Республикӑра
![]() Чӑваш Енре кадастр инженерӗ пуласшӑннисем йышлӑ иккен. Квалификаци экзаменне ӑнӑҫлӑ тытакансен йышӗ ӳссе пырать — хальлӗхе пирӗн республикӑра 286 кадастр инженерӗ ӗҫлет иккен. Кадастр инженерӗсем ҫинчен калакан саккун ӗҫлеме тытӑннӑ хыҫҫӑн аттестат илме пирӗн республикӑра 482 заявлени панӑ иккен. Экзамен тытма 478 ҫынна ирӗк панӑ, вӗсенчен 286-шӗ тӗрӗслев витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑ. Аса илтеретпӗр, пурлӑха харпӑрлӑх куҫариччен малтан ӑна кадастр учетне тӑратнӑ. Ун валли вара чылай чухне ҫӗр лаптӑкне виҫмелле, техника планӗ хатӗрлемелле. Кадастр ӗҫне тутарма инженер шыранӑ чух хайхисен аттестат пуррипе ҫукки пирки кӑсӑкланмалла. Мӗншӗн тесен ҫак ӗҫе пурнӑҫлама аттестатлисен кӑна ирӗк пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан пӗртен-пӗр Раҫҫей Паттӑрне Евгений Борисова хирӗҫле пуҫиле ӗҫ пуҫарни самай пулать. Теприсем каланӑ тӑрӑх, унччен ӑна алӑ тытса сывлӑх суннисем те унран пӑрӑннӑ имӗш. Тӑван ҫӗршывӑн паттӑрӗсен кунне те, вӑл раштавӑн 9-мӗшӗнче пулчӗ, Борисов следстви изоляторӗнче кӗтсе илнӗ. Сывлӑх Чечняри тусем ҫинче хӑварнӑ ҫыннӑн ҫылӑхӗ мӗнре-ха? Ҫак ыйтусене хускатать те ҫав кӑларӑм. Унӑн мӑшӑрӗ каланӑ тӑрӑх, ӑна сӗтев панӑ тесе айӑпласшӑн иккен. Евгений Борисов чирлӗ пулсан та ниҫта каймасси пирки алӑ пустарса та ӑна СИЗОран кӑлармаҫҫӗ-мӗн. Андрей Караулов журналист ертсе пыракан «Наказание без преступления» кӑларӑмра раштавӑн 8-мӗшӗнче кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Раштавӑн 9-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршыв паттӑрӗсен кунӗ иртнине пурте, тен, пӗлмеҫҫӗ-тӗр. Муркашри тури чӑвашсен музейӗнче ҫак кун ячӗпе «Вӗсен ячӗпе урамсем хисепленеҫҫӗ» ятпа асӑну каҫӗ ирттернӗ. Унта Муркашри вӑтам шкулта 6-мӗш класра вӗренекен ачасене йыхравланӑ. Кадет класӗ шутланакан ҫав класс музея ытти чух та час-часах пырать-мӗн. Муркаш районӗнчи тӗп вулавӑшра ӗҫлекенсемпе пӗрле «Муркаш районӗн паттӑрӗсем» хӑтлав йӗркеленӗ. Унта кадетсене уяв историйӗпе паллашнӑ, Совет Союзӗн Геройӗсен, Раҫҫей Федерацийӗн Социализмла ӗҫ паттӑрӗсен ячӗсене аса илнӗ. Тӗлпулӑва Совет Союзӗн Геройӗн Алексей Воробьевӑн мӑнукне Наталия Ястребована йыхравланӑ. Ачасене вӑл Алексей Иванович ҫинчен каласа кӑтартнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин паттӑрӗн ячӗпе Ҫурла Тырри ялӗнче урам хисепленсе тӑнине пӗлтернӗ. Ачасене ача-пӑча вулавӑшӗн ертӳҫи Е.И. Налимова «Пысӑк вӑрҫӑн пӗчӗк паттӑрӗсем» кӗнеке куравӗпе паллаштарнӑ май ҫӗнтерӗве ҫыхартма пулӑшнӑ ачасем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Сӑнсем (4)
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Тепӗр клубсем уйӑхра пӗрре уҫӑлса хупӑннӑ вӑхӑтра хӑш-пӗр ҫӗртисем ӗҫлеҫҫӗ, ял халӑхне пӗр ҫӗре пухма май шыраҫҫӗ. Муркаш районӗнчи Тренялӗнчи культура учрежденине кӗрекен Вӑрманкас ял клубӗнче «Ӑстаҫӑсем» пӗрлешӳ ӗҫлет. Пушӑ вӑхӑтра ял хӗрарӑмӗсем клуба пуҫтарӑнса тем те пӗр ҫыхаҫҫӗ иккен. Хӑшӗсем йӗппе ҫыхаҫҫӗ, теприсем — ҫекӗлпе. «Вӗсене мӑнукӗсем, тӑванӗсем валли хитре япала ҫыхас килни, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашас килни пӗрлештерет», — тесе пӗлтерет Илйинка ял тӑрӑхӗ. Клуба пухӑнакансене Шашкарти ял вулавӑшӗн ертӳҫи Г.М. Корнеева ҫӗнӗ эрешсем ҫыхма вӗрентет иккен. Иртнӗ уйӑхӑн вӗҫӗнче ал ӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ. Паян вара черетлӗ курав йӗркелеме палӑртнӑ. Сӑнсем (10) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Шупашкар районӗнчи Ишекри ватӑсем пушартан ҫӑлӑнма вӗреннӗ. Сӑмахӗ кунта асӑннӑ районти халӑхӑн социалӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн балансӗ ҫинчи вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑм (унчченхилле каласан — ваттисен ҫурчӗ) пирки пырать. Унта пурӑнакансемпе нумаях пулмасть вӗренӳ ирттернӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи планпа пӑхнӑ тренировкӑра уйрӑм ертӳҫи Маргарита Илларионова унта ӗҫлекенсене тата пурӑнакансене пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисем пирки аса илтернӗ. Ҫулӑм тухсан мӗнле тытмалли пирки ӑнлантарнӑ. Ҫулӑма сӳнтерекен ятарлӑ хатӗрпе епле усӑ курмаллине те кӑтартнӑ. Урама тухса вӗсем ҫав хатӗре ӗҫлеттерсех пӑхнӑ. Кун пек вӗренӗве ҫуртра кварталта пӗрре ирттереҫҫӗ. |
Статистика
![]() Маркидановсем (кунта ҫемье тулли йышпа мар) Куславкка районӗнчи Юпсар ялӗнчи Геннадий тата Ирина Маркидановсем «Ача амӑшӗн мухтавӗ» ордена тивӗҫнӗ. Ҫемьеллӗ пурнӑҫпа чӗрӗк ӗмӗр ытла пурӑнакан мӑшӑр награда илме хутсене сакӑр ачаллӑ чухне тӑратнине пӗлтернӗ. Ордена савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура илме Чулхулана кайнӑ ҫӗре ҫемьере тӑххӑрмӗш ача та ҫуралма ӗлкӗрнӗ. Ордена мӑшӑра Раҫҫей Президенчӗн Атӑлҫи федераци окургӗнчи тулли праваллӑ элчи Михаил Бабич тыттарнӑ. Наградӑна илме ҫемье пысӑк йышпа тухса кайнӑ. Ҫар службинчи пӗр ывӑлӗ кӑна унта ҫитеймен. Ҫемье пирки ялта хисеплӗ тесе пӗлтереҫҫӗ. Геннадий Николаевич Чулхула чукун ҫул ҫинче монтерта тӑрӑшать иккен, Ирина Константиновна — Юпсар клуб ертӳҫи. Геннадий Маркиданов пуҫарнипе яла газ ҫитнӗ-мӗн. Арӑмӗ вара шкул ачисене ҫыхма, ҫӗлеме, тӗрлеме вӗрентме кружок йӗркеленӗ. Хӑйсен тӗп пуянлӑхне ҫемье ачисенче курать иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тушкилти «Сурпан» ансамбль Тӑвай районӗнчи Тушкилти информаципе культура центрӗнчи «Сурпан» фольклор ансамбльне 2009 ҫулта йӗркеленӗ. Коллектива Наталия Георгиева ертсе пырать, Людмила Камасева баянпа хавхалантарать. «Сурпан» ансамбль Элӗк, Вӑрмар, Елчӗк, Комсомольски, Ҫӗрпỹ районӗсенчи куракансене те хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Ку коллектив Шупашкар хулинчи «Акатуй» уява та тӑтӑшах хутшӑнать. Ансамбле паян 16 ҫын ҫỹрет. Тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшаҫҫӗ вӗсем, тивӗҫлӗ канӑва кайнисем те пур иккен вӗсен хушшинче. Раштавӑн 19-мӗшӗнче Тӑвайӗнчи культурӑпа кану центрӗнче культура ҫулталӑкне вӗҫлекен, ӗҫсене пӗтӗмлетекен концерт иртмелле. Унта «Сурпан» та пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Украинӑран тарса килнӗ Зарайскисен Чӑваш Енре тӑван та, тус-юлташ та ҫук-мӗн. Апла пулин те вӗсене Хӗрлӗ Чутай районӗнче лайӑх йышӑннӑ иккен. Валентинӑпа Владимир Зарайскисем Донбасри Лисичанск ятлӑ промышленность хулинче пурӑннӑ. Владимир Иванович хӑй вӑхӑтӗнче шахтӑра, Валентина Васильевна хулари резинӑпа техника заводӗнче ӗҫленӗ, унтанах тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Асар-писер самана пуҫлансан вӗсем пурӑннӑ вырӑна малтан пӗр снаряд, унтан тепри килсе ҫуртсене аркатма пуҫласан ӗмӗр тӑршшӗпе ӗҫлесе тунӑ пурлӑх пирки мар, ҫемьене, ачисене ҫӑлмалли пирки хыпӑнса ỹкнӗ. Зарайскисен хӗрӗ хӑйсен хуйхине Мускавра пурӑнакан палланӑ чӑваш хӗрарӑмне каласа панӑ. Уҫӑ та ырӑ чӗреллӗ хӗрарӑм пулӑшма хатӗррине, чӑваш ялӗнче тӑватӑ ҫул каялла вилнӗ ашшӗн ҫурчӗ пушӑ ларнине пӗлтерсе унта кайма сӗннӗ. Мӗнпе пулнӑ — ҫавӑнпах тухнӑ иккен ҫемье. Украинӑра вӗсен виҫӗ пỹлӗмлӗ икӗ хваттер, машина, гараж юлнӑ. Халӗ вӗсем Чӑвашри ҫӗнӗ кӳршисене тав тӑваҫҫӗ икен. Пускил лайӑх пулсан ҫук пурнӑҫ та сисӗнмест тесе каланӑ-ҫке ваттисем. Украинӑра лару-тӑру лӑплансан ҫемье тӑван килне таврӑнма ӗмӗтленет-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ехремкасси тӑрӑхӗнчи ӑстасен ӗҫӗсем «Элӗк районӗнчи Карачурари социаллӑ культура центрӗнче пултаруллӑ ҫынсен коллективӗ ӗҫлет. Вӗсене ӗмӗт-тӗллеве пурнӑҫласа пыма тивӗҫлӗ услови кирлӗ», — тесе шухӑшлать Элӗк район хаҫачӗ. Курмалли залра ҫавна май йӗрке тӑвас енӗпе ӗҫ анлӑ сарӑлнӑ иккен. Сценӑпа фойене хитрелетнӗ те-мӗн. Культура ӗҫченӗсен тата вырӑнти ҫынсен: Л. Онуфриева, И. Онуфриев, Э.Ефремов, С. Алексеев, Г. Матвеев, Ю. Иванов, Д. Петров — вӑйӗпе зал стенине капӑрлатнӑ. «Пирӗн культура ҫуртне чылай ҫул юсаманччӗ. Халӗ, май пур чухне, ку енӗпе ӗҫлес терӗмӗр. Л. Онуфриева тӑрӑшнипе сцена кармалли, баннер тата ытти материал турттарса килнӗ. Умра — пысӑк ӗҫсем: ҫивитти юсамалла, электрохатӗрсене улӑштармалла», — теҫҫӗ пулать ял ҫыннисем. Карачурасем культура учрежденине юсассишӗн тӑрӑшакансене тав тӑваҫҫӗ тесе ӗнентерет район хаҫачӗ. Ҫав вӑхӑтрах вырӑнти Ехремкасси ял тӑрӑхӗ, «Авангард» хуҫалӑх та пулӑшу кӳрессе шанаҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре пӑртан кӳлепесем касса кӑларма тытӑннӑ. «Кӑҫал иртнӗ мероприятисемпе проектсем хула ҫыннисен асӗнче юлӗҫ. Вӗсене хула ҫыннисем хастар хутшӑнчӗҫ. Массӑлӑл спорт мероприятийӗсем, ушкӑна хускану тунисем, Пӗтӗм тӗнчери спорт форумӗ, Спорт бултварӗ, ГТО нормиснее тытни — уйрӑмах асра юлчӗҫ», — тесе шухӑшлаҫҫӗ хула администрацийӗнче. Ҫавна май пӑр кӳлеписене ҫав мероприятисене те халаллама шут тытнӑ. Спорт тематикиллисем виҫҫӗ пулӗҫ. Вӗсем тӑршшӗ — икӗ метр ҫӳллӗш. Тӗп каток варрине фигуристка скульптурине вырнаҫтарӗҫ. Хӗл Мучи резиденцийӗпе юнашар Ҫӑмӑл атлетикӑпа Европа кубокӗн символӗ вырӑн тупӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ патне «Шупашкар хурчкисем» баскетболистсен командинчи мечӗк перекен баскетболист скульптурине лартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |