Республикӑра
![]() ЧР Наци телекуравӗнчи «НаоБУМ» вӑйӑ шоу сумлӑ «ТЭФИ регион» телекурав конкурсӗн финалне тухнӑ. Конкурса ҫу уйӑхӗнче тухнӑ кӑларӑма ярса панӑ. Унта республика хӑнисем — «Атал тӗлпулӑвӗсем» фестивалӗн тренерӗсем — хутшӑннӑ. «НаоБУМ» ку конкурсра пӗрремӗш хут кӑна хутшӑнмасть. Пӗлтӗр, проект хут ҫинче ҫес пулнӑ чухне, Раҫҫей телкуравӗн академикӗсем шухӑша ырланӑ. Анчах парне паман. Халӗ, проекта пурнӑҫа кӗртсен, чӑваш кӑларӑмӗн Раҫҫейри чи лайӑх кӑларӑмсен йышне кӗрес шанчӑк пур. Чыслав Сочи хулинче чӳкӗн 28-мӗшӗнче иртӗ. Унта «НаоБУМ» кӑларӑмсӑр пуҫне Хабаровскри «Час у дачи» кӑларӑм (пахча пирки), Ямал-Ненецк автономи округӗнчи Надым хулинчи режиссерсем ӳкернӗ «Новый год ФМ» кӗске метражлӑ камит вӑй виҫӗҫ. «НаоБУМ» авторӗ Мария Шоклева «ТЭФИ регион» конкурса пӗрремӗш хут кӑна хутшӑнмасть. 2007 ҫулта унӑн «Куча мала!» кӑларӑмӗ «Чи лайӑх ача-пӑча кӑларӑмӗ» номинацире чи лайӑххи пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ӗнер Шупашкарта ҫӗнӗ проект пуҫланнӑ. Вӑл «Ҫӗнӗ ҫул картишӗ» ятлӑ. Конкурсра Ҫӗнӗ ҫул мероприятийӗсене чи лайӑх ирттерекен картише палӑртӗҫ. Проект тӗп тӗллевӗ — ҫынсен кӑмӑлне хӑпартасси, тавралӑха уяв сӗмӗ кӗртесси. Унта хутшӑнакансем картишре ирттермелли мероприятисен проектне хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсене 1–10 балпа хаклӗҫ. Заявкӑсене раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗччен Шупашкар хула администрацийӗн МИХсемпе ӗҫлекен тата ҫамрӑксен политикин управленийӗнче пӑхса тухаҫҫӗ. Конкурс раштавӑн 10-мӗшӗччен иртӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ятарлӑ комисси палӑртӗ. Пӗрремӗш вырӑн — 1, иккӗмӗш вырӑн — 2, виҫҫӗмӗш вырӑн — 3 пулӗ. Вӗсене дипломсемпе тата Ҫӗнӗ ҫул мероприятийӗсене ирттермешкӗн укҫапа хавхалантарӗҫ. 1-мӗш вырӑншӑн 30 пин тенкӗ парӗҫ, 2-мӗшшӗн — 20 пин тенкӗ, 3-мӗшшӗн — 10 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Енри музыка ушкӑнӗсем ача-пӑча пултарулӑхӗпе ӳнерӗн Пӗтӗм тӗнчери «Чунга-чанга» фестивальне хутшӑннӑ. Вӗсене унта Юрий Энтин поэт чӗннӗ. Фестивале Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи, Европӑри ачасем хутшӑннӑ. Вӗсем пурте Юрий Энтин поэтӑн сӑввисем тӑрӑх хывнӑ юрӑсене шӑрантарнӑ. Юрий Энтин Евгений Крылатов тата Алексей Рыбников паллӑ композиторсемпе пӗрле кино тата мультфильм валли 100 ытла юрӑ хатӗрленӗ. Поэт — конкурсӑн тӗп йӗркелӳҫи. «Чунга-чанга» 1997 ҫултанпа иртет. Вӑл ачасене юрӑпа кӑсӑкланма хӑнӑхтарать. Юрий Энтин нумаях пулмасть Чӑвашра пулнӑ. Ӑна республикӑри наци культури питӗ килӗшнӗ. Ҫавӑнпа вӑл чӑваш мифологийӗпе опера ҫырма та шухӑшланӑ. Ҫакӑ палӑрнӑ: чӑваш мифологийӗнчи Юрӑ ятлӑ Турӑ — юрӑ Турри. Юрий Энтина Чӑваш Енри пултарулӑх ушкӑнӗсем питӗ килӗшнӗ. Фестивальре пирӗн ҫамрӑк артистсем Юрий Энтинӑн сӑввисем тӑрӑх хывнӑ юрӑсене ҫеҫ шӑрантарман. Вӗсене чӑвашла юрлама та ыйтнӑ. Гала-концертра икӗ чӑваш юрри янӑранӑ. Чӑваш ачисем ку фестивале пиллӗкмӗш хут хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал вӗсем жюри асӗнче юлнӑ. Юрий Энтин вӗсене ҫитес ҫулхи фестивале те йыхравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Кӑрлачӑн 8-мӗшӗнчи канмалли куна раштавӑн 31-мӗшӗ ҫине куҫарасси пирки саккун проектне Патшалӑх Думине тӑратнӑ. Ӑна ЛДПР фракци депутачӗсем пуҫарнӑ. Унта каланӑ тӑрӑх, чылайӑшне раштавӑн 31-мӗшӗнче ӗҫлемелли кун пулни канӑҫсӑрлантарать. Ҫак кун пурте Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленеҫҫӗ, ун пирки кӑна шухӑшлаҫҫӗ. Анчах ҫак кун ӗҫре ларма тивет-мӗн. Тӗрӗссипе, пысӑк ӗҫсене ун чухне урӑх куна куҫараҫҫӗ. Либерал-демократсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ӗҫ хастарлӑхӗ ҫав кун питӗ пӗчӗк. Вӗсен шухӑшӗпе, раштавӑн 31-мӗшне официаллӑ мелпе канмалли кун вырӑнне йышӑнсан уява хатӗрленес ӗҫ самаях ҫӑмӑлланать. Канмалли кунпа уяв пӗр куна лексен Ӗҫ кодексӗпе килӗшӳллӗн ӑна урӑх куна куҫарӗҫ. Ҫапла майпа Раҫҫей ҫыннисен 9 кун та канма май пулӗ: раштавӑн 31-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен. Саккун проектне йышӑнсан вӑл ҫитес ҫул вӑя кӗрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкарта коммуналлӑ хуҫалӑх пулӑшӑвӗшӗн тӳлемелли хаксем ҫак уйӑхра 1,2 хутран пуҫласа 3 хут таранах ӳсме пултараҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн наци телекуравӗ пӗлтерет. Хаксем ҫапла хӑпарни шутлав приборӗсем вырнаҫтарман ҫуртсенче пурӑнакансене ытларах пырса тивмелле теҫҫӗ. Коммуналлӑ тӳлев хакӗ ӳсни чӳк уйӑхӗнчи квитанцисене юпа уйӑхӗнче ӑшӑ панӑшӑнхи тӳлеве кӗртнипе ҫыхӑнни пирки пӗлтереҫҫӗ. Халӗ ӑшӑ тӳлевне унчченхилле ҫулталӑклӑха пӗр тан пайлама пӑрахрӗҫ те, хӗлле ытларах тӳлеме тивет, ҫулла сахалтарах ларать. Хаксем хӗлле ҫыртнине счетчиксӑр ҫуртсем уйрӑмах туйса илесси пирки маларах палӑртрӑмӑр-ха. Шупашкарта кун пеккисем 247 ҫурт. Ҫитес вӑхӑтра 121 ҫуртра вырнаҫтармалла. Анчах лартма май ҫукккисем те пур иккен. Счетчиксем вырнаҫтарма 16 миллион тенке яхӑн кирлӗ-мӗн. Харӑсах тӳлеве йывӑр пулсан коммуналлӑ тӳлев хакне 12 уйӑха пайласа пӗр пек виҫепе тӳлеме ирӗк пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ӗпхӳри Киров районӗнче вырнаҫнӑ П.М. Миронов чӑваш вырсарни шкулӗ «Ачасене хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх учреждени – 2014» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ. Унсӑр пуҫне Пушкӑртстанри тата тепӗр 6 учреждени унта палӑрнӑ. П.М. Миронов ячӗллӗ вырсарни шкулӗ кун пек конкурсра ытти чух та мала тухнӑ. Пӗлтӗр те вӑл «Раҫҫейри чи лайӑх шкул – 2013» пӗтӗм ҫӗршыври конкурсра лауреат пулса тӑнӑ. Ун пек ҫӗнтерӳсем малашне тата тӑрӑшарах ӗҫлеме хистеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ача-пӑча сывлӑхне ҫирӗплетекен уйлӑхсене тасатмалли сооруженисемпе тивӗҫтермелле. Кун пирки Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин ирттернӗ канашлура каланӑ. Муркаш районӗнчи Шомикра кӑна 4 уйлӑх. Вӗсенчен пӗринче, «Лесная сказка» (чӑв. Вӑрман юмахӗ) текеннинче, кӑна пӗлтӗр тасатмалли сооружени хута янӑ. Талӑкра вӑл 50 кубла метр таса мар шыв тасатать. Ӑна тума 10 миллион тенкӗ ытла пӗтернӗ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин балансӗнчи «Алый парус» (чӑв. Кӗрен парӑс) уйлӑхӑн тата уйрӑм ҫыннӑн «Солнышко» (чӑв. Хӗвел) сывлӑх сиплев комплексӗн пухӑнмалли шӑтӑксем кӑна. «Березка» (чӑв. Хурӑн) ятлинче вӑл та ҫук. Шомикре вырнаҫнӑ ача-пӑча уйлӑхӗсем патшалӑхӑн вӑрман фончӗн ҫӗрӗ ҫинче вырнаҫнӑ. Рекреаци зонинче комплекслӑ сооружени вырнаҫтарма юрамасть, пӗчӗккисем кӑна лартма май пур-мӗн. Апла тӑк уйлӑхсен харпӑрлӑхҫисен хӑйсен тума тивет. Вӗсене тума 4 миллион тенкӗрен тытӑнса 8 миллион тенкӗ таран ларать иккен. Шупашкар хула влаҫӗсем ку ыйту пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Проектпа смета документацийӗ валли 2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Кун пирки «Хыпар» хаҫат пӗлтерет. Республикӑна 15 БМВ автомобильпе Мускавран патшалӑхӑн автонинспекцийӗн ӗҫченӗсем килсе кайнӑ. Теприсем «Вӗсем водительсене тустараҫҫӗ кӑна!» — тесе те сас-хура кӑларнӑ иккен. «Тахӑшӗ Мускавсем «чӗрнеллӗ» резинӑллӑ машинӑсен водителӗсене — вун-вун ҫынна — «Ш» паллӑсӑр пулнӑшӑн штрафланӑ тесе ҫырнӑ та — пуҫланнӑ вара! Шупашкарти лавккасенче хайхи «Ш» паллӑсем юлман-мӗн — пӗтӗмпех туянса пӗтернӗ. Ҫакна хам та асӑрхарӑм: халӗччен автомобильсем ҫинче ҫав паллӑсем курӑнсах каймастчӗҫ, тӗп хула инспекторӗсем килсен вара «Ш»-па паллӑ тунисем — шӑкӑрин. Мускавран килнӗ инспекторсенчен пӗринпе калаҫатӑп та — кулать: «Эпир унашкаллишӗн никама та чарман-ҫке...» Вӑт, сас-хура вӑйӗ мӗнешкел!», — тесе хыпарлать пичет кӑларӑмӗ. Эрнекун вӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрпа Пӑрачкав тӑрӑхӗсенче пулнӑ, шӑматкун — Канашра, вырсарникун — Патӑрьелте. БМВсен «эшкерӗ» Вӑрмар, Тӑвай районӗсем тӑрӑх та ҫаврӑнчӗ. Мускавран килнӗ Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерствин ҫулҫӳрев хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен ятарлӑ тӗллевлӗ центрӗн уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Сергей Волков Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ иккен, Мускава куҫиччен чылай ҫул республикӑра ДПС полкне ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнарти историпе таврапӗлӳ музейӗнче тропика лӗпӗшӗсен куравӗ уҫӑлнӑ. Нумаях пулмасть музейри инкубатортан куколкӑсенчен парусник Румянцева, Парусник лови, Идея Белая, Орнитоптера Золотистая лӗпӗшсем тухнӑ. Музейра Тӗп тата Кӑнтӑр Африкӑри, Африкӑри, Азири, Австралири лӗпӗшсем те пур. Шупашкарти Олег Григорьев энтомолог вӗсене ятарлӑ фермӑран ҫырӑнса илнӗ, Мускав урлӑ музея илсе ҫитернӗ. Лӗпӗшсен ҫывӑхранах сӑнама май пур. Вӗсем апельсинран, бананран сӗткен ӗҫнине курма пулать. Лӗпӗшсем пыл шывӗ те ӗҫеҫҫӗ. Вӗсем куракансем ҫине те вӗҫсе лараҫҫӗ. Курав чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗччен ӗҫлет. Сӑнсем (13) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Республикине Китайри Сычуань провинцинчен делегаци килнӗ. Унта Китайри туристсен пысӑк компанийӗн директорӗсем те пулнӑ. Сычуань — туризм тӗлӗшӗнчен аталаннӑ провинци. Ҫавӑнпа икӗ ен килӗштерсе ӗҫлесси пирки ытларах калаҫнӑ. Хӑнасем Чӑваш наци музейне ҫитсе курнӑ. Унта вӗсем чӑвашсен авалхи культурипе паллашнӑ. Кунта делегаци ЧР культура министрӗн ҫумӗпе Иван Ивановпа, турист фирмисен, санаторисен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ. Унта туризма аталанмалли мелсене сӳтсе явнӑ. Иван Иванов Чӑваш Республикинчи туризм аталанӑвӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Турфирмӑсен элчисем хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтернӗ. Икӗ ен турсем ирттерме, Чӑваш Енри туризм маршрутне Китай чӗлхипе хӑтлама калаҫса татӑлнӑ. Хӑнасене виҫӗ республика маршручӗ кӑсӑклантарнӑ: Мӑкшӑ Республики, Тутарстан, Чӑваш Ен. Китайри пӗр туркомпани директорӗ Атӑл тӑрӑх круиз турмаршрутне йӗркелени, историре йӗр хӑварнӑ хуласене кӑтартни Китайри туристсене илӗртме тивӗҫ пулнине палӑртнӑ. Анчах кун пек чухне китайла тата вырӑсла пӗлекен гидсем кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |