Пӑтӑрмахсем
Ӑшӑха ларнӑ карап Авӑнӑн 10-мӗшӗнче Атӑлта Сӗнтӗрвӑрри районӗ тӗлӗнче тиев турттаракан карап ӑшӑха ларнӑ. Ку ирхи 7 сехетре Шульгин ялӗнчен 1218 ҫухрӑмра пулнӑ. Карап кӳршӗ Ҫӗньял Покровски ялӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкара кайма тухнӑ. «Земцов энергетик» 850 тонна хӑйӑр турттарнӑ. Ҫыранран 50 метр аяккарах сӑмсипе ҫӗре тӑрӑннӑ. Борт ҫинче ултӑ ҫын пулнӑ. Телее, никам та аманман. Республикӑри шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем карап корпусне тӗрӗсленӗ, сиенленнӗ вырӑн тупман. Ӑна ӑшӑхран кӑларас тесе хӑйӑр каялла кӑларнӑ. 14 сехет те 45 минутра карап ҫула тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Шупашкарта авӑнӑн 9-мӗшӗнче Леонид Черкесов Японири инвесторсемпе тӗл пулнӑ. Ют ҫӗршыв усламҫисем Шупашкарпа паллашма килнӗ. Вӗсем кунта завод хӑпартма шухӑшлаҫҫӗ. Инвесторсем Японири машиностроени валли кабель продукцине кӑларакан заводран килнӗ. Леонид Черкесовпа тӗл пулсан вӗсем Шупапашкарта ҫӗнӗ производство ярасси пирки калаҫнӑ. Малтанлӑха заводра 150–300 ӗҫ вырӑнӗ пулмалла. Производство нумайлансан унта 2000–3000 ҫын ӗҫлеме пултарӗҫ-мӗн. Хула мэрӗ проекта ырланӑ, мӗншӗн тесен Япони хальхи технологисемпе мухтанма пултарать тата ӗҫ вырӑнӗсем те пулӗҫ. Делегаци Шупашкарти хӑш-пӗр предприятие ҫитсе курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Ҫак кунсенче Шупашкарти Мускав районӗнче вырнаҫнӑ «Созвездие» (чӑв. ҫӑлтӑр ушкӑнӗ) ача пахчинче «Чӑваш пӳрчӗ» пӗчӗк музей уҫӑлнӑ. Унта ачасем тӑван халӑхӑмӑрӑн авалхи йӑли-йӗркипе тата пурнӑҫӗпе паллашма пултараҫҫӗ. Музей тӗллевӗ — ачасенче ӑс-хакӑлпа этеплӗх туйӑмӗсене аталантарасси, тӑван халӑхӑмӑр ламран лама пухнӑ пуянлӑха вӗсем патне ҫитересси теҫҫӗ. Халӑхӑн сӑмахлӑхӗпе — ваттисен сӑмахӗсемпе, тупмалли юмахӗсемпе, юмах-халапӗпе тата ыттипе — паллаштарассине те музей йӗркелекенсем пӗчӗкрен пуҫламалла тесе шухӑшлаҫҫӗ. Сӑнсем (2) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
Юпан 9-11-мӗшӗсенче Чӑваш Енре иртекен «Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» канашлӑва тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ. Ҫак уяв тӗлне вӑй-хал культурине халалланӑ открыткӑсем тухӗҫ. Ҫавна май «Спортпа туслӑ Чӑваш Ен» конкурс ирттереҫҫӗ. Унта кашниех хатшӑнма пултарать. Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, совет тапхӑрӗнче спорт почта открыткисенче тӑтӑшах тӗл пулнӑ. Раҫҫейре вара ку пӗрремӗш хут пулӗ. Почта ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем Раҫҫее Шупашкар спорт хули пулма тивӗҫлине кӑтартасшӑн. Ӗҫсене авӑнӑн 15-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Финала тухнисем хӑйсем ӳкернӗ 100 открыткӑна тивӗҫӗҫ. Палӑртмалла: вӑл «Чун чӗререн!» конкурспа килӗшӳллӗн иртет. Проект тӗллевӗ — открыткӑсенче чӑваш культурин хӑйнеевӗрлӗхне, йӑли-йӗркине, ӳнер пултарулӑхне кӑтартасси. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Хусанта Хальхи ӳнер галерейин графика залӗнче пӗтӗм тӗнчери поэтсен «Юлташсен ҫурчӗ» мини-фестиваль иртӗ. Унта Норвегири, Швецири, Шотландири поэтсем, славян филологсем, тӑлмачӑсем, хутшӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех Хусанти тата Шупашкарти Геннадий Айхипе ҫыхӑнӑ поэтсемпе ӳнерҫӗсем хутшӑнӗҫ. Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш Енре те мероприяти сахал мар иртнӗ. Хусанта иртекен мини-фестиваль ятне Айхин пӗр сӑввин ятне кӑларнӑ. Унта Айхин сӑввисем, тӗрлӗ чӗлхене куҫарнӑ сӑввисем янӑрӗҫ. Вӗсене Питер Франс, Микаэль Нюдаль, Гуннар Вэрнесс куҫаруҫӑсем вулӗҫ. Геннадий Айхин «Ултӑ сӑвӑ» кӗнекине хӑтлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Утӑ уйӑхӗпе танлаштарсан ҫурла уйӑхӗнче Чӑваш Енре ӗҫ укҫи парӑмӗ ӳснӗ. Ҫак енӗпе пӗтӗмӗшле ҫак цифра 19,6 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Ку вӑл унчченхи уйӑхринчен 12,1 миллион тенкӗ пысӑкрах. Сӑмах май каласан, кунта пӗчӗк усламҫӑсем патӗнче ӗҫлекенсене кӗртмен. Ӗҫ укҫипе парӑм предприятисен хӑйсен «кӗмӗлӗ» ҫуккипе пухӑннӑ имӗш. Конкурс производстви пуҫарса янӑ предприятисен, ав, тӗслӗхрен, 7,9 миллион тенкӗ илмелли пур-мӗн. Парӑмлисенчен ҫурри ытла — тирпейлекен организацисем, 28,8 проценчӗ — строительство предприятийӗсем. Ӗҫ укҫипе парӑм ҫук районсемпе хуласен хисепне шутланӑ та ун пеккисем 19 районпа 3 хула иккен. Уйрӑмах парӑмли — Шупашкар хули. Унти предприятисен ӗҫ укҫи парӑмӗ 12,5 миллион тенкӗпе танлашать. Ҫӗнӗ Шупашкартисене 5,6 миллион тенкӗ тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Пирӗн ҫӗршывра тӗрме духовенствин институтне йӗркелӗҫ. Кун пирки ҫӗршывӑн Президенчӗ ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи Хушӑвӗнче каланӑ иккен. Ҫӗнӗ тытӑма йӗркелесен кашни регионта пӗрер ҫын ҫав енӗпе тар тӑкма тытӑнӗ. Ку должноҫрисем Айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен федераци службин территорисенчи управленийӗсенче ларӗҫ. Вӗсен должноҫӗ — пуҫлӑхӑн Турра ӗненекенсемпе ӗҫлекен пулӑшаканӗ. Раҫҫейӗпе кун пек ҫынсем миҫен пулассине шутласа кӑларма йывӑр мар, федерацин субъекчӗсен йышне пӗрре ҫине хутлатпӑр та кирлӗ цифрӑна палӑртатпӑр. Тепӗр майлӑ каласан, 85 ҫын. Регионсенче тивӗҫлӗ хутсем йышӑнсан ку институт ӗҫлесе кайӗ. Тӗрӗссипе, вӑл институт тӗрме ҫыннисемшӗн ҫӗнӗлӗхех мар темелле. Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин республикӑри упарвленийӗн пресс-службинче хыпарланӑ тӑрӑх, Чӑваш епархийӗнче тӗрмере кӗлӗ ирттерессипе ятарлӑ уйрӑм пур. Ку ӗҫе Алексей атте йӗркелесе пырать иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫакӑн йышши хыпара вуласан чылай ҫын хӑйӗн студент ҫулӗсене аса илет-тӗр. Теприсем вара: «Вӗреннӗ вӑхӑтра сӗтев пачах тыттарманни пулнӑ-ши вара?» — тесе те шухӑшласа илӗҫ. «Шкулта та, ача пахчинче те тӑкакланмасӑр пулмасть», — кӑмӑлсӑрланӗҫ хӑшӗсем. Юрӗ, ку вӑл умсӑмах вырӑнне пултӑр тейӗпӗр. Явап тытни — Мускаври автомобильпе ҫул-йӗр университечӗн Атӑлҫи филиалӗн доценчӗ. 2013 ҫулхи ака уйӑхӗнчен тытӑнса кӑҫалхи акаччен ҫав ҫын 42 студентран 147 пин ытла тенкӗ ытлалӑх сӗтев илнӗ иккен. Студентсем укҫа тӳлесен лешӗ зачетсемпе экзаменсене нимле тӗрӗслевсӗр лартнӑ. Отметикне кура экзамен хакӗ тӗрлӗрен пулнӑ. 2,5 пин тенкӗрен тытнӑса 3,9 пин тенкӗ таран иккен. Унсӑр пуҫне студентпа преподаватель епле хутшӑнура пулни те витӗм кӳнӗ пулать. Тата вӑл студентсем занятие епле шута илнине те тӗпе хунӑ имӗш. Сӗтевле экзамен тыттаракана 230 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, 1,5 ҫуллӑха унӑн хӑйӗн юратнӑ ӗҫӗ пирки манма тивӗ — суд ҫав вӑхӑтлӑха ӑна преподавательте ӗҫлемме чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Мирлӗ пурнӑҫри хирӗҫ-тӑрусем миҫе ҫемьене хуйхӑ илсе ҫитермен-ши! Чечняри те сахал мар ҫамрӑк пурнӑҫне ытла та ир татрӗ. Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси ял тӑрӑхӗнчи Бычковсене те ҫак хуйхӑ пырса ҫапнӑ. Асӑннӑ районта йӗрке хуралӗнче ӗҫлекенскер Чечняна ӗҫпе кайнӑ, унта пуҫ хунӑ. Тӑван шкулӗ Леньӑна манмани пирки эпир хыпарланӑччӗ http://www.chuvash.org/news/6279.html. Вӑл вилнӗ кун унта анлӑ спорт мероприятийӗ ирттерме йышӑннӑ. Ӑмӑртӑва 7–11-мӗш классенче вӗренекенсене явӑҫтараҫҫӗ. Хӑйсен шкул ачисене кӑна мар, ытти шкултан та чӗнеҫҫӗ. Пилӗк ҫынтан тӑракан ушкӑна 3 яшпа 2 хӗре кӗртме палӑртнӑ. Бычкова асӑнса йӗркелекен спорт мероприятине Леня вилнӗ кун, авӑнӑн 16-мӗшӗнче, ирттерӗҫ. |
Пӑтӑрмахсем
Ӗнер Шупашкарти Мускав районӗнчи кафесенчен пӗринче хӗрарӑм вилнӗ. Правӑна сыхлакан органсене синкер пирки хыпар ирхи 8 сехет тӗлӗнче ҫитнӗ. Асӑннӑ районти пасарта вырнаҫнӑ кафене 40–45-сенчи хӗрарӑм ирхи 5 сехетре пырса кӗнӗ иккен. Унта вӑл ҫине-ҫинех эрех илнӗ пулать. Сакӑр сехетсенелле хайхи сӗтел хушшинчен персе аннӑ-мӗн те бармен тӳрех ун патне чупса пынӑ имӗш. Хӗрарӑм сывламаннине ӑнлансан вӑл тухтӑрсене хыпарланӑ. Шурӑ халатлисем хӗрарӑм вилнине кӑна ҫирӗплетнӗ. Халӗ ку факт пирки тӗпчев пырать. Кунсӑр пуҫне Шупашкарта ӗнер кӑнтӑрла тепӗр хӗрарӑм виллине асӑрханӑ. Вӑл 50 ҫулта иккен. Хӗрарӑм Шупашкарти тӗп пляжра, ҫырантан икӗ метрта, выртнӑ. Хӑй вӑл тумтирпе тата япаласемлӗ сумкӑпа пулнӑ. Тӗпчевҫӗсем малтаналаса шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл шыва путнӑ пулать. Ку вилӗм сӑлтавне те тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Асанкасси (Каҫал тӑрӑхӗ) ялӗнче земство училищине уҫнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Виктор Леонтьевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тутаркас районӗ вырӑнне Сӗнтӗр районне туса хунӑ. | ||
| Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп кӗнекине пуҫарса янӑ. | ||
| Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар вӑтам шкулне И.Н. Ульянов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |