Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑвашла ҫырма маннӑ Ыран Чӑваш Ен тата чӑваш халӑхӗ Чӑваш чӗлхи кунне уявлӗ. Унта ҫыхӑннӑ мероприятисем эрне пуҫламӑшӗнчех пуҫланнӑ ӗнтӗ, ытларах пайӗ паян иртӗ. Чӑваш Республики пирӗн тӑван чӗлхене хисеплеме, ӑна упрама тата аталантарма майсем туса памалла. Кун пирки «Чӗлхесем пирки» саккунра ҫырса хунӑ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗ вара чӑваш халӑхӗн шанчӑкне ҫухатмасӑр ӗҫлеме тупа тунӑ. Ку вара Чӑваш Республикин Конституцине хӳтӗлессипе, саккунсене пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлӗп тенипе тан. Шел те, юлашки вӑхӑтра хӑш-пӗр ыйту тавра вара чӑваш халӑхӗн пурнӑҫне, культурине упрасси тата аталантарасси пирки шута илме пӑрахаҫҫӗ. Сӑмах кунта чӑваш чӗлхи пирки, вӑл патшалӑх чӗлхи пулнӑ май унпа пӗр тан усӑ курасси пирки. Эктор Алос-и-Фонт Шупашкарта тупса палӑртнӑ тӑрӑх нумай пулмасть хӑш-пӗр ҫуртсем ҫине ҫӗнӗ табличкӑсем ҫакнӑ. Кӑна вӑл «Пӗртанлӑх» кун кӗнекинче палӑртнӑ. Ленин проспекчӗн 47-мӗш, Мир проспекчӗн 82а, Мир проспекчӗн 78д ҫурчӗсем ҫине табличкӑсене вырӑсла кӑна ҫакнӑ. Вӗсем унччен пулман имӗш. |
Тӗн
![]() Михаил Игнатьев Элтепер Варнавӑна саламлать Ҫак эрнере Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗн Варнавӑн ҫуралнӑ кунӗ пулнӑ. Ҫав ятпа ӑна Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ. Митрополита республика пуҫлӑхӗ ӑс-хакӑл енчен вӗҫӗмех пулӑшса пынишӗн тата Чӑваш Енре православи тӗнне ҫирӗплтенишӗн тав тунӑ. Михаил Игнатьев чиркӳпе влаҫ органӗсем культура, вӗренӳ ӗҫӗнче, Чӑваш Енри православин ҫаваплӑ вырӑнӗсене упраса хӑварассипе тата чӗртсе тӑратассипе тухӑҫлӑ ҫыхӑну тытнине палӑртнӑ. Ҫитӗнекен ӑрӑва кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен воспитани парассинче те чиркӳ ҫыннисем тӳпе хывнине асӑнса хӑварнӑ. Элтепер Чӑваш Енре ырӑ ӗҫ нумай пулса пынине, обществӑпа политика лару-тӑрӑвне тӑнӑҫлӑ тытса тӑрассишӗн, ҫынсене ыранхи куна шанчӑкпа пӑхтарассишӗн пултаруллӑн тимленине те, халӑх килӗшӳпе тата ҫураҫупа пурӑннине те, демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑхланнине те палӑртнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Варнавӑна чечек тата кӗнеке парнеленӗ. Ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр, чун хавалӗ тата пур ӗҫре те Турӑ пулӑшса пытӑр тесе суннӑ. Сӑнсем (5) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Тӑвай районӗнчи Тушкилти драма кружокӗн членӗсем пӗринче савӑнӑҫлӑ каҫ ирттернӗ. Программӑна Елена Тюдюкина «А я все летала», «За четыре моря», «Цунами» юрӑсемпе уҫнӑ. Клуб заведующийӗ Н. Георгиева хӑйсен кулленхи ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ. Унтан вырӑнтисем А. Чабановӑн «Вӗлтӗрен кайӑкӗ» камитне кӑтартнӑ. Курма халӑх нумай пухӑннӑ. Вылякансем чӑн-чӑн артистсенчен пӗрре те кая мар тесе хакланӑ ентешӗсене ял ҫыннисем. О. Максимовапа Л. Григорьева Анук инкен качча кайнӑ, хулара пурӑнакан хӗрӗсен Мариҫпе Таиҫ сӑнарӗсене ӑста калӑпланӑ. Н. Цыгановапа А. Васильев каччӑпа хӗр сӑнарӗсемпе пурнӑҫри чи илемлӗ юратӑва кӑтартса пама пултарнӑ. Куракансем кӑмӑллӑ юлни тӑвӑллӑн алӑ ҫупнинченех курӑнчӗ тесе пӗлтерет асӑннӑ районти «Ял ӗҫченӗ» хаҫат. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Александр Кедров Нумаях пулматсь Елчӗкри Спорт ҫуртӗнче шкул ачисем хушшинче йывӑр атлетсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ӑмӑртӑва йывӑр атлетика енӗпе республика чемпионӗ пулнӑ Александр Кедрова халалланӑ. Район чысне вӑл 1990–1996-мӗш ҫулсенче ӑнӑҫлӑ хỹтӗленӗ, ҫавӑн чухне республика чемпионӗн ятне ҫӗнсе илнӗ. Спорт мастерӗн кандидачӗ. 1996 ҫулта автоаварие пула унӑн кунҫулӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ. Юлташӗсем Александр Кедрова асӑнса ҫулсерен ака уйӑхӗнче шкул ачисем хушшинче ӑмӑрту ирттереҫҫӗ. Хальхинче турнир ирттерме Альметьевск хулинче тухтӑр пулса тӑрӑшакан С. Карамаликов (вӑл А. Кедровпа пӗр класра вӗреннӗ) укҫа-тенкӗпе пулӑшнӑ. Командӑсем хушшинче Ҫӗнӗ Пӑвари спортсменсем пуринчен нумай очко пуҫтарса пӗрремӗш приза ҫӗнсе илнӗ. Кивӗ Эйпеҫсем иккӗмӗш, Елчӗкри вӑтам шкул ачисем виҫҫӗмӗш вырӑнсенче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() А. Н. Казаков районти чӑваш маттурӗсемпе Ӗнер, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче чӑваш чӗлхин кунне паллӑ турӗҫ. Савӑнӑҫлӑ уява пӗтӗм район халӑхӗ пуҫтарӑнчӗ — шкул ачисемпе вӗрентекенсем, педагогика ветеранӗсемпе чӑваш активисчӗсем. Уява Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Николаевич Казаков уҫрӗ. Вӑл ҫын пурнӑҫӗнче тӑван чӗлхе мӗнле пысӑк вырӑн йышӑнни ҫинчен, ӑна вӗренесси тата аталантарасси чи ҫӳллӗ вырӑнта пулмалли ҫинчен каларӗ. Чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне ӳстерес тата ӑна вӗреннӗ ҫӗрте пысӑк ӑсталӑх кӑтартнӑ педагогсемпе шкул ачисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ хисеп хучӗсемпе чысларӗ. Уявра ҫавӑн пекех чӑваш культурин конкурсӗсенче, Ҫеҫпӗл 115 ҫул тултарнине халалланӑ районти видеоконкурсра тата «Районти чӑвашла диктант» вӗренӳ акцийӗнче палӑрнӑ ачасемпе Ҫӗрпӳен ҫыннисене чысларӗҫ. Пухӑннисене районти фольклор ушкӑнӗсем, шкулта тата ача пахчинче пӗлӳ пухакансем хӑйсен юрӑ-ташӑ асталӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. |
Ҫутҫанталӑк
![]() Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери Ҫӗр кунне уявлани пирки, ахӑртнех, нумайӑшӗ аса илмест. Анчах ку пӗлтӗрӗшлӗ уяв шутланать. Пирӗн планетӑра ӳсентӑран, чӗрчунсем, кайӑксем, ҫынсем туслӑ пурӑнаҫҫӗ. Этемӗн тӗп тивӗҫӗ — ҫутҫанталӑк пуянлӑхне упрасси. Ачасене те тӑван ҫӗре юратма пӗчӗкренех вӗрентмелле. Вӑрмарти «Родничок» (чӑв. Ҫӑлкуҫ) ача пахчине ҫӳрекенсемпе воспитательсем вара Ҫӗр кунӗ пирки манман. Вӗсем ӑна хӑйне евӗр уявланӑ та. Уяв тӗлне ача пахчин ӗҫченӗсем «Вӑрман кӳренни пирки» спектакль хатӗрленӗ. Ачасем юмахри сӑнарсемпе вӑрман лекнӗ. Лука асатте вӗсене вӑрманта хӑйсене мӗнлерех тытмаллине аса илтернӗ. Гришка каскӑн вара тӑван ҫутҫанталӑка упрамаллине ӑнланса илнӗ. Ачасем юмаха пӑхса ларнӑ кӑна мар, унта хутшӑннӑ та. Пӗчӗкскерсене ҫутҫанталӑк ҫӑлавҫи пулма килӗшнӗ. Чи пӗчӗккисем те ҫутҫанталӑка, юмахри сӑнарсене юратнине палӑртнӑ. |
Культура
![]() Пӑрачкав районӗ кӑҫал культурӑллӑ территори пулса тӑнӑ. Ҫак ята тивӗҫессишӗн вӑл «Чӑваш Республикин 2015 ҫулхи культура территорийӗ» конкурса хутшӑннӑ. Ӑмӑртура ҫӗнтереймесен лӑпланас тесе: «Чи кирли — хутшӑнни», — теҫҫӗ те, пӑрачкавсем ун пек шухӑшламан курӑнать, ҫӗнтерес тесех тупӑшнӑ. Культура территорине палӑртмалли конкурсра Пӑрачкав районӗ маларах та ҫӗнтерсе курнӑ-ха. Ку вӑл 2008 ҫулта пулнӑ. Халӗ акӑ — черетлӗ ҫитӗнӳ. Ҫӗнтерӳҫӗ-районӑн лӑпланса ларма иртерех-ха. Унӑн Культура пулӑмӗсен марафонне йӗркелеме тивӗ. Мероприятире инноваци проекчӗсене хӑтлаттармалла. Культура пулӑмӗсен марафонӗ кӗркунне иртмелле тесе хыпарлать асӑннӑ район администрацийӗ республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре бренд хатӗрлеме шутланӑ. Ҫак тӗллевпех ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти 5-мӗш гимназире пуху иртнӗ. Бренда республикӑна инвесторсене илӗртес тӗллевпе хатӗрлесшӗн. 5-мӗш гимназие журналистсем, блогерсем, общество пӗрлешӗвӗсен элчисем пухӑнса ку ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Антон Хреков тӗлпулу модераторӗ пулнӑ. Вӑл малтан паллӑ тележурналист пулнӑ, халӗ – республика имиджне хатӗрлеме тӑнӑ компанин генеральнӑй директорӗ. Антон Хреков каланӑ тӑрӑх, бренда унччен те хатӗрлеме пуҫланӑ. Хашӗ-пӗри ӑнӑҫлӑ та пулнӑ-мӗн. Кӑҫал вара бренда экономика канашлӑвӗ валли хатӗрлеме палӑртнӑ. Тӗрӗссипе, бренда суйлама ҫӑмӑл мар. Чӑваш Ене релестроени центрӗ тесе калама ҫук, меншӗн тесен ку республикӑра мар, пӗр хулара ҫеҫ. Чӑваш сӑри те республика палли пулаймасть, мӗншӗн тесен антиалкоголь саккунӗ пур. Чӑваш Ене Хӗвел территорийӗ теме сӗнеҫҫӗ-мӗн. Ку ҫутҫанталӑкӑн лайӑх условийӗсемпе, хастар аталанакан хӗвел энергетикипе ҫыхӑннӑ-мӗн. Теприсем Чӑваш Ене лӑпкӑн канмалли вырӑн пек кӑтартма сӗнеҫҫӗ. Ку, вӗсен шухӑшӗпе, туристсене илӗртӗ, хӑна ҫурчӗсен усламне аталанма май парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре тытса тӑракан управляющи компанисем хальхи вӑхӑтра лицензи илесси пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Вӗсенчен хӑшӗсем (Шупашкарта ӑна 52 организацие панӑ) хаклӑ хута илсе ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ, теприсене вӑл лекмен. Аса илтеретпӗр, ӗҫлеме ирӗк паракан лицензие управляющи компанисен ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен илмелле. Шупашкарта хальлӗхе тӑватӑ компание ирӗк паман. Виҫҫӗшӗ вара хӑйсемех ку енпе тек тӑрӑшас темен — кирлӗ документсене комиссие тӑратман та. Ҫапла 216 ҫурт управляющи компанисӗр тӑрса юлнӑ. Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби «ЖКХ Сервис», «Альфа», «Центр» тата «Пик-1» управляющи компанисем лицензи илейменнине пӗлтернӗ. Асӑннӑ организацисем хӑйсен ӗҫӗ пирки информацие уҫӑмлатман-мӗн те, лицензисӗр тӑрса юлнӑ. Тата вӗсем газпа, ҫутӑпа, шывпа тивӗҫтерекен организацисен умӗнче парӑма кӗрсе пӗтнӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонинче Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ «Константин Ивановӑн тӑван тӑрӑхӗнчи юрӑсем» ятлӑ концерт лартасси пирки пӗлтернӗччӗ. Ӑна, паллах, чӑваш классикӗ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ. ЧР культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Альбина Алексеева та мероприятие килнӗ. Вӑл тухса калаҫнӑ май К.Ивановӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэми пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. Юрӑпа ташӑ ансамблӗ чӑваш халӑхӗн культурине аталантарас, упрас тӗлӗшпе чылай ӗҫ тӑвать. Альбина Алексеева ҫакнашкал пысӑк ӗҫшӗн министерствӑн хисеп хутне балетӑн пысӑк категориллӗ артистне Наталья Веренцовӑна тата ансамбль водительне Владимир Леонтьева панӑ. Уяв программи питӗ пуян пулнӑ. Куракансем кӑмаллӑ юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Погильдяков Вениамин Васильевич, прозаик, киносценарист ҫуралнӑ. | ||
| Дмитриева Валентина Дмитриевна, Социаллӑ Ӗҫ Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Маслова Вера Николаевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Николай Нилович, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Вирьял Юрий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |