Ҫутҫанталӑк
Анатолий Иванов геолог Чӑваш Енре 10 пин ҫул каялла метеорит ӳкнине ҫирӗплетет. Ку кӑна мар. Экспедици хыҫҫӑн ӑсчах Шупашкар районӗнчи Когояр кӳлӗ (Атӑл леш енӗ) метеорита пула пуҫланнине ӗнентерет. Кратерсене вӑл спутник ӳкерӗвӗ пулӑшнипе нумаях пулмасть тупнӑ. Анатолий Иванов кӳлӗ ҫывӑхӗнче метеорит йӗрӗсене палӑртнӑ. Ытти метеоритсен юлашкине тупма пулать-и? Ҫапла. Анчах геолог вӗсем ҫӗр айӗнче тарӑн выртнине ҫирӗплетет. Когояр кӳлӗ — сипленмелли пылчӑк вырӑнӗ. Вӑл пулӑшнипе ҫынсем юн ҫаврӑнӑшӗн, нерв тытӑмӗн, сывлав органӗн, апат ирӗлнин тата ытти чир-чӗртен сипленеҫҫӗ. 1985 ҫулта унта пылчӑк кӑлармалли хатӗр вырнаҫтарнӑ чухне 1,5 килограмм таякан чул тупнӑ. 2008 ҫулта Хусанти патшалӑх университечӗн геологи музейӗнчи Ҫӗр ҫине ӳкнӗ метеоритсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ҫав чул ҫавнашкаллиех пулни палӑрнӑ. Анатолий Иванов ҫитес вӑхӑтра экспедици йӗркелесе метеоритсем ӳкнӗ вырӑнсене кайса курма палӑртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Патшалӑх Думине алкоголе туянакансен куҫӗ умӗнчен аяккарах илме сӗнекен саккун проектне пӑхса тухма панӑ. Кун пирки «Известия» хаҫата проект авторӗсем, ЛДПР депутачӗсем Игорь Лебедев, Ярослав Нилов, Андрей Свинцов каласа кӑтартнӑ. «Алкоголь — пуҫ мимине тӑртантаракан шӗвек. Ҫын лавккана ҫӑкӑр патне кӗрет, эрех курать те ӑна туянать», — ӑнлантарнӑ Ярослав Нилов. Кунсӑр пуҫне вӑл эрех ачасене илӗртнине палӑртнӑ. Ара, вӑл апат-ҫимӗҫпе юнашарах выратать-ҫке-ха. Ярослав Нилов пӗлтӗр депутатсем эрех сутассине йӗркелемелли саккун проектне сӗннине те аса илнӗ. Анчах ун чухне ӑна пӑрахӑҫланӑ. Лебедев палӑртнӑ тӑрӑх, эрех курӑнакан вырӑнтан ҫухални ӑна тӗрлӗ уяв валли туянма чӑрмантармасть. Аса илтерер: кунашкал саккуна пирус тӗлӗшпе йышӑннӑ. Кӑҫал ҫӗртмен 1-мӗшӗнче пирус курӑнакан вырӑнтан ҫухалнӑ. Ӑна туянакан ыйтсан ҫеҫ кӑларса параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
ЧР Культура министерстви Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк культурин организацине (ТЮРКСОЙ) кӗресшӗн маррине пӗлтернӗ. Ҫакӑ ведомство «Ирӗклӗх» общество организацийӗ янӑ ҫырӑва хуравланинчен паллӑ. «Ирӗклӗх» ку ыйтӑва ведомствӑна унччен янӑ. Хуравра акӑ мӗн палӑртнӑ: чӑвашсен пуян культури, унӑн чӗлхи, историйӗ, наци туйӑмӗ тӗрлӗ организацие кӗмесӗрех лайӑх аталанать-мӗн. Культура учрежденийӗсем, пултарулӑх союзӗсем, ӑсчахсем ытти тӗрӗк халӑхӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ, ТЮРКСОЙ йӗркеленӗ тӗрлӗ мероприятие, ҫав шутра уявсене те, хутшӑнаҫҫӗ. Ведомствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, ТЮРКСОЙ организацие кӗменни чӑваш культурине аталанмашкӑн ура хунине пӗлтермест. «Ирӗклӗх» ыйтнине хирӗҫлемелли урӑх салтавсене кӑтартман. Палӑртмалла: паян Чӑваш Республики Раҫҫейре — тӗрӗк культурин организацине кӗмен пӗртен пӗр тӗрӗк республики. «Ирӗклӗх» министерствӑна янӑ ыйтура ТЮРКСОЙ организацине кӗни тӗрӗк ҫӗршывӗсемпе культура, ӗҫ тӗлӗшӗнчен ҫыхӑнӑва анлӑлатма пулӑшнине палӑртнӑ. «Ирӗклӗх» министерство хуравне мӑшкӑл вырӑнне йышӑнать. Общество председателӗ Дмитрий Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, культура министерстви республикӑри лару-тӑруран аякра, чиновниксемшӗн чӑваш культурин аталанӑвӗ пур пӗрех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Краснодар крайӗнче тӗнчери чи ҫӳллӗ чуччу уҫӑлнӑ. Ӑна «Skypark AJ Hackett Sochi» тӗлӗнтермӗшсен паркӗнче ӗҫлеттерсе янӑ. Ҫакӑнса тӑракан тӗнчери чи вӑрӑм «SkyBridge» кӗпер ҫинчен ярӑнакансем Адлер районӗнчи Ахштырь ялӗ патӗнчи 500 метр тӑршшӗ ту хушӑкӗ урлӑ темиҫе ҫеккунтра ярӑнса иртейӗҫ. «SochiSwing» аттракционпа усӑ куракансем 170 метр ҫӳллӗшне ярӑнса хӑпарса каяйӗҫ. Ун йышши чуччусем тӗнчере татах пур-ха. Анчах ҫӳллӗшӗпе Сочи ҫывӑхӗнчине ҫитмеҫҫӗ. Ҫӗнӗ Зеландири Невис юханшыв ҫинчи чуччу унччен чи ҫӳлли шутланнӑ-ха, анчах вӑл «SochiSwing» аттаркционтан 50 метр лутрарах. Тӗнчери чи ҫӳллӗ чуччуна кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче вырнаҫтарнӑ. Анчах унпа ярӑнтарма чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче кӑна тытӑнӗҫ. Аттракционпа харӑсах икӗ ҫын усӑ курайӗ. «Skypark AJ Hackett Sochi» тӗлӗнтермӗшсен паркӗ кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче уҫӑлнӑ. Ҫӳллӗшӗнчи ун йышши парксем Раҫҫейре пулман. Асӑннӑ парк тӗнчери ҫавӑн йышши кану комплексӗсене тытса тӑракан «AJ Hackett» компани йышне кӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш наци конгресӗн Красноармейскинчи уйрӑмӗн ӗҫ планӗпе килӗшӳллӗн юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче Красноармейски районӗнчи краеведени музейӗнче Культура ҫулталӑкне халалласа «Асамлӑ тӗрӗ-ҫӗвӗ тӗнчинче ӑсталаннӑ Трак ен ҫи-пуҫӗ» темӑпа ал ӑстисен куравӗ уҫӑлчӗ. Чаплӑ курав тесен те йӑнӑш пулмӗ. Курава тӑратнӑ кашни экспонат куҫа илӗртет, чунра ырӑ туйӑм ҫуратать. Курса киленме те, пӑхса тӑранма та май ҫук. Асатте-асаннесен авалхи ҫи-пуҫӗнчен пуҫласа паянхи илемлӗ тумтир таранах паллашма пулать унта. Ҫавсене йӑлтах халӑх алли ӑсталанӑ, тӗрлӗрен тӗрӗ-эрешпе илемлетнӗ. Мӗн чухлӗ ӑсталӑх, пултарулӑх, тӑрӑшулӑх, чӑтӑмлӑх, хастарлӑх, ыркӑмӑллӑх, чунлӑх палӑрса тӑрать ҫав япаласенче. Кашни япали – пысӑк пуянлӑх. Харпӑр хӑй илемлетсе ӑсталанӑ ӗҫсене нимӗнле укҫапа та виҫме май ҫук. Вӗсене ӑшӑ куҫпа та чунпа ҫеҫ хаклама пулать. Кашни япалинех юратса тунӑ. Ҫавӑнпа илемлӗ те вӗсем, ҫавӑнпа чуна тыткӑнлаҫҫӗ те. Музей ӗҫченӗ Валентина Аркадьевна Тихонова Трак енри ал ӑстисемпе калаҫса, кашни япалишӗн яваплӑха хӑй ҫине илсе ҫак курава йӗркелеме пултарнӑ. Экспонатсене пӗлсе вырнаҫтарнӑ вӑл: эстетика тӗлӗшӗнчен те паха, содержани енчен те пуян. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Уҫӑ алӑксен кунӗнче Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче республикӑри ача-пӑча ҫурчӗсенче уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ. Кунашкалли Чӑваш Енре пӗрремӗш хут пулнӑ. Мӗн тӗллевпе ирттернӗ-ха ӑна? Тӑлӑх ачасене ҫемье хӳтлӗхӗ, ашшӗ-амӑшӗн ӑшшине тупма пулӑшас тӗллевпе. Ҫемьене шӑпӑрлан илме шухӑшланӑ ҫынсем пурте ача ҫуртӗнче пурӑнакан тӑлӑхсемпе, ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасемпе паллашма пултарнӑ. Ача ҫуртӗнче кун кунлакан шӑпӑрлансем аслисем валли концерт хатӗрленӗ, хӑйсен пултарулӑх ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ. Арҫын ачасемпе хӗрачасем пулас ашшӗ-амӑшӗ валли оригамирен мӗн те пулин тӑвас енӗпе ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ. Шупашкарти ача ҫурчӗн директорӗ Маргарита Павлова пӗлтернӗ тӑрӑх, малашне уҫӑ алӑксен кунӗ уйӑхсерен иртӗ. Сӑмах май, Раҫҫейре, ҫав шутра Чӑваш Енре те, ача ҫурчӗсене хупасси патне ҫитме пултарать. Ку шӑпӑрлансене ҫемьене чылаййӑн илнине кӑтартать. Сӑнсем (17) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
Чи илемлӗ пикесен конкурсне ирттересси модӑна кӗчӗ темелле-ши — ӑна кашни тӑрӑхрах ирттереҫҫӗ. Чӑваш Енре те кӗҫех «Чӑваш пики» конкурс пулӗ. Ку кӑна мар — республикӑра хӑлха илтмен хӗрсен хушшинче те чи илемлине палӑртӗҫ. «Шӑпӑрт Чӑваш Ен» мисӗ» конкурс Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче иртӗ. Унӑн йӗркелӳҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, конкурс тӗллевӗ — сусӑрсене пулӑшасси, вӗсен йышӗнчи чи пултаруллисене палӑртасси. Конкурса патшалӑх, коммерци, общество организацийӗсене сусӑрсен ыйтӑвӗсемпе кӑсӑклантарас тӗллевпе те ирттереҫҫӗ. Конкурсҫӑсем хӑйсен артист пултарулӑхне, спорт енӗпе аталаннине, сцена ҫинче тытма пӗлнине кӑтартӗҫ. Мероприяти 14 сехетре пуҫланӗ. Унта пурне те тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ. Аса илтерер: ку конкурса Чӑваш Енре 2006 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Унта хӑлха илтмен 15-17 ҫулсенчи пикесем хутшӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Монополипе кӗрешекенсем Шупашкар хула администрацийӗ пӗр усламҫӑна хӑйӗн ӗҫне пуҫарса яма вырӑн уйӑрса пама ыйтнине тивӗҫтерменнине палӑртнӑ. Монополипе кӗрешекенсем патне хайхи ҫын ҫынсене урапапа тата лаша ҫине лартса ярӑнтарас шухӑш тытнине пӗлтернӗ. Анчах хула администрацийӗ тивӗҫлӗ аукцион ирттерсе ҫавӑн пек вырӑна палӑртма васкамасть-мӗн. Монополипе кӗрешекенсем кун ура хума юрамасть тесе хула администрацийӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ. Ӑна пурнӑҫа кӗртсе хула администрацийӗн вырӑн уйӑрса пама раштавӑн 26-мӗшӗччен конкурс ирттермелле. Тата, паллах, ҫав вырӑн ӑҫта пулмаллине палӑртмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ҫапларах пӗтӗмлетӳ тунӑ «Интерейтинг» агентство. Фермерсен танлашӑмне (рейтингне) вӗсем федераллӑ округсем тӑрӑх ирттереҫҫӗ. Ку хутӗнче Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи лару-тӑрӑва тӗпченӗ. Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх Чӑваш Ен юлашки йӗркене йышӑннӑ — пирӗн республикӑра 13 фермер кӑна юлнӑ пулать (5 ҫултан ытларах ӗҫлекеннисене кӑна шута илнӗ). Агенство пирӗн тӑрӑха унччен ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑ ҫын ертсе пынине те палӑртнӑ. Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑх министрӗ те пирӗн тӑрӑхран-ха. Пирӗнпе кӳршӗлле облаҫсемпе республикӑсене пӑхас пулсан фермерсен йышӗ Чулхула облаҫӗнче чи нумаййи: унта вӗсем 787 таранах. Вӗсем хыҫҫӑн Тутарстан пырать — кунта 281 фермер вӑй хурать. Ҫавӑн пекех Мӑкшӑ республикинче сахал мар — 216 фермер. Ыттисенче: Мари Элте пурӗ 51 фермер, Чӗмпӗр облаҫӗнче — 110. Танлашӑмри вырӑнсене фермер хуҫалӑхӗсене ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе танлаштарса йӗркеленӗ. Чи ҫӳллӗ вырӑна йышӑнакан Ӗремпур облаҫӗ ку тӗлӗшпе 2,07 пухнӑ — фермер хуҫалӑхӗсем вӑл тӑрӑхра пысӑк ял хуҫалӑх предпритисен шутӗнчен икӗ хут кӑна сахалрах. Пирӗн тӑрӑхра вара 50 хут патнелле — 49,92. Ял хуҫалӑх предприятисен йышӗ пирӗн патра 649 иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Халӑха тата экономика объекчӗсене ейӳрен хӳтӗлес тӗллевпе Ҫӗрпӳ районӗнче Ҫавал юханшывӗнче хӳтӗлев дамбисене тума тытӑннӑччӗ. Ҫак кунсенче ӑна туса пӗтернӗ. Проектпа килӗшӳллӗн, 5,8 ҫухрӑмлӑ икӗ дамбӑна хута янӑ. Кунсӑр пуҫне – ейӳ шывне кӑлармалли виҫӗ шлюз, куҫса ҫӳрекен виҫӗ насос станцийӗ, электроснабжени сечӗсем. Халӗ подрядчиксем строительство тата монтаж ӗҫӗсене вӗҫленӗ. Ҫавна май ҫывӑхри тавралӑха хӑтлӑх кӗртес ӗҫ пырать. Проект 204,9 миллион тенкӗлӗхе ларнӑ. 171,42 миллион тенки — федераци хыснинчен. Дамбӑсем Ҫӗрпӳ тата ун ҫывӑхӗнчи ялсене ейӳрен хӳтӗлӗҫ. 267 ҫуртри 1000 ытла ҫын текех ҫуркунне шар курмӗ. ЧР ҫутҫанталӑк министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Евгений Юшин ку проект питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртать. Ейӳ 939 миллион ытла тенкӗлӗх шар кӑтартма пултарать. Халӗ 203 гектар ҫӗр лаптӑкӗшӗн хӑрушлӑх ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Асанкасси (Каҫал тӑрӑхӗ) ялӗнче земство училищине уҫнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Виктор Леонтьевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тутаркас районӗ вырӑнне Сӗнтӗр районне туса хунӑ. | ||
| Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп кӗнекине пуҫарса янӑ. | ||
| Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар вӑтам шкулне И.Н. Ульянов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |