Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра «Гражданские силы.ру» сайтри сӑн
«Гражданские силы.ру» сайтри сӑн

Чӑваш Республикинче ҫутӑпа чи лайӑх илемлетнӗ ял-хуласен конкурсне пуҫарнӑ.

Правительство пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, проектпа килӗшӳллӗн Чӑваш Енри ҫутӑпа чи илемлӗ хитрелетнӗ хуласемпе поселоксене палӑртӗҫ.

Конкурс пилӗк ушкӑнпа иртӗ: район тата республика пӗлтерӗшлӗ хуласем, хула евӗр поселоксем, администраци центрӗ пулакан ялсем, администраци центрӗ пулман ялсем.

Хуласемпе поселоксене, ялсене ҫута композицийӗпе мӗнле уса курнине, объектсене епле хитрелетнине хаклӗҫ.

«Чӑваш Ен ҫутти» конкурса хутшӑнмашкӑн заявкӑна 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗччен памалла. Конкурса кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ.

 

Персона Иван Павлович Павлов
Иван Павлович Павлов

Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 80 ҫулти Иван Павлович Павлова Ҫӗнӗ ҫул умӗн наградӑпа чысланӑ. Ӑна «Раҫҫейри агопромышленноҫ комплексӗн хисеплӗ ӗҫченӗ» ятпа РФ ял хуҫалӑх министрӗ Николай Федоров та саламланӑ.

Николай Федоров хӑйӗн салам ҫырӑвӗнче Иван Павлович ҫӗршыв аграрийӗшӗн чылай вӑй хунине, вӑл кирек хӑш вӑхӑтра та пулӑшма хатӗррине, хисепе чӑннипех те тивӗҫнине палӑртнӑ.

Иван Павлович чи малтан Шупашкарти ветеринари пульницинче фельдшерта ӗҫленӗ, Шупашкар районӗнчи «Гвардеец» колхоз тилхепине 12 ҫул тытса пынӑ. Вӑл Шупашкар районӗн администрацинче 19 ҫул вӑй хунӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан районти вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗсен канашне ертсе пынӑ.

Иван Павлов ку таранччен ЧР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗн, ЧР тава тивӗҫлӗ социаллӑ пулӑшу паракан ӗҫченӗн ячӗсене тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех ӑна орденпа, медальсемпе чысланӑ. 2009 ҫулта ӑна «Шупашкар районӗн хисеплӗ ҫынни» ята панӑ.

 

Чӑваш чӗлхи

Чӑваш Енре ачасем валли Брайль тытӑмӗпе чӑвашла пичетленӗ пӗрремӗш кӗнекесем ҫуралнӑ. ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ принтера Л.Толстой ячӗллӗ вулавӑш 2011 ҫул вӗҫенчех туяннӑ.

Малтанах ҫак принтерпа куҫ курманнисен саккасӗпе парса литература пичетлеттернӗ. 2014 вулавӑш ӗҫченӗ, куҫ курман Николай Парахин, ертсе пынипе чӑвашла пичетлемешкӗн компьютер брайльне шухӑшласа кӑларас енӗпе ятарлӑ ушкӑн йӗркеленӗ.

Ушкӑн Мускаври компанипе ҫыхӑнса ӗҫленӗ, ҫапла майпа ятарлӑ чӑваш алфавитне тунӑ. Кӗҫех куҫ курман ачасем валли чӑвашла кӗнекесем тухнӑ.

Ҫак ушкӑн ку проекта малалла та аталантарасшӑн. 2015 ҫулта вулавӑш ачасем валли Брайль шрифчӗпе чӑвашла вӗренӳ литературине кӑларасшӑн. Ку наци культурине, йӑлине аталантарма, куҫ курманнисене вӗсемпе ҫывӑхлатма пулӑшассине пӗлтерет ведомство.

Куҫ курман ҫынсем Брайль шрифчӗ пулӑшнипе кӑна кӗнеке вулама пултараҫҫӗ. Чӑваш Енре хальччен кун пек ҫынсем чӑвашла вулама пултарайман.

 

Хулара

Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул каҫхине эрех таврашне пур ҫӗрлӗ стума чарӗҫ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, чару хӑш-пӗр лавккапа кафесене пырса тивет.

Ҫапла хушӑва хула мэрийӗнче республикӑн Министрсен Кабинечӗн 2012 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Асӑннӑ документра массӑллӑ мероприятисем ирттернӗ чух урамсенче, лапамсенче, халӑх йышлӑ савӑнакан, курмалли тата спорт мероприятийӗсене хутшӑнакан вырӑнсенче эрех стума юрамасть.

Ҫапла вара рашатвӑн 31-мӗшӗнче 17 сехетрен пуҫласа кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчи 8 сехетчен Шупашкарти хӑш-пӗр магазинпа кафере эрех стума чарӗҫ. Эрех таврашне Лакрей вӑрманӗнче, А.Г. Николаев ячӗллӗ тата Шупашкара 500 ҫул парксенче те суттармӗҫ.

 

Республикӑра Акцие хутшӑннӑ ачасем вулавӑш ӗҫченӗпе
Акцие хутшӑннӑ ачасем вулавӑш ӗҫченӗпе

Ҫӗнӗ ҫул умӗн Етӗрнери ача-пӑча вулавӑшӗнче «Ҫӗнӗ ҫул парни — ача-пӑча вулавӑшне» ыркӑмӑллӑх акцийӗ иртнӗ. Вулавӑша ҫӳрекенсем, Етӗрнери 3-мӗш пуҫламӑш шкулта вӗренекенсем, «Ылтӑн уҫӑ» ача пахчин шӑпӑрланӗсем вулавӑша пӗр уйӑхра 200 ытла кӗнеке-журнал, 14 сӗтелҫи вӑййи парнеленӗ.

Акци вулавӑшӑн мӗн чухлӗ нумай тус пулнине кӑтартнӑ. Милена Журавлева тата Нина Петрова 16 кӗнеке парнеленӗ. Егорпа Вадим Дербеневсем ачасем валли 52 кӗнеке тата сӗтелҫи вӑййи йӑтса килнӗ.

1, 4-мӗш классенче вӗренекенсем тата ача пахчинчи шӑпӑрлансем те интереслӗ кӗнекесем парнеленӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем питӗ кӑмӑллӑ юлнӑ. Акцие хутшӑннисене Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.

Сӑмах май, вулавӑша сахал укҫа уйӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа вулакансем парнеленӗ кӗнекесем темрен те хаклӑ.

 

Республикӑра

Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче халӑха мӗнле ыйту ытларах канӑҫ памасть? Паллах, общество транспорчӗпе ҫӳремелли билет хакӗ.

Ытларах чухне ӑна ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче хӑпартаҫҫӗ те нумайӑшӗ кун пирки халех пӑшӑрханать. Чӑваш Республикинчи конкурентлӑ политика тата тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх службинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ыйтӑва хальлӗхе пӑхса тухса пӑнчӑ лартман. Ӑна ҫитес ҫул пӑхса тухӗҫ.

ЧР Транспорт министерствин ҫӑлкуҫӗсем вара хаксем 2015 ҫулхи пӗрремӗш кварталта ҫавӑн пекех пуласса пӗлтереҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/74983
 

Хулара

Раштав уйӑхӗн варринче Чӑваш Енре халӑх йӑла техникине тапӑннӑ тесен те йӑнӑш мар. Пурте тенӗ пекех тенкӗ йӳнелесрен хӑраса укҫине мӗн те пулин туянса пӗтерме шухӑшланӑ ӑхӑртнех.

Халӑх лавккасене сӑпса пек сырӑннӑран-и е урӑх сӑлтава пула-и — хаксем ӳсрӗҫ. Ноутбуксен, смартфонсен, телевизорсен, холодильниксен, пылесоссен, мультиваркӑсен, фотоаппаратсен хакӗсем самаях ҫыртма тытӑнчӗҫ. Суту-илӳ предприятийӗсем халӑх туяннине кура татах тавар кӳрсе килнӗ-мӗн. Вӗсем ку ӗҫе ҫитес ҫул ҫеҫ тума палӑртнӑ пулин те…

Шупашкар хула администрацийӗ тата ятарласа йӗркеленӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн халӑх тӗрӗслевӗ» подразделени хаксен конкуренцине иртӗхме парас мар тесе йӑла техникисен хакӗсен мониторингне йӗркелесе пынӑ.

Мониторинг пирки МИХсенче пӗлтереҫҫӗ-мӗн. Кун пирки Шупашкар хулин сайтӗнче те пӗлме пулать иккен — ятарлӑ баннера пусмалла ҫеҫ-мӗн.

Халӗ хак майӗпен ӳсме пӑрахнӑ-мӗн. Ҫитес ҫул тенкӗ ҫак уйӑхри пекех улшӑнсах тӑрсан, ахӑртнех, тавар кӑларакансем хаксене ҫӗнӗрен пӑхса тухӗҫ. Анчах кун пирки хальлӗхе ҫирӗплетсе калама ҫук.

 

Хулара

Раштавӑн 29-мӗшӗнче планеркӑра Шупашкарта ача пахчисене хӑпартас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов юлашки виҫӗ ҫулта хулара 12 ача пахчине ҫӗкленине, ҫӗнетнине пӗлтернӗ. Ҫапла майпа пӗтемпе 1930 ача валли вырӑн туса панӑ.

2015 ҫулта ҫӗнӗ ача пахчисем уҫас ӗҫе малалла тӑсӗҫ. Ҫулталӑкра 1245 шӑпӑрлан валли вырӑн тума палӑртнӑ. Ун валли 3 ача пахчи ҫӗклӗҫ, пӗрне ҫӗнетӗҫ. Вӗсене «Финская долина», «Волжский-3» микрорайонсенче хута ярӗҫ.

Ҫавӑн пекех 165-мӗш ача пахчине ҫӗнетме палӑртнӑ. Унта 350 вырӑн. Ҫӗнӗ Лапсарти пуҫламӑш шкулти 2 ушкӑна та ҫӗнетме шутлаҫҫӗ. Ҫитес ҫул ача пахчисенчен 5700 шӑпӑрлан тухмалла. Ҫакна тата ҫӗнӗ ача пахчисем уҫнине пула 2015 ҫулта 6945 шӑпӑрлан валли вырӑн тума палӑртнӑ. Ку 2–2,5 ҫулсенчи ачасем валли вырӑн туса парӗ.

 

Спорт

Кун пирки Чӑваш Енӗн Физкультурӑпа спорт министерстви республикӑри «Урожай» вӑй-хал культурипе спорт обществин Етӗрне районӗнче иртнӗ отчет конференцийӗ пирки хыпарланӑ май пӗлтерет. Унта кӑҫалхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ, килес ҫулхи плансене палӑртнӑ.

Республикӑн спорт министрӗн пӗрремӗш уҫмӗ Алексей Яковлев асӑннӑ общество Спорт министерствипе пӗрле республика шайӗнчи 16 мероприяти йӗркеленине асӑнса хӑварнӑ.

Килес ҫулта та самай мероприятии иртмелле. Планта — 18 мероприяти. Вӗсенчен чи пысӑкки — ҫитес ҫулхи нарӑса палӑртнӑ хӗллехи ял спорт вӑййисем. Унта ҫӗнтернисем Пӗтӗм ҫӗршыври финала хутшӑнӗҫ.

 

Ӑслӑлӑх

Чӑваш Енре республика шайӗнче иртнӗ «Ҫулталӑк аспиранчӗ» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ӑна кӑҫал аспирантурӑран вӗренсе тухнӑ яш-хӗр хушшинче ирттернӗ.

Жюри конкурса тӑратнӑ материалсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. «Естественнӑй ӑслӑлӑхсем» номинацире ЧПУ аспиранчӗ Сергей Федосеев ҫӗнтернӗ. «Гуманитари ӑслӑлӑхӗсем» номинацире Шупашкарти коопераци институтӗнче вӗреннӗ Ксения Агаджанян палӑрнӑ. «Педагогика ӑслӑлӑхӗсем» номинацире ЧПУ аспиранчӗ Анна Головина мала тухнӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене Раҫҫейри ӑслӑлӑх кунне паллӑ тунӑ чухне чыслӗҫ. Сӑмах май, конкурса 2011 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Ӑна ЧР Вӗренӳ министерстви тата Чӑваш Республикинчи ҫамрӑк ӑсчахсемпе специалистсен канашӗ йӗркелет.

 

Страницӑсем: 1 ... 3123, 3124, 3125, 3126, 3127, 3128, 3129, 3130, 3131, 3132, [3133], 3134, 3135, 3136, 3137, 3138, 3139, 3140, 3141, 3142, 3143, ... 3879
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 24

1937
88
Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1942
83
Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ.
2014
11
Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...