Элӗк районӗнчи Качалав ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Владимир Терентьев-Тӑвӑл ачасем валли те, аслисем валли те сӑвӑ-калав ҫырать. «Вӑл вулакан кӑмӑлне шута хурса, ӑна мӗн кирлине чунпа туйса ӗҫлет. Пуринпе те пӗр чӗлхе тупать. Пурнӑҫ тути-масине астивнӗ хисеплӗ ватӑсем-и, ура ҫинче ҫирӗп тӑракан кил хуҫисемпе мӑшӑрсем-и, ҫутӑ малашлӑх ҫинчен ӗмӗтленекен яш-кӗрӗм-и, чарусӑр та хаваслӑ шӑпӑрлан — пурне валли сӑмах тупать вӑл, кашнинпех уйрӑммӑн калаҫнӑн туйӑнать. Урӑхла пултараймасть те. Литература чун эмелӗ пулсан, ҫыравҫӑ — чун сиплевҫи», — ҫапла ырлать ентешне Элӗк районӗнчи «Пурнӑҫ ҫулӗпе» хаҫат.
Владимир Терентьев «Я жизнь книгой открываю», «Мечтами жизнь полна моя», «Все за любовь...», «Не отрекаются любя» (вырӑсла тата чӑвашла), «Малыши» тата ытти кӗнекесем пичетлесе кӑларнӑ. Сӑввисене вӑл 2013 ҫултанпа «Стихи.ру» литература порталӗнче пичетлет, калавӗсене — «Проза.ру» сайтра. Владимир Терентьева 2010 ҫулта чӑваш Ҫыравҫисен союзӗн пайташне илнӗ, 2012 ҫултанпа — Раҫҫей ҫыравҫисен союзне.