Раҫҫейре
![]() Вӑрмарти шкулта 8-мӗш класра вӗренекен ачасем «Манӑн вулавӑш» кружокра Ҫӗнӗ ҫул теттине шухӑшласа кӑларна та ӑсталанӑ. Вӑл — йӑвача. Ҫак ӗҫе Волгограда пӗтӗм тӗнчери фестивале ярса панӑ. Унпа килӗшӳллӗн «Раштав тӗлӗнтермӗшӗ — хӑвӑрӑн алӑпа» ыркӑмӑллӑх акцийӗ иртнӗ. Йӑвача авторӗсенчен пӗри Надя Белова тетте ӑҫтан пулнине тӳрех ӑнланма май пуррине пӗлтерет. Ҫӗнӗ ҫул теттине чӑваш ялавӗ тӗслӗ ҫипсемпе ӑсталанӑ. Чӳкӗн 28-мӗшӗнче Офицерсен ҫуртӗнче хӑнасене ыркӑмӑллӑх чӑрӑшӗ кӗтсе илнӗ. Ӑна холра вырнаҫтарнӑ. Чӑрӑша ҫӗнтерӳҫӗсене чыслас умӗн Раҫҫейри тӗрлӗ кӗтесри ачасем ӑсталанӑ теттесемпе илемлетнӗ. Чӑрӑш турачӗ ҫине чӑваш ачи хатӗрленӗ йӑвача та ҫакӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ хыҫҫӑн чӑрӑша Волгоградри Епархие панӑ. Ҫак кунсенче Вӑрмар шкулне ырӑ хыпар ҫитнӗ. Чӑвашри йӑвачана «Раштав чӑрӑшӗ» каталога кӗртнӗ. Авторне те палӑртнӑ — Вӑрмар шкулӗн ачисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑвашлӑх
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑчан ӳнер шкулӗнче «Ачасем валли чӑвашсен фортепиано музыки» лекци-концерт иртнӗ. Ӑна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн фортепиано кафедрин доценчӗ, педагогика наукисен кандидачӗ Светлана Заломнова йӗркеленӗ. Лекци-концерта Культура ҫулталӑкне халалланӑ. «XX ӗмӗрти чӑваш композиторӗсен ача-пӑча фортепиано музыки Ӳсекен ӑрӑвӑн воспитанийӗнче» проекта Раҫҫейӗн гуманитари наукисен фончӗ укҫапа пулӑшнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасене Светлана Заломнова Геннадий Воробьев композитор пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Вӑл «Ача-пӑча сюитинчи» фортепиано валли ҫырнӑ пьесине, «Колхозри уяв» сюитӑна, «Музыка дневникӗнчи» пьесӑна янӑратнӑ. Композитор маларах ҫырнӑ хайлавсем те концертра пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӗлтерӳ
![]() Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ, Чӑваш Республикин халӑх художникӗ Праски Витти вӗреннӗ шкул 125 ҫул тултарать. Вӑл Вӑрнар районӗнчи Малти Ишек ялӗнче вырнаҫнӑ. Уяв раштавӑн 20-мӗшӗнче иртмелле. Савӑнӑҫлӑ мероприяти 10 сехетре пуҫланмалла. Уяв йӗркелӳҫисемпе хастарӗсем шкулта тӗрлӗ ҫулта ӑс пухнисемпе хӑнасем валли пуян программа хатӗрлессине ӗнентереҫҫӗ. Ҫав шутра спорт ӑмӑртӑвӗсем те иртӗҫ, концерт та пулӗ. Пӗрисем спорт залӗнче тупӑшнӑ вӑхӑтра акт залӗнче савӑнӑҫлӑ пай иртмелле. Юрри-ташшине те унтах кӑтартмалла. Уява хисеплӗ ҫынсем, пысӑк хӑнасем, шкулта тӗрлӗ ҫулта вӗреннисем ҫитессе кӗтеҫҫӗ. | ||
Культура
![]() Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Ҫӗнӗ ҫула йыхравлать. Кӑҫал уяв спектаклӗсем пӗчӗк залра иртӗҫ. Афишӑра — «Кот в сапогах» премьера, «Елка и Белка» юмах, вӑйӑсем, конкурссем. Паллах, уявра илемлӗ пысӑк чӑрӑш та пулӗ. «Кот в сапогах» юмаха аслисем кӑна мар, пӗчӗккисем те пӗлеҫҫӗ пулӗ. Арманҫӑ виҫӗ ывӑлне арман, ашак тата кушак аҫине парса хӑварать. Лешсем еткере нумай вӑхӑт пайлаҫҫӗ. Аслине арман лекет, вӑтаммине — ашак. Чи кӗҫӗннин вара кушак аҫипе кӑна ҫырлахма тивет. Малалла мӗн пулассине куракансем раштавӑн 20-мӗшӗнче 12 сехетре пӗлме пултарӗҫ. Куракансем асамлӑха лекӗҫ тейӗн. Йӑлтӑр-ялтӑр гирляндӑсем, теттесем, хӑмпӑсем… Ҫаксене алӑк урати урлӑ каҫсанах курма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкарӑн тӗп пайӗнче балконсене юсаса ҫӗнетнине ҫапларах хаклать «Чебоксарские новости» хаҫат. Ленин проспекчӗпе Гагарин урамӗ хӗресленнӗ вырӑнтан халӑх уйрӑмах йышлӑн иртсе ҫӳрет. Унти ҫуртсенчи балконсем халӗ пурте пӗр пек сӑнлӑ, куҫа аякранах илӗртеҫҫӗ. Ҫапла тума ҫынсем тата хула администрацийӗ пӗр чӗлхе тупни май панӑ. Балконсене юсаса ҫӗнетме муниципалитет укҫан 75 процентне, ҫынсем вара чӗрӗк пайне уйӑрнӑ. Балконсен япахса кайнӑ плитисене кӑна мар, кивӑ стяжкана та ылмаштарнӑ, тимӗртен ӑсталанӑ кӑшкара та ҫӗннине вырнаҫтарнӑ. Тул енчен профнастилпа тыттарнӑ, кантӑк та лартнӑ. Сӑмах май, кӑҫал Шупашкарти Ленин проспектӗнчи тата Гагарин урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫичӗ ҫуртри балконсене ҫӗнетме кӑна 13,3 миллион тенкӗ тухса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Спорт
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти велосипедистсен балӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен 1-мӗш спорт шкулне нумаях пулмасть хулари велосипедистсем сезона вӗҫленине палӑртма пухӑннӑ. Пуҫтарӑннӑ-пуҫтарӑннах вӗсем асӑннӑ спорт шкулӗн велоспорт уйрӑмӗ 40 ҫул тултарнине те, «Йӗп ҫинчи хӗвел» физкультура юхӑмне йӗркеленӗренпе 10 ҫул ҫитнине те палӑртнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта велоспорт пуҫланса кайни тата унӑн аталанӑвӗ Василий Яковлевпа ҫыхӑннӑ-мӗн. Халӗ вӑл пирӗнпе ҫук пулин те ӑна пӗлекенсем ятне ырӑпа асра тытаҫҫӗ. Велосипедистсен балӗ тесе ят панӑ уява тӗрлӗ шайри велотупӑшура ӑмӑртнӑ тӗнче класлӑ спорт маҫтӑрӗсем — Александр Осипов, Виктор Иванов, Вениамин Григорьев, Владимир Трофимов, Федор Пушкин, Сергей Иванов пырса ҫитнӗ. Чӑн та, 40 ҫул хушшинче маларах асӑннӑ спорт шкулӗ республика чысне шоссе ҫинче тупӑшура, маутинбайк тата бэимикс енӗпе хӳтӗленӗ вуншар спортсмена вӗрентсе кӑларнӑ. Антон Чудиновских тата Дмитрий Белянкин, сӑмахран, ҫамрӑклах Раҫҫейри тата тӗнчи шайӗнчи ӑмӑртусенче ҫӗнтерме тытӑннӑ. Дмитрий ҫӗршыв чемпионӗ ята хальлӗхе 5 хутчен ҫӗннӗ, хӑй вӑл 29-та. Икӗ урапаллӑ «урхамаха» маттур «ҫӑварлӑхлама» пултарнине вӑл уява пухӑннисем умӗнче тепӗр хутчен кӑтартса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Музейри шкулКультура
![]() Чӑваш наци музейӗ Раштавӑн 11-мӗшӗнче тата 16-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче «Музейри шкул» проект пурнӑҫа кӗртӗ. Ӑна «Музей тата ачасем» вӗренӳ программине пурнӑҫланӑ май ирттерӗҫ. Асӑннӑ кунсенче музейра Шупашкарти 49-мӗш шкул пулӗ. Вӑл иртсе каякан Культура ҫулталӑкне ӑсатса ярса ҫывхаракан Литература ҫулталӑкне тата Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗрепе 70 ҫул ҫитнине кӗтсе илме хатӗрленет тесе хыпарлать республикӑн Культура министерстви. «Музейри шкул» проект майӗпе Чӑваш наци музейӗн тата унӑн филиалӗсен экспоначӗсемпе ачасен 35 ушкӑнӗ паллашӗ. Вӗсем валли «Ҫӗнӗ ҫул экспересӗ», «Раҫҫей империйӗн XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи вӑрҫӑсем» куравсем ӗҫлӗҫ. Кунсӑр пуҫне музей тата интерактивлӑ занятисем иртмелле. Сӑмахран, «Тӗрлӗ саспалли ҫырасси», «Чӗрӗ театр», «Тӗрӗ паллисем» ятлисем. Экскурсисемпе видеолекцисем, кинолекторисем тата ытти те пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Вӗренӳ
![]() Шкулсемпе ача-пӑча пахчисем тӗрлӗ конкурса хутшӑннипе никама та тӗлӗнтереймӗн. Ҫав самантсем шалӑва та витӗм кӳнӗрен те вӗрентекенсемпе воспитательсем хастар-тӑр. Шкулсемпе шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсем хастар. Акӑ, иртнӗ уйӑхӑн вӗҫӗнче Санкт-Петербург хулинче «Пуласлӑх шкулӗ» ятпа Пӗтӗм Раҫҫейри вӗренӳ канашлӑвӗ иртнӗ. Унта ҫӗршывӑн 60 регионӗнчи 200 ытла ҫын хутшӑннӑ. Форум вӑхӑтӗнче «Раҫҫейри чи лайӑх 100 вӗренӳ организацийӗ» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Ӑмӑртӑва Пӗтӗм тӗнчери пахалӑхпа маркетинг академийӗ йӗркеленӗ иккен. Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсенчен хисепе тивӗҫнисен шутӗнче Шупашкарти «Ачалӑх утравӗ» 201-мӗш тата «Ҫӑлтӑрлӑх ушкӑнӗ» 7-мӗш ача уйлӑхӗсем тата вӗсен ертӳҫисем Ирина Никитина тата Наталия Спиридонова пур. Пуҫлӑхсене «Ҫулталӑк заведующийӗ — 2014» хисеплӗ ят панӑ. «Ҫӑлтӑрлӑх ушкӑнӗ» ача уйлӑхӗ «Вӗренӳре, аталанура тата воспитанире мультимедийлӑ информациллӗ технологисене пурнӑҫа кӗртессипе малта пыракан» номинацире палӑрнӑ. Сӑнсем (2) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
![]() Раштавӑн 6-мӗшӗнче Мускавра Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен чӗлхине упрас тата аталантарас проектсене халалланӑ тӗлпулу иртнӗ. «Ирӗклӗ сӑмах» корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта чӑваш, удмурт, мӑкшӑ наци юхӑмӗсен элчисем пулнӑ. Тӗлпулура Чӑваш Ен сумне «Хавал» общество организацийӗн хастарӗсем Александр Блинов, Артём Федоринчик, Оксана Антонова, Ольга Николаева, Ольга Шарипова тата ыттисем хӳтӗленӗ. Вӗсем организацин тӗп проекчӗсем пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсен йышӗнче — ҫулласерен иртекен чӑваш чӗлхине вӗренмелли уйлӑх «Шкул» проект. Унпа килӗшӳллӗн чӑваш чӗлхине вӗрентекен проект класне тунӑ, медиа коллекцине чӑвашла хатӗрлеме тытӑннӑ. «МУШ» ӗҫ ушкӑнӗн элчисем Артём Малых тата Ольга Урасинова Удмуртри юхӑм пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсем наци чӗлхине сарас енӗпе ӗҫлекен проектсем пирки калаҫнӑ. Мӑкшӑри лару-тӑру пирки Максим Рябчиков каласа кӑтартнӑ. Вӑл туҫи ҫармӑс чӗлхипе мультфильм кӑларасси пирки ӑнлантарнӑ. Тӗлпулура Мускаври лингвист Руслан Идрисов та пулнӑ. Вӑл удмурт чӗлхинчи бесермян диалектне документсемпе ҫирӗплетес тӗлӗшпе ӗҫлет. Тӗлпулура Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи республикӑсенче икчӗлхелӗх ыйтӑвне уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Раҫҫейре
![]() Патшалӑх Думин депутачӗ аслӑ классенче вӗренекен пултаруллӑ ачасене стипенди пама сӗнет. Ҫакна КПРФ фракцин элчи Вадим Соловьев пуҫарасшӑн. Кун пирки «Известия» хаҫат пӗлтерет. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, ҫамрӑксен патшалӑх пулӑшӑвне шкул сакки ҫинченех туймалла. Пысӑках мар стипенди пултаруллӑ ачасене тупма пулӑшатех. Ҫапла шухӑшлать Вадим Соловьев. Депутат стипендие 7-мӗш класран пуҫласа партарасшӑн. Пултаруллисене конкурс пулӑшнипе суйламалла. Укҫа федераци хыснинчен пулмалла. Соловьев шкул ачисене студентсене тӳлекен стипендин чи пӗчӗк виҫи чухлӗ партарасшӑн — 6307 тенкӗ. РФ Вӗренӳ министерстви ҫумӗнчи общество канашӗ пуҫарӑва ырланӑ. Майя Пильдес пултаруллӑ ачасене олимпиада тата ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсемпе килӗшӳллӗн суйламаллине палӑртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |