Республикӑра
![]() Чӑваш Енре тискер тата килти чӗрчунсен хушшинче урнӑ чир сарӑлма тытӑннине пӗлтереҫҫӗ. Кунашкал тӗслӗхсем пирки сайтра та ҫырнӑччӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫӳлевӗҫ ҫапкаланчӑк кушаксене тытни пирки те ҫырнӑччӗ. Ун чухне чӗрчуна ветеринари пульницине илсе кайнӑччӗ. Анчах вӑл виҫӗ кун хыҫҫӑн вилнӗ. Раштавӑн 5-мӗшӗнче ҫӳлевӗҫе ветринарсем тӗрӗслесех тӑнӑ. Раштавӑн 7-мӗшӗнче унӑн сывлӑхӗ начарланнӑ. Тепӗр кун ирхине вара ветспециалистсем ҫӳлевӗҫ виллине тупнӑ. Кӗлеткине республикӑри ветеринари лабораторине тӗрӗслеме ӑсатнӑ. Ҫӳлевӗҫ те урнӑ чирпе аптӑранипе аптӑраманни хальлӗхе паллӑ мар-ха. Хальлӗхе анализсем пулман. Сӑмах май, Чӑваш Енре ҫӳлевӗҫ йышӗ нумай мар: 9-10 пуҫ ҫеҫ. Ку тӗсе ЧР Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кирлӗ хатӗрсене вырнаҫтарнӑ самант Ҫулӗ унччен те уҫӑ пулнӑ-ха, анчах урапапа ҫӳрекен сусӑрсене кӗрсе тухма май килмен. Халӑхӑн ҫавӑн йышши категорине Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ҫӑмӑллӑнах кӗрсе тухма май туса парасси ҫынсене социаллӑ хӳтлӗх куӳресси ҫинчен калакан республика программин «Меллӗ тавралӑх» ҫум программипе килӗшӳллӗн тытӑннӑ. Урапапа ҫӳрекен сусӑрсем театра Ефремов купса бульварӗ енчен кӗрейӗҫ. Унта вӗсем валли пандус вырнаҫтарнӑ. Гардероб патне чалӑшшӑн вырнаҫтарнӑ ятарлӑ хатӗрпе анса хӑпармаллаӗ Иккӗмӗш хута хӑпарма та ун пек хатӗр илсе хӑпартӗ. Туалетра та сусӑрсем валли кабинӑсем пӑхса хӑварӗҫ. Кассӑра тата театр залӗнче начар илтекенсем валли индукци йӑли пурӗ Театра кӗрсен вара ҫынсем валли информаци таблоне ҫакса хунӑ. Унта театр ҫинчен каласа кӑтартакан, хӑпарса анмалли хатӗрсемпе епле курмаллине ӑнлантарнисене тупса вулайӑн. Сӑнсем (20) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ирина Калентьева ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Ирина Калентьева («Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» фракци) вӑхӑт ҫитмесӗрех парламентран кайнӑ. Паян, раштавӑн 19-мӗшӗнче, парламент сессинче «халӑх тарҫисем» вӑл ыйтса ҫырнине тивӗҫтернӗ. Пӗр ҫын ҫеҫ хирӗҫ сасӑланӑ. Ыттисем, 40 депутат, ӗҫтешӗн утӑмне хирӗҫ кайман. Ирина Калентьева — Пекинри Олимпиада призерӗ, маунтинбайкер. Вӑл сессисене сахал хутшӑннӑ. Раштавӑн 12-мӗшӗнче вӑл парламентран каясси пирки ыйтса ҫырнӑ. Комитет ырланӑ. Патшалӑх Канашӗн комитечӗн пуҫлӑхӗ Николай Малов кун пирки нимех те каламан. Ирина Калентьевӑн заявленийӗ саккунпа килӗшӳллӗн пулнине ҫеҫ пӗлтернӗ. Аса илтерер: Ирина Калентьевӑна депутата 2011 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗнче суйланӑ. Унӑн тренировкисем ытларах чухне ют ҫӗршывра иртеҫҫӗ, ҫавна май вӑл саккун йышӑннӑ чухне кашнинчех пулайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Вӑрнар районӗнчи Юпшик ялӗнчи Малиновӑй тата Заречнӑй урамсем ҫуллӑ пулнӑ. 520 метр тӑршшӗ ҫула тума 15,3 миллиона яхӑн кайса ларнӑ. Ӑна икӗ тапхӑрпа тунӑ. Пӗр пайне — пӗлтӗр, теприне — кӑҫал. Ытти чухне йӗпе-сапара кӗрсе тухайман пулсан халӗ машинӑсем ҫӑмӑллӑнах чашлаттарса иртӗҫ. Транспорта кӑна мар, ҫул пурри ҫуран ҫӳрекенсене те лайӑх. Ара, камӑн пылчӑк ҫӑрасси килтӗр! Ҫул уҫнӑ ҫӗре тӗрлӗ шайри тӳре-шара пухӑннӑ. Ҫав шутра чӑваш парламенчӗн спикерӗ Юрий Попов та, Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев та, Аҫӑмҫырма ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Петров та. Ял ҫыннисене вӗсем ҫул уҫнӑ ятпа саламланӑ. Вырӑнти ял клубӗнче иртнӗ тӗлпулура хуҫасем ҫынсене мӗн пӑшӑрхантарнипе кӑсӑкланнӑ, ыйтусене пӗлсен вӗсене татса пама пулать тенӗ. Сӑнсем (16) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ кӑларӑма кун ҫути кӑтартнӑ. Ӑна чӑннипех сумлӑ ӗҫ тесе хакламалла. «Чӑваш литературин антологийӗ. Драматурги» кӗнекене тӗрлӗ вӑхӑтри авторсен ӗҫӗсем кӗнӗ. Тӗрлӗ жанрлӑ драма хайлавӗсем шутӗнче Спиридон Михайлов (Янтуш), Гурий Комиссаров (Вантер), Михаил Акимов, Мӗтри Юман, Энтри Турхан, Федор Павлов, Иоаким Максимов-Кошкинский, Михаил Акимов-Аруй, Георгий Тал-Мӑрса (Зайцев), Николай Ефремов, Михаил Юрьев, Петр Осипов, Николай Айзман, Ехрем Еллиев, Александр Кӑлкан (Антонов), Ефим Никитин, Ираида Петрова (Нарс), Василий Ржанов, Николай Терентьев, Геннадий Терентьев, Арсений Тарасов, Борис Чиндыков, Геннадий Медведев, Александр Пӑртта (Степанов), Николай Сидоров, Николай Угарин, Марина Карягина ӗҫӗсем пур. Кӗнекен ум сӑмахне филологи наукисен докторӗ В.Г. Родионов тата филологи наукисен кандидачӗ Е.Р. Якимов ҫырнӑ. Кӗнекене Е.Р. Якимова пухса хатӗрленӗ. Художникӗ — В.Н. Гончаров. Кӗнекене 2300 тиражпа пичетленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() vseprostroyku.ru сайтри сӑн Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкар ертӳлӗхӗ «Магнум» тулли мар яваплӑ обществӑпа объект строительстви тӗлӗшпе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫапла майпа Шупашкарта тепӗр вӑй-хал культурипе сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекс тата спорт шкулӗ хута ярӗҫ. Вӑл сӗтелҫи теннисӗ тата ухӑран пересси енӗпе ӗҫлӗ, Ирина Солдатова ячӗллӗ пулӗ. Шупашкар хула администрацийӗн архитектурӑпа хула строительствин управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, объект ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче М.Павлов урамӗнчи 9-мӗш «а» ҫуртра пулӗ. Объект хакне 71 500 000 тенкӗлӗх хакланӑ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Александр Демьянов сӑнӳкерчӗкӗ Ҫулсерен «Раҫҫей хули — наци суйлавӗ» конкурс ирттереҫҫӗ. Акӑ халӗ ӑна кӗҫех пӗтӗмлетӗҫ. Хальлӗхе кӑҫал Хабаровск хули малти вырӑнта пырать. Шупашкарта унран аякрах мар. Вӑл — улттӑмӗш вырӑнта. Конкурс виҫҫӗмӗш ҫул иртет. Ҫак тапхӑрта ҫынсем тӗнче тетелӗнче Раҫҫейри чи лайӑх хулана суйлаҫҫӗ. Истори тата культура еткерӗллӗ хӑш хула наци палли пулма тивӗҫ-ха? Аса илтерер: пӗлтӗр ку конкурсра Шупашкар хули ҫӗнтернӗ. Виҫӗмҫул Смоленск ҫӗнтернӗ. Хальхинче Хабаровск хыҫҫӑн Ӗпхӳ пырать. Шупашкар пуш уйӑхӗн варриччен иккӗмӗш вырӑнта пулнӑ. Ака уйӑхӗнче тӗп хуламӑр виҫҫӗмӗшне ҫитнӗ. Халӗ — улттӑмӗшӗнче. Шупашкарӑн Костромана ҫӗнтерсе виҫҫӗмӗш вырӑна тухма май пур-ха. Костромашӑн 6714 ҫын нумайрах сасӑланӑ. Сасӑлав раштавӑн 30-мӗшӗнче 15 сехетре вӗҫленӗ. Шупашкаршӑн www.город-россии.рф сайтра сасӑлама пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫапла ӗнентерет Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн пресс-служби. Шкул ҫулне ҫитменнисем валли асӑннӑ ялта ҫӗнӗ учреждени уҫӑлмалла. Хыпарта ӑна хӑҫан тума пуҫласа хӑҫан пӗтерессине каламан та, анчах подряд организацийӗ килӗшӳре пӑхнӑ вӑхӑтра мӗнпур ӗҫе пурнӑҫлама шантарнине ӗнетереҫҫӗ. Ҫӗнӗ учреждении 160 ачалӑх пулӗ. Ӑна икӗ хутлӑ хӑпартма палӑртнӑ. Ача пахчине Хӗрлӗ Чутайӗнчи Ленин урамӗнче туса лартӗҫ. Подряд организацине электрон аукцион ирттерсе палӑртнӑ. Район влаҫӗсем халӗ унпа килӗшӗве алӑ пуснӑ ӗнтӗ. Никама систермесӗр-тумасӑр мар, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрурах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Владимир Мешковӑн тусӗсен каҫӗ Красноярскри чӑвашсен наципе культура автономийӗ тата асӑннӑ тӑрӑхри Патшалӑхӑн универсаллӑ вулавӑшӗ Раҫҫей халӑх художникӗн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗн Владимир Мешковӑн юлташӗсен тӗлпулӑвне ирттернӗ. Курнӑҫу раштавӑн 13-мӗшӗнче пулнӑ. Художникӑн 95 ҫулхи юбилейне халалланӑ тӗлпулӑва унӑн живпопиҫне хаклакан 100 ытла ҫын пухӑннӑ. Унӑн хӗрӗсемпе мӑнукӗ те ун пек мероприятирен пӑрӑнман. Экран ҫинче ӑстан ӳкерчӗкӗсене кӑтартнӑ, биографипе, фотоматериалсемпе паллаштарнӑ. Мешкова лайӑх пӗлнисем унпа ҫыхӑннӑ самантсене аса илнӗ. «Ҫеҫпӗл» тата «Юманлӑх» хӑй тӗллӗн вӗреннӗ ушкӑнсем чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ, чӑваш ташшине кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Кивӗ те ишӗлекен ҫуртра пурӑнакансен пӗртен пӗр тӗллевӗ — ҫын ретлӗ пурӑнасси. Йӗпреҫри 34 хваттерлӗ ҫурта пурӑнма куҫнисен савӑнӑҫӗ капашсӑр пысӑкки каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ. Хваттер уҫҫине вӗсене ӗнер савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура тыттарнӑ. Ҫӗнӗ ҫуртри хӑтлӑ хваттерте пурӑнма телей пӳрнисене хваттер уҫҫисене вырӑнти пуҫлӑхсем те саламланӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров ҫынсене кивӗ те ишӗлекен ҫуртран куҫарас программа районта малалла тӑсӑлнине пӗлтренӗ. Килес ҫул Сельхозтехника текен урамра тепӗр ҫурт хӑпартма ӗмӗтленеҫҫӗ. Ҫӗнӗ хваттер уҫҫине илнисен хӑйсен ҫӗнӗ килне упрасси, ӑна таса та типтерлӗ тытма тӑрӑшасси кӑна юлать. Сӑнсем (53) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |