Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑвашлӑх

«Ирӗклӗх» халӑх пӗрлӗхӗ ҫак кунсенче ҫӗнӗ акци пуҫланӑ — чӑвашла хӑю салатассине. Чӑвашла хӑю сарӑ тӗслӗ, хӗрлӗ йӑрӑмлӑ. Сарлакӑшӗ 2,5 см. Ҫапла май вӑл чӑваш ялавӗнчи тӗссене сӑнлать. Акцин срокӗ ҫук, ӑна хастарсем ҫулталӑкӗ-ҫулталӑкӗпех ирттерме планлаҫҫӗ.

Чӑвашла хӑю валеҫнӗ май «Ирӗклӗх» ятарлӑ конкурс та пуҫланӑ, ӑна «Хӑюллӑ пул, пурне те хӑюллантар!» ят панӑ. Чӑвашла хӑйӑва тум ҫине ҫаклатнӑ хыҫҫӑн сирӗн сӑн тумалла та «Ирӗклӗх» хастарӗсене ярса памалла (вӗсене «Контактра» халӑх тетелӗнчи ушкӑнра тупма пулать). Чи хӑюллисен йышӗнчен пӗрне суйласа мӗнле те пулин парнепе чыслама та палӑртнӑ.

Чӑвашла хӑю илес тесен «Ирӗклӗх» пӗрлӗх пайташӗсемпе ҫыхӑнӑр. Инҫетрисем ҫак хӑйӑва «СУМ» лавкка урлӑ туянма пултараҫҫӗ — хакӗ 15 тенкӗ.

 

Экономика

Раҫҫейри монохуласене уйрӑм менеджерсем сыватӗҫ. Кун пек йышӑнӑва нумаях пулмасть ҫӗршыв шайӗнче йышӑннӑ. Социаллӑ экономика пурнӑҫ енчен кӑткӑс монопрофильлӗ муниципалитетсенчен вуннӑшӗнче ҫывӑх вӑхатра проект офисӗсем уҫӑлмалла. Вӗсен пуҫлӑхӗсем пулса Мускавран ятарласа ҫирӗплетнӗ менеджерсем тӑрӑшӗҫ. Ҫав ҫынсен тӗп ӗҫ вырӑнӗ пӗчӗк хуласенче пулмӗ - лару-тӑрӑва вӗсем аякранах йӗркелесе-пӑхса тӑрӗҫ, кирлех пулсан вырӑна ҫитсе кайӗҫ.

Пирӗн республикӑри хуласенчен монопрофильлисен шутне Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Сӗнтӗрвӑрри кӗрет. Раҫҫейӗпе ун йышшисем — 300 ытла.

Социаллӑ экономика енӗпе паян чи хӑрушӑ списокра 100 хула шутланать. Унта Канаш те лекнӗ. Маларах асӑннӑ тепӗр виҫҫӗшӗ лару-тӑру япӑхланас хӑрушлӑх пуррисен йышне кӗреҫҫӗ.

 

Республикӑра

Йӗкӗреш ҫут тӗнчене килни — сайра тӗслӗх. Нумаях пулмасть Муркаш районӗнчи Кашмаш ялӗнче пурӑнакан Александр Аркадьевичпа Ольга Кронидовна Зайцевсен ҫемйинче йыш хушӑннӑ — ҫут тӗнчене тӳрех икӗ ача килнӗ.

Мӑшӑр вӗсене питӗ кӗтнӗ. Ывӑлпа хӗр пӗр харӑс ҫуралнинчен пысӑкрах телей тата мӗн пур-ши? Ашшӗ-амӑшӗ тӗпренчӗкӗсем валли сайра тӗл пулакан ят шыраса тупнӑ: Еванжелина тата Максимилиан.

Муркаш районӗнче кӑҫал ку таранччен йӗкӗреш ҫуралман. Еванжелинӑпа Максимилиан — пӗрремӗш. Районти ЗАГС пайӗн специалисчӗсем ача ҫуралнине ӗнентерекен свидетельствӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ, парнепе хавхалантарнӑ.

 

Ҫул-йӗр

Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче республикӑра ҫул ҫинче икӗ ҫын вилнӗ. Иккӗшӗ те — водитель айӑпӗпе. «Нурӑс – Патӑрьел – Елчӗк» ҫул ҫинче правасӑр водитель руле итлеттереймен — ҫаврӑнса ӳкнӗ. Водитель вырӑнтах вилнӗ. 16 ҫулти пассажира вара Патӑрьелти пульница илсе ҫитернӗ.

21 сехетре «Вӑрнар — Упи — Красноармейски» ҫул ҫинче паллӑ мар водитель ҫуран утакан ҫын ҫине кӗрсе кайнӑ. 55 ҫулти арҫын ҫавӑнтах сывлама чарӑннӑ. Васкавлӑ медпулӑшу киличченех… Водитель вара вырӑнтан тарнӑ.

Патшалӑх автоинспекцийӗ ҫак аварие куракансене шырать. Вӗсене 24-27-97 е 24-27-11 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Патшалӑх автоинспекцийӗ ҫынсен шӑпишӗн пӑшӑрханать. Ӳсӗр водительсене курсан 8(8352) 24-27-11, 24-07-70 номерсемпе шӑнкӑравлама та ыйтаҫҫӗ.

 

Экономика

Канашри машиностроени савутӗнче хальхи йышши лифтсем кӑларма тытӑнӗҫ. Предприяти саккас илнӗ ӗнтӗ: 100 лифт кӑлармалла.

Канашри савут ҫӗнӗ производствӑна алла илет. Ытларах вӑл унччен сортлакан хатӗр-хӗтӗрӗ кӑларӗ. «Канмаш» ҫулталӑкне 1200 кабина тӑвӗ.

Раҫҫейре лифтсем питӗ кирлӗ. Ӑна лайӑх туянаҫҫӗ. Лифта темиҫе савут ҫеҫ кӑларать. Чылайӑшӗ кивелнӗ ӗнтӗ, вӗсене тахҫанах улӑштармалла. Ҫулталӑкне 35 000 лифт кирлӗ.

Канашра лифт кӑларма тытӑнас ӗҫе 300 миллион тенкӗ инвестици хывнӑ. Савут директорӗ каланӑ тӑрӑх, вӗсен пахалӑхӗ ют ҫӗршывра кӑларнисенчен япӑх пулмӗ. Лифтсем 400–1250 килограмм чӑтаканнисем, видеосӑнавпа тата сенсор экранпа пулӗҫ.

Саккас панӑ 100 лифта Хусана, Самара, Мари Республикине ӑсатӗҫ, Шупашкарта та хӑварӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/23594
 

Культура

Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем гастроле тухса кайнӑ. Вӗсем Николай Терентьевӑн пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Ыйхӑ ҫухатнисем» спектакле тата Владимир Илюховӑн «Как Настенька чуть Кикиморой не стала» постановкӑна лартӗҫ.

Артистсем асӑннӑ спектакльсене Самар облаҫӗнче тата Тутар Республикинче лартӗҫ. Гастроль икӗ эрнене тӑсӑлӗ. Спектакльсенче РФ тава тивӗҫлӗ артистки тата ЧР Халӑх артистки Любовь Федорова, ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Сергей Иванов, Александра Зайцева, Елизавета Хрисанфова тата Ирина Иванова, Александр Петров, Алексей Степанов артистсем вылӗҫ.

Малтанах артистсем Тутарстанри Аксу, Нурлат районӗсене ҫитӗҫ.

 

Раҫҫейре

Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлӗмелли кун умӗн РФ ШӖМӗ «Степа пичче полицейски» конкурс ирттерет. Унта ачасем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартаҫҫӗ, тӗрлӗ япаларан пакунлисене хӑйсем хатерлеҫҫӗ.

Финала РФ ШӖМӗн сайтӗнче ирттереҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене онлайн-сасӑлав мелӗпе палӑртаҫҫӗ.

Республика шайӗнче Шупашкарти кадетсен 14-мӗш шкулӗнче ӑс пухакан Кристина Кузьмина ҫӗнтернӗ. Вӑл, 3-мӗш класра вӗренекенскер, конкурса тӑмран ӑсталанӑ Степа пиччен кӳлепине тӑратнӑ. Халӗ Кристина финалистсен йышӗнче. Уншӑн РФ ШӖМӗн сайтӗнче сасӑлама пулать.

Сасӑлав ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен иртӗ. Ҫав кун ирхи 10 сехетре сасӑлав чарӑнӗ. Сӑмах май, финала ачасем ӑсталанӑ 94 ӗҫ тухнӑ.

 

Персона Африкан Соловьев журналист
Африкан Соловьев журналист

Шел те, ку хыпара кая юлса пӗлтӗмӗр. Ҫапах та ун пеккисене кӑшт юлса пулин те хыпарламаллах пек туйӑнать. Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Африкан Соловьев ултӑ теҫетке ҫул тултарнӑ.

«Советская Чувашия» хаҫата чылай ҫул редактор пулса ертсе пынӑ ҫак ҫын 1956 ҫулта Етӗрне районӗнчи Ленинкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Журналистика ӗҫне аван ӑнланнинче, материалсене кӑсӑклӑ ҫутатма пултарнинче, ыттисенчен те ҫавна ыйтнинче Африкан Соловьев Мускаври М.В. Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче вӗреннин туп пурах пек туйӑнать. Ӗҫ биографине вӑл хӑйӗн самай ӗҫтешӗ пекех район хаҫатӗнчи корреспондентран пуҫланӑ. Африкан Соловьева журналистсем паян «Советская Чувашия» хаҫат редакторӗ пулнипе кӑна мар, вӑл пултаруллӑ калем ӑсти евӗр аван пӗлеҫҫӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Игорь Моляков, вӑл — «Справедливая Россия» (чӑв. Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей) парти пайташӗ, философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Етӗрнери лаша савутӗнче пулса курни пирки хайӗн блогӗнче ҫырса кӑтартнӑ.

Етӗрнери лаша савутӗнче маларах паллӑ телеертӳҫӗ Якубович тата Гаврилов генерал, ҫавӑн пекех Игнатьев Элтепер пулнисене пӗлтернӗ вӑл.

Моляков депутат лаша савутне Тамара Романовӑпа (хай вӑхӑтӗнче вӑл та чӑваш парламенчӗн депутачӗ пулнӑ) ҫитнӗ.

«Малтан предприяти 400-е яхӑн тӗрлӗ ӑратлӑ лаша тытнӑ. Вуншар рабочи ӗҫленӗ. Халӗ лаша шучӗ 30-тан та сахалтарах иккӗн, пурӗ сакӑр ҫын ӗҫлет, сезон вӑхӑтӗнче — тӑваттӑн», — илтсе килнӗ вӗсем Етӗрне тӑрӑхӗнчен.

Икӗ лаша вити йӗркеллех иккен. Тӗп пайӗнче вара «Донецкри аэропортри пек хӑрушӑ», — пӗтӗмлетнӗ И. Моляков.

 

Чӑвашлӑх

Ҫак шӑматкун «Ирӗклӗх» хастарӗсем Муркаш тӑрӑхне ҫитнӗ. Ахаль мар, 174 ҫул каялла Шурча вӑрҫинче пуҫ хунӑ чӑвашсене асӑнма.

Шурча вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑк умне ҫитсе вӗсем чечек хунӑ, чӑваш халӑхӗн паттӑрӗсене асӑннӑ. Мероприятие хастарсем ҫамрӑк юман лартнипе вӗҫленӗ.

Аса илтеретпӗр, Шурча вӑрҫи — 1842 ҫулта пулса иртнӗ халӑх пӑлхавӗ. Вӗсем патша влаҫӗ йышӑнӑвӗпе килӗшменнипе пуртӑ-сенӗк йӑтса салтаксене хирӗҫ тухнӑ. Ку тӑрӑхри чӑвашсемпе ҫармӑссене тата тутарсене «обществӑлла запашка» текен саккун кӑмӑла кайман. Пурӗ 10 пин ытла ҫын патша йӗркине хирӗҫ тухнӑ. Халӗ Шурча ялӗнче обелиск тӑрать — ӑна паттӑр чӑвашсене халалласа совет саманинчен лартнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3104, 3105, 3106, 3107, 3108, 3109, 3110, 3111, 3112, 3113, [3114], 3115, 3116, 3117, 3118, 3119, 3120, 3121, 3122, 3123, 3124, ... 4296
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем тӑватӑр, анчах хӑвӑра алӑра тытмалла. Ҫӗнӗ проектсене пуҫӑнма, пухӑннӑ ыйтусене татса пама вӑхӑт. Ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне ӑнланманлӑхсем пулма пултарӗҫ — чӑтӑмлӑ пулӑр. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене кая хӑвармалла мар.

Чӳк, 14

1994
32
Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...