Экономика
![]() Раҫҫейӗн Тӗп банкӗ ҫӗркаҫ историлле пулӑм йышӑнни пирки информагенствӑсем пӗр-пӗринпе тупӑшса тенӗ пек паян ирех хыпарларӗҫ. Вӑл тӗп ставкӑна унчченхи 10,5 процентран тӳрех 6,5 процент хӑпартса 17-е ҫитернӗ. Ҫакна девальваци тата инфляци хӑрушлӑхне сирес тесе тунӑ пулать. Процент политикин витӗмне ӳстерес тесе рынокри мар активсемпе тата поручительсемпе ҫирӗплетнӗ, 2 кунтан пуҫласа 549 кун таран паракан кредитсене ҫирӗп мар ставкӑпа пама пӑрахмалла. Тӗп банк паракан ставкӑран ӑна 1,75 процент таран ӳстермелле. Маларах ҫав кредитсене 2 кунтан пуҫласа 90 кун таран ҫирӗплетнӗ ставкӑпа панӑ. Тенкӗ хакӗ ӳкнине кура Тӗп банк кредитпа укҫа политикине ҫирӗплетме йышӑннӑ. Ҫулталӑк хушшинче тӗп ставкӑна кӑҫал ултӑ хутчен хӑпартнӑ, пушӑн 3-мӗшӗнче регулятор 5,5 процентран пуҫласа 7 процента ҫитернӗ, акан 25-мӗшӗнче — 7,5 процента, утӑн 25-мӗшӗнче — 8 процента, юпан 31-мӗшӗнче — 9,5 процента, раштавӑн 11-мӗшӗнче — 10,5 процента. Ку ставкӑпа регулятор банксене кредит парать, ҫавна кура банксем кредит ставкине ҫирӗплетеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Герб варианчӗсем Канаш хула администрацийӗ хула ҫыннисене ҫӗнӗ герб суйлама сӗнет. Икӗ вариантран пӗрне суйламалла. Пӗрремӗш герб геральдика щичӗ евӗр. Унта — хӗрес. Вӑл хулан транспорт пӗлтерӗшне кӑтартать. Канаш хулинче Чулхула — Канаш — Хусан, Канаш — Хӗрлӗ Узел, Канаш — Шупашкар чукун ҫулсем хӗресленеҫҫӗ. Герб ҫине ылтӑн эмблема ӳкернӗ. Вӑл ҫунатлӑ чукун ҫул урапи евӗр. Иккӗмӗш вариантра Канаш историне сӑнланӑ. Унти хӗрлӗ тӗс — таса пӗлӗт палли. Урапа — чукун ҫула кӑтартать, вӑл Канаш хулишӗн пӗлтерӗшлӗ. Ылтӑн — пуянлӑх, тырпул тухӑҫлӑхӗн палли. Кӗмӗл тасалӑха палӑртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче Калининград облаҫӗнчи Балтийск хулине ҫарпа тинӗс флочӗн ветеранӗсен союзӗн ертӳҫипе Владимир Крюковскийпе Чӑваш Ен представителӗсем ҫитсе килнӗ. Аслисемпе пӗрле йышра А.В. Кочетов ячӗллӗ Шупашкарти кадет шкулӗнче вӗренекенсенчен хӑшӗсем те пулнӑ. Ҫавӑн чухне делегатсем пирӗн республикӑри чи лайӑх кадетсем «Р-2» катер ҫинче практика тухасси пирки калаҫса татӑлнӑ. Кунсӑр пуҫне республикӑн Вӗренӳ тата Культура министерствисем Балтинчи ҫарпа тинӗс базин 20963-мӗш чаҫӗпе килӗштерсе ӗҫлеме килӗшӳ тунине те палӑртмалла. Унта шефла ҫыхӑну тытасси пирки сӑмах пырать. Пирӗннисем гвардин «Р-2» ракета катерне пӑхса тӑрӗҫ. Ҫар чаҫӗ ҫӗршывӑн ҫарпа тинӗс флочӗн тӗп командирӗ патне катера «Чӑваш Ен» ят парасси пирки ходатайствӑпа тухмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Юлашки вӑхӑтра хуратул кӗрпи хакланни Раҫҫейри пур тӑрӑха та пырса тиврӗ темелле. Паллах, ҫав йышра Чӑваш Ен те. Ҫитменнине, пирӗн республика хуратул чи хаклӑ сутакан регион йышне кӗнӗ. Раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Шупашкар ҫак ҫимӗҫ чи хаклӑ тӑракан хуласен йышне кӗнӗ. Республикӑра ҫавӑн пекех сӗт хакланнӑ. РФ Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, уйӑх пуҫланнӑ тӗле хуратул хакӗ 56 процент хӑпарнӑ. Шупашкарта вара — 117%! Паллах, лавккасенчи хаксем пӗр пек мар. Анчах федераци министерстви вӑтам хака кӑтартать — 67,23 тенкӗ. Кун пирки «Наша версия. Марий Эл, Чувашия» хаҫат ҫырать. Ҫак хаҫат сӗт хакланни пирки те ҫырать. Чӑваш Енре унӑн хакӗ 38 процент ӳснӗ. Вӗретнӗ сӗт вара ытлах хакланман — 10 процент ҫеҫ хӑпарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Халӑх тетелӗнче Франци юрӑҫин Жан-Марк Леклеркӑн «Cheboksaro» юррине нумай ҫын итлет-мӗн. 1998 ҫулта JoMo kaj Liberecanoj альбомра тухнӑ юрӑ Атӑл ҫинчи Шупашкар хитрелӗхӗ пирки. Халӑх тетелӗпе усӑ куракансем юрра итлеҫҫӗ те репост тӑваҫҫӗ, хӑйсен страницисене вырнаҫтараҫҫӗ, Франци юрӑҫисем Шупашкар пирки пӗлнинчен тӗлӗнеҫҫӗ. Жан-Марк Шупашкарта иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсен варринче пулса курнӑ-мӗн. Лингвист тата эсперантист хулара иртнӗ чӗлхе фестивалӗсене килсе курнӑ. Жан-Марк Шупашкара хаклӑ чулпа танлаштарать, вырӑнти халӑх тараватлӑхне палӑртать. Вӑл 1977 ҫулта юрлама тытӑннӑ, 1988 ҫулта эсперантист пулса тӑнӑ. Хӑй Лионра ҫуралнӑ, анчах Тулузра пурӑнать. Унӑн кӗвви хӑйне евӗрлӗхӗпе уйрӑлса тӑрать. Вӑл халӑх юррисене тата композицийӗсене рок стильпе шӑрантарать. Пӗтӗмпе 22 чӗлхепе юрлать: ҫав йышра — эсперанто тата чӑваш чӗлхисем. Ҫавна пулах унӑн ятне Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, раштавӑн 16-мӗшӗнче, Шупашкарта «Культура ҫулталӑкӗнчен — Литература ҫулталӑкне» Чӑваш Республикин культура ӗҫченӗсен канашлӑвӗ иртнӗ. Мероприятие Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Вӑл культура ӗҫченӗсене хисеп грамотисем, тав хучӗсем панӑ. Элтепер Чӑваш Ен ӗлӗкхи историллӗ ҫӗр пулнине палартнӑ. Фестивальте республикӑри культурӑсен программисен директорне тата Республикӑри культурӑпа халӑх пултарулӑхӗн керменне ятарлӑ урапа уҫҫисене панӑ. Михаил Игнатьев ҫавӑн пекех патшалӑх наградисене тата культура ӗҫченӗсен хисеплӗ ячӗсене панӑ. Чи лайӑх муниципалитетсене, чи лайӑх культура ӗҫченӗсене укҫа илмелли сертификат тата урапа уҫҫисем панӑ. Культура ҫулталӑкне пӗтӗмлетнӗ ҫӗре 400 ытла хӑна хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче — Мӑкшӑ Республики, Мускав, Санкт-Петербург, Чӗмпӗр облаҫӗ. Савӑнӑҫлӑ лару-тӑру хыҫҫӑн пленар ларӑвӗсем иртнӗ, тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Фестиваль раштавӑн 17-мӗшӗнче Раҫҫей халӑх артисчӗн, Пысӑк театр солисчӗн Владимир Маторинӑн пысӑк концерчӗпе вӗҫленӗ. Сӑнсем (11) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Курултайра Иртнӗ эрнере, раштавӑн 10–14-мӗшӗнче Турцири Истамбулта Пӗтем тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен 16-мӗш курултайӗ иртрӗ. Пӗтӗм тӗрӗк ҫамрӑксен пӗрлешӗвне чӑваш халӑхӗнчен те пӗр организаци кӗрет — ку вӑл чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗ. Чӑвашран ҫапла май курултая 3 ҫамрӑк кайнӑ — Елена Бычкова-Чунташ, Наталия Иванова-Чунташ, Анастасия Кузнецова-Чунташ. Ку хӗрсем пурте Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӳ пухаҫҫӗ, 4-мӗш курс студенчӗсем. Ҫавӑн пекех курултая Олег Цыпленков-Чунташ ҫитнӗ — вӑл «Сӑвар» пӗрлешӗвӗн хисеплӗ элтеперӗ шутланать. Курултая Раҫҫейрен ҫавӑн пекех Саха, Хакас, Туҫи Алтай, Пушкӑрт, Тутар республикисенчен, нухай, карачай, балкар, казах (Омск облаҫӗнчи ҫурҫӗр казахсем) халӑхӗсем хутшӑннӑ. Урӑх ҫӗршывсенчен те делегатсем пулнӑ — Узбекистанран, Кӑркӑстанран, Казахстанран, Туркменистанран, Азербайджанран, Иранран, Иракран, Сирирен, Ҫурҫӗр Кипртан, Турцирен, Англинчен, Голландирен, Германирен, Македонирен, Румынинчен, Болгарирен. Мӗн пурӗ 125 делегат пулнӑ. Унсӑр пуҫне тата чӗннӗ хӑнасем, Тӗрӗк халӑхӗсен конгресӗнчен, Финн-угор ҫамрӑкӗсен ассамблейинчен тата ыттисем ҫитнӗ. |
Сывлӑх
![]() Етӗрне пульницинче арҫын вилнӗ. Ку — тухтӑрсене пула теҫҫӗ. Арҫыннӑн диагнозне вӑхӑтра тӗрӗс палӑртман, сиплев курсӗ ҫырса паман. Ҫавна май следовательсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юпан 27-мӗшӗнче «Сӑрҫи» вӑй-халпа спорт комплексӗнче хусканусем тунӑ чухне 31 ҫулти арҫынна япӑх пулса кайнӑ. Ӑна госпитализациленӗ, анчах васкавлӑ медпулӑшу фельдшерӗ диагноз тӗрӗс мар лартнӑ. Медперсонал электрокардиограмма туман, сиплев палӑртман. Тепӗр икӗ сехетрен арҫын вилнӗ. Унӑн миакарда инфаркчӗ пулнӑ-мӗн. Халӗ ку ӗҫ-пуҫа тишкереҫҫӗ. Судпа медицина тӗрӗслевӗ тума палӑртнӑ. Ҫакна курнисенчен, медерсоналтан ыйтса пӗлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йышӑнӑва пынӑ Вӑрнарти Павел Антонов Тӗрӗссипе, ку тема ҫӗнӗ мар-ха. Калаҫӑвӗ — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе салтак арӑмӗсене патшалӑх ҫурт-йӗр ыйтӑвне лайӑхлатма пулӑшни пирки. Паччӑрах-ха, пулӑшчӑрах. Вӗсем те пулин пурте вӑл ҫӑмӑллӑхпа усӑ курса юлаймарӗҫ — самайӑшӗ леш тӗнчене ӑсанма ӗлкӗрчӗҫ ӗнтӗ. Ашшӗсене вӑрҫӑра ҫухатнӑ хыҫҫӑн юрлӑ-варлӑ ӳснисем хӑйсем выҫӑллӑ пурӑннине паян никам та шута илмест тесе пӑшӑрханни вӑрттӑнлӑх мар. Раштавӑн 12-мӗшӗнче иртнӗ Пӗрлехи йышӑну кунӗнче Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев патне пынӑ ҫынсенчен пӗри, Павел Антонов, та ҫав ыйтӑва хусктанӑ. Хӑй вӑл Вӑрнар поселокӗнче пурӑать. Унӑн ашшӗ вӑрҫӑ пуҫлансанах фронта тухса кайнӑ, тепӗр ҫулхи нарӑсра пуҫне хунӑ. «Ашшӗсем вӑрҫӑран таврӑннӑ манӑн тантӑшсене ҫӑмӑлтарах пулнӑ. Вилнӗ аттемӗрсемшӗн эпир пӗр пулӑшу та курман», — тенӗ хӑй те текех ҫамрӑк мар салтак ачи. Йышӑнӑва пурӗ 12-ӗн пынӑ. Хӑйсен уйрӑм ыйтӑвне хускатакан та, ял нушипе ҫӳрекен те пулнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ҫав кун, ытти тӳре-шара евӗрех, каҫхи саккӑрчченех йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Енӗн Физкультура тата спорт министерствин сайтӗнче ҫулталӑкри чи лайӑх спортсмена палӑртма сасӑлав уҫнӑ. Кӑмӑла каякан спортсменшӑн сасӑлама кӑрлачӑн 5-мӗшӗччен ирӗк парӗҫ. Чи лайӑх тесе шухӑшлаканнисене виҫӗ номинацире палӑртма юрать, тӗп йышра, спорт резервӗнче тата хӑнӑхмалли спортра тупӑшакансене. Номинантсен шутне 20 спортсмен кӗнӗ. Вӗсем — пули-пулмисем мар. Тӗрлӗ ӑмӑртура Чӑваш Ен чысне тивӗҫлипе хӳтӗленисем. Хӑйсен номинацийӗсенче ҫӗнтернисене Чемпионсен йӑлана кӗнӗ каҫӗнче кубокпа чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |