Кӳршӗре
![]() Пирӗнтен ытлашшиех инҫе те мар вырнаҫнӑ Удмурт Республикинче пӑтӑрмах сиксе тухнӑ — монополипе кӗрешекен вырӑнти тӳре-шара удмуртла тухакан рекламӑна вырӑсла кӑларттарасшӑн. Ку удмуртсене питӗ килӗшмен тет. Ӗҫ-пуҫа Роскомнадзор пуҫарнӑ пулать. Пӗрре ҫапла удмуртсен хаҫатне пӑхнӑ май вӗсем реклама курнӑ та анчах вӑл вырӑсла пулманни тӳре-шарасене сисчевлентернӗ. Реклама пирки калакан саккуна туртса кӑларнӑ та унашкал хӑтланни ҫав саккуна пӑсать тесе пӗлтернӗ. Пӗлтерӳ вара Удмуртири наци театрӗнче Галина Романова вырӑнти сӑвӑҫӑн пултарулӑх каҫӗ пуласси пирки пулнӑ. Тӳре-шара шухӑшӗпе вырӑсла _кӑна_ пӗлекен ҫын капла пӗлтерӗве ӑнланмасть, ҫапла май вара вӑл пултарулӑх каҫне лекеймен. Хаҫӑтӑн тӗп редакторӗ Зинаида Рябинина ӑнлантарнӑ тӑрӑх УФАС ӑнлантарӑвӗ ытла та ухмахла. Удмурт чӗлхипе тухакан хаҫата вырӑсла кӑна пӗлекен ҫын мӗн ӑспа алла илтӗр? Кунашкал йышӑну кӑларни вара удмурт чӗлхине хисеплеменни кӑна пулать имӗш. «Удмурт Дунне» хаҫат 1915 ҫултанпа тухать. Нумай пулмасть вӑл хӑйӗн 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Хаҫат ӗмер тӑршшӗ удмуртла кӑна тухса тӑнӑ, унччен вӗсене унашкал пӗрре те айӑпламан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Финанс пирамидисем пирки темле асӑрхаттарсан та улталанакансем тупӑнаҫҫех. Чӑваш Енре, акӑ, тата тепӗр кредит кооперативӗ пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Маларах «Гарант-Кредит» потребитель обществи ҫакланнӑччӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе иртнӗ ҫул вӗҫӗнче суда ярса панӑччӗ. Халӗ вара «ТрастКапитал» кредит потребитель кооперативӗн ертӳҫисене ҫынсене улталанӑшӑн айӑпласшӑн. Вӗсем 100 ытла ҫынна шар кӑтартнӑ. Кун пирки республикӑн прокуратурин пресс-служби хыпарланӑ. Тӗпчеве прокурор тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн тытӑннӑ иккен. Укҫа-тенкӗ пирамиди евӗр йӗркеленнӗ тытӑм 2014 ҫул вӗҫӗнче арканнӑ. Ҫынсенчен самай тупра пуҫтарнӑ хыҫҫӑн кооператив хуҫисем ҫухалнӑ. Пӗтӗмпе вӗсем 20 миллион тенкӗ ытла шар кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «ВелоТверь» клуб хыпарланӑ тӑрӑх, ҫамрӑках мар хӗрарӑм Курил утравӗсем ҫине велосипедпа ҫитесшӗн. Вӑл унта Тверь хулинчен ҫула тухнӑ. Юлия Ивановна ку ҫулҫӳреве Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ. Хӑй Юлия Ивановна асӑннӑ хисепрен кӑшт ҫеҫ ватӑрах. Анчах ку ӑна пӗрре те хӑратмасть, вӑл инҫе ҫула шикленмесӗр тухнӑ. Юлия Ивановнӑн маршручӗ Чӑваш Ен урлӑ выртӗ. Унӑн ҫулҫӳревӗ ҫакнашкал: Тверь – Мускав – Владимир – Шупашкар – Хусан – Ижевск – Екатеринбург – Тӗмен – Омск – Новосибирск – Кемерово – Красноярск – Иркутск – Байкальск – Улан-Удэ – Чита – Шимановск – Благовещенск – Биробиджан – Хабаровск – Сахалин утравӗ. Унтан Юлия Ивановна Курил утравӗсем ҫине ҫитесшӗн те каялла ҫула тухасшӑн. Юлия Ивановнӑн велосипечӗ ҫумне «Ҫӗнтерӳ: 70 ҫул» тесе ҫырнӑ табличка, Герги хӑйӑвӗ, кӑвакарчӑк ӳкерчӗкӗ ҫирӗплетнӗ. Ҫулҫӳревҫӗ хӑйӗнпе пӗрле темиҫе шӑккалат илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР ҫутҫанталӑк министрне Иван Исаева отставкӑна яни пирки «Правда ПФО» хаҫат пӗлтерет. Михаил Васильевич хушӑва алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Унта кӑтартнӑ кун – ака уйӑхӗн 18-мӗшӗ. Документ алӑ пуснӑ кун вӑя кӗрет. Министра мӗншӗн отставкӑна яни пирки пӗлтермен. Паян Михаил Игнатьев тепӗр хушӑва та алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн ЧР ҫутҫанталӑк министрӗн пуканне вӑхӑтлӑха Евгений Юшин йышӑннӑ. Вӑл унччен Иван Исаевӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ. Аса илтерер: Иван Исаева вӑрмансене саккунсӑр майпа каснӑшӑн айӑпланӑ. Тӑкак 300 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн президиумӗ черетлӗ ларӑва пухӑннӑ. Ларӑва яланхиллех ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов ертсе пынӑ. Вӑлах кун йӗркинчи ыйтусемпе паллаштарнӑ май «Кӗмӗл сасӑ» конкурс-фестивале хатӗрленес ӗҫ-хӗл мӗнле пынине, К.В. Иванов ҫулталӑкӗнче конгресс мӗнлерех ӗҫсем туни тата малалла мӗн палӑртнине, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи чарӑннӑранпа 70 ҫул ҫитнине уявлассипе ЧНК мӗнлерех ӗҫсем туни тата малалла мӗн палӑртни тишкерессине пӗлтернӗ. «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль пикри каласан, кӑҫал унта Мурманск, Иркутск хулисенчен, Пушкӑрт Республикинчен тата ытти регионти чӑвашсем хутшӑнма хатӗррине пӗлтернӗ. Аякран килнӗ ҫамрӑк юрӑҫсене пурӑнма вырнаҫтарасси, апатлантарасси тата ытти йӗркелӳ ыйтӑвӗсене татса памалла. ЧНК Президенчӗн ҫумӗ Валерий Клементьев конгресӑн комитечӗсем хастар пулнине каланӑ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитет, акӑ, Кӳкеҫри Бичурин музейӗнче анлӑ лару ирттернӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ тата паянхи литература» темӑпа та кӑсӑклӑ тӗлпулу пулнӑ-мӗн. ЧНКн вӗренӳпе ӑслӑлӑх комитечӗ йӗркеленипе пӗтӗм регионсенчи чӑваш ачисем хушшинче «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» конкурс хӗрӳ пырать иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Николай Терентьев Ҫӗр ҫине килекен кашни ҫыннӑнах темле тӗллев пур пек туйӑнать. Ара, этем хӑй ӗмӗрӗнче мӗн кӑна туса ӗлкӗрмест пулӗ! Теприсем, ав, йывӑҫ лартнипе, пӳрт лартнипе, ывӑл ӳстернипех ҫырлахмаҫҫӗ, тӑван халӑх асӗнче те юлмалӑх ӗҫ те туса ӗлкӗреҫҫӗ. Ҫавӑн пек хӑватлӑ ҫынсенчен пӗри – Николай Терентьев. Ӗнер, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, вӑл ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитрӗ. Николай Терентьева пӗрисем драматург пек ытларах пӗлеҫҫӗ-тӗр, теприсем – куҫаруҫӑ евӗр, виҫҫӗмӗшӗсем – актер тенипе. Тата теприсем унӑн хисеплӗ ячӗсене – вӑл Чӑваш Республикин искусствӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, К. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ пулнине – асӑнса кайӗҫ. Пӗлместӗп, «Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ», «Куккук ҫаплах авӑтать» тата ытти пьесӑпа чапа тухнӑ автор вӑл ятсемпе мӑнаҫланнӑ-ши е, тен, ҫук та-ши?.. Паян ку пӗлтерӗшлех мар. Пахи - ӑна ҫынсем манманни. Канаш районӗнчи Кошнаруй ялӗнче ҫуралнӑскер ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ май Ҫӗнӗ Шелттӗм ял вулавӑшӗнче, акӑ, «Пурнӑҫ уттипе васкаса» литература калаҫӑвӗ йӗркеленӗ. Васканӑ-ши Николай Терентьев е пурнӑҫ ҫулӗпе васкамасӑр утнӑ-ши? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Конкурса палӑрнисенчен пӗрисем Нумаях пулмасть Тутарстанра тӑван ҫуртӗнче иртнӗ. чӗлхепе литературӑна вӗрентекенсен «Туган тел» конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Вӑл Хусанти халӑхсен Туслӑх ҫуртӗнче иртнӗ. Раҫҫей шайӗнче йӗркеленӗ конкурса Тутарстанри вӗрентекенсем кӑна мар, Ӗрӗнпурпа Чӗмпӗр облаҫӗсенчи чӗлхе вӗрентекенӗсем те пырса ҫитнӗ. Конкурса пӗтӗмпе 97 учитель хутшӑннӑ. Финала чӑваш, вырӑс, тутар, удмурт, ҫармӑс, ирҫе-мӑкшӑ, пушкӑрт чӗлхисене вӗрентекен 25 педагог тухнӑ. Ачасене тӑван чӗлхене юратма хӑнӑхтараканскерсем конкурсра мастер-класс ирттерсе хӑйсене халӑхӗн йӑли-йӗркипе паллаштарнӑ. Ҫапах та тӳресем педагогсем хӑйсен ӗҫӗнче методика меслечӗсемпе усӑ курнине, халӑх тумне кӑтартнине тӗпе хунӑ. Чӑваш чӗлхи вӗрентекенсем те хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Тутарстан Республикинче "Никрут юрри" конкурс-фестивале хатӗрленеҫҫӗ. Унччен вӑхӑт нумаях та юлматсь. Суйлав турсем тӗрлӗ ҫӗрте иртнӗ те ӗнтӗ. Ҫав шутра - Ҫарӑмсан районӗнчи Кивӗ Йӗлмелӗнче те. "Ҫарӑмсан чӑвашӗсем тӗплӗ хатӗрленни тӳрех курӑнчӗ. Районти культура уйрӑмӗ ҫак мероприятие ҫӳллӗ шайра хатӗрленине палӑртмаллах", - тесе хыпарлать "Сувар" хаҫат. Хутшӑнакансем те, куракансем те клуба йышлӑ пухӑннӑ. Вӗсем хушшинче тӗрлӗ ҫулхисем пулнӑ. Конкурса хутшӑнакансем чӑвашла тӑхӑнса сцена ҫине хӑпарнӑ, салтак юррисене шӑрантарнӑ. Мероприятие Вӑтӑр Юман Киремет ялӗ пуҫланӑ. Сӑмах май, ҫарӑмсансен йӑли-йӗркинче ытти районтан уйлӑлса тӑракан пулӑм пур иккен: амӑшӗ салтака каякан ача ҫине алшӑлли мар, сурпан ҫакать-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Пенза облаҫӗнчи Неверкино раойнне кӗрекен чӑваш ялӗсенчи ачасем пӗрле футбол выляма тытӑнӗҫ. Йыша асӑннӑ районти виҫӗ чӑваш ялӗнче пурӑнакан шкул ачисем тата унччен шкул пӗтернисем кӗнӗ. Вӗсене пӗр «ҫунат» айне пухаканӗ Пенза облаҫӗнчи Пикурзари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул темелле. Тӗрӗсрех, вӗренӳ учрежденийӗ хӑй мар-ха. Унти хастарсем ҫине тӑнипе футбол ушкӑнӗ йӗркеленӗ. Ушкӑна Пикмурза ялӗнчи вӑтам шкул диреткорӗ С.Н. Никитин тата Неверкинӑри П.А. Столыпин ячӗллӗ вӑтам шкулти тренер В.П. Степанов тренер пулса ертсе пырӗҫ. Футбол ушкӑнӗ «Пӗрлӗхлӗх кубокӗшӗн» пынӑ кӗрешӗве нумаях пулмасть хутшӑннӑ. Ӑмӑртӑва Пензӑра нацисем хушшинче иртнӗ ҫамрӑксен форумӗн йӳтӗмӗпе йӗркеленӗ. «Раҫҫей – пирӗн пӗрлехи кил» форум ячӗпе ирттернӗ мини-футбол вӑййинче чӑваш ялӗсен «ТУС» ушкӑнӗ те вылянӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Вӗсене хальлӗхе суйлава хутшӑнтарамаҫҫӗ-ха, анчах суйлав тематикипе ҫыхӑннӑ конкурса хутшӑнтараҫҫӗ. Ҫамрӑксен пултарулӑхне аталантарма, общественноҫа суйлав ыйтӑвӗсемпе ытларах паллаштарма, ӑна анлӑрах ҫутатма Комсомольски районӗнче ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен «Суйлав — вӑл питӗ пӗлтерӗшлӗ» конкурсӗ иртет. Районти вӗренỹ учрежденийӗсенче вӗренекенӗсем тӗрлӗ номинацире хӑйсен ӑсталӑхне тӗрӗслеме пултараҫҫӗ. Ҫӗнтерỹҫӗсене ҫулӗсене кура палӑртаҫҫӗ: 8–12 ҫулсенчисем, 13–17 ҫулхисем. Конкурса тӑратнӑ ӗҫсенче ята, хушамата, миҫе ҫултине, ӑҫта вӗреннине, килти адреса, телефон номерне, электрон почта адресне палӑртмалла. Ӗҫсене А3, А4 форматлӑ хут ҫинче тата электрон мелпе те хатӗрлеме юрать. Ỹкерчӗксене май уйӑхӗн 20-мӗшӗччен районти территори суйлав комиссине ярса пама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.