Персона
![]() Ҫапларах хак пачӗ Геннадий Дегтярев хӑйӗн сӑмахӗнче Станьял Виталий Петрович 75 ҫул тултарнӑ ятпа ирттернӗ литературӑпа поэзи каҫӗнче. Кӑна Геннадий Анатольевич юбиляр хӑйӗн шухӑшне нихӑҫан та пыраманнипе, калас сӑмаха ӑшӑ вырӑна ҫухатасран хӑрамасӑр калама пултарнипе ҫыхӑнтарчӗ. Мероприяти паян Чӑваш наци вулавӑшӗнче пулчӗ. 100 ытла ҫын пухӑнмалли зала халӑх туллин пухӑнчӗ, хӑшӗ-пӗри вырӑн ҫитменрен ура ҫинче тӑчӗ. Паллӑ таврапӗлӳҫӗн, вӗрентекенӗн тата сӑвӑҫӑн ҫавра ҫулне паллӑ тума пурте пынӑччӗ — культура министрӗ Вадим Ефимов, Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗсен комитет председателӗ Пётр Краснов, Шупашкар районӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров, ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов, ҫыравҫӑсем, журналистсем, таврапӗлӳҫӗсем, вӗрентекенсем, преподавательсем тата ыттисем. Тухса калаҫакансене илес пулсан Пётр Степанович Краснов хӑйӗн сӑмахӗнче Виталий Петровича орфографи тавра ыйту ҫӗкленӗшӗн мухтарӗ (сӑмах май, вӑл ыйтӑва унччен те ҫӗкленӗччӗ-ха та /сӑмах, «Тӑван Атӑлта» пуҫланӑ статьясен ярӑмӗ пирки/). |
Культура
![]() Кӑҫал Литература ҫулталӑкӗ пулнӑ май «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче проектсем старт илнӗ. Кунта «Вырӑс пейзажӗн поэзийӗ» экспозици уҫӑлнӑ. Куравра паллӑ поэтсен сӑввисем живописҫӑсен картинисемпе пӗрлешеҫҫӗ. Вӗсем — 19–20-мӗш ӗмӗрсенче ҫыравҫӑсемпе ӳнерҫӗсен. Исаак Левитан, Иван Шишкин, Борис Кустодиев, Алексей Саврасов, Михаил Клодт… Раҫҫей паллӑ ҫынсемпе пуян. Картинӑсем паллӑ вырӑс поэчӗсен сӑввисене уҫса параҫҫӗ: Фет: Тютчев, Некрасов, Пушкин, Есенин. Центра кашниех Илья Остроуховӑн «Ылтӑн кӗркунне» картина пазлне пуҫтарма пултарать. Ҫавӑн пекех сӑвӑ вулакансен конкурсне йӗркелесшӗн. Унта шкул ачисемпе студентсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Центр сайтне ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ сӑвва вуланӑ видеоролик ярса памалла ҫеҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене парнесемпе чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кураври ӗҫсем Хӗллепе, Ҫӗнӗ ҫулпа ҫыхӑннӑ алӗҫӗсен куравне Вӑрмарти «Колосок» (чӑв. Пучах) ача пахчи йӗркеленӗ. Курава темӗн тӗрлӗ ӗҫ те хутшӑннӑ: чӑрӑшсене салфеткӑсенчен, ҫипрен, хаҫатран, канихветран, хӑмпӑран тата ытти япаларан ӑсталанӑ. «Ҫулталӑк палли» номинацире те хӑйне евӗр теттесем пулнӑ. Унта — сурӑхсем, путексем, качакасем. Йӑлтах — алӑпа ӑсталанисем. Куравра кашни ачах хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартма пултарнӑ. Паллах, ачисене ашшӗ-амӑшӗ те пулӑшнӑ. Йӗркелӳҫӗсем ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. «Ҫулталӑк палли» номинацире Вадим Максимов ҫӗнтернӗ. Арина Владимировӑпа Карина Павлова — 2-3-мӗш вырӑнсене пайланӑ. Чӑрӑшсем ӑсталас енӗпе Маргарита Грико ҫӗнтернӗ. Унтан — Женя Гурьев тата Коля Васильев. «Юр кӗлетке» номинацире малти вырӑнсене Антон Федоров, Полина Никитина, Даша Михайлова тухнӑ. Сӑнсем (6) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Нимӗҫ журналисчӗ Штефан Шолль Етӗрне районне ӗҫпе Мускаври «Зюдвест Пресс» хаҫатӑн журналисчӗ Штефан Шолль килсе кайнӑ. Нимӗҫ корреспондентне Раҫҫей ҫыннисен пурнӑҫӗ кӑсӑклантарать. Уйрӑмах — пӗчӗк хуларисен. Вӑл вӗсем пирки статьясем ҫырать. Германире сас-хура тухнӑ-мӗн. Украинӑри лару-тӑрӑва пула, санкцисем йышӑнсан Раҫҫей ҫыннисем выҫӑ лараҫҫӗ имӗш. Штефан Шолль ҫакна уҫӑмлатма тӑрӑшнӑ. Вӑл Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Владимир Кузьминпа тӗл пулнӑ. Пуҫлӑх район ӗҫӗ-хӗлӗ пирки, ял хуҫалӑх ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Владимир Николаевич журналиста района нимӗнле санкци те пырса тивменнине ӗнентернӗ. Пачах тепӗр май — ял хуҫалӑха аталантармалли майсем туса панӑ. Шолль Етӗрнери аш-какай комбинатне ҫитнӗ. Сергей Якушев директор пур ыйтӑва та хуравланӑ, цехсенче экскурси ирттернӗ. Санкцисем пулсан та комбинат аталанать-мӗн, унта кӳрсе килнӗ какай ҫук. Журналист «Ядринмолоко» организацие те ҫитнӗ. Нимӗҫ ҫынни ҫав предприятисенче нимӗҫ хатӗр-хӗтӗрӗпе ӗҫленинчен тӗлӗннӗ. Штефана хулапа та паллаштарнӑ, музее илсе кайнӑ. Хӑна лайӑх кӑмӑлпа уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Вӑрнарсем пӗлтӗр нумай ачаллӑ тӑватӑ ҫемье ҫӗнӗ пӳрт ӗҫкине тунине пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем валли патшалӑх хӑтлӑ та пысӑк ҫуртсем туса лартнӑ. Ҫав ҫуртсене тумашкӑн республика хыснинчен 10,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кульцавра пурӑнакан Ерошинсен 4 ывӑл тата 1 хӗр. Ҫемье пуҫӗ Александр Анатольевич агрофирмӑра ӗҫлет. Мӑшӑрӗ — ача пахчинче. Ҫемье 101 тӑваткал метрлӑ пӳрте хӑйӗн вӑйӗпе лартаймастчех. Патшалӑх пулӑшӑвӗ вӗсемшӗн чӑн-чӑн парне пулса тӑнӑ. Мӑн Явӑш ялӗнчи Петровсем те пилӗк ача ҫуратса ӳстереҫҫӗ. Упӑшки — электрик, арӑмӗ Ҫӗньял Явӑшри культура ҫурчӗн ертӳҫи. Ҫемье выльӑх-чӗрлӗх нумай усрать. Николаевсем Кайри Тукай ялӗнче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем 5 хӗр ҫуратнӑ. Услапа ялӗнчи нумай ачаллӑ Светлана Иванова та нумаях пулмасть ҫӗнӗ пӳрте куҫнӑ. Халӗ Вӑрнар районӗнче пурӑнмалли ҫурт-йӗре лайӑхлатмашкӑн нумай ачаллӑ 16 ҫемье черетре тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Елена Петрова тунӑ сӑн Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм хӑйӗн хваттерӗнче ҫунатне хуҫнӑ ҫӑхана усрать-мӗн. Ӑна вӑл попугайсем тытмалли читлӗхе вырнаҫтарнӑ. Елена Петрова «Про Город» корреспонденчӗсене кайӑк унӑн килне мӗнле лекнине каласа кӑтартнӑ. Хӗрарӑмӑн хӗрӗ урамра уҫӑлса ҫӳренӗ чухне юр ҫинче кайӑка асӑрханӑ-мӗн. Тӳрех ӑнланнӑ: ҫӑханпа темӗн пулнӑ. Хӗр ун патне ҫывӑхарах пынӑ. Лешӗ ҫунат ҫапса вӗҫсе хӑпарма хӑтланнӑ, анчах усӑсӑр. Хӗр ӑна хӗрхеннӗ те киле чупса кайнӑ, курупка йӑтса тухнӑ. Хайхискер вӑйсӑр кайӑка тытса килне йӑтса килнӗ. Халӗ хура ҫӑхан вӗсен килӗнче пурӑнать. Хӗр ӑна тӳрех ҫӑкӑр панӑ. Выҫӑскер ӑна хапӑлласах ҫинӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасем сивӗ шкулта вӗренеҫҫӗ. Пур ҫӗрте те мар-ха, хулари 9-мӗш номерлӗ вӗренӳ учрежденийӗнче. Сивӗ пӳлӗмсенче пӗлӳ тӗнчине шӗкӗлчеме тивни пирки пуҫламӑш класра вӗренекен пӗр хӗрача массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен пӗрине систернӗ. Варвара Пугачева 12 градуслӑ классенче урок иртни пирки ӗнентернӗ. «Ҫиелти тумтирпе ларма тивет», — ҫине тӑрсах ӑнлантарнӑ хӗр пӗрчӗк. Чӑн та, суйман вӑл. Хӗллехи каникул хыҫҫӑн сивӗ пӳлӗмсене лекнине шкул пуҫлӑхӗ Наталья Бутюнина та ҫирӗплетнӗ. «Ӑшӑ пӑрӑхӗнче сывлӑш пухӑннӑ пулинех. Специалистсем халӗ ку кӑлтӑка пӗтерессипе тимлеҫҫӗ», — тенӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта юр хӳсе лартнине хирӗҫле акци ирттереҫҫӗ. Ҫутҫанталӑкӑн ҫак пулӑмӗпе чӗрре кӗреймӗн. Анчах коммуналлӑ службӑсемпе ним мар «кӗрешӗве» тухма пулать. Тӗрӗсрех, вӗсем пирки ҫӑхавлама. Тата тӗрӗсрех каласан, вӗсем ӗҫлесе — тасатса — ҫитерейменни ҫинчен элеклесе. Шупашкарта «Юр хӳсе лартнине чарар!» акции шухӑшласа кӑларнӑ. Ҫуран ҫӳрекенсене е автомашинӑсене иртсе ҫӳреме кансӗрлекен юр купине ӳкерсе stopsugrob@gmail.comс электрон адреспа ярса пама ыйтаҫҫӗ. Унта сӑна хӑҫан ӳкернине тата юр купин вырӑнне кӑтартма ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ӗнер, кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче, халӑх тетелӗсенчен пӗринче хӗрсене ӳкерсе ҫӳрекен паллӑ мар художник сӑнне пичетленӗ. Пикесене вӑл троллейбусра ӳкерсе ҫӳрет имӗш. Ӑна Шупашкарта пурӑнакан нумай ҫын курнӑ тесе ӗнентерет массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен пӗри. Александр Базаров ятлӑ диджей художник каччӑпа ларса пыракан хӗре ӳкернӗ тесе пӗлтернӗ. Ун шучӗпе, хӗр хӑйне ӳкернине сисе те ӗлкӗреймен. Паллӑ мар художника вӑл 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбусра курнӑ пек астӑвать иккен. Фокус кӑтартакан Андрей Петров та художника общество транспортӗнче асӑрханӑ-мӗн. Вӑл 25–27 ҫулсенче, хӑй сухаллӑ, хӑлхине наушник чикнӗскер никама та асӑрхаман имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Раҫҫей хули. Наци суйлавӗ — 2014» Пӗтӗм ҫӗршыври сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Шупашкар Раҫҫейре пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ. Чӑваш Енӗн тӗп хулине чи илӗртӳллӗ тата уйӑрса илмелле хула тесе 83 пин те 276 ҫын йышӑнать иккен. Конкурса Раҫҫейри 81 хула хутшӑннӑ. Пуринчен ытла сасӑ пухни — Хабаровск. Уншӑн 192 пин сасӑланӑ. Ӗпхӳпе Кустӑрмана (Костромана) кӑмӑллакансем те йышлӑ иккен. Кӑнтӑр Сахалинск, Якутск, Анадырь хулисем ҫынсене питех килӗшмеҫҫӗ-мӗн. Аса илтеретпӗр, наци конкурсне пуҫласа 2012 ҫулта йӗркеленӗччӗ. Ун чухне Смоленск ҫӗнтернӗччӗ. Виҫӗм ҫул Шупашкар мала тухнӑччӗ. Интернет-сасӑлав кӑҫал та пулӗ. Хальхинче 83 хула тупӑшӗ. Город-россии.рф сайта кӗрсе халех сасӑлама юрать. Хальлӗхе Шупашкар 13-мӗш вырӑн йышӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |