Пулмасла хыпарӑн туйӑнӗ те ку, анчах Пӑрачкав районӗнчи икӗ шкул пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлама вӗсенчи хуралҫӑсене шаннӑ. Хут ҫинче. Вӑхӑтлӑх. Шкул ертӳҫисем черетлӗ канура чухне.
Хуралҫа пуҫлӑх тивӗҫне шанасси пирки Пӑрачкав район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ятарлӑ хушу кӑларсах ҫирӗплетнӗ. Шкула сыхлакансене ҫакӑн пек пысӑк чыс Анастасовӑри вӑтам тата Никулинӑри пуҫламӑш шкулсенчи хуралҫӑсене тивӗҫнӗ. Анчах асӑннӑ нихӑш вӗренӳ учрежденийӗнчи хуралҫӑн та шкул пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫламалӑх квалификаци пулман. Апла пулсан ку вӑл Раҫҫейӗн Ӗҫ кодексӗпе ниепле те килӗшсе тӑраймасть.
Саккуна ҫураҫуллӑ мар хушусене Пӑрачкав район прокуратури асӑрханӑ хыҫҫӑн сивленӗ. Ҫавна май маларах асӑннӑ хутсене пӑрахӑҫлама тивнӗ.