Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура

Вӑрмар районӗнче халӑха Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене хисеплесе, театр пултарулӑхне аталантарас, чи лайӑх драма ушкӑнӗсене, авторсене тупса палӑртас тӗллевпе Чулкаҫри культура ҫуртӗнче театрсемпе драма ушкӑнӗсен «Мухтав ахрӑмӗ» район фестивалӗ иртнӗ.

Жюрире вырӑнти тӳре-шара пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене тӗрлӗ номинаципе палӑртнӑ.

«Чи лайах спектакль» номинацире Кӗтеснер ялӗн клубӗ ҫӗнтернӗ. «Арҫын рольне чи лайӑх калӑплакан» ята Кӗтеснерти А.Г.Скворцов тивӗҫнӗ. «Хӗрарӑм рольне чи лайӑх калӑплакан» ята вара Вӑрмарти А.Е.Белова илнӗ.

«Чи лайӑх режиссер ӗҫӗ» номинацире Кивӗ Вӑрмар тӑрӑхӗ ҫӗнтернӗ. «Спектакле кӗвӗ тӗлӗшӗнчен чи лайах илемлетни» номинацире арапуҫсем мала тухнӑ.

«Чи лайӑх тум» номинацире Анаткас ялӗ ҫӗнтернӗ. «Чи лайӑх декораци» номинацире — Чулкаҫ ялне ҫитекенни пулман.

Сӑнсем (14)

 

Чӑваш чӗлхи

Нумаях пулмасть Чӑваш наци конгресӗн Муркашри уйрӑмӗ лару ирттернӗ. Унта ҫивӗч ыйтусене хускатнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев ҫамрӑксен политикин пайне ку таранччен ача пахчисенче миҫе мероприяти чӑвашла ирттернине тишкерме хушнӑ.

Ларура чӑваш чӗлхине аталантарас ыйтусене пӑхса тухнӑ. Сӑмах май, ларӑва та чӑвашлах ирттернӗ. Шел те, юлашки вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ ачисемпе килте вырӑсла калаҫма тӑрӑшни сисӗнет. Ку ларӑва хутшӑннисен чунне ыраттарнӑ.

Ростислав Тимофеев ача пахчисенче мероприятисене чӑвашла ирттерсен икӗ мулкача тытма май пуррине палӑртнӑ: ачасем хӑйсем те чӑвашла калаҫма вӗренеҫҫӗ тата ҫакна ашшӗ-амӑшне хӑнӑхтараҫҫӗ. Пуслӑх мероприятисене Константин Ивановпа ҫыхантармаллине те аса илтернӗ.

Зоя Юрьевна та ачасем вырӑсланса пынине палӑртнӑ. Районта 25 шкултан 24-шӗнче наци программипе вӗрентеҫҫӗ. Вӑл К.Иванов ҫулталӑкне халалласа ирттермелли мероприятисен планне ҫирӗплетнине пӗлтернӗ.

Ростислав Тимофеев районти вулавӑшсенче чӑвашла кӗнекесем мӗн чухлӗ пулнипе кӑсӑкланнӑ. Пуҫлӑх кун валли район хыснинчен 100-150 пин тенкӗ тупассине пӗлтернӗ.

Малалла...

 

Афиша

Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Элӗкри клубра «Нарспи» спектаклӗн премьери пулӗ. Ӑна И.В.Афанасьев режиссер ертсе пыракан халӑх театрӗ сцена ҫине каларӗ, Раҫҫейри Литература тата Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкӗсене халаллӗ.

Халӑх театрӗ классика спектакльне хапӑл тусах хатӗрленнӗ. Постановка халӑха килӗштӗр тесе пултарулӑх ушкӑнӗ унта ҫӗнӗ сӗм кӗртме тӑрӑшнӑ. Унта вӗсем хальхи технологисемпе усӑ курӗҫ. Тумӗсем вара пачах тепӗр май: ӗлӗкхи пурнӑҫа ҫывӑх пулӗҫ.

Малтанах ку постановкӑна сцена ҫине кӑларма хатӗрленнӗ чухне пултарулӑх ушкӑнӗ шикленнӗ те. Ара, Константин Иванова чӗлхине, чӑвашсен йӑли-йӗркине пӗлни ҫителӗксӗр-ҫке. «Нарспи» лайӑх «пиҫсе» тухтӑр тесен чӑваш культурин кашни пӗрчине пӗлмелле вӗт.

Анчах халӑх театрӗ ку ӗҫе пуҫӑннӑшӑн пӗрре те ӳкӗнмест. Ку — кӑсӑклӑ та усӑллӑ.

Спектакле Элӗкри клубра каҫхи 7 сехетре кӑтартӗҫ.

 

Тӗнче тетелӗ

Кӑҫал Чаваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май тӗрлӗ мероприяти иртет. Чӑвашсен паллӑ поэтне Константин Васильевича хисеплесе республикӑн кашни кӗтесӗнче унӑн сӑввисем янӑраҫҫӗ.

Чӑваш Енри район хулара кӑна мар, тӗнче тетелӗнче те Константин Иванов сӑввисем янӑрама пуҫлӗҫ. Мӗнле майпа?

К.В.Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче тӗнче тетелӗнчи #1день1стихИванова проект старт илнӗ. Ҫапла майпа К.В.Иванов ячӗллӗ Литература музейӗн халӑх тетелӗнчи официаллӑ страницинче чӑвашсен паллӑ поэчӗн сӑввисем пичетленӗҫ.

Проектпа килӗшӳллӗн ҫынсем унта Константин Ивановӑн анлӑ сарӑлнӑ сӑввисемпе те, халӑх ытлах пӗлменнисемпе те паллашма пултарӗҫ. Сӑвӑсене #1день1стихИванова хэштегпа тупма пулать.

Литература музейӗ проекта хутшӑнма, vk.com/litmusey страницӑра унӑн сӑввисене вулама чӗнет.

 

Республикӑра

Вӑрнар районӗнчи Нурӑс ҫывӑхӗнче Мӑн Ҫавал урлӑ хывнӑ вӑхӑтлӑх кӗпер кӑштах йӑтӑннине ЧР Транпорт министерствинчен пӗлтереҫҫӗ.

Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, каҫӑ ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫӗрлехи 2 сехет те 25 минутра кӑштах йӑтӑннӑ. Ӑна йӗркене кӗртес ӗҫ ҫийӗнчех пуҫланнӑ. Ирхи 7 сехет те 35 минут валли ӗҫе вӗҫленӗ те ӗнтӗ.

Телее, шар куракан пуламан. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ун чухне тӗп каҫӑ юсавра пулнӑ. Ҫавна май урапасене Аҫӑм Ҫырми ялӗ урлӑ янӑ.

Кӑштах йӑтӑннӑ каҫӑ патӗнче 23 ҫын, 11 техника ӗҫленӗ. Ку ӗҫе ЧР транспорт министрӗ Владимир Филиппов хӑй ертсе пынӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/76775
 

Хулара

Укҫаллӑ пулас тесен преступлени пирки пӗлтермелле. Ҫӗнӗ Шупашкар хула депутачӗсем иртнӗ уйӑхӑн вӗҫӗнче ҫавӑн пек йышӑну кӑларнӑ. Преступлени туни е ӑна хатӗрленни пикри пӗлтерекенсене укҫан хавхалантармалли ҫинчен калакан право актне хула прокуратури хатӗрленӗ. Депутатсем вара ӑна ырланӑ.

Укҫана тивӗҫес тесен тӗрӗс хыпарламалла. Пӗлтерни преступление уҫса пама пулӑштӑр. Судран е следствирен тарса ҫӳрекенсем ӑҫта пытаннине систерсен те укҫан хавхалантарӗҫ.

Хӑш хыпаршӑн мӗн чухлӗ тивӗҫесси преступлени йывӑрӑшӗнчен килет. Пӗчӗк тата вӑтам йывӑрлӑхлӑ преступлени туни е тума хатӗрленни пирки систерсен, сӑмахран, 500 тенкӗ тӳлӗҫ. Йывӑр тата уйрӑмах йывӑрри пирки евитлесен 1000 тенкӗ уйӑрмалла.

Ҫӗнӗ йӗрке ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ.

 

Республикӑра

Халӗ пур ҫӗрте те электрон пулӑшӑва сарма тӑрӑшаҫҫӗ. РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ те пурнӑҫран юлмасть. Нумаях пулмасть унта пенси илме электрон меслетпе ҫыру ямалли йӗркене пурнӑҫа кӗртнӗ.

Ҫӗнӗ йӗрке епле ӗҫленине чи малтан фонд хӑй тӗрӗслесе пӑхнӑ. Асӑннӑ фондӑн Улатӑр хулинчи уйрӑмӗнче ӗҫлекен, тивӗҫлӗ канӑва тухма хатӗрленекен ҫын хӑйне пенсие кӑларма электрон меслет пулӑшнипе ыйтса ҫырнӑ.

Ҫӗнӗлӗхе халиччен ҫӗршыври 24 регионта пурнӑҫа кӗртнӗ. Ҫав шутра — пирӗн тӑрӑхра та. Ку меслет пенсие банк е почта урлӑ илсе тӑрассине суйлама та май парать. Чи кирли — килте компьютер тата тӗнче тетелне тухма май пурри.

Ҫырӑва www.pfrf.ru сайта кӗрсе «Страхланнӑ ҫыннӑн уйрӑм пӳлӗмӗ» текен ҫӗртме регистрациленмелле. Сӑмах май, паролӗ — патшалӑх пулӑшӑвӗ кӳрекен пӗрлехи порталти евӗрех.

 

Культура

Ҫӗмӗрле районӗнчи вулавӑшсенче «Чӑваш Ен литератури: 2013 ҫулхи чи вуланакан кӗнеке» республика конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Ҫапла майпа ЧР Наци вулавӑшне килнӗ чи лайӑх, халӑх чи нумай вулакан ҫӗнӗ хайлавсене палӑртнӑ.

Районти вулавӑшсенче пӗр уйӑхра тӗрлӗ мероприяти иртнӗ: видеосехетсем, вулав конференцийӗсем, диспутсем, ӳкерчӗк конкурсӗсем. Пӗчӗк ачасемпе вара ача-пӑча хайлавӗсене театрализацилесе кӑтартнӑ.

Конкурса пӗтӗмлетсе вулавӑш ӗҫченӗсем шорт-листсене тултарнӑ. Унта вулакансе хӑйсен шухӑшӗсене, хӑш хайлава килӗштернине палӑртнӑ.

Чӑвашла чи вуланакан кӗнеке ятне Валентина Эльпин «Пулас кинсем» тивӗҫнӗ. Вырӑсла хайлавсен йышӗнче вара Юхма Мишшин «Дорога на Москву» кӗнеки ҫӗнтернӗ. Вырӑсла поэзире Людмила Андревӑн «Воздушный замок» кӗнеки мала тухнӑ. Ача-пӑча литературин йышӗнче, вырӑсла ҫырнинче, Андрей Ростовцевӑн «Домовенок Фока и его друзья» кӗнеки ҫӗнтернӗ. Раиса Сарпин «Хӗвел мулкачӗсем: сӑвӑсем» кӗнекине те ачасем ытларах вуланӑ.

 

Чӑваш чӗлхи

Ачасене чӑваш чӗлхипе тата литературипе, тӑван ен культурипе кӑсӑклантарас, чи маттуррисене тупса палӑртас тӗллевпе Тӑвай районӗнче наци культурин «Туслӑх ҫулӑмӗ» район фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкне халалланӑ.

Фестивальпе килӗшӳллӗн икӗ конкурс иртнӗ: «Шевле» ӳнер конкурсӗ тата «Ҫӑлтӑрчӑк» конкурс вӑйӑ.

«Шевле» конкурсра 6-9-мӗш классенче вӗренекенсем чӑваш литературинчи хайлав валли картина ӳкернӗ. Пӗтӗмлетӳпе килӗшуллӗн, Тӑрмӑш шкулӗнчи Валерия Андрианова ҫӗнтернӗ.

«Ҫӑлтӑрчӑк» вӑйӑ конкурс тӑватӑ станципе иртнӗ. Ачасем хӑйсем ваттисен сӑмахӗсене, чӑваш прозипе поэзийӗн классикӗсен каларӑшӗсене мӗнле пӗлнине тӗрӗсленӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем классиксен хайлавӗсене, хӑйсен сӑввисене вуланӑ, ташланӑ, юрланӑ.

Ҫапла майпа «Туслӑх ҫулӑмӗ» фестивальте Тӑрмӑш шкулӗнчи Наталья Андреева ҫӗнтернӗ.

 

Хулара

Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫывхарса килнине Шупашкар ҫыннисемпе республикӑн тӗп хулин хӑнисем ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗчченех туйса илейӗҫ. Ака уйӑхӗн 28-30-мӗшӗсенче тата ҫу уйӑхӗн 5–7-мӗшӗсенче Шупашкарта Ҫӗнтерӳ парачӗн репетицине ирттерме палӑртнӑ. Репетици 14 сехетре Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умӗнчи лапамра пуҫланмалла.

Парад репетицине вӑй-хал министерствисемпе ведомствисен ӗҫченӗсем тухмалла. вӗсем хитре, пӗр пек утма хӑнӑхӗҫ. Парада Александр Исаев полковник ертсе пырӗ, Чӑваш Енӗн ҫар комиссарӗ Александр Мокрушин йышӑнӗ.

Хӗрлӗ лапама ҫар техникине те кӑларӗҫ. Ҫав шутра ҫӑмӑл ҫар машинисем те, йывӑр танксем те, «Катюша» та пулӗ. Пӗтӗмпе – 60 единица техника. Парада авиаципе парашютистсене те явӑҫтарӗҫ.

Ҫӗнтерӳ парадне кӑҫал пуҫласа Шупашкарти шкул ачисем параппансемпе тухӗҫ. Казаксем те пулмалла.

 

Страницӑсем: 1 ... 3143, 3144, 3145, 3146, 3147, 3148, 3149, 3150, 3151, 3152, [3153], 3154, 3155, 3156, 3157, 3158, 3159, 3160, 3161, 3162, 3163, ... 3985
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере лӑпкӑ ритмпа ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ӗҫсене пуҫӑниччен киввисене вӗҫлӗр. Ӗҫтешсемпе тата конкурентсемпе ӑнланманлӑх сиксе тухма пултарать, анчах сирӗн чатӑмлӑхӑра пула ку лару-тӑру хирӗҫӗве ҫаврӑнмӗ.

Авӑн, 16

1926
99
Погильдяков Вениамин Васильевич, прозаик, киносценарист ҫуралнӑ.
1937
88
Дмитриева Валентина Дмитриевна, Социаллӑ Ӗҫ Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1946
79
Маслова Вера Николаевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1962
63
Казаков Николай Нилович, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ.
1993
32
Вирьял Юрий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...