Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.9 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем «Про Город» сайтри сӑн
«Про Город» сайтри сӑн

«Про Город» хаҫат редакцине Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Татьяна Кириенко килнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, раштавӑн 4-мӗшӗнче вӗсем хӑйсен дачи ҫухалнине курнӑ.

Дачӑна ҫӗрпе танлаштарнӑ-мӗн. Хӗрарӑм ҫав тери тӗлӗннӗ. Ара, вӗсен дачи пулнӑ вырӑнтан халӗ ҫул иртет. Лаптӑк «Рассвет» пахчан пулнӑ. Ҫӗмьене кунта мӗнле те пулин ӗҫсем пуласса никам та пӗлтермен.

Нӳхрепре икӗ дачӑран пухнӑ пахча-ҫимӗҫ упраннӑ. 10 кун каялла хӗрарӑмӑн ывӑлӗ кунта пахча-ҫимӗҫе сивӗрен витмешкӗн килсе кайнӑ. Халӗ ав вӗсем тӑварланӑ хӑяр илме килнӗ те… дача ҫук.

Дачӑрах ҫӗрулми упраннӑ. Ӑна вӗсем кӗркунне лавккаран туяннӑ. Ҫемье ҫӗршӗн ҫапӑҫасшӑн мар, анчах ҫапла киревсӗр хӑтланни кӳрентернӗ. Ара, пӗлтермен те-ҫке-ха.

Халӗ Татьяна Кириенко полицие ыйту ҫырнӑ. Ҫул иртекен вырӑнта халӗ йывӑҫ пӳрт юлашкисем ҫеҫ юлнӑ. Вӗсем ҫунса кӗлленнӗпе пӗрех. Анчах банкӑсен йӗрӗ пачах ҫук.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/668
 

Хулара

Шупашкар Ҫӗнӗ ҫул уявне хатӗрленет. Урамсем каҫсерен йӑлтӑртатаҫҫӗ, чӑрӑшсем ҫуталаҫҫӗ. Ҫитес ҫул — качака ҫулӗ.

Кӑҫал Ленин проспектӗнче качакана, флисран тунӑскере, пӑрлӑ трон ҫине лартӗҫ. Кун пирки Шупашкарти Ленин район администрацийӗн официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.

Ҫӗнӗ ҫул паллине Александр Жигарев ӑста хатӗрлӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ӑна раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗ валли хатӗрлӗҫ.

 

Хулара

Шупашкарти суту-илӳпе курав центрӗ умӗнчи ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑна туса пӗтересси каллех иккӗленӳллӗ-мӗн. Ӑна, тӗрӗссипе, ҫӗртме уйӑхӗнчех туса пӗтермелле пулнӑ та. Анчах ӗҫе раштав уйӑхне куҫарнӑ.

Ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑна тума пуҫланӑранпа ҫулталӑк ҫитрӗ ӗнтӗ. Ӗҫ халӗ те ниепле вӗҫленеймест. Ӗҫе вӗҫлемелли срока куҫарчӗҫ, ҫав вырӑнта инкек те пулчӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче ҫӗр йӑтӑннипе унта арҫын вилнӗ.

Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков палӑртнӑ тӑрӑх, халӗ объекта раштавӑн 24-мӗшӗнче вӗҫлес тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Чӳк пуҫламӑшӗнчен унта бригадӑсем виҫӗ сменӑпа ӗҫлеме пуҫланӑ.

Алексей Ладыков каланӑ тӑрӑх, ӗҫе вӑхӑтра вӗҫлес тесен подряд организацийӗсем валли укҫа-тенкӗ тупмалла. Администраци ку ыйтӑва эрне вӗҫӗччен татса памалла. Подряд организацийӗсем укҫа илсен, 20 миллион тенкӗ, стройматериалсем вӑхӑтра ҫитӗҫ, ҫавна май ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑн та вӑхӑтра хута каймалла.

 

Хулара

Ҫӗнӗ Шупашкарти 32-мӗш ача пахчинче ашшӗ-амӑшӗ кивӗ теттесене юсаса ҫӗнетнӗ. Унти пуканесем 30 ҫул каялла туяннисемех-мӗн.

Пӗр уйӑх каялла ашшӗ-амӑшӗн пухӑвӗнче кивӗ пуканесене ҫӗнӗ пурнӑҫ парнелеме, унтан курав йӗркелеме йышӑннӑ. Ҫакна аслисем хаваспах ырланӑ.

«Пукане» ушкӑнри воспитатель Наталия Богданова каланӑ тӑрӑх, ку мероприятие Аннесен кунне халалланӑ. Курава вара «Иккӗмӗш пурнӑҫ» ят панӑ.

Кашни ашшӗ-амӑшӗ пӗрер пуканене ҫӗнетнӗ. Вӗсене килте юмахри сӑнарпа килӗшӳллӗн хитрелетнӗ. Акӑ Татьяна Трофимова пуканене чӑваш тумӗ тӑхӑнтартнӑ. Ӑна теттесене иккӗмӗш пурнӑҫ парнелес шухӑш килӗшнӗ. Вӑл пуканене Илемпи ят панӑ. Хӗрӗпе иккӗшӗ тухья ӑсталанӑ. Виҫӗ кун ӗҫленӗ вӗсем. Трофимовсен ача пахчинчи мероприятисене хастар хутшӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/74425
 

Политика

Политика тата экономика коммуникацийӗсен агентствин гендиректорӗ, Дмитрий Орлов тата Регионти политика тӗпчевӗсен лабораторийӗн заведующийӗ Ростислав Туровский регионсенче кӗпӗрнаттӑрсем епле ӗҫленине тишкернӗ. Вӗсен шучӗпе Раҫҫейӗн регионӗсем те, вӗсен ертӳҫисем те ертсе пырассипе ытлашши пысӑк кӑтартупа та, ытлашши пӗчӗккипе те палӑрмаҫҫӗ.

Региона епле ертсе пынин танлашӑмӗнче (рейтингӗнче) кӑҫал ҫӗршывӑн пӗр регионӗ те 0,8 текен паллӑран иртеймен. Чи лайӑх кӑтартуллисем 0,7-рен иртнисем, — тӑватӑ регион, Белгород облаҫӗ, Тутарстан, Кемӗр облаҫӗ тата Мускав хули. Уйрӑмах начар тесе экспертсем 0,4 кӑтартуллисене хаклаҫҫӗ-мӗн. Анчах ун пек регионсем ҫук иккен. Чӑваш Республикин кӑтартӑвӗ, сӑмахран, — 0,584.

Кӗпӗрнатторсемпе регионсем ҫапларах ӗҫленине аналитиксем кашни регионпа кӗпӗрнаттӑрӑн вӑйлӑ енсем те, начаррисем те пуррипе сӑлтавлаҫҫӗ.

Тухӑҫлӑ ертсе пырас тесен, экспертсен шучӗпе, кӗпӗрнаттӑрта нумай ларнинчен ытла политика тата управлении енӗпе пуян опыт пулни кирлӗ. Маларах асӑннӑ рейтингра ун пеккисем малти вунӑ вырӑнта пыраҫҫӗ. Ытлашши вӑйлӑ ертӳҫӗ пек кӑтартайман регионсен пуҫлӑхӗсем — ку ӗҫре нумаях пулмасть ӗҫлекеннисем иккен.

Малалла...

 

Культура

Шупашкар хула администрацийӗ Юрпикесене кӑҫал подиум тӑрӑх уттарасшӑн. Сӑмахӑмӑр — «Мисс Юрпике» конкурс пирки. Унӑн положенине хула администрацийӗн культура управленийӗ хатӗрленӗ.

Ытти илем конкурсне хутшӑнас тесен модельсенни евӗр кӗлеткеллине пӑхаҫҫӗ тӗк, Юрпикене мӑнтӑр пулсан та, хыткан пулсан та тиркемӗҫ. Анчах ҫула кура суйлассине вара шута илмеллех. Хӗл мучин мӑнукӗ шутланаканскерӗн 16 ҫултан пуҫласа 30-а ҫитиччен пулмалла. Конкурсра хӑйсене тӗрӗслесе пӑхас текенсен раштавӑн 6-мӗшӗччен «Ҫыхӑнура» халӑх тетелӗнчи «Культурӑллӑ Шупашкар» ушкӑнра заявка памалла. Унта ята-шыва, миҫерине кӑтартмалла, хӑш енпе пултаруллине ҫырмалла тата мӗншӗн шӑпах эсир «Мисс Юрпике» ята тивӗҫҫине ӑнлантарма пӗлмелле. Кайран хӗрсене суйласа илӗҫ. Финала тухиччен вӗсен подиум тӑрӑх утма хӑнӑхмалла, видео- тата фотоӳкерчӗксем хатӗрлемелле. Конкурс финалӗ «Каскад» суту-илӳпе кану центрӗнче раштавӑн 21-мӗшӗнче иртӗ. Унта пурне те кӗртессине пӗлтермелле.

 

Пӑтӑрмахсем

Республикӑн Патшалӑх ветеринари службин пай пуҫлӑхне 550 пин тенкӗ сӗтев илнӗшӗн 33 миллион тенкӗлӗх штрафланӑ тата 9 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтармалла тунӑ. Кун пирки Чӑваш Ен прокуратурин коррупцие хирӗҫле законодательствӑна пурнӑҫлас енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Сергей Павлов пӗлтерчӗ.

2012 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Чӑваш Ен хыснинчен выльӑх масарӗсене йӗркене кӗртме тесе 5,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Патшалӑхӑн ветеринари службинче тӑрӑшакан маларах асӑннӑ ҫав ҫын котировка ирттересси пирки икӗ коммерци фирмине систернӗ. Районти ветеринари станцийӗсене тӑратнӑ котировка заявкисенчи чи пӗчӗк суммӑсем пирки те вӑл хайхисене пӗлтернӗ. Ҫапла вара лешсем конкурсра ҫӗнтерсе ӗҫе пурнӑҫлама тивӗҫнӗ. Вӗсене пулӑшнӑшӑн вӗсенчен 553 пин тенкӗ е ӗҫ хакӗн 10 проценчӗ чухлӗ, сӗтев илнӗ.

Айӑплӑ арҫынна суд 9 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарса ҫирӗп режимлӑ колоние хупмалла тунӑ, штрафне сӗтев виҫине 60 хут ӳстерсе пама йышӑннӑ. Чӑваш Енӗн хыснине 1,8 миллион тенкӗ шар курнӑ тесе хакланине саплаштарнӑ.

 

Республикӑра

Раштавӑн 2-мӗшӗнче Муркаш районӗнче «Хыпар» Издательство ҫурчӗн кунӗ иртнӗ. Ӑна шӑпах ҫак районта ирттерме шухӑшлани ахальтен мар – унта «Хыпарӑн» никӗслевҫи, пӗрремӗш редакторӗ Николай Никольский ҫуралнӑ.

Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев пухӑннисене хаҫат ҫырӑнма чӗнсе каланӑ. «Хыпар» ИҪ ҫурчӗн директорӗ-тӗп редакторӗ Валери Туркай муркашсем ӗҫчен халӑх пулнине палӑртнӑ.

Ростислав Тимофеев муркашсем пирки хаҫатра статьясем тухни вӗсемшӗн тата интереслӗрех пуласса пӗлтернӗ. Валери Туркай хаҫат малашне вулакансене ҫӗнӗ терминсемпе тертлентермессе пӗлтернӗ, унӑн содержанийӗ тӗпрен улшӑнасса каланӑ. Пуҫламӑшӗ пур — хаҫатра ҫӗнӗ рубрикӑсем тухма пуҫланӑ.

Халӑхпа тӑтӑшах тӗлпулу йӗркелемешкӗн сӑлтавӗ те пур. Валерий Владимирович хаҫат тиражӗ питӗ пӗчӗк пулнине пытармасть. Ҫырӑнтару хакӗ тӑрук ӳсни те ура хурать-мӗн.

«Хыпар» ҫумӗнчи ытти хаҫат та тухса тӑрать. Валери Туркай киосксенче «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Хресчен сасси», «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫатсене хӑвӑрт илсе пӗтернине палӑртнӑ.

Малалла...

 

Хулара

Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн ЗАГС пайӗ юлашки уйӑхри пӗтӗмлетӗве тунӑ.

Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, 70 арҫын ачапа 80 хӗрачана регистрациленӗ. 14-шне качча тухман хӗрарӑмсем ҫуратнӑ.

Акӑ мӗн интереслӗ: чӳк уйӑхӗнче ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене мӑсӑльмансен ячӗсене панӑ. Вӗсем — Якубхан, Тагир, Эмиль, Самир. Хӗрачасене вара Сияна Николь, Злата, Таисия, Амелия, Илона, Акулина, Элиф ятсем хунӑ.

23 ача тӗлӗшпе ашшӗн прависене йышӑннӑ. Ачасене мӑсӑльмансен ячӗсене хурасси Аслӑ Британире анлӑ сарӑлнӑ. Европӑри ҫав ҫӗршывра ку ҫулталӑкра аслисем пепкене ытларах Мухаммед ят панӑ. Социологсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, унччен ку ҫӗршывра экзотика ятсем патне туртӑнман. Ҫавӑн пекех унта Омар, Али, Ибрагим ятсене килӗштернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/74468
 

Ял пурнӑҫӗ

75 ҫулти старикӗн кӳршине пула вӗлле хурчӗсемсӗр тӑрса юлма тивнӗ. Хӗрарӑм судра ӑнлантарнӑ тӑрӑх, унпа кӳршӗллӗ вырнаҫнӑ пахчара ватӑскер вӗлле хурчӗсене саккунсӑр майпа лартнӑ.

Кӳршӗ хӗрарӑмӗ ӑна вӗллесене пуҫтарса хума пӗрре мар каланӑ. Анчах 75 ҫулти арҫын ҫакна хӑлхана чикмен. Хӗрарӑма вӗсем пахчара ӗҫлеме, канма чӑрмантарнӑ-мӗн.

Улатӑр район хӗрарӑмӗ питӗнчен вӗлле хурчӗ сӑхсан чӑтайман курӑнать — суда кайса ыйту ҫырнӑ. Суд вара арҫынна вӗллесене пуҫтарттарма йышӑннӑ.

Суд приставӗ арҫынна йышӑнӑва пурнӑҫламасан 5 пин тенкӗ штраф тӳлеттересси пирки асӑрхаттарнӑ. Анчах арҫын ҫакна кӗттермен, вӗллесене пуҫтарнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3159, 3160, 3161, 3162, 3163, 3164, 3165, 3166, 3167, 3168, [3169], 3170, 3171, 3172, 3173, 3174, 3175, 3176, 3177, 3178, 3179, ... 3892
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахҫанхи ӗҫсене пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри сирӗн пурнӑҫра стабильлӗх ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланма пултарӗ. Ахӑртнех, эсир тӑрӑшсан лару-тӑрӑва йӗркелеме пултаратӑр. Нимӗн те тумасан лару-тӑру ҫивӗчленӗ ҫеҫ.

Ҫу, 13

1940
85
Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...