Шупашкарта пурӑнакан Ильяпа Агриппина Чеботарев-фронтовиксен ҫуртне хулари тӳре-шара тепӗр хутчен хак парӗ. Ун пек тума вӗсене суд йышӑнӑвӗпе хисетнӗ. Суда вара тавӑҫпа прокуратура тухнӑ.
Икӗ ҫул каялла, 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗнче, ватӑсен ҫуртне тӳре-шара пырса пӑхса кайнӑ-ха. Пӗччен-иккӗн те мар, комиссипех. Йышра техника инвентаризацийӗн бюровӗн ӗҫченӗсем те пулнӑ. Анчах вӗсем 2004 ҫулта илнӗ ҫуртӑн техника паспортне уҫкаласа пӑхнӑ-мӗн те унта ҫурт 40 процент таран кивелнӗ тесе ҫырнине ӗненсе лартнӑ курӑнать.
Ҫурчӗ, тӗрӗссипе, кивелнӗ пулнӑ мӗн-ха. Стенисем, маччи, алӑк тата чӳрече патӗнче 45 процент таран ишӗлнӗ. Тӳре-шара шучӗпе ҫурт тепӗр 9 ҫултан та ним пулман пек ларнӑ, кивелмен тесе шухӑшланӑ-тӑр. 1958 ҫулта хӑпартнӑ ҫурт чип-чипер ларать тесе пуҫлӑхсем фронтовиксене ҫурт пама килӗшмен. Халӗ вӗсен пӳрте тепӗр хутчен хакламалла.