Экономика
![]() Крым Республикин Ял хуҫалӑх министерствипе Чӑваш Ен аграри ведомстви калаҫу ирттернӗ. Унта мӗн пирки сӑмах хускатнӑ? Сӑмах май, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ делегаци нумай пулмасть Крымран, Севастопольтен таврӑннӑ. Иҫӗм ҫырли, панулми, ытти улма-ҫырла, пахча-ҫимӗҫ Чӑваш Ене Крымран килме пуҫлӗҫ. Вӗсем патне кунтан чӑваш ҫӗрулмине ӑсатма тытӑнӗҫ. Чӑваш Енре ял хуҫалӑх экономикӑри тытӑмра пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Пирӗн республика ял хуҫалӑх культурине ӳстерес енӗпе опытпа та пайланать. Халӗ ав крымсене ҫӗрулмипе пулӑшас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Унта «иккӗмӗш ҫӑкӑра» ӳстерме йывӑр-мӗн. Сӑлтавӗсем пур. Чи малтанах Украина Ҫурҫӗр Крым каналне хупнӑран уйсене шӑварма май ҫук. Чӑваш Ене вара Крымран хаклӑ мар, тутлӑ улма-ҫырла килме тытӑнӗ. Халӗ ҫурутравра ял хуҫалӑх техники ҫителӗксӗр. Унччен крымсем ӑна Украинӑран тара илнӗ, паян вара ҫурмаутрава хӑйне тракторсем, комбайнсем кирлӗ. Чӑваш Ен Крыма ку енӗпе пулӑшма пултарӗ-мӗн. Унти ведомство Чӑваш Енре «Енисей» комбайнсем кӑларнипе кӑсӑкланаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Алӑсӑр ҫуралнӑ Кирилл Шывра ишме алӑ кирлӗ-и? Ҫук иккен. Ҫакна пӗр тӗслӗх ҫирӗплетет. Шупашкарти «Спартак» спорт шкулне шывра ура пулӑшнипе ҫеҫ ишме вӗренекен ача ҫӳрет. Вӑл — 3-ри Кирилл. Хальлӗхе республикӑра ку пӗрремӗш опыт кӑна-ха, анчах витӗмӗ пур. Кирилл бассейна хӑрамасӑр, вӑтанмасӑр кӗме хӑнӑхнӑ ӗнтӗ. Амӑшӗ те унӑн кунтах, пӗчӗк ывӑлне ҫитӗнӳсем тума хавхалантарать. Темиҫе уйӑх каялла пӗчӗк Кирилл бассейна кӗресси, ишме вӗренесси пирки никам та шухӑшлама пултарайман. Унӑн аллисем ҫук. Мӗн тӑвӑн — ҫапла ҫуралнӑ вӑл. Ашшӗ-амӑшне тухтӑрсем варти ачи кун пек ҫураласса систермен те. Ашшӗ Евгений Александров каланӑ тӑрӑх, ывӑлӗ шывра ҫурӑм ҫинче выртса тытӑнса тӑма пултарать. Ку ҫурӑм шӑмминине ҫирӗплетет — ара вӑл йӑлтах урипе тӑвать-ҫке-ха. Ҫемьене хула администрацийӗ пулӑшма тӑрӑшать. Халӗ ав ача бассейна тӳлевсӗрех ҫӳрет. Шыва ашшӗпе пӗрле чӑмать — кун пек шикленмест. Специалистсем кунашкал ачасем хӑйсене спортра тӗрӗслеме пултарнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Анчах спортпа пӗчӗкренех, нимрен хӑрама пӗлмен чухне, туслашмалла-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Вӑрнарти историпе таврапӗлӳ музейӗнче «Чӑвашсем» фотокурав уҫӑлнӑ. Ӑна I Петӗр ячӗллӗ Антропологипе этнографи музейӗн фондӗнчи материалсем тӑрӑх йӗркеленӗ. Курав материалӗсемпе Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ уйӑрса панӑ. Фотокуравра Питӗрти Антропологипе энографи музейӗн япала тата иллюстраци коллекцийӗсен фотоӳкерчӗкӗсенчен тӑрать. Вӗсенче 18-ӗмӗр вӗҫӗнчен тытӑнса 20-мӗш ӗмӗрӗн ҫурричченхи тапхӑр вырӑн тупнӑ. Маларах асӑннӑ музейра пурӗ 323 япала упранать, вӗсене 12 коллекцие пухнӑ. Ҫав шутра — япаласем, фотоӳкерчӗксем, кантӑк ҫинчи негативсем. Курава Н.И.Гаген-Торис, А.А. Ходосов, П.Озеров этнограф-тӗпчевҫӗсен коллекцийӗнчи фотоматериалсем пуянлатаҫҫӗ. Ӳкерчӗксенче тӗрлӗ хуралтӑ, хресчен хуҫалӑхӗче усӑ курнӑ япаласем, халӑх ҫипуҫӗ, музыка инструменчӗ, чӑвашсен туррисем сӑнланнӑ. Вӑрнарсем Н.И. Гаген-Торис Вӑрнар районӗнчи Уравӑш ялӗнчи экспедицире пухнӑ япаласене пысӑка хурса хакланине пӗлтереҫҫӗ. Сӑнсем (11) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кун пек акцие Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫулталӑкра икӗ хутчен ирттерет. Аслисене театр ҫулталӑкра икӗ хутчен тӳлевсӗр кӗртет. Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ тӗлне вӑл «Аттепе — театра!» акци ирттерет. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ тӗлне «Аннепе — театра!» акци палӑртса хунӑ. Иккӗшӗ те йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ тӗлне «Кот в сапогах» мюзикл пырса курма чӗнеҫҫӗ. Мюзикла амӑшӗсем е асламӑшӗсем ачисемпе пыма пултараҫҫӗ. Ачасемшӗн билет туянма тивӗ, анчах амӑшӗсемпе асламӑшӗснее тӳлевсӗрех кӗртӗҫ. Ку спектакль Шарль Перро ҫыравҫӑн юмахӗ тӑрӑх лартнӑ. Йӑлана кӗнӗ ача-пӑча юмахӗсемпе танлаштарсан ӑна хальхи вӑхӑтри мюзикл евӗр лартнӑ. Унта вокал номерӗсем те, дуэтсем те, ташӑсемпе пластика интермедийӗсем пулӗҫ. Ӑна ҫемьепе пӑхма питӗ аван. Спектакль Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче 12 сехетре пуҫланӗ. Фойере ачасем валли вӑйӑсемпе конкурссем йӗркелӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Юлашки вӑхӑтра республикӑри тӗрлӗ ведомствӑна ҫӗнӗ ҫынсем ертсе пыма тытӑнчӗҫ. Ҫурт-йӗр инспекцин лавне, акӑ, унччен ӗҫлӗх службин ертӳҫин пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ Сергей Димитриева шанчӗҫ. Федерацин налук службин республикӑри управленине Марина Петрова ертсе пыма тытӑнчӗ. Халӗ тата Суд департаменчӗн управленийӗнче ҫӗнӗ ҫынна пуҫлӑха лартнӑ. Унӑн пуҫлӑхӗ пулнӑ Валерьян Петров Суд департаменчӗн «Правосудие» пулӑшакан информаципе аналитика центрӗн республикӑри филиалне ертсе пыма тытӑннине пӗлтернӗччӗ. Суд департаменчӗн управленине вара малашне Валентин Воронов ертсе пырӗ. Вӑл 1964 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Комсомольски районӗнчи Янкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1991 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ, унта вӑл экономист специальноҫне алла илнӗ. Ӗҫ биографине ревизортан пуҫланӑ, РФ Президенчӗн тӗп тӗрӗслев управленийӗн Атӑл-Вятка округӗнчи инспекцийӗнче пилӗк ҫул ӗҫленӗ. 2000–2012 ҫулсенче РФ президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчин аппаратӗнче тӑрӑшнӑ. 2013–2014 ҫулсенче Чӑваш Енӗн ӗҫ инспекцине ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкарти урамсенчи шӑтӑк-путӑка тӳре-шарасем хулари ҫул-йӗрҫӗсем пӗр уйӑхра сапласа пӗтерме шантарнӑ. Хулан ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӳрессипе ӗҫлекен управленийӗ шӑтӑк-путӑклӑ лаптӑк калӑпӑшне те шутласа кӑларнӑ. Вӗсем ун пекки 2380 тӑваткал метрпа танлашнине пӗлтернӗ. Юсав ӗҫне ҫул-йӗр рабочийӗсем пуҫӑннӑ ӗнтӗ. Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗ тӗлне 1232,9 тӑваткал метр лаптӑка юсама ӗлкӗрнӗ те. Юсав ӗҫне «Доэкс» предприятин 3 бригади хутшӑннӑ. Иртнӗ эрнере кӑна ҫул-йӗрҫӗсем 380 тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи шӑтӑк-путӑка сапланӑ. Ҫак вӗҫӗччен хулари ҫул-йӗрсене юсаса пӗтерес тесен ӗҫе хӑвӑртламаллине те палӑртаҫҫӗ. Анчах васкаса ӗҫлени ӗҫ пахалӑхне витӗм кӳмессе шанаҫҫӗ, тӗплӗн юсӗҫ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Улатӑр районӗнчи Ахматовӑри ача пахчинчи пушара клоун сӳнтернӗ. Анчах чӑн-чӑн пушара мар. Унти шӑпӑрлансемпе аслиcем вӗренӳ ирттернӗ. Пушар сиксе тухсан епле тытмаллине 17-мӗш номерлӗ пушар пайӗн инженерӗ Любовь Батманова тата Пӗтӗм Раҫҫейри ирӗклӗ пушар обществин Улатӑр районӗнчи уйрӑмӗнчи профилактика енӗпе ӗҫлекен инженер Елена Афондеркина вӗрентнӗ. Урока вӑйӑ евӗр йӗркеленӗ. Унта ҫурхи вӑхӑтра инкеке лекес мар тесен мӗнле пулмалли пирки каласа кӑтартнӑ. Ачасен спектакле те хутшӑнма тивнӗ, пушар эстафетине те. Спектакле харсӑр Игорёша клоун та вылянӑ. Пушара сӳнтермелле вылянӑ хыҫҫӑн «Юлташа инкекрен ҫӑл!», «Вӑрманти пушара сӳнтер!» эстафета йӗркеленӗ. Мӗн вӗреннине ачасем астуса юлччӑр тесе Игорёша клоун ачасем валли хӑрушсӑрлӑх правилисемпе паллаштаракан брошюра тата ӳкермелли пӗчӗк кӗнеке парнеленӗ. Сӑнсем (3) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Антон Шоки сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак кунсенче Чӑваш наци музейӗнче «Ҫыннӑн анатомийӗпе патологийӗ» курав уҫӑлнӑ. Унта ҫыннӑн органӗн 70 яхӑн экспонатне курма пулать. Ҫавӑн пекех куравра варти патлогиллӗ ачасен кӗлеткисем пур. Варти ачасем — 10-28 эрнесенчисем, ҫуралманнисем. Ытлахӑшӗ пулас амӑшӗ алкоголизм чирӗпе аптӑранине, сиенлӗ япаласем ӑша янине пула ҫапла пулса тухнӑ. Экспонатсене I Петӗр кунсткамеринчи архивран илсе килнӗ. Ҫуралма пӳрмен ачасем тӗрлӗ чирпе аптӑранӑ: мулкач тути, алӑ-ура аталанманни, кӗлеткен аялти пайӗ пулманни, варти ача кирлӗ пек аталанманни… Гермафродитсем те пур — хӗрача е арҫын ача пулнине уйӑраймӑн. Сиам йӗкӗрешӗсен кӗлеткисем пӗрлешнӗ, теприсен, йӗкӗрешсен, пӗр пуҫ… Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ачасем — мини-музейра Ача пахчисенче музейсем ӗҫлени ӳсекен ӑрушӑн ҫав тери усӑллӑ. Унта чӑвашсен йали-йӗркипе, культурипе, историйӗпе паллашма пулать-ҫке-ха. Ачаранах тӑван халӑх пуянлӑхне туйса ӳснине мӗн ҫиттӗр? Ҫӗрпӳ хулинчи «Хӗвеллӗ хула» (шел те, учреждени ячӗсене вырӑсла параҫҫӗ халӗ — «Солнечный город») ача пахчинчи «Ҫеҫпӗл» ушкӑнри шӑпӑрлансем «Асамат кӗперӗ» мини-музея, унтах вырнаҫнӑскере, ҫитсе курнӑ. Музей ертӳҫисем ачасене питӗ хӗпӗртесе, ырӑ кӑмӑлпа кӗтсе илнӗ. Вӗсем пӗчӗкскерсене чӑвашсен наци тумӗсем пирки, хӗрарӑмсен пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗсем ҫинчен (хушпу, тухья) каласа кӑтартнӑ, пурте пӗрле ҫӑпата сырса пӑхнӑ. Ахаль чухне музейсенче ачасене кӑна мар, аслисене нихӑш хатӗр-хӗтӗре те алӑпа тыттармаҫҫӗ. Кунта вара, Ҫӗрпӳри мини-музейра, шӑпӑрлансем йӑлтах тытса пӑхнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Марина Сафонеева Улатӑрта пурӑнакан 6 ҫулти Марина Сафонеева сайра тӗл пулакан чирпе аптӑрать. Кун пеккисене «хрусталь ачасем» теҫҫӗ. Унӑн шӑмми час-часах хуҫӑлать, ҫавна май тӑтӑшах гипспа ҫӳреме тивет. Марина питӗ савӑнӑҫлӑ та ӑслӑ ача. Пазл хӑвӑрт пуҫтарать. Выляма юратать. Шел те, унӑн диван ҫинче ҫеҫ куҫса ҫӳреме тивет. Пӗчӗскер ырату мӗнне ҫуралнӑранпах пӗлет. Унӑн шӑммисем амӑшӗн варӗнчех сиенленнӗ. Ҫуралнӑ чухне 8 аяк пӗрчи хуҫӑлнӑ, 1-мӗш уйӑхрах пӗҫҫине сиенлетнӗ. Пӗчӗк Маринӑн шӑмми мӗн чухлӗ хуҫӑлнине никам та пӗлмест — нумай. Вӑл амӑшӗпе час-часах Мускава сипленме ҫӳрет. Усси пур. Пӗлтӗр вӑл хӑй тӗллӗн ура ҫине пӗрремӗш хут тӑнӑ. Анчах пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче Марина каллех пӗҫҫине хуҫнӑ. Сколиоз та пуҫланнӑ. Халӗ хӗрача утаймасть, тухтӑрсем операци тума сӗнеҫҫӗ. Пӗчӗк Маринӑна операци тумалла. Клиника сахал ыйтмасть — 900 пин тенкӗ. «Коммерсант» тата rusfond.ru сайт 710 пин тенкӗ пухнӑ. Пӗр компани 140 тенкӗ куҫарса пама шантарнӑ. 50 пин тенкӗ ҫеҫ ҫитмест. Ӑна пулӑшас тесен 5541 номер ҫине «ДЕТИ» сӑмах ҫырса СМС-ҫыру ямалла. Хакӗ — 75 тенкӗ ҫеҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |