Чӑваш Енӗн пурлӑх министерстви иртнӗ эрне вӗҫӗнче 167 917 тӑваткал метр калӑпӑшлӑ ҫӗре тара парасси пирки аукцион ирттернӗ. Ҫӗрӗн хуҫи пулса тӑрассишӗн «Тус» акционерсен уҫӑ обществи «кӗмӗл» пуринчен ытла сӗннӗ. 154,7 миллионпа тара илме хатӗр пулнӑскер ҫапла вара аукционта ҫӗнтернӗ. Кунсӑр пуҫне ҫӗнтерӳҫӗн хыснана ҫулталӑкне 13-шар миллион тенкӗ, 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен, тӳлесе тӑмалла. Аукционта ҫӗнтернӗшӗн «Тус» тӳлекен укҫа республика тата Шупашкар хыснисене кайӗ.
«Университетски» микрорайона комплекслӑ аталантармалли шутланакан 167 917 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче «Тус» ҫурт-йӗр хӑпартса лартӗ. Унта 6–16 хутлӑ нумай хваттерлӗ ҫуртсем те, хушма хуҫалӑхсемлӗ ҫуртсем те тума шухӑшлаҫҫӗ. Юлашкинчен каланисем темиҫе ҫемье пурӑнмаллисем те, пӗрер ҫемье валли ҫӗкленисем те пулӗҫ.