шучӗ 30 процента яхӑн сахалланнине палӑртаҫҫӗ. Анчах пуҫиле ӗҫсен йышӗ улшӑнман. Ведомство ертӳҫи шутланӑ тӑрӑх, ку тухӑҫлӑ ӗҫ кӑтартӑвӗ. Пӗлтӗр коррупци преступленийӗсем 540 миллион тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Хыснана ҫакӑн 60 процентне ҫеҫ тавӑрма май килнӗ. Йӗрке хуралҫисем айӑплисене явап тыттарасшӑн кӑна мар, тӑкака хыснана тавӑрттарасшӑн та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Чӑваш халӑх сайтне уҫнӑранпа 10 ҫул ҫитсе пынӑ май эпир чӑвашла сайтсен конкурсне ирттересси пирки сире пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Унтанпа чылай вӑхӑт иртрӗ пулин те хутшӑнакансем ытлашшиех тупӑнмарӗҫ-ха. Паллах, сайтсем йышӑнса ҫитерессиччен тата вӑхӑт чылай — ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗччен кӗтетпӗр. Ҫавах та сире кӑштах та пулин хавхалантарас тесе ӑмӑрту валли ятарлӑ сайт хатӗрлерӗмӗр. Унпа эсир shursana.chuvash.org адреспа паллашма пултаратӑр. «Шурӑ сӑнӑ» конкурса ачасемпе ҫамрӑксене тӑван халӑх культурипе кӑсӑклантарас, комьютерпа ӗҫлес ӑсталӑха аталантарас, чӑвашлӑх анлӑхне пысӑклатас тӗллевпе йӗркеленӗ. Сайтсен тематики тӗрлӗрен пулма пултарать. Конкурса тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ сайтсем хутшӑнаҫҫӗ. Конкурс пӗтӗмлетӗвне 2015 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗччен Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтерӗпӗр. Мала тухнӑ сайтсене премисемпе чыслас шухӑшлӑ. Ҫавӑн пекех хамӑрӑн тепӗр конкурс пирки те аса илтерес килет. «Шан мана, тӗнче!» интернет конкурсӑн малтанхи тапхӑрӗ вӗҫленессе нумай юлмарӗ теме пулать. Хайлавсене йышӑнасси акан 27-мӗшӗнче вӗҫленет. Вӑхӑт нумай мар — пӗр уйӑхран та сахалрах. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |