Республикӑра ҫӑмарта туса илесси чакнӑ. «Юрма» пысӑк агрохолдинг ку енӗпе ӗҫлеме пӑрахса бройлер ӳстерме тытӑннӑ. Анчах ЧР Ял хуҫалӑх министерствинче шутланӑ тӑрӑх, ку лару-тӑру вырӑнти аграрисене аталанма май парать. Тӗслӗхрен, Муркашри чӑх-чӗп фабрики кун тӗлӗшпе ӗҫлеме пуҫланӑ.
Пӗлтӗр вӗсем 78 миллион ытла ҫӑмарта туса илнӗ. Ку — рекорд. Кунашкалли планра та пулман-мӗн. Халӗ предприяти ҫӑмарта тӑвакан шурӑ Хайсекс чӑхсем ҫине куҫнӑ. Вӗсене пӑхма йывӑр мар, ҫӑмарта нумай тӑваҫҫӗ.
Пӗлтӗр кӗркунне тырӑ, витамин хушкӑчӗ тата ытти компонент хакланнӑ май предприятие йывӑр килнӗ. Ҫӑмарта та хакланнӑ. Предприятин тӗп директорӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Сергей Шпарев каланӑ тӑрӑх, вӗсем продукцие хаклатма тӑрӑшмаҫҫӗ.
Ҫӑмартан ҫурри Чӑваш Ен пасарӗсене каять. Ыттисем — федераци сечӗсене. Предприяти гипермаркетсемпе пӗр чӗлхе тупнӑ. Муркашра туса илнӗ ҫӑмартасене Чулхула облаҫӗнче, Тутарстанра, Мари Республикинче, Мускавра курма май пур.
Фабрикӑра 150 ҫын ӗҫлет. Вӑтамран вӗсем 17700 тенкӗ укҫа илеҫҫӗ-мӗн. Унта малашне тӑватӑ цехри оборудование ылмаштарма палӑртаҫҫӗ. Ҫулла тырӑ упрамалли икӗ вырӑн тӑвасшӑн. Йӑлтах — кредит илмесӗр, хайсен укҫипе. Кун хыҫҫӑн фабрикӑра чӑхсен шучӗ те ҫур миллион таран ӳсӗ.