Республикӑри хастарсем чӗрчунсене хӳтӗлесе петици ҫырнӑ, унпа килӗшсе ыттисене те алӑ пусма ыйтаҫҫӗ. Ҫавсем Шупашкарти «Спецавтохозяйство» общество тата Ҫӗнӗ Шупашкарти «Ельниковская роща» (чӑв. Тӗкӗрҫ рашчи) учреждени, унсӑр пуҫне ҫак хуласенчи коммуналлӑ хуҫалӑх службисене ӳпкелени сисӗнет.
Петицире килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсене персе пӑрахнине ырламанни палӑрать. Чӗлхесӗр янаварсемшӗн пӑшӑрханакансем чӗрчунсене леш тӗнчене ӑсатиччен вӑхӑтлӑх усрамалли вырӑн уҫмалла тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ачасем тата аслисем умӗнчех йытӑсене персе вӗлернине те ҫавсем хурлаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсене вӑрах вӑхӑт тата нушаланса вӗлерекен эмел панине хирӗҫ.
Петицие ҫӗршыв Президенчӗ, Чӑваш Ен Элтеперӗ тата Чӑваш Енӗн прокурорӗ патне ҫитересшӗн.