Вӗренӳ
![]() Пепкисене ача пахчине ҫӳреттерме хаксем хӑпараҫҫӗ. Тивӗҫлӗ йышӑнӑва республикӑн правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин паян алӑ пуснӑ. Кӗсье мӗн чухлӗ ҫӳхелесси шкул ҫулне ҫитменнисене учрежденийӗсенче ачамӑрсем мӗн чухлӗ вӑхӑт пулнинчен килет. Унта 3–5 сехетлӗхе ярсан пӗр сехетшӗн унчченхилле 14 тенкӗ вырӑнне 14 тенкӗ те 70 пус тӳлеттерӗҫ. Шӑпӑрлансем хушшинче ачамӑрсем 10 сехет пулсан пӗр сехетшӗн унчченхи 36 тенкӗ вырӑнне 37 тенкӗ те 80 пус тӳлемелле пулса тухать, 12 сехетлӗхе ҫӳреттерекенсен малтанхи 44 тенкӗ вырӑнне 2 тенкӗ те 20 пус ытларах кӑларса хумалла. Пепкисене талӑклӑха ача пахчисене ӑсатакансен пӗр сехетшӗн малтанхи пек 47 тенкӗ мар, 49 тенкӗ те 30 пус тӳлеме лекӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, вӑтамран хак 5 процент хӑпарӗ. Хушу ӑна официаллӑ майпа алӑ пуснӑ хыҫҫӑн вунӑ кунтан вӑя кӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Владимир Синяев сӑнӳкерчӗкӗ «Спектр» пултарулӑх студийӗ, унччен «Куратор» фильма ӳкернӗскер, ҫӗнӗ проект пунӑҫлама палӑртать. Хальлӗхе ӑна «Ветки» ят панӑ. Владимир Синяев режиссер пӗлтернӗ тӑрӑх, «Куратор» фильм экран ҫине тухсан унта ӳкерӗннӗ артистем хавхаланса кайнӑ. Кӑштах каннӑ хыҫҫӑн вӗсем ҫӗнӗ фильмра ӳкерӗнме хатӗр-мӗн. Сӑмах май, халӗ туй кӗрекинче ларнине, ЧР Прокуратуринчи офисра ӗҫленине ӳкернӗ ӗнтӗ. Наркотиксемпе хирӗҫ кӗрешекен фильма пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнчех ӳкерме тытӑннӑ-мӗн. Владимир Синяев каланӑ тӑрӑх, фильм валли ҫынсем суйланӑ, халӗ вӗсемпе ӗҫлеҫҫӗ. Унта Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисем те хутшӑнӗҫ. Кунсӑр пуҫне унта общество деятелӗ Олег Никифоров, Таиланд боксӗн федерацийӗн президенчӗ Игорь Ильин, йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем, студентсем тата ыттисем те ӳкерӗнӗҫ. Проекта ЧР Прокуратури пулӑшнипе пурнӑҫлаҫҫӗ. Ӑна та пысӑк экран ҫине кӑларӗҫ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, фильм экран ҫине кӑҫал раштав уйӑхӗнче тухмалла. Унта наркотике пула арканнӑ шӑпасене ҫутатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Патӑрьел районӗнчи Турхан шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсен III методика фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Литература тата Константин Иванов ҫулталӑкӗсене халалланӑ. Фестивальпе килӗшӳллӗн уҫӑ уроксем тӗрлӗ темӑпа иртнӗ. Уҫӑ урок ирттерессипе Турханти Лариса Осиповӑпа Валентина Самарова, Нӑрваш Шӑхальти Нина Павлова, Патӑрьелӗн 1-мӗш шкулти Елена Переплкина, Надежда Михайлова тата Елена Бабаева, Патӑрьлӗн 2-мӗш шкулти Татьяна Дмитриева, Галина Хлебникова, Сӑкӑтри Елена Анюрова мала тухнӑ. «Чи лайӑх чӑваш литературин урокӗ» номинацире Аслӑ Арапуҫри Валентина Савинова, Патӑрьелти 2-мӗш шкулти Марина Иванова, Алманчӑ шкулӗнчи Галина Генералова, Хирти Пикшик ялӗнчи Альбина Пестрова маттур пулнӑ. Класс тулашӗнче мероприятисем ирттерсе Патӑрьелти 1-мӗш шкулти Наталия Путякова, Алманчӑри Светлана Чихина палӑрнӑ. Фестиваль ҫӗнтерӳҫисене Патӑрьел район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн дипломӗсемпе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Асӑну мероприятийӗнче Ӗнер Борис Немцов политика Шупашкарта та асӑннӑ. Асӑну мероприятийӗ Богдан Хмельницкий урамӗнчи ҫӑвара вырнаҫнӑ политикӑлла репрессисенче шар курнисене халалланӑ палӑк умӗнче иртнӗ. Пухӑннӑ халӑк ҫак палӑк умне чечексем хунӑ. Мероприятие пурӗ 50 ҫын патнелле хутшӑннӑ. Вӗсен хушшинче политикӑри активистсем кӑна мар ахаль ҫынсем те пулнӑ пирки «Ирӗклӗ сӑмах» пӗлтерет. Чӑвашсенчен акцие «Ирӗклӗх» пӗрлӗх тата Илле Иванов журналист хутшӑннӑ. Партисене илес пулсан унта РПР-Парнас, Яблоко, Расштавӑн 5-мӗшӗнӗн партийӗ, Прогресси партийӗ пулнӑ. Асилтеретпӗр, 55 ҫулхи Борис Немцова нарӑсӑн 27-мӗшӗнче 23 сехет ҫурӑ тӗлнелле паллӑ мар ҫын персе вӗлернӗ. Хальхи вӑхӑтра Мускавра ӑна шыраса тупас ӗҫсем пыраҫҫӗ. Ӗнер асӑну мероприятийӗ Мускавра та иртнӗ. Хурланса утассине пурӗ 51 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Ун маршручӗ Китай-Хуларан пуҫласа Москворецки кӗперӗ ҫити — паллӑ политика вӗлернӗ вырӑна таран —тӑсӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ялӗнчен аслӑ вӑрҫа 791 ҫын хутшӑннӑ, 354 салтак тӑван килне таврӑнайман, хыпарсӑр ҫухалнӑ е хаяр ҫапӑҫура пуҫне хунӑ. Вӑрҫӑра пуҫне хунисене асӑнса 1974 ҫулхи майӑн 9-мӗшӗнче Кӑкшӑмри Культура ҫурчӗ умӗнче палӑк ҫӗкленчӗ, унтанпа чылай ҫул иртрӗ, халӗ палӑк тавра пӗлӗтелле кармашакан чӑрӑшсем ӳсеҫҫӗ, йӗри-тавра ҫулленех чечексем ешереҫҫӗ. Вӑрҫӑран таврӑннисем хальхи вӑхӑтра Ефим Никифорович Атласов, Михаил Артемьевич Васильев, Гурий Петрович Петров, Арсений Мартынович Мартынов тата хулара пурӑнакан Мефодий Иванович Ивановпа Василий Семенович Семенов Ҫӗнтерӳ кунне кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ. Кӑкшӑмсем паттӑрсене манмаҫҫӗ. Мефодий Иванович Иванов ветеран вӑрҫӑ пӗтнӗренпе 70 ҫул ҫывхарнӑ ятпа Кӑкшӑмри пӗр кӳлӗ хӗррипе «Асӑну аллеи» йӗркеленӗ, 70 ҫамрӑк хыр лартса хӑварнӑ. Сӑмах май вӑл ертсе пынипе унччен те Анат урам хыҫӗнчи Ермекҫи ятлӑ вырӑнтан пуҫласа ҫырма айккипе чылай хыр лартса хӑварнӑ, вӗсем ҫак ҫулсенче самаях вӑй илнӗ. Районта ял тӑрӑхӗсенчи художествӑ коллективӗсем кӳршӗри ялсенче хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарасси йӑлана кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Нарӑсӑн вӗҫӗнче Чӑваш наци музейӗнче вӑрман олимпиади иртнӗ. Унта 20 ача хутшӑннӑ: Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Канаш, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Етӗрне, Ҫӗмерле районӗсенчен. Олимпиада икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Унта хутшӑнакансем вӑрман сӑтӑрҫисене уйӑрма вӗреннӗ, кӑмпасене, ӳсентӑрана, чӗрчунсене, пулӑсене палланӑ. Ачасен ӗҫӗсене жюри хакланӑ. Вӗсен йышӗнче ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин, Чӑваш наци музейӗн, «Эткер» центрӑн, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ӗҫченӗсем пулнӑ. Кӑҫал республика олимпиадинче Муркаш районӗнчи Юнкӑ шкулӗнче вӗренекен Инесса Шандимирова ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар шкулӗн вӗренекенӗ тата Куславкка районӗнчи Тӗрлемес шкулӗнче ӑс пухакан Татьяна Шустова тивӗҫнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Ҫӗмӗрле районӗнче Хутар шкулӗнчи Наталья Романова тата Муркаш районӗнчи Юнкӑ шкулӗнчи Анастасия Романова пайланӑ. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Ӗҫсӗрлӗх ыйтӑвӗ кашни ҫулах ҫивӗч пулнӑ темелле. Уйрӑмах — ялсенче. Унти вӑйпитти арҫынсем ҫакна пулах ют хулана куҫ хываҫҫӗ, пысӑк укҫа ӗҫлесе илме тухса каяҫҫӗ. Ӗҫ вырӑнӗ сӗнмеҫҫӗ мар-ха, анчах чылайӑшне шалӑвӗ тивӗҫтермест ахӑр. Кӑҫал ӗҫсӗрлӗх ыйтӑвӗ еплерех? Чӑваш Енре кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗ тӗлне ӗҫсӗрлӗх 0,75 процентпа танлашнӑ. Пӗтӗмпе 5108 ҫынна шута илнӗ. Кун пирки халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен патшалӑх служби пӗлтерет. Унӑн официаллӑ сайтӗнче кӑтартнӑ тӑрӑх, 4052 ҫын тулли мар ӗҫ кунӗпе тӑрӑшать. Пӗтӗмпе республикӑра 13909 ӗҫ вырӑнӗ сӗнеҫҫӗ. Ӗҫпе тивӗҫтерекен 1851 ҫын ваканси пурри пирки пӗлтернӗ. Официаллӑ информаци тӑрӑх, ӗҫсӗрлӗх кӑтартӑвӗ Муркаш районӗнче пӗчӗк — 0,28%. Унтан списока Вӑрмар тата Ҫӗрпӳ районӗсем тӑснӑ. Унта ку кӑтарту 0,29 процентпа танлашнӑ. Етӗрне, Куславкка районӗсенче — 0,37%, Ҫӗмӗрле районӗнче — 0,48%. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Раҫҫейре те, Чӑваш Енре те рабочисем ҫитменни пирки юлашки вӑхӑтра самай калаҫаҫҫӗ. Ҫавна май тӳре-шара рабочи профессин сумне ӳстерме тӑрӑшать. Акӑ нумаях пулмасть Чӑваш Республикине Бельгири пӗр техника организацийӗнчен делегаци килнӗ. Делегаци Шупашкарти электромеханика колледжӗнче пулса курнӑ. Унта программлӑ управленипе ӗҫлекен станоксен операторӗсене хатӗрлекен центр ӗҫлет. «HAAS» компани Европӑри чылай ҫӗршывра пур. Раҫҫейре вара вӑл — пӗртен пӗрре. Вӑл — Шупашкарти электромеханика колледжӗнче. «HAAS» компани маркетинг енӗпе ӗҫлекен директорӗ Берт Маес ку центр лайӑх пулнине палӑртнӑ. Халӗ Раҫҫейре техника специальноҫӗпе кадрсем хатӗрлекен 28 центр уҫнӑ. Бертс Маес палӑртнӑ тӑрӑх, малашне, тен, студентсем ют ҫӗршыв предприятийӗсенче практика тухма пултарӗҫ. Ҫавӑн пекех электромеханика колледжӗнче халӑхсен хушшинче ӑслӑлӑхпа практика конференцине ирттерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ шкул проекчӗ Шупашкар хули тӗрлӗ еннелле сарӑлса пырать. Ача шучӗ те ӳссех пырать. Гладков урамӗ те юлашки ҫулсенче вӑйлӑ аталанчӗ. Нумай хваттерлӗ ҫуртсем ҫумӑр хыҫҫӑнхи кӑмпа евӗр «шӑтса ларчӗҫ». Халӗ унтисем валли шкул кирлӗ. Ку ыйтӑва хула тӑвас енӗпе ӗҫлекен канаш ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Шухӑшланӑ тӑрӑх, ӑна кӑҫал ҫулталӑк вӗҫлениччен хӑпартмалла. Анчах хула тӑвас енӗпе ӗҫлекен канаш проекта хурласа тӑкнӑ. 1100 ачалӑх шкул проектне хатӗрлессине ытлашши паллах мар тулли мар яваплӑ общество хӑй ҫине илнӗ. Сӑнавҫӑсем шухӑшланӑ тӑрӑх, никам ӑна хатӗрлеме килӗшменрен вӗсене лекнӗ пулать. Шкул валли пӑхса хӑварнӑ ҫӗр сӑртлӑ ҫӗрте – унӑн айлӑмӗ 6 метртан пуҫласа 10 метр таран иккен – вырнаҫнӑ пирки йӗркеллӗ проект хатӗрлеме питӗ хӗн-мӗн. Проектировщиксем шкула пӗр вырӑнта 2 хутлӑ, тепӗр ҫӗрте 5 хут таран тума сӗннӗ. Культура эткерлӗхне хӳтӗлессишӗн яваплӑ центр специалисчӗ Лолита Миронкина: «Ку вӑл шкул мар, пӗтӗм ҫӗршывӗпе намӑс курмалли пулать», – тесе хурланӑ. Архитекторсене лаптӑка епле планлани, машинӑсене лартма вырӑн ҫукки, шкулӑн тӗп пайӗпе стадиона ҫыхӑнтаракан вырӑн ытла ансӑрри тата шкул тарӑн ҫырма хӗрринче вырнаҫни кӑмӑлсӑрлантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() «Шанель пике» спектакльти самант Паян, пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче вылякан Василиса Петрова 55 ҫул тултарать. Юбилей ячӗпе ӑна ӗҫтешӗсем ыран «Шанель пике» спектакль умӗн саламлӗҫ. Василиса Петрова Етӗрне районӗнчи Ванькушкӑнь ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищине вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ӗҫлеме килнӗ. Унтанпа Василиса Петрова чылай сӑнара калӑпланӑ. Ҫав шутра Н. Терентьевӑн «Пушар лашинче» — Ливадине, А. Заридзен «Вунсарккӑрта чухӗнче» — Маринӑна, Ф. Достоевский «Юрату мар ку — чирӗнче» — Аделаидӑна тата ытти асра юлмалли самай роле те вӑл ӗнентерӳллӗ вылянӑ. Ыранхи «Шанель пикере» 55-ри артистка Нина Андреевна пулса сцена ҫине тухӗ. Василиса Петрован хӑйне евӗрлӗхӗ шутне унӑн хаваслӑхне, шӳтлес ӑсталӑхне, чеченлӗхне кӗртеҫҫӗ. Вӑл психологи тӗлӗшӗнчен кӑткӑс сӑнарсене те, кулӑшлисене те пӗр пек ӗнентерӳллӗ вылять. Вӑл эпизодла сӑнарпа та асра юлма пултарни те ку енпе театрсем хушшинчи конкурса ҫӗнтерни те ҫавнах ҫирӗплетет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |