Республикӑра
![]() Халӑха тата экономика объекчӗсене ейӳрен хӳтӗлес тӗллевпе Ҫӗрпӳ районӗнче Ҫавал юханшывӗнче хӳтӗлев дамбисене тума тытӑннӑччӗ. Ҫак кунсенче ӑна туса пӗтернӗ. Проектпа килӗшӳллӗн, 5,8 ҫухрӑмлӑ икӗ дамбӑна хута янӑ. Кунсӑр пуҫне – ейӳ шывне кӑлармалли виҫӗ шлюз, куҫса ҫӳрекен виҫӗ насос станцийӗ, электроснабжени сечӗсем. Халӗ подрядчиксем строительство тата монтаж ӗҫӗсене вӗҫленӗ. Ҫавна май ҫывӑхри тавралӑха хӑтлӑх кӗртес ӗҫ пырать. Проект 204,9 миллион тенкӗлӗхе ларнӑ. 171,42 миллион тенки — федераци хыснинчен. Дамбӑсем Ҫӗрпӳ тата ун ҫывӑхӗнчи ялсене ейӳрен хӳтӗлӗҫ. 267 ҫуртри 1000 ытла ҫын текех ҫуркунне шар курмӗ. ЧР ҫутҫанталӑк министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Евгений Юшин ку проект питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртать. Ейӳ 939 миллион ытла тенкӗлӗх шар кӑтартма пултарать. Халӗ 203 гектар ҫӗр лаптӑкӗшӗн хӑрушлӑх ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ шкулӑн кун кӗнекийӗ Ҫурлан 22-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 25-мӗшӗччен «CREATIV» агентство сайтӗнче Пӗтӗм тӗнчери вӗренӳ сайчӗсен «Инноваци технологийӗсем» конкурс иртнӗ. Конкурса 200 ытла ӗҫ ярса панӑ. Вӗсенчен 108-шӗ тӗрӗслеме тивӗҫ пулнӑ. Ҫав йыша Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ шкулти 9-мӗш «в» класс блогӗ те кӗнӗ. Ӑна обществознани вӗрентекенӗ, аслӑ категориллӗ учитель Лариса Колоколова ертсе пырать. Конкурсра жюри пайташӗсем сайта мӗнле тунине, мӗнле информаци вырнаҫтарнине, ҫыхӑну епле йӗркеленине, унта мӗн чухлӗ ҫын кӗрсе тухнине тата ыттисене пахаланӑ. Ҫак кунсенче конкурса пӗтӗмлетнӗ. Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ шкулти 9-мӗш «в» класс блогӗ «Вӗрентекен валли — сайт» номинацире черетлӗ хут виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ҫӗнӗ Лапсар патӗнчи ҫул тӑваткалӗ / Н. Плотников тунӑ сӑн Кӗҫӗр, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Лапсар патӗнчен Шупашкар енне каякан ҫула хупӗҫ. «Шупашкар–Сурски» автоҫул ҫинчен Шупашкара Лапсар енчен кӗме 23 сехетре чарса лартӗҫ. Анчах яланлӑха мар. Ыран ирхи 4 сехетчен. Ҫула вӑхӑтлӑха хупни унти чукун ҫул ҫинчи шпалӑсене ылмаштарнипе ҫыхӑннӑ. Лапсар патӗнче ҫула вӑхӑтлӑха хупни республикӑн тӗп хулине ҫав вӑхӑтра лекеймессине пӗлтермест. М-7 «Атӑл» ҫулпа Хыркасси патне ҫитсе унтан та пӑрӑнма пулать. Е тата Кӳкеҫ енне каякан ҫул ҫинчен пӑрӑнса кӗме май пур. Кунсӑр пуҫне Карачура патӗнчен пӑрӑнсан та Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамне хӑвӑрт лекейӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Килес ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вилӗмсӗр Константин Иванов поэт ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитет. Историе вӑл сӑвӑҫ пек кӑна мар, драматург евӗр те, прозаик, куҫаруҫӑ, фольклорист, живописец пек те кӗрсе юлнӑ. Константин Иванов — хальхи вӑхӑтри чӑваш литературине пуҫарса яраканӗ. Унӑн пултарулӑхӗ тӗнче культуринче пысӑк вырӑн йышӑнать. Маларах асӑннисене шута хурса ҫитес ҫула республика Элтеперӗн Хушӑвӗпе Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкӗ тесе пӗлтерчӗҫ. Ҫавна май К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗ поэт хайлавӗсем тӑрӑх маркӑсӑр почта открытки валли ӳкерчӗксен конкурсне ирттерессине пӗлтерет. Ӑна Раҫҫей Почтин республикӑри филиалӗпе йӗркелеҫҫӗ. Малти виҫӗ вырӑна йышӑннӑ авторсен ӗҫӗсемпе почта 100-шер открытка кӑларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Республикӑн автоинспекцийӗнче ӗҫлекенсем ҫул-йӗр ҫинче вилнисене асӑнса ҫак вырсарникун Шупашкарти хӗрарӑмсен мӑнастирӗнче Панихида ирттерме палӑртаҫҫӗ. Ӑна Ҫул-йӗр ҫинчи инкекре шар курнисене асӑнса ирттереҫҫӗ. Ун пек куна 2005 ҫултанпа пӗтӗм тӗнчипе палӑртаҫҫӗ. Асӑну кунӗнче Шупашкар тӑрӑх автоаварие лексе лапчӑнса ларнӑ, инкек вӑхӑтӗнче ҫынсем вилнӗ машина хӑпартса лартнӑ эвакуатор ярӗҫ. Машина ҫине ҫул ҫинче мӗн чухлӗ ҫын шар курнине кӑтартакан цифра ҫырса хурӗҫ. Сӑмах май каласан, Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗн республикӑри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал кӑна ҫул ҫинче 1587 инкек пулнӑ. Вӗсенче 203 ҫын вилнӗ, 1898 ҫын суранланнӑ. |
Вӗренӳ
![]() «Ҫӑлтӑрчӑк» ача-пӑча пахчинче ӗҫлекенсем Хальхи вӑхӑтра ача-пӑча пахчисем те, шкулсем те епле кӑна конкурса хутшӑнмаҫҫӗ пулӗ! Пирӗншӗн, ашшӗ-амӑшӗшӗн, вӑл ниме те пӗлтермест-ха: чи кирли — ачамӑрсене хӑтлӑ пултӑр. Апла-и, капла-и, анчах ача-пӑча пахчисемпе шкулсем тӗрлӗ ҫӗре хутшӑнаҫҫӗ тӗк, ҫакӑ такамшӑн хаклӑ-тӑр. Нумаях пулмасть, ав, Куславккари «Ҫӑлтӑрчӑк» (Звездочка) ача-пӑча пахчи хӑй черетлӗ хутчен пысӑк чыса тивӗҫни пирки пӗлтерет. Раҫҫейӗн Вӗренӳ министерстви сӗннипе вӑл «Хисеп кӗнеки» Пӗтӗм Раҫҫейри реестра кӗнӗ. Унта вӑл ҫӗршывӑн социаллӑ-экономика пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн тата Раҫҫей аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн лекнӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Ҫӗршыври 45 регионти пекех пирӗн тӑрӑхра та «Раҫҫей ҫемйи валли ҫурт-йӗр» программа пурнӑҫа кӗме тытӑнмалла. 2017 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗччен 210 пин тӑваткал метр ҫурт-йӗр хӑпартмалла. Вӑл программӑпа хӑпартакан ҫурт-йӗрӗн пӗр тӑваткал метрӗн хакӗ 30 пинтен иртмелле мар. Тӑкаксене йӳнетес тесе ҫурт тӑвӑм организацийӗсене патшалӑх хыснинчен кашни тӑваткал метр пуҫне 4 пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Эконом-класлӑ ҫурт-йӗр ӑҫта тата мӗнле организаци хӑпартассине палӑртнӑ ӗнтӗ. Тӑватӑ проекта ҫаксене суйласа илнӗ: Шупашкарти «Соляное» микрорайонти «Алза» пӗр тӑваткал метра 30 пин тенкӗпе хӑпартӗ. Ҫӗрпӳри «Южный-2» микрорайонта «ПМК-8» пӗр тӑваткал метрне 27,8896 пин тенкӗпе тума шантарнӑ. Шупашкар районӗнчи Кайри Ункӑпуҫ ялӗнчи сахал хутлӑ ҫурт-йӗре пӗр тӑваткал метрне «Тус» общество 30 пин тенкӗпе ҫӗклесе лартӗ. Шупашкарти «Гремячево» микрорайонти хваттерсене 30 пин тенкӗпе «Устра» общество ҫӗклемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Чӑваш Енӗн Строительство министерстви пресс-тур йӗркеленӗ. Чи малтанах ведомство журналистсене Шупашкар районӗнчи Якутара илсе кайнӑ. Асӑннӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Евгений Зубков подрядчикпа ӑнманни пирки ӗнентернӗ. «Степ» ятлӑскер контрактра пӑхса хӑварнӑ вӑхӑта ӗҫе пурнӑҫа кӗртмен пирки ҫутӑ кӗртессе чылай ҫул кӗтме тивнӗ. Ҫӗнӗ подрядчик ӗҫе кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче кӑна пуҫланнӑ. Халӗ Сад урамри 22 ҫурта тинех ҫутӑ ҫитнӗ. Унтан Канаш районне ҫитнӗ. Унти Вӑрманкасси выҫҫелккинчи Ҫамрӑксен урамӗнче 15 пӳрт. Унта пурӑнакансем ҫутӑ кӗртессе 4 ҫул кӗтеҫҫӗ иккен. Унти тӳресем раштавра ҫутӑ пулатех тесе шантараҫҫӗ-мӗн. Хальхи вӑхӑтра республикӑра кӑҫал ҫутӑ кӗртсе пӗтермелли 6 обьект юлнӑ-мӗн. Муркаш районӗнчи Вӑрманкасси ял тӑрӑхӗнче трансформатор подстанцине вырнаҫтарасси юлнӑ. Тепӗр пилӗк объекчӗ — Канаш районӗнчи маларах асӑннӑ ялтисӗр пуҫне Аслӑ Асхва Пикшикра, Энтриэльте, Хӗрлӗ Чутайра тата Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнарта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чехири Прага хулинче Пӗтӗм тӗнчери «Goldentalentsin Prage» конкурс иртнӗ. Пултарулӑх конкурсне тӗнчери вунӑ ҫӗршывран хутшӑннӑ: Раҫҫейрен, Украинӑран, Чехирен, Румынирен, Польшӑран, Латвирен, Эстонирен, Германирен, Литваран, Словенирен. Тӗнче шайӗнче иртнӗ конкурсра пирӗн ҫӗршыв чысне «Непоседы» (Мускав хули), «Семь нот» (Сарӑту), «Макси» (Ҫӗнӗ Шупашкар хули, ертӳҫи – В.Е.Тюльканова) вокал студийӗсен ҫамрӑк артисчӗсем хӳтӗленӗ. 7–10 ҫулсенчи ачасен хушшинче «Соло» номинацире Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрӗ Ксения Ананьева 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. 11–13 ҫулсенчи ачасен йышӗнче Евгения Никифоровӑпа Анастасия Карпова та 2-мӗш вырӑна тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Модный приговор» кӑларӑма хутшӑннӑ Ҫӗмӗрле хӗрарӑмӗ Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Модный приговор» программӑна Шупашкар хулинчен тухса кайса Мускав облаҫӗнче пурӑнакансем хутшӑнчӗҫ. Александр Пищита тухтӑр хӑйпе ҫырӑнмасӑр пурӑнакан, хӑйӗнчен 20 ҫула яхӑн кӗҫӗн (вӑл 39-та кӑна) хӗрарӑма, Татьяна Родионовӑна, бухгалтер пулса ӗҫлекенскере, вӑл унӑн статусне тивӗҫтермест тесе ӳпкелерӗ. Хӗрарӑм Ҫӗмӗрле хулинче ҫуралнӑ, кайран Шупашкарта вӗреннӗ. Студент вӑхӑтӗнче вӑл ҫипуҫа хӑй аллипе капӑрлатма кӑмӑллани пирки каласа кӑтартрӗ. Кӑларӑма ертсе пыракансем арҫын хӑйӗн ҫамрӑк та чипер арӑмӗ пирки чыслӑ курӑнмасть тесе шухӑшлать тесе ӑнланчӗҫ. Кӑларӑма хутшӑнакан Дарья Донцова детектив ҫыравҫи хӗрарӑма хӳтӗлеме пӑхрӗ. «Ман шутпа, Александр хӑйӗн мӑшӑрне сексуаллӑ курӑнма чарасшӑн. Арӑмӑра эсир хӑвӑр юратни пирки калатӑр-и хӑть?» — кӑсӑкланчӗ вӑл. Ҫак ыйту арҫынна килӗшмерӗ. «Хӑвӑра капла тытсан сирӗн пирки детектив ҫырасси кӑна юлать», — хушса хучӗ Эвелина Хромченко мода эксперчӗ. Кун пек сӑмахсем хыыҫӑн арҫын кӑларӑма ертсе пыракансене хӑйсенчен каҫару ыйттарасшӑн пулчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |