Пӑтӑрмахсем
Кулагин автобусӗ (ӑна чӗртичченхи ӳкерчӗк) Раштавӑн 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Андрей Кулагинӑн автобусне чӗртсе яни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, унччен маларах та депутат автобусне куҫ хывакансем пулнӑ имӗш. Вӑрлама мар-ха. Хур тӑвассишӗн. Депутат ӗнентернӗ тӑрӑх, автобуса чӗртсе яриччен икӗ кун маларах техникӑна чулпа персе малти кантӑка ҫӗмӗрнӗ. Кайран, ав, вутпа кӗллентернӗ. Шупашкар районӗн прокурорӗн ҫумӗ Анатолий Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫпе ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хур тӑвакансене палӑртассине Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкар районӗнчи пайӗн тӗпчевҫисем ӗҫлеҫҫӗ. Инкек пулнӑ вырӑна вӗсем ҫав каҫах тухса кайнӑ, тепӗр кун, тул ҫутӑлсан, тепре ҫитнӗ. Прокурор ҫумӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, усал тӑваканӑн йӗрӗ ҫине ӳкме май килнӗ. |
Хулара
Шупашкарти Хусанкай урамӗ Шупашкар хулинче урамри хунарсем валли кӑҫал 2 миллион тенкӗ таран уйӑрма хатӗр. «Кӗмӗле» тӗп хулари 26 пине яхӑн ҫутӑ объекчӗ валли ямалла. Ҫак ӗҫе кам пурнӑҫласси ятарлӑ аукцион хыҫҫӑн паллӑ пулӗ. Конкурса ырана, раштавӑн 8-мӗшне, палӑртнӑ. Аукционта ҫӗнтернӗ подряд организацийӗн хунарсене тӗрӗслеме, тасатма, юпасене юсама, кирлӗ тӗк ҫӗнетме тивӗ. Мӗнпур ӗҫе ҫӗнтерӳҫӗн раштавӑн 31-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле. Шупашкарта пурӑнакансем хула урамӗсене ҫутатассипе ыйту ҫивӗч тӑрать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӗсем хунарсене 23 сехетре сӳнтернишӗн кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ. Хӑш-пӗр ялти пирки вара каламӑпӑр та... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Дария. «Про Город» сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан, 15 ҫулти Дария Перевезенева лотерейӑра 857 пин тенкӗ выляса илнӗ. Вӗсем ҫак билета ҫемйипе пӗрле туяннӑ. Лотерея выляттарнӑ кун ҫемье пуҫӗ телевизор умӗнче ларнӑ, тухнӑ хисепсене чӗрсе пынӑ. Ыттисем хӑйсен ӗҫӗсемпе кайнӑ. Ҫемье пуҫӗн мӑшӑрӗ чи малтанах ӗненмен. Тӗнче тетелне кӗрсе хисепсене тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫеҫ ӗненме тивнӗ. Унччен ҫемье 50-200 тенкӗ ҫеҫ выляса илме пултарнӑ. Дария киле таврӑнсан ашшӗпе амӑшӗ хӗрне тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтернӗ. Ара, билета вӑл туяннӑ та. Укҫана ашшӗпе амӑшӗ Мускава кайса илнӗ. Перевезенцевсем выляса илнӗ тупӑшпа хваттере лайӑхлатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Куравпа паллашакансем Сӑмахӗ кунта Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш ялӗ» комитечӗ сӑнӳкерчӗксен куҫса ҫӳрекен куравне Патшалӑх Канашӗнче вырнаҫтарни пирки пырать-ха. «Ку куравра — Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсем йӗркеленипе ирттернӗ Шупашкар районӗнчи Атӑлъялти ял уявне сӑнлакан сӑнӳкерчӗксем, ял халӑхӗ тӑван тавралӑха илем кӳрессишӗн тӑрӑшнӑ самантсем», — тесе пӗлтерет ЧНКн пресс-служби. «Патшалӑх ӗҫне парӑнса ӗҫлекенсем коридорпа иртнӗ май чӑваш ялӗсем хальхи вӑхӑтра мӗнлерех аталанма пуҫланине курса ӗненччӗр», — курав тӗллевне ҫапларах уҫӑмлатать конгресӑн пресс-служби. Курава уҫма «Чӑваш ялӗ» комитет ертӳҫи Эдуард Бахмисов, Шупашкар районӗнчи Атӑлъялти Сергейпа Елена Сорокинсем, асӑннӑ районти Леонид Фадеев таврапӗлӳҫӗ, Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Хорасев хутшӑннӑ. Курава уҫма Патшалӑх Канашӗнче вӑй хуракансем те пуҫтарӑннӑ паллах. Ҫав йышра асӑннӑ органӑн Аппарат ертӳҫине Анатолий Ухтиярова, ЧР Патшалӑх Канашӗн ертӳҫин ҫумне Игорь Кушева асӑннӑ. Республикӑн саккун кӑларакан органӗнче тӗрлӗ курав унччен те иртнине унта ӗҫлекенсемпе пырса ҫӳрекенсем пӗлеҫҫӗ-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Кулагин автобусӗ Ӗнер каҫхине Шупашкарта ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Андрей Кулагинӑн автобусне ҫунтарса янӑ. Кун пирки депутат хӑй пӗлтернӗ. Ку пулӑма ӑнсӑртран пулнӑ темелле мар ахӑртнех. Андрей Кулагин каланӑ тӑрӑх, икӗ кун маларах унӑн ятлӑ автобусне чулпа пенӗ, малти кантӑкне ҫӗмӗрнӗ. Андрей Кулагин ЧР ШӖМӗн министрне Сергей Семенова хӑйне пулӑшу кирли пирки пӗлтернӗ. «Акӑ мӗн пулса тухрӗ», — тенӗ Кулагин. Тӗрӗссипе, Кулагинӑн автобусне пӗрре мар чулпа пенӗ. Анчах ҫунтарни… Андрей Кулагина питех те кӑмӑлсӑрлантарнӑ. Ку ӗҫе вӑл политикӑпа ҫыхӑнтарать-мӗн. Ку автобус агитаци тумалли пулнӑ. Вӑл коммерци енӗпе ӗҫлемен. Ку ӗҫе халӗ тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Ҫӗнӗ Лапсарти Совхоз урамӗнчи 1-мӗш ҫурт Ҫӗнӗ Лапсарти Совхоз урамӗнчи 1-мӗш ҫурт айккинчен ҫеҫ лайӑх пек курӑнать. Шалта вара — нӳрӗклӗх, маччаран шыв анать, кӗтессенче пӑнтӑх… Стенасем те ҫирӗпех мар-мӗн. Унта пурӑнакан ҫынсем кун тӗлӗшпе темӗн те тӑваҫҫӗ — юсавшӑн нумайрах укҫа тӳлеҫҫӗ, тӑррине лайӑхлатмашкӑн та укҫа пухаҫҫӗ. Анчах управляющи компанийӗ вырӑнтан тапранасшӑн мар курӑнать. Ав Сергей Ивановӑн хваттерӗнче темиҫе ҫул каялла стена — бетон плита — 10 сантиметр тайӑннӑ. Хушӑкран алӑ та кӗрет. Хӗлле вар — ҫил. Сергей Пластинин хваттерӗнче савӑтсем лартса тухнӑ. Ара, маччаран тумлать. Вӗсене хӗлле те илмеҫҫӗ — ҫанталӑк ӑшӑтрӗ-тӗк… Хут тӑрӑх, ҫивиттине юсанӑ имӗш. Ӑна тумашкӑн ҫынсем унчченхи управляющи компанинчен те ыйтнӑ. Анчах лешсем яланах сӑлтав тупнӑ. Хальхи компани вара пулӑшма тӑнӑ. Анчах ҫивиттине улӑштарма 2,5 миллион тенкӗ кирлӗ-мӗн. Ун чухлӗ укҫа ҫук. Ҫавӑнпа тӑррин пӗр пайне ҫеҫ улӑштарма йышӑннӑ. «Лапсарская» управляющи компанийӗн директорӗ Владимир Осанов ҫурт авариллӗ лару-тӑрура пулнине пӗлтерет. «Пӗлтӗр сирӗн ҫурта 861 пин тенкӗ янӑ, кӑҫал — 621 пин тенкӗ. Эпир япӑх ӗҫлетпӗр-им? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Чӑвашла чей ӗҫме пуҫтарӑннӑ хӑнасемпе Питӗрти чӑвашсем Чӑвашла чей ӗҫеҫҫӗ тени килӗшӳллӗнех янӑрамасть пулӗ те (ара, пирӗн халӑхӑмӑр кӑпӑклӑ сӑра вӗретессипе мӗн авалтан ӑста пулнӑ-ҫке), ҫапах та Питӗрте чӑвашла чей ӗҫнӗ. Кун пирки асӑннӑ хулари чӑвашсен ассоциацийӗ те, «Росбалт» информаци агентстви те хыпарлаҫҫӗ. Проекта асӑннӑ информагентство йӗркелесе янӑ. «Питӗр сӑнӗсем» ят панӑскерӗн тӗллевӗ ҫамрӑксене ҫӗршывӑмӑрӑн ҫурҫӗр тӗп хулинче тата Раҫҫейре тӗрлӗ халӑх ҫынни пурӑннине кӑтартасси тесе пӗлтереҫҫӗ. Проект девизне те шухӑшласа тупнӑ. Вӑл ҫапларах янӑрать: «Расна пулин те пӗрле пурӑнар». Чей ӗҫме йӳтӗмпе пухӑнакан мероприятие кашни эрнере тӗрлӗ халӑх ҫыннисене йыхравлаҫҫӗ иккен. Иртнӗ уйӑхӑн 28-мӗшӗнче, ав, чӑвашсене чӗннӗ. Санкт-Петербургри чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫипе Владимир Живовпа пырса ҫитнӗ чӑвашсем чей ӗҫме пухӑннӑ аслӑ классенчи шкул ачисемпе журналистсене тӑван халӑхӑмӑрӑн культурипе паллаштарнӑ. Сӗтел ҫинче чейпе пӗрлех хуплу пулнӑ. Сӑнсем (2) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Пысӑках мар Сӗнтӗрвӑрри хулинче тӗлӗнмелле пулӑм пулнӑ. Унта пысӑках мар ҫӳлевӗҫе тытнӑ. Ҫакскер хулари кушаксене хӑваласа тытнӑ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи чӗрчунсен чирӗсемпе кӗрешекен станцин эксперчӗсем ӑна ятарлӑ вырӑна хупнӑ. Мӗншӗн тесен унӑн урнӑ чир пуррипе ҫуккине палӑртмалла. Хальлӗхе ҫӳлевӗҫӗн урнӑ чир пуррин палли палӑрман-ха. Чӗрчун хӑйне лайӑх туять, панӑ апата кӑмӑлпах ҫиет. Ҫӳлевӗҫе карантинран кӑларсан ӑна вӑрмана каялла ярӗҫ. «Про Город» хаҫат ҫырнӑ тӑрӑх, Сӗнтӗрвӑрринче пурӑнакан Олимпиада Семенова урамри кушаксене тӑрантарнӑ. Анчах пӗррехинчи вӗсем килме пӑрахнӑ. Хӗрарӑм урама тухсан ҫӳп-ҫап контейнерӗ хыҫӗнче хӑрушӑ сасӑ илтнӗ, унтан вӑл кушак виллине тата ун умӗнчи ҫӳлевӗҫе курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
Ветерансене пулас художниксем ӳкереҫҫӗ Шупашкарти художество училищипе Раҫҫейри ветерансен пӗрлешӗвӗн республикӑри уйрӑмӗ ветерансене ӳкерме шут тытнӑ. Хут ҫине. Киҫтӗкпе. Пӗрлешӳ унччен те училищӗпе ӗҫленӗ-ха: ветерансене йыхравласа унта паттӑрлӑх урокӗсем ирттернӗ. Вӑрҫа хутшӑннисене йыхравласа живопись урокӗсем ирттерме училище преподавателӗ Виктор Бритвин сӗннӗ. Училище шухӑша ырласа йышӑннӑ. Вӑрҫӑ ветеранӗсен портречӗсене студентсем кӑна мар, преподавательсем те укерӗҫ. Чи малтан училищене отставкӑри полковника, Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ Леонид Петрова чӗннӗ. Халӗ унӑн портретне ӳкерсе пӗтернӗ те ӗнтӗ. Ӗнер училищӗне Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑннӑ Дмитрий Егоров пырса ҫитнӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра ветерансен республикӑри пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Нил Морозов пырса ҫитмелле. Сакӑр теҫетке ҫул урлӑ каҫнӑ ватӑсене пилӗк-ултшар сехет художник умӗнче ларма пӗртте ҫӑмӑл мар теҫҫӗ. Ҫапах та вӑйӗ ҫитекентереххисем пыма хирӗҫ мар-мӗн. Миҫе ветеран портретне хатӗрлессине хальлӗхе калама йывӑр — ӗҫ ҫитес ҫулхи ҫуркуннечченех тӑсӑлӗ. Ӗҫсене преподавательсем кӑна мар, курава пынӑ ҫынсем те хаклӗҫ. Чи лайӑх портретсене ветерансене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Петр Метин профессор Раштавӑн 4-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта «Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентессин ҫивӗч ыйтӑвӗсем» темӑпа филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Сӑкӑт ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Петр Метин профессор астӑвӑмне халалланӑ ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх семинарӗ иртнӗ. Семинара И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш чӗлхипе литературин кафедрин доценчӗсем Николай Осипов, Ольга Скворцова тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культурологи профессорӗ Галина Ермакова, Патӑрьел районӗнчи шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем хутшӑннӑ. Тӗлпулӑва пухӑннисем чи малтанах Сӑкӑт масарӗнче канлӗх тупнӑ Петр Метин вил тӑприне ҫитсе пуҫ тайнӑ, чечек ҫыххи хунӑ. Ӗҫтешӗсем Петр Николаевича ырӑ сӑмахсемпе аса илнӗ. Семинар малалла Сӑкӑт вӑтам шкулӗнче иртнӗ. Районти вӗрентӳ пайӗн информаципе методика центрӗн методисчӗ Елена Перепелкина семинара уҫнӑ май чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштанӑ, Петр Николаевичӑн тӗпчев ӗҫӗсене, вӑл кӑларнӑ кӗнекесемпе вӗрентекенсем хӑйсен кулленхи вӗрентӳ ӗҫӗнче усӑ курнине ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Краснов Николай Семенович, чӑваш архитекторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Романов Вилорик Федорович, чӑваш историкӗ, композиторӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Энтип Ваççи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Валерий Семёнович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юрьев Элли Михайлович, чӑваш халӑх художникӗ вӑхӑтсӑр ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чумакова Тамара Ивановна, паллӑ чӑваш юрӑҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |