Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +28.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Раҫҫейре

Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен тытӑнса Раҫҫейре ҫара ярассин ҫӗнӗ правилисем вӑя кӗрӗҫ. Пулас салтаксене малашне ҫарта мӗнле условире тата мӗн чухлӗ пурӑнассине хӑйсене суйлама ирӗк парӗҫ. Ҫулталӑклӑх кайсан казармӑра пурӑнма (хальхилле ӗнтӗ) пурӑнма пулать. Ҫар чаҫӗпе икӗ ҫуллӑх килӗшӳ туса ҫара тухса кайсан вӗсене «гражданкӑра» пурӑнӗҫ, ҫарта пулнишӗн укҫа илсе тӑрӗҫ.

Маларах саккун контрактпа салхалтан та виҫӗ ҫул службӑра тӑма ирӗк панӑ. Халӗ икӗ ҫуллӑх службӑна суйлама ирӗк пама тытӑнӗҫ. Енчен те каччӑ ҫулталӑклӑх тесе кайнӑ хыҫҫӑн контрактпа службӑра тӑма шут тытсан икӗ ҫултан кая мар вӑхӑтлӑха килӗшӳ тумалла. Саккунӑн тӗп саманчӗ – призыв тата професси службин вӑхӑчӗ рядовойсемпе сержантсен пӗтӗмпе икӗ, виҫӗ е пилӗк ҫул пулмалла.

Контрактпа кайнӑ ҫын профессионаллӑ ҫар ҫынни пулас шухӑша улӑштараять-ха. Икӗ енлӗ килӗшӳпе. Вара унӑн «срочник» евӗр ҫарта тӑма тивӗ. Контрактпа маларах службӑра тӑнӑ икӗ кун кун пек чух пӗр кунпа танлашӗ. Ҫавна кура каччӑн ҫарта тата миҫе кун тӑмаллине шутласа парӗҫ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Юлашки кунсенче ҫанталӑк уяр тӑмасть-ха. Ҫапах та ял хуҫалӑх предприятийӗсем май килнипе выльӑх-чӗрлӗх апачӗ хатӗрлесе хӑварма тӑрӑшаҫҫӗ. Элӗк районӗнче те ҫак енӗпе ҫине тӑраҫҫӗ. Хальлӗхе унта нумай ҫул ӳсекен курӑксене 2 пин гектар ытла ҫулнӑ. Ку вӑл – планпа пӑхнин ҫурринчен кӑшт ытларах. Утӑ 2115 тонна хатӗрлеме палӑртнинчен 1270 тонна янтӑланӑ. Сенажа элӗксем 7711 тонна хатӗрлесшӗн. Ӑна хальлӗхе 3 пин тоннӑна яхӑн хурса хӑварнӑ.

Выльӑх апачӗ хатӗрлессипе «Новый Путь» кооператив ӗҫченӗсем малта пыраҫҫӗ. «Авангард», «Правда», «Алмаз» хуҫалӑхсем те – лайӑх ӗҫлекенсен шутӗнче.

 

Кӳршӗре

«Пеледыш айо» - мари халӑхӗн юратнӑ уявӗ. Ӑна 80 ҫула яхӑн ирттереҫҫӗ. Ҫурхи ӗҫсене вӗҫлесен халӑх уява пухӑннӑ: чи хитре тум тӑхӑннӑ, наци алка-эрешне ҫакнӑ. Пӗрле пухӑнса чунтан савӑннӑ, юрланӑ, ташланӑ. Чи маттуррисене парнесемпе хавхалантарнӑ. Ҫулсем иртнӗҫемӗн уяв пуянланса пынӑ.

Кӑҫал «Пеледыш айо» уява вокалпа хор ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Мари Республикинчи алӗҫ ӑстисем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Уявра спорт мероприятийӗсем иртнӗ, аттракционсем, ташӑ тата вӑйӑ лапамӗсем, наци кухньине сӑнлакан картишсем ӗҫленӗ. Концерт пуян пулнӑ: сцена ҫинче мари, вырӑс, ют ҫӗршыв композиторӗсен юррисем, халӑх тата автор юррисем янӑранӑ.

Ҫак уява Ҫӗрпӳ районӗнчи Ямаш ял тӑрӑхӗнчи «Ямаш» фольклор ансамблӗ хутшӑннӑ. Ямашсем мари халӑхне чӑваш халӑх юррисемпе савӑнтарнӑ. Уявра пирӗн ентешсене Дипломпа чысланӑ.

Сӑнсем (40)

 

Культура Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсем
Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсем

Шӑмӑршӑ районӗнче Ҫамрӑксен кунӗнче ҫулсерен иртекен эстрада юррин «Ҫамрӑк сасӑсем» район фестивалӗ иртнӗ. Ку фестиваль Шӑмаршӑ районӗнче йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Вӑл ҫулсерен пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртма пулӑшать.

Фестивале 14-35 ҫулсенчи солист вокалистсем, вокал ансамблӗсем хутшӑннӑ. 14-18 ҫулсенчисен йышӗнче «Соло-вокал» номинацире Мария Константинова ҫӗнтернӗ. 2-мӗш вырӑна Надежда Павлова тивӗҫнӗ. 3-мӗш вырӑнта – Михаил Кириллов. 18-35 ҫулсенчисен хушшинче вара Анастасия Мердеева ҫӗнтернӗ. 2-мӗш вырӑна Ольга Бибукова тухнӑ. 3-мӗш вырӑна Кристина Долгова тивӗҫнӗ.

«Дуэт» номинацире Мария Тридвона тата Вика Иванова мала тухнӑ. «Вокал ансамблӗ» номинацире 1-мӗш вырӑна «Эдельвейс» вокал ансамблӗ тивӗҫнӗ. «Антонина» ача-пӑча ташӑ ушкӑнӗ Шӑмӑршӑри культура аталанӑвӗн центрӗн тавне тивӗҫнӗ.

 

Экономика

Ҫӗнӗ Шупашкарта темиҫе ҫул каяллах хӑпартма тытӑннӑ «Хевел» завод тинех ӗҫлесе кайнӑ. Хӗвел модулӗсем кӑлармалли ҫав предприятире халӗ производствӑн тӗп линийӗсене хута яма тытӑннӑ. Харӑсах пӗтӗмпех ӗҫлесе каймӗ-ха. Пӗчӗкшерӗн. Тапхӑрӑн-тапхӑрӑн. Линие «Tokyo Electron Limited» яппунсен корпорацийӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле хута янӑ.

Заводӑн пресс-служби хӗвел модулӗсене юлашкинчен пухмалли мӗнпур участок ӗҫленине пӗлтернӗ. Сӑмахран, лазерпа скрайберлакан тытӑма йӗркелесе ҫитернӗ, хӗвел модулӗсене уйрӑм ячейкӑсем ҫине уйӑрма пулать тата ытти те.

«KUKA» компани специалисчӗсем роботсем валли программӑна хатӗрлесе ҫитернӗ.

Паянлӑха вара заводӑн инженерӗсемпе технологӗсен технологи ӗҫӗсене йӗркеелсе пӗтермелле те ҫулталӑкран проект хӑвачӗпе ӗҫлеме тытӑнмалла.

 

Персона Марфа Кузьминана саламлаҫҫӗ
Марфа Кузьминана саламлаҫҫӗ

Етӗрне районӗнчи Мӑрсакасси ялӗнче ҫуралнӑ Марфа Ефимовна Кузьмина ҫӗртмен 26-мӗшӗнче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ вӑл. Марфа 6 ҫул тултарсан ашшӗ ҫӗре кӗнӗ.

Пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен унӑн. Пӗчекренпех ӗҫпе пиҫӗхсе ӳснӗ. 80 ҫулта чухне те колхоз ӗҫне хутшӑннӑ. Мӑшӑрӗпе, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗпе Павел Тимофеевич Кузьминпа 6 ача ҫуратса ӳстернӗ. Пӗрле 39 ҫул пурӑннӑ.

Халӗ Марфа Ефимовна 8 мӑнукӗпе, вӗсен 3 ачипе киленет. Вӑл – ӗҫ ветеранӗ, тыл ӗҫченӗ. Ӑна «Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе чысланӑ.

Марфа Ефимовна РФ Президенчӗн саламне тивӗҫнӗ. Юбиляра ентешӗсем, тӑванӗсем вырӑнти тӳре-шара, «Пилеш» фольклор ансамблӗ саламланӑ.

Сӑнсем (24)

 

Культура Вадим Ефимов министр Екатерина Образцова СССР халӑх артисткипе
Вадим Ефимов министр Екатерина Образцова СССР халӑх артисткипе

Ҫак уйӑхӑн 24–28-мӗшӗсенче Шупашкарта тӗнчери пукане театрӗсенчен чи пысӑккин С.В. Образцовӑн патшалӑх академи тӗп театрӗ гастрольпе пулчӗ.

Мускаври театр пултарулӑхне пирӗн куракансем пысӑка хурса хаклани каламасӑрах паллӑ-тӑр. Асӑннӑ театр репертуарӗпе темиҫе ӑру ӳснӗ. Шупашкара тӗп хула профессионалӗсем «Атӑ тӑхӑннӑ кушак» классика юмахне тата «Гулливерӑн ҫул ҫӳревӗ» историе илсе килнӗ. Аслисем пирки те манман Мускав «пуканисем». Вӗсем валли «Тӗлӗнтермӗш концерт» кулӑшла ревю лартнӑ. Ку спектакль – тӗнчере пуринчен ытла ҫын пӑхнине кура Гиннес рекорчӗн кӗнекине лекнӗскер.

Чаплӑран та чаплӑ пукане ӑстин Сергей Образцовӑн мӑнукӗпе, асӑннӑ театрӑн режиссер-постановщикӗпе, СССР халӑх артисчӗпе Екатерина Образцовӑпа Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов тӗл пулнӑ. Вӑл гастролӗн тӳпине пысӑка хурса хак панӑ.

 

Республикӑра «Iveco» маркӑллӑ автобус салонӗ
«Iveco» маркӑллӑ автобус салонӗ

Республикӑри автотранспорт предприятийӗсенчен пӗри, «Чӑвашавтотранс», пӗчӗк автобуссем туянасшӑн иккен.

19 вырӑнлӑскерсене илессипе нумаях пулмасть вӑл конкурс ирттернӗ. Италире кӑларнӑ «Iveco» маркӑллӑ автобуссем пассажирсемне турттарма питӗ хӑтлӑ тесе ӗнентереҫҫӗ. Вӗсемпе ҫула тухма меллӗрен турист автобусӗсем теҫҫӗ курӑнать.

Автобусӑн лайӑх енне палӑртнӑ май Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр министерстви видео- тата телеаппаратура, кондиционер пуррине кӗртнӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл пуҫтарӑнакан креслӑсене асӑннӑ.

Инҫет тата вӑтам инҫӗше ҫӳретмелли тӗллевлӗ автобуссене «Чӑвашавтотранс» Ҫӗнӗ Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери, Улатӑрти, Куславккари, Етӗрнери филиалсене валеҫсе парасшӑн-мӗн. Пӗтӗмпе миҫе автобус туянассине Транспорт министерстви асӑнман.

 

Пӑтӑрмахсем

Сӑнатӑн та, нумайӑшӗ ӳсӗрле ачи-пӑчине, теприсем, ав, мӑнукӗсене те, патакпа тӑн кӗртесшӗн. Шупашкар районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 64-ри арҫын та хыпса лартнӑ хыҫӑн 4 ҫулти мӑнукне ӑса вӗрентес тенӗ. Арҫын йӗрке хуралҫисене каярах ӗнентернӗ тӑрӑх, тӑваттӑри арҫын ача ҫӑвӑнасшӑн пулман. Ҫавӑншӑн вӑл тӳрех алла пластмасса тетте – хӗҫ – ярса илнӗ те икӗ хутчен ҫапнӑ. Ҫапсан ача макӑрса яни арҫынна пушшех тарӑхтарса янӑ. Ӳсӗрскер чӗн пиҫиххипе пӗчӗкскере виҫӗ хутчен туртса ҫапнӑ.

Ачин кӗлетки ҫинче кӑвака асӑрхасан амӑшӗ йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Патакпа «тӑн кӗртекен» айӑпа йӑлтах йышӑннӑ тесе пӗлтерет Шупашкар район прокурорӗн ҫумӗ Анатолий Иванов. Унтан та ытларах. Тӑваттӑри ачана хӗнекен арҫын хӑйне те пӗчӗк чух аслашшӗ хӗненине, ҫавна пула вӑл «лайӑх ҫын» пулнине пӗлтернӗ-мӗн.

Чӗн пиҫиххипе тӑн кӗртекен ӗҫне кӗҫех суд пӑхса тухӗ. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.

 

Республикӑра Аслӑ чеменсем
Аслӑ чеменсем

Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Чемен ял тӑрӑхӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи фольклор ушкӑнӗ Шупашкар хулинче иртнӗ Республика кунне уявлама хутшӑннӑ. Фольклор ушкӑнӗ авалхи ҫӗр ӗҫӗн йӑли-йӗркине:ака туни, тырра вырса ҫапни, сӑвӑрни, ал арманӗпе кӗрпе туни - кӑтартнӑ.

Борис Сюзюкин ҫӑпата тӑвас ӑсталӑхӗпе паллаштарнӑ. Уявра чеменсен пултарулӑх ушкӑнӗ куракансене хӑйсен пултарулӑхӗсепе савӑнтарнӑ.

Тӗрлӗ облаҫсенчен килнӗ хӑнасем авалхи пир кӗпе тӑхӑннӑ, хушпу сырӑннӑ, ҫӑпата тӑхӑннӑ хӗрарӑмсене курса тӗлӗннӗ тесе хыпарлать асӑннӑ ял тӑрӑхӗ.

Куракансем хӗрарӑмсен ушкӑнӗ шӑрантарнӑ чӑваш халӑх юрри-такмакӗсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса пӗрле савӑннӑ, «Кӑвакал чӑмать-и?», «Ҫерем пӑсса вир акрӑм» чӑваш халӑх вӑййисене кӑтартнӑ, вӑйӑ картине тӑнӑ.

Аслачеменсен хальхи чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ ачисем те уява хайне кура илем кӳнӗ. Инди халӑх ҫыннисем, Тверь облаҫӗнчен, Тутар республикинчен, Раҫҫейӗн ытти тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ хӑнасем аслӑчеменсене мухтанӑ, татах та ҫӑкӑн евӗрлӗ уявсене хутшӑнса ҫынсене савантарса ҫуреме анӑҫу та сывлӑх суннӑ. Аслӑчеменсем вара вӗсене хуҫалӑхра авалхи йӑлапа хатӗрленӗ чӑваш сӑрипе хӑналанӑ http://gov.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3077, 3078, 3079, 3080, 3081, 3082, 3083, 3084, 3085, 3086, [3087], 3088, 3089, 3090, 3091, 3092, 3093, 3094, 3095, 3096, 3097, ... 3671
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 25 - 27 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере япăх сунакансем ура хума пултарĕç, сирĕн тавра элек явăнас хăрушлăх та пур. Асăрханмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Ĕçре ытлашши нумай вăхăт ирттермелле мар. Чылай ĕç валли ăнăçлă вăхăт мар ку. Ĕç хыççăн çемье патне васкамалла, пĕченлĕхре пулмалла мар.

Утӑ, 05

1900
124
Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1940
84
Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...