Ҫак эрнере Раҫҫейӗн Патшалӑх Думинче Чӑваш Енӗн кунӗсем иртеҫҫӗ. Эрне Патшалӑх Думин экономика политики, инновацилле аталану тата усламҫӑлӑх енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ларӑвӗнчен пуҫланнӑ. Унта республикӑн Патшалӑх Канашӗн хӑш-пӗр депутачӗпе пӗрлех Чӑваш Енӗн экономика министрӗ Владимир Аврелькин тата предприяти ертӳҫисем хутшӑннӑ.
Чӑваш Ен пайташӗсем конкуренцие хӳтӗлесси тата усламҫӑлӑха аталантарасси ҫинчен калакан тата ытти хӑш-пӗр федераци саккунӗсене улшӑну кӗртессине сӳтсе явма хутшӑннӑ.
Эрех-сӑра ваккӑн сутассине йӗркелес ыйтусемпе чӑваш парламенчӗн вице-спикерӗ Олег Мешков тухса калаҫнӑ. Владимир Аврелькин министр вара хамӑр патра туса илекенсене тата шалти пасара хӳтӗлеме епле майсем кирлине палӑртса хӑварнӑ. Министр шучӗпе импортҫӑсене, сӑмахран, Раҫҫей стандарчӗ ыйтакан регламентсене пӑхӑнтармалла. Ют ҫӗршывран илсе килекен кивӗ машинӑсене Аврелькин министр «промышленноҫ юлашкийӗ» тесе хакланӑ май ку ыйтӑва та тимлӗх уйӑрмаллине палӑртнӑ.