Экономика
Михаил Игнатьев тата Болот Джунусов тӗлпулура Ҫурлан 14-мӗшӗнче ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Кӑркӑстанӑн Раҫҫейри чрезвычайлӑ тата тулли праваллӑ элчипе Болот Джунусовпа тӗл пулнӑ. Тӗлпулӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан тата ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов, ЧР экономика министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Инна Антонова хутшӑннӑ. Михаил Игнатьев Чӑваш Енпе Кӑркӑстан хушшинче экономика ҫыхӑнӑвӗ тахҫантанпах ҫирӗп пулнине палӑртнӑ. Михаил Васильевич малашне экономика тӗлӗшӗнчен ҫеҫ мар, культура тытӑмӗнче те хутшӑнса ӗҫлессине шанса каланӑ. Болот Джунусов Кӑркӑстан Раҫҫейпе электроэнерги, газ тата ытти тытӑмсенче килӗштерсе ӗҫлессине палӑртнӑ. Вӑл Шупашкарти икӗ предприятире пулса курнӑ, вӗсен малашлӑхне пысӑк хак панӑ. Акӑ «Акконд» продукцине Кӑркӑстанра ыйтаҫҫӗ, «Чӑвашкабель» вара Кӑркӑстанри «Северэлектро» АУОн организацисене кӑсӑклантарма тивӗҫ. Болот Джунусов республикӑри ытти предприятие те ҫитсе курасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Намибирен килнӗ делегаци Ҫурлан 13-мӗшӗнче Шупашкара Намиби Республикинчи делегаци ҫитнӗ. Вӗсем Хула кунне халалланӑ мероприятисене хутшӑнӗҫ. Намибирен килнисем чи малтанах «Промтрактор» АУО предприятие ҫитсе курнӑ. Унта вӗсем промышленноҫ тракторӗсене тата ял хуҫалӑх техникине кӑларнипе паллашнӑ. Заводри хатӗр продукцие те курнӑ. Делегаци республикӑри ял хуҫалӑх тата промышленноҫ предприятийӗсене ҫитсе курӗҫ, ЧР Пуҫлӑхӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
Юсаса ҫӗнетнӗ ҫуртра пурӑнакансем Сӗнтӗрвӑррихулинчи Чкалов урамӗнчи 55-мӗш ҫуртра пурӑнакансем ҫӗн пӳрт ӗҫкине икӗ хутчен тунӑ. Нмуай хваттерлӗ ҫав ҫурт кивӗ тата ишӗлекен ҫурт-йӗр программӑна лекнӗ. Ҫавна май ӑна юсаса ҫӗнетме йышӑннӑ. Вырӑнти хуҫасем ӗнентернӗ тӑрӑх, юсанӑ хыҫҫӑн унти хваттерсем «пачах ҫӗнӗ, хӑтлӑ, ирӗклӗ» пулса кайнӑ. Юсанӑ хыҫҫӑн ҫурчӗ хӑй те, хваттерӗсем те хальхи вӑхӑтри йышшине ҫаврӑннӑ имӗш. Ҫурта юсанӑ-юсанах ун патне пырса кӗмелли ҫула та, ҫурт йӗри-тавралли территорие те хӑтлӑх кӳнине пӗлтереҫҫӗ. Юсаса ҫӗнетме пӗтӗмпе 16,7 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ, ҫав шутран 10,7 миллионне — федераци хыснинчен. Сӑнсем (22) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Шупашкарти аэроклубра ҫул ҫитменнисем валли кӑнтӑрлахи ҫар вӗрентӗвне йӗркеленӗ. Профиль сменине ҫак эрнере савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов генерал-майор, республикӑн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Сергей Кудряшов, ДОСААФӑн регионти уйрӑмӗн ертӳҫи Сергей Матвеев, Чӑваш Енӗн ҫар комиссариачӗн пай пуҫлӑхӗ Сергей Козюра, десантниксен «Синева» ҫарпа спорт клубӗн ертӳҫи Олег Ялугин хутшӑннӑ. Ачасене вӗсем патриот пулса ӳсме, тӑван ҫӗре юратма тата перекетлеме сӗннӗ. Ялав хӑпартса мероприятие уҫнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн Наркоконтролӗн спецназӗ хӑйӗн ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Сӑнсем (12) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Мускаври национальноҫен ҫуртӗнчи тӗлпулу Ҫак кунсенче Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнче Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков тата Мускаври чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫипе Анатолий Григорьевпа тата Мускаври национальноҫсен ҫурчӗн ертӳҫисемпе курнӑҫнӑ. Тӗлпулура ҫитес ҫул Мускавра Культура тата Литература ҫулталӑкне халалласа тӗрлӗ мероприяти ирттересси пирки калаҫса татӑлнӑ. Кӑҫал та ахаль лармӗҫ. Юпа уйӑхӗнче Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа пултарулӑх каҫӗ йӗркелӗҫ. Унта пултарулӑх интеллигенцине, ҫав шутра Раҫҫей тата Чӑваш ҫыравҫисен союзӗн пайташӗсене чӗнесшӗн. Тата, паллах, — поэтӑн юлташӗсемпе тӑванӗсене. Ҫичӗ чӗлхепе кӑларнӑ «Нарспи» кӗнекене 2015 ҫулхи нарӑсра Константин Иванов классик ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнӗ май хӑтлама шухӑшлаҫҫӗ. Мускавра ҫулсерен иртекен наци культурисен «Раҫҫейӗн нумай тӗсӗ» фестивальне ҫӗртме уйӑхӗнче чӑваш культурине пуҫӗпех халалласшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Кузбасра кӑҫал Культурӑпа туризм ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ-мӗн те ҫавна май Кемӗр облаҫӗнчи Прокопьевски районта туристсен маршручӗсене ӗҫлеттерсе янӑ. Ҫав шутра «Прокопьевски районти наци асамат кӗперӗ» ятли те пур. Маршрута мӑкшӑсем, украинсем, удмуртсем, белоруссем, пушкӑртсем тата чӑвашсем пурӑнакан территори урлӑ хывнӑ иккен. Ҫав маршрутӑн кӗскетнӗ варианчӗпе нумаях пулмасть Чӑваш Енри ушкӑн ҫӳренӗ. Йышра, сӑмахран, Тӑвай районӗсем те пулнӑ. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
«Стрижи» пилотаж ушкӑнӗпе паллашма кӑсӑклӑ Шупашкар хула кунӗнче чи пысӑк шайри пилотажӑн «Стрижи» авиаушкӑнӗн «МИГ-29» истребительсемпе аквабайк-шоу пулассине эпир пӗлтернӗччӗ. Мускавран 60 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ авиабазӑра вырнаҫнӑ летчиксене тӗнчере те пӗлеҫҫӗ. Авиаушкӑн 1991 ҫулта йӗркеленнӗ. Унӑн историйӗпе паллашас, истребительсем пирки тӗплӗнрех пӗлес тата пилотаж ушкӑнӗн пайташӗсемпе курнӑҫас текенсем валли паян Шупашкарта экскурси йӗркеленӗ. Шупашкарти аэропортра ачасемпе ҫамрӑксем ушкӑнпа паллашма, пӗрле фото ӳкерӗнме пултараҫҫӗ. Ҫар машинисен умне тӑрса сӑн ӳкерӗнме те, кабинӑна хӑпарса пӑхма та чармаҫҫӗ вӗсене. Кун пек экскурсие Шупашкарти аэропорт тата «Чӑвашавтотранс» пӗрле пулса йӗркеленӗ. Аса илтеретпӗр, авиашоу ҫак вырсарни кун 13 сехетре Хӗрлӗ лапам ҫинчи тӳпере иртмелле. Сӑнсем (10) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Сцена ҫинче — театр ертӳҫи Юрий Владимиров, культура министр. Вадим Ефимов, театрӑн тӗп режиссерӗ Валерий Яковлев Ӗнер Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче труппа пухӑвӗ иртнӗ. Иртнӗ ҫулхи евӗрех унта культура министрӗ Вадим Ефимов пырса ҫитнӗ. Мӗн тесен те Вадим Петровичшӑн ку ҫывӑх театр тесен те пысӑк йӑнӑш мар-тӑр — министра лариччен унта вӑл директорта тӑрӑшнӑччӗ. Театр коллективне ҫӗнӗ сезон уҫӑлнипе саламланӑ май Вадим Петрович чӑваш сценин ҫӑлтӑрӗсенчен хӑшӗсене — СССР халӑх артистне Вера Кузьминана, РСФСР халӑх артистне Нина Григорьевана тата Владимир Семенова — уйрӑммӑн асӑнса хӑварнӑ. Вера Кузьминана — Хисеп орденне тивӗҫнипе, Нина Григорьевана — «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден илнӗ ятпа, Владимир Семенова — «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артсичӗ» хисеплӗ ятпа. Ӗҫ пирки калаҫнӑ май, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ кӑҫалхи ҫур ҫулта плана ирттерсе пурнӑҫланине палӑртнӑ, вӑл 4 миллион тенкӗ ытла ӗҫлесе илнӗ. Ҫапах та кунпах лӑпланса лармалла мар, укҫа тӑвас енпе ҫӗршыври наци театрӗсен шайне ларас тесен тата тимлемелле. Ҫитес ҫултан театрта юсав ӗҫӗсем малалла тӑсӑлмалла. Театрӑн гастроле ҫӳремелли автобусӗ кивелни пирки те сӑмах хускатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Геннадий Айхи Тӗнче поэзийӗнче сумлӑ ят ҫӗнсе илнӗ хальхи вӑхӑтри сӑвӑҫ Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа ҫурлан 21-мӗшӗнче 80 ҫул ҫитет. Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ ҫав чӑваш литературӑна ҫӗнӗ сывлӑш кӗртнӗ. Раҫҫейре ӑна перестройка текен самана вӑхӑтӗнче кӑна пичетлеме тытӑннӑ, тӗнчере вара ӑна тахҫанах авангардист-сӑвӑҫ евӗр пӗлнӗ. Юбилей тӗлне республикӑра кӑҫал ҫулталӑкӗпех тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 19–28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче поэта асӑнса «Г. Айхин литература картти» курав йӗркеленӗччӗ. Шкул ачисем валли ун чухне информаци сехечӗсем те иртнӗччӗ. Айхин пултарулӑхне хаклакансем пушӑн 29–30-мӗшӗсенче Наци вулавӑшӗнче «ГолосА» сӑвӑ фестивальне пухӑннӑччӗ. Ҫурлан 22-мӗшӗнче Чӑваш наиц музейӗ «Айхин литературӑри ҫулҫӳревне» йыхравлать. Вӑл 16 сехетре пуҫланӗ. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче Айхин художество тӗнчен хӑйне евӗрлӗхне халалласа ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ пулмалла. Унпа пӗр вӑхӑтрах Наци вулавӑшӗ «Г. Айхин сӳнми ҫути» курав уҫӗ. Атнер Хусанкайпа Ева Лисина пуҫарнӑ Геннадий Айхи ячӗллӗ фонд тӗрлӗ проект йӗркелесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Нумаях пулмасть Елчӗк районӗнчи Патреккелти тӗп пӗлӳ паракан шкула Белоруҫрен парне килсе ҫитнӗ. Хӑй тӗллӗн мар-ха. Ӑна асӑннӑ тӑрӑхра пурӑнакан Миллинсен ҫемйи илсе килнӗ. Зинаида Ивановнӑпа Борис Николаевич Миллинсем хӑй вӑхӑтӗнче асӑннӑ шкулта пӗлӳ пухнӑ. Халӗ вӗсем тӑван кӗтесре инҫетре пурӑнаҫҫӗ. Хастарсем Белоруҫри чӑвашсем хушшинче хастарлӑхпа палӑраҫҫӗ. Унта вӗсем «Шупашкар» элчелӗх пайташӗсем шутланаҫҫӗ. Ачалӑхӑн пӗр пайӗ иртнӗ вӗренӳ заведенине вӗсем «Сокровища русского искусства», «Энциклопедии тайн и загадок Вселенной», «История России», «Школьная библиотека», «Библиотека путешествий», «Новая школьная библиотека» серинчи кӗнекесене, сӑмахсарсене, энциклопедисене тата вырӑс тата хальхи вӑхӑтри ҫыравҫӑсен хайлавӗсене илсе килнӗ. Уҫӑ кӑмӑллӑ ҫемьене пула шкулти вулавӑш 48 кӗнекепе пуянланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |