Раҫҫейре
![]() Паян, кӑрлачӑн 31-мӗшӗ, — шурӑ эрехӗн ҫуралнӑ кунӗ. Шӑп та лӑп 150 ҫул каялла Дмитрий Менделеев «Спиртпа шыв пӗрлешӗвӗ пирки» диссертаци хӳтӗленӗ. Ырантан, нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа, официаллӑ майпа эрех хакне чакарӗҫ. Кунашкалли — пӗрремӗш хут. Эрехе тӳрех 16 процент йӳнетӗҫ. Хушупа килӗшӳллӗн, 1 кӗленче эрех малашне 185 тенкӗрен йӳнӗ пулмӗ. Курттӑмӑн туянакансемшӗн хак 170 тенкӗ пулӗ, туса кӑларакансемшӗн — 162 тенкӗ. Юлашки 6 ҫулта эрех хакӗ ӳссе пынӑ ҫеҫ. Пӗлтӗр вӑл икӗ хутчен хакланнӑ: пуш тата ҫурла уйӑхӗсенче. Ҫулла вӗҫленес умӗн чи йӗнӳ эрех хакӗ 220 тенкӗ пулнӑ. Халӗ 35 тенкӗ йӳнӗрех пулӗ. Ыттисем — коньякпа бренди — ҫав шайрах юлӗҫ. Росалкогольтӗрӗслев малашне хӗрлӗ эрехпе шампань эрехӗн чи йӳнӗ хакне те палӑртӗ. Кун пирки Дмитрий Медведев премьер-министр алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш патшалӑх филармонийӗ чӑвашла юрлакан ачасен республикӑри «Мехел» IX телекурав конкурсне хутшӑнмашкӑн заявкӑсем йышӑнма тытӑннӑ. Ӑмӑрту виҫӗ ӳсемпе иртӗ: 6-9, 10-13, 14-17 ҫултисем. Икӗ номинаци пулӗ: «Пӗччен юрлани» тата «Ансамбльсемпе хорсем». Конкурсҫӑсен чӑвашла юрӑ юрламалла. Конкурса хутшӑнмашкӑн заявкӑсене нарӑсӑн 25-мӗшӗччен памалла. Ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, Президент бульварӗ, 9-мӗш ҫурт (Чӑваш патшалӑх филармонийӗ), 419-мӗш пӳлӗм. Заявкӑсене 62-43-69 номерпе факспа та йышӑнаҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон — 62-11-05. Списока тата кам хыҫҫӑн кам сцена ҫине тухмаллине Чӑваш патшалӑх филармонин сайтӗнче вырнаҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ырантан, нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен, пенси ӳсет. Ку вӑл ватлӑхпа илекеннин страховани пайне, сусӑрлӑхпа илекеннине, тӑрантарса пурӑнакана ҫухатнипе тӳлекеннине пырса тивет. Пенсие потребитель хакӗ хӑпарнине кура ӳстерме йышӑннӑ. Пенсипе ҫыхӑннӑ йышӑнӑва ҫӗршывӑн правительстви кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче пуснӑ. Пенсин пӗр балне (ун пекки те пур халӗ) ырантан 71 тенкӗ те 41 пуспа хакламалла тунӑ. Иртнӗ уйӑхра вӑл 64 тенкӗ те 10 пуспа танлашнӑччӗ. Пенсин страховани пайне ҫирӗплетнӗ тӳлев виҫи 3935 тенкӗрен 4383 тенкӗ те 59 пуса ҫитнӗ. Ҫапла вара пенсин страховани пайӗ 11,4 процент хӑпарать. Ватлӑхпа илекен пенси пирӗн республикӑра вӑтамран 1200 тенкӗ ӳссе 11 пин те 600 тенкӗпе танлашмалла. Камӑн мӗн чухлӗ хӑпарасси унчченхи пенси виҫинчен килет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Анчах ку пӗтӗм ҫӗршыва пырса тивекен хыпар мар. Тӑваттӑмӗш ача ҫуратсан ипотека тӳлевӗнчен хӑтарма мӑкшӑсем йышӑннӑ. Кун пирки асӑннӑ регион пуҫлӑхӗ Владимир Волков регионти депутатсем патне янӑ Ҫырура палӑртнӑ. Ҫемьери тӑваттӑмӗш ача усрава илнӗ пепке пулсан та ипотека парӑмне каҫарӗҫ. Виҫҫӗмӗш ача ҫуратакансене ипотекӑн 30 процентне саплаштарса парӗҫ. Ҫӗнӗ йӗркене Мӑкшӑ Республикинче кӑҫалтанах вӑя кӗртесшӗн. Мӑкшӑсем унччен йышӑннӑ саккунсемпе ачаллӑ ҫемьесене ипотека кредитне тӳлеме регион ахаль те пулӑшнӑ-ха. Пӗрремӗш е иккӗмӗш ача ҫуралсан ипотека парӑмӗн 10 процентне тӳлесе пулӑшнӑ, виҫҫӗмӗшпе тӑваттӑмӗшӗшӗн — 20 процент. Пиллӗкмӗш ҫуралсан мӗнпур парӑма регион хӑй ҫине илнӗ. Регионти амӑш укҫи ҫемьере миҫе пепке пулнинчен килет. Виҫҫӗмӗш ачашӑн, индексацие шута илсен, вӑл 111 пин тенкӗ тухать. Тӑваттӑмӗшӗшӗн — 133 пин, пиллӗкмӗшӗшӗн тата ун хыҫҫӑнхисемшӗн те тӳлеҫҫӗ — 166 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ятарлӑ ҫӑматӑ Нарӑсӑн 8-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Йӗлтӗр йӗрӗ — 2015» иртет. Халӗ мероприятие хӗрсе хатӗрленеҫҫӗ. Кӑҫал ӑна Сочири Олимп вӑййисем уҫӑлнӑранпа 1 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кун 48 пин ҫын йӗлтӗр ҫине тӑма палӑртать. Шупашкарта ӑмӑрту «Шупашкар: 500 ҫул» паркра иртӗ. Хулара унта 2 пине яхӑн ҫын хутшӑнмалла. Ӑмӑртӑва хутшӑнмашкӑн нумайрах ҫынна илӗртес тӗллевпе Канашра «Йӗлтӗр йӗрӗ» логотиппа усӑ курса ҫӑматӑсем хатӗрленӗ. Вӗсем йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене лекӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫак кунсенче РФ Президенчӗн премине кам илесси паллӑ пулнӑ. Влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи пӗтӗмлетӗве кура «Вӗренӳ» наци проектӗнче РФ Президенчӗн премине кӑҫал пирӗн республикӑри 65 ҫамрӑк илӗ. 2013 ҫулта ку премие 46 ҫын тивӗҫнӗ. Кӑҫал вара Шупашкартан — 38, Ҫӗнӗ Шупашкартан — 6, Тӑвай районӗнчен — 4, Шупашкар районӗнчен — 3, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен — 2, Ҫӗрпӳ районӗнчен — 2 ҫын преми илӗҫ. Лауреатсен йышне ҫавӑн пекех Канашри, Ҫӗмӗрлери, Улатӑрти, Куславкка районӗнчи ҫамрӑксем кӗнӗ. Лауреатсенчен 6-шӗ Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнче вӗренеҫҫӗ. 16 ҫамрӑк 60-шар пин тенкӗ илӗ. 49-шӗ 30-шар пин тенке тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Лапсарта урнӑ чире пула карантин пулнине унччен пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Халӗ урнӑ чир ӑҫтан тупӑннине палӑртнӑ. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Лапсар ялӗнче кӑрлач уйӑхӗн варринче урнӑ тилле тупнине пӗлтереҫҫӗ. Кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче ҫӳп-ҫап контейнерӗ патӗнче вырӑнти ҫын тилле курнӑ та ӑна киле илсе кайнӑ. Чӗрчун хӑйне йӗркеллех тытнӑ, сывӑ пек курӑннӑ. Ҫав ҫын тилӗ тупни пирки 112 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Каҫхине ветеринари тухтӑрӗсем вырӑна тухса тискер чӗрчуна тӗрӗсленӗ. Тилле тупнӑ арҫын чӗрчуна ветстанцие пама хирӗҫленӗ. Анчах ӑна тилӗ урнӑ чирпе чирлеме пултарнине ӗнентернӗ. Тилле изолятора вырнаҫтарнӑ. Тепӗр кунхине вӑл вилсе кайнӑ. Кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче унӑн виллине республикӑри ветлабораторие илсе ҫитернӗ. Тепӗр кунхине чӗрчун урнӑ чирпе чирлени паллӑ пулнӑ. Тилле тупнӑ арҫыннӑн килӗнче йытӑ пур. Ӑна урнӑ чиртен вакцина тунӑ. Анчах тилӗпе арҫыннӑн ҫемйи ҫывӑх пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Хӗлле халех вӗҫленмест пулин те Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмӗнче пурӑнакансем ҫуркуннене хӑраса кӗтеҫҫӗ. Кӗҫех ял хуҫалӑхӗнче ӗҫсем пуҫланаҫҫӗ вӗт. Анчах ҫак ялти ҫынсен тата колхозӑн ҫӗрӗсем ҫырма леш енче вырнаҫнӑ. Каҫӑ пур-ха унта, анчах ӑна каҫӑ теме ҫук — кивелсе пӗтнӗ. Унта каяс тесен ытти ялсем урлӑ ҫитмелле — кӗпер начар. Уйра ӗҫсем пуҫлансан комбайнерсемпе трактористсем кашни кун 30 ҫухрӑм ҫаврӑнса ҫӳреҫҫӗ. Ҫырмара Сурӑм юханшывӗ юхать. Ун урлӑ пирвайхи кӗпере 19-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнче хывнӑ, иккӗмӗшне — 20-мӗш ӗмӗр варринче. Ял ҫыннисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк каялла пӑрӑхсем хунӑ, тӑпра сапнӑ. Анчах ӑна тепӗр уйӑхран юхтарса кайнӑ. Юрий Семенов пӗлтернӗ тӑрӑх, унта МАЗ урапа ӳкнӗ. Вӑл кӗпер начар пулнине пӗлмен ҫав — персе аннӑ. Аран-аран кӑларнӑ вара. Ял тӑрӑхӗн администрацийӗ унта кӗпер кирлех мар тесе шухӑшлать. Вӑл икӗ яла ҫыхӑнтармасть-мӗн. Петр Петров пуҫлӑх каланӑ тӑрӑх, инҫех мар Янӑш ялӗ вырнаҫнӑ. 2014 ҫулта унта хысна укҫипе бетон кӗпер тунӑ — ҫапла тракторсем те, урапасем те аванах ҫӳреме пултараҫҫӗ-мӗн. Чӑваш Сурӑмӗнче 220 ҫын пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Подъездра пурӑнакан арҫын. Сергей Егоров тунӑ сӑн «Про Город» хаҫат редакцинчен Шупашкарти Кадыков урамӗнче пурӑнакан пӗр ҫын пулӑшу ыйтнӑ. Сергей Егоров вӗсен подъездӗнче пурӑнакан пӗр ҫын пирки каласа кӑтартнӑ. Сергей каланӑ тӑрӑх, ҫав арҫын подъездра темиҫе уйӑх пурӑнать иккен. Ӑна хваттере тӑванӗсем кӗртмеҫҫӗ. Тимиҫе уйӑх каялла вӑл йӗплӗ пралук леш енчен тухнӑ-мӗн. Ҫавӑнтанпа тӑван килне кӗреймест. Ҫапла майпа вӑл урамра тӑрса юлнӑ, йӑмӑкӗпе шӑллӗ хваттере кӗртмеҫҫӗ. Кӳршисем вара ӑна май килнӗ таран пулӑшаҫҫӗ. Арҫын суда ыйту ҫырнӑ-мӗн. Хальлӗхе килсӗр-ҫуртсӑрскер ҫӳлти хутри лапамра пурӑнать. Хӗлле, паллах, уйрӑмах йывӑр. Ҫитменнине, арҫын эпилепсипе аптӑрать. Ӑна медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ. Официаллӑ документсем хатӗрлемесӗр вара пулӑшу илме ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Вӑл кӑна мар-ха. паллах. Анчах районсемпе хуласен хыснине кӗрекен налук тата налук мар тупӑша илсен, уйрӑм ҫынсен тупӑшне кура хурса паракан налука пула «кӗмӗл» нумайрах кӗрет. Иртнӗ ҫул муниципалитетсен хыснине пурӗ 21,4 миллиард тенкӗ укҫа килнӗ. Ку вӑл виҫӗм ҫулхинчен 0,1 процент сахалтарах тенине пӗлтерет. Асӑннӑ суммӑран 7,6 миллиарчӗ — налук тата налук мар тупӑш. Муниципалитетсем хӑйсем тупӑш илесси унчченхи ҫулхинчен 1,2 процент ӳснӗ. Ку енӗпе Элӗк, Канаш районӗсем уйрӑмах лайӑх кӑтартупа палӑраҫҫӗ. Пӗтӗмпе вара ҫак цифра 13 мунципалитетра пысӑкланнӑ. Укҫана вӗсем, тӗпрен илсен, патшалӑх тата муниципалитет харпӑрлӑхӗнчи пурлӑхпа усӑ курнипе тата хӑйсен пурлӑхне сутса тунӑ. Налук тата налук мар тупӑша пӗлтӗр унчченхи ҫулхинчен чакарнисем вуннӑн: Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисем, Сӗнтӗрвӑрри, Елчӗк, Пӑрачкав, Шупашкар, Комсомольски, Красноармейски районӗсем. Вырӑнти хыснасем епле тупӑша пула тулнине тишкерсен, тӗп пайӗ, 42,6 проценчӗ, уйрӑм ҫынсене хурса паракан налука тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |