Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: «Чӑваш ача-пӑча литератури» кӗнекене хӑтланӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 27.01.2016 13:11 | 2068 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ Хӑтлавра. Виталий Станьял тунӑ сӑн
Хӑтлавра. Виталий Станьял тунӑ сӑн

И.Я. Яковлев ячӗллӗ педагогика университетӗнче Сантӑр Аксар (Александр Мефодьев) хатӗрленӗ «Чӑваш ача-пӑча литератури» пилӗк кӗнекен хӑтлавӗ иртнӗ. Кун пирки пире Виталий Станьял пӗлтерет.

Кӗнекене пысӑк хак пачӗҫ. Хаклавҫӑсен йышӗнче ЧПУ профессорӗ Юрий Артеьев, Надежда Иванова доцент, гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫлекен Ирина Кириллова, ЧНК ӗҫтешӗ Геронтий Никифоров, ЧППУ вӗрентекен Ольга Скворцова, Татьяна Денисова, Тамара Артемьева, Галина Брусова, Николай Артемьев пулчӗҫ. Ҫавӑн пекех хӑйсен шухӑшне Шупашкарти 17-мӗш шкулта вӗрентекен Светлана Кубирова, 3-мӗш лицейра ӑс паракан Альбина Медведева пӗлтерчӗҫ.

Хӑтлав кӑсӑклӑ иртнӗ — шкул ачисемпе куҫӑм мар майпа вӗренекен студентсем тухса сӑвӑ каланӑ, юрӑ шӑрантарнӑ.

Александр Иванович Мефодьев (Аксар) — паллӑ чӑваш педагогӗ, журналист, сӑвӑҫ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ. 1938 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Еншикре ҫуралнӑ. Литература ӗҫне 1950-мӗш ҫулсенче кӳленнӗ. Пӗрремӗш сӑвви 1954 ҫулта «Авангард» хаҫатра пичетленнӗ. Унӑн сӑввисемпе композиторсем 40 яхӑн юрӑ кӗвӗленӗ. Паллӑ кӗнекисем: «Алексей Талвир» (1999), «Образы рабочих в чувашской литературе» (2001), «Юхать Пӑла» (2003).

#кӗнекесем, #хӑтлавсем, #Патӑрьел районӗ, #ЧППУ, #вӗренӳ, #Еншик

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://ru.chuvash.org/news/1523.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем