Статистика
![]() Маркидановсем (кунта ҫемье тулли йышпа мар) Куславкка районӗнчи Юпсар ялӗнчи Геннадий тата Ирина Маркидановсем «Ача амӑшӗн мухтавӗ» ордена тивӗҫнӗ. Ҫемьеллӗ пурнӑҫпа чӗрӗк ӗмӗр ытла пурӑнакан мӑшӑр награда илме хутсене сакӑр ачаллӑ чухне тӑратнине пӗлтернӗ. Ордена савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура илме Чулхулана кайнӑ ҫӗре ҫемьере тӑххӑрмӗш ача та ҫуралма ӗлкӗрнӗ. Ордена мӑшӑра Раҫҫей Президенчӗн Атӑлҫи федераци окургӗнчи тулли праваллӑ элчи Михаил Бабич тыттарнӑ. Наградӑна илме ҫемье пысӑк йышпа тухса кайнӑ. Ҫар службинчи пӗр ывӑлӗ кӑна унта ҫитеймен. Ҫемье пирки ялта хисеплӗ тесе пӗлтереҫҫӗ. Геннадий Николаевич Чулхула чукун ҫул ҫинче монтерта тӑрӑшать иккен, Ирина Константиновна — Юпсар клуб ертӳҫи. Геннадий Маркиданов пуҫарнипе яла газ ҫитнӗ-мӗн. Арӑмӗ вара шкул ачисене ҫыхма, ҫӗлеме, тӗрлеме вӗрентме кружок йӗркеленӗ. Хӑйсен тӗп пуянлӑхне ҫемье ачисенче курать иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тушкилти «Сурпан» ансамбль Тӑвай районӗнчи Тушкилти информаципе культура центрӗнчи «Сурпан» фольклор ансамбльне 2009 ҫулта йӗркеленӗ. Коллектива Наталия Георгиева ертсе пырать, Людмила Камасева баянпа хавхалантарать. «Сурпан» ансамбль Элӗк, Вӑрмар, Елчӗк, Комсомольски, Ҫӗрпỹ районӗсенчи куракансене те хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Ку коллектив Шупашкар хулинчи «Акатуй» уява та тӑтӑшах хутшӑнать. Ансамбле паян 16 ҫын ҫỹрет. Тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшаҫҫӗ вӗсем, тивӗҫлӗ канӑва кайнисем те пур иккен вӗсен хушшинче. Раштавӑн 19-мӗшӗнче Тӑвайӗнчи культурӑпа кану центрӗнче культура ҫулталӑкне вӗҫлекен, ӗҫсене пӗтӗмлетекен концерт иртмелле. Унта «Сурпан» та пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Украинӑран тарса килнӗ Зарайскисен Чӑваш Енре тӑван та, тус-юлташ та ҫук-мӗн. Апла пулин те вӗсене Хӗрлӗ Чутай районӗнче лайӑх йышӑннӑ иккен. Валентинӑпа Владимир Зарайскисем Донбасри Лисичанск ятлӑ промышленность хулинче пурӑннӑ. Владимир Иванович хӑй вӑхӑтӗнче шахтӑра, Валентина Васильевна хулари резинӑпа техника заводӗнче ӗҫленӗ, унтанах тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Асар-писер самана пуҫлансан вӗсем пурӑннӑ вырӑна малтан пӗр снаряд, унтан тепри килсе ҫуртсене аркатма пуҫласан ӗмӗр тӑршшӗпе ӗҫлесе тунӑ пурлӑх пирки мар, ҫемьене, ачисене ҫӑлмалли пирки хыпӑнса ỹкнӗ. Зарайскисен хӗрӗ хӑйсен хуйхине Мускавра пурӑнакан палланӑ чӑваш хӗрарӑмне каласа панӑ. Уҫӑ та ырӑ чӗреллӗ хӗрарӑм пулӑшма хатӗррине, чӑваш ялӗнче тӑватӑ ҫул каялла вилнӗ ашшӗн ҫурчӗ пушӑ ларнине пӗлтерсе унта кайма сӗннӗ. Мӗнпе пулнӑ — ҫавӑнпах тухнӑ иккен ҫемье. Украинӑра вӗсен виҫӗ пỹлӗмлӗ икӗ хваттер, машина, гараж юлнӑ. Халӗ вӗсем Чӑвашри ҫӗнӗ кӳршисене тав тӑваҫҫӗ икен. Пускил лайӑх пулсан ҫук пурнӑҫ та сисӗнмест тесе каланӑ-ҫке ваттисем. Украинӑра лару-тӑру лӑплансан ҫемье тӑван килне таврӑнма ӗмӗтленет-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ехремкасси тӑрӑхӗнчи ӑстасен ӗҫӗсем «Элӗк районӗнчи Карачурари социаллӑ культура центрӗнче пултаруллӑ ҫынсен коллективӗ ӗҫлет. Вӗсене ӗмӗт-тӗллеве пурнӑҫласа пыма тивӗҫлӗ услови кирлӗ», — тесе шухӑшлать Элӗк район хаҫачӗ. Курмалли залра ҫавна май йӗрке тӑвас енӗпе ӗҫ анлӑ сарӑлнӑ иккен. Сценӑпа фойене хитрелетнӗ те-мӗн. Культура ӗҫченӗсен тата вырӑнти ҫынсен: Л. Онуфриева, И. Онуфриев, Э.Ефремов, С. Алексеев, Г. Матвеев, Ю. Иванов, Д. Петров — вӑйӗпе зал стенине капӑрлатнӑ. «Пирӗн культура ҫуртне чылай ҫул юсаманччӗ. Халӗ, май пур чухне, ку енӗпе ӗҫлес терӗмӗр. Л. Онуфриева тӑрӑшнипе сцена кармалли, баннер тата ытти материал турттарса килнӗ. Умра — пысӑк ӗҫсем: ҫивитти юсамалла, электрохатӗрсене улӑштармалла», — теҫҫӗ пулать ял ҫыннисем. Карачурасем культура учрежденине юсассишӗн тӑрӑшакансене тав тӑваҫҫӗ тесе ӗнентерет район хаҫачӗ. Ҫав вӑхӑтрах вырӑнти Ехремкасси ял тӑрӑхӗ, «Авангард» хуҫалӑх та пулӑшу кӳрессе шанаҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре пӑртан кӳлепесем касса кӑларма тытӑннӑ. «Кӑҫал иртнӗ мероприятисемпе проектсем хула ҫыннисен асӗнче юлӗҫ. Вӗсене хула ҫыннисем хастар хутшӑнчӗҫ. Массӑлӑл спорт мероприятийӗсем, ушкӑна хускану тунисем, Пӗтӗм тӗнчери спорт форумӗ, Спорт бултварӗ, ГТО нормиснее тытни — уйрӑмах асра юлчӗҫ», — тесе шухӑшлаҫҫӗ хула администрацийӗнче. Ҫавна май пӑр кӳлеписене ҫав мероприятисене те халаллама шут тытнӑ. Спорт тематикиллисем виҫҫӗ пулӗҫ. Вӗсем тӑршшӗ — икӗ метр ҫӳллӗш. Тӗп каток варрине фигуристка скульптурине вырнаҫтарӗҫ. Хӗл Мучи резиденцийӗпе юнашар Ҫӑмӑл атлетикӑпа Европа кубокӗн символӗ вырӑн тупӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ патне «Шупашкар хурчкисем» баскетболистсен командинчи мечӗк перекен баскетболист скульптурине лартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() РФ ял хуҫалӑх министрӗ Николай Федоров Ку ыйтӑва ҫӗршыв шайӗнче ҫӗкленӗ. Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх министрӗн Николай Федоровӑн шучӗпе ҫӑнӑх хакланнине тытса чарма йывӑр. Малтанласа тырӑ хакне ӳстерессине ҫӑварлӑхлама тӑрӑшмалла имӗш. Ҫӑкӑр тата кондитер изделийӗсен хакӗ пирки РФ Патшалӑх Думин аграри ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн ларӑвӗнче хускатнӑ. Ҫӑнӑх хӑвӑрт хакланни аграрии ведомствине пӑшӑрхантарать пулин те хака ӳстерме сӑлтав пуррине ҫӳлтисем йышӑнаҫҫӗ иккен. Ҫулталӑк хушшинче ҫӑнӑх 19 процент хакланмалла, тырӑ хакӗ — 70 процент. «Тырӑ хакӗ ӳснине тытса чарасси — тӗп ыйту», — тенӗ Федоров министр. РФ Патшалӑх Думин аграри ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗ те ҫӑкӑр хакланни обьективлӑ сӑлтавпа ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Ҫӑкӑр пӗҫерекенсем монополипе кӗрешекенсем тӗрӗслессине пӗлсе тӑрсах пустуйран хак ӳстермӗҫ тесе шухӑшлать-мӗн асӑннӑ комитет ертӳҫин ҫумӗ Надежда Школкина. Ҫӑкӑр хакӗ 10 процент хӑпарма пултарать теҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Елена Солдатовӑна чыслаҫҫӗ «Литобраз» литературӑпа тишкерӳ порталӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ сӑмахӗ» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ӑна кӑҫал ака-ҫу уйӑхӗсенче ирттернӗ. Конкурса хутшӑнакансен Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем, ҫар ҫыннисем, геройсем, салтаксем пирки сӑвӑлла е прозӑлла ҫырмалла пулнӑ. Йӗпреҫри 1-мӗш шкулта 7-мӗш «б» класра вӗренекен Елена Солдатова конкурса хӑй шӑрҫаланӑ сӑвва ярса панӑ. Савӑнмалла — Елена ҫӗнтернӗ! Елена Солдатовӑн «Ҫамрӑк герой» сӑввине «Литобраз» электронлӑ журналӑн 3-мӗш кӑларӑмӗнче пичетленӗ. Пирӗн ентеше ҫӗнтерӳҫӗ дипломӗпе тата хаклӑ парнепе — электронлӑ кӗнекепе — чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Раштавӑн 15-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче Ирина Волковӑн «Диалоги» фильмне кӑтартӗҫ. Вӑл кӑҫал Шупашкарта иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери кинофестивальте «Чи лайӑх сценари» номинацире ҫӗнтернӗ. Культура программисен республикӑри дирекцийӗн директорӗн ҫумӗ Лариса Ларионова каланӑ тӑрӑх, вӗсем ӑна кинофестивальте курмасӑр юлнӑ ҫынсене кӑтартасшӑн. Унта тӳлевсӗрех кӗме май пулӗ. Ирина Волковӑн кинокартининче Раҫҫейри паллӑ актерсем вылянӑ: Владимир Меньшов, Александр Яценко, Евгений Цыганов. Фильмра пултаруллӑ ҫамрӑк актерсене те курма пулать. Фильм 13 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Игорь Савченко Паян «Про Город» редакцин порталӗнчен Шупашкарта пурӑнакан Анастасия Павлова пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл унӑн иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗ темиҫе кун каялла килтен тухса кайнӑ хыҫҫӑн таврӑнманнине каласа кӑтартнӑ. 20 ҫулти Игорь Савченко раштавӑн 8-мӗшӗнче ҫар комиссариатне кайса шута тӑнӑ. Ҫав кун 16 сехет те 40 минутра ӑна «Неон» клуб умӗнче юлашки хут курнӑ. Анастасия каланӑ тӑрӑх, Игорӗн савнӑ хӗрӗ пур. Игорь лӑпкӑ ҫын. Унпа ҫумӑн паспорт тата ҫар билечӗ пулмалла. Игорь ҫартан раштавӑн 6-мӗшӗнче ҫеҫ таврӑннӑ. Каччӑ килтен никама каламасӑр нихӑҫан та тухса кайман. Тӑванӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл юлташӗпе Муркаш районне кайма пултарнӑ. Игоре курнӑ ҫынсене 8-902-240-81-14 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сусӑрсене пулӑшас тӗллевпе ӗҫлекен федераци программи ҫулсерен ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ӗҫсем тӑвать. Кӑҫал Чӑваш Енре социаллӑ тытӑмри 27 объекта сусӑрсене кӗрсе ҫӳремелле меллӗ майсем тунӑ. Вӗсенчен 3-шӗ — Патӑрьел районӗнчи, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Шупашкарти ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсем. Акӑ инженер-радиотехник специальноҫӗпе аслӑ шкул пӗтернӗ ҫамрӑк каччӑ сусӑр кӳмипе ҫӳреме пултарасса шухӑшламан та. Анчах чир шала кайса вӑл сусӑрланнӑ. Темиҫӗ ҫул каялла Сергея ӗҫпе тивӗҫтерекен центра шута тӑратнӑ. Халӗ унта улшӑнусем пулнине вӑл та сиснӗ: кӳмепе кӗрсе ҫӳреме меллӗ. Пандус пур, чӗнмелли пускӑч та кунтах. Алӑксем те сарлака. Пӳлӗм планӗсене сусӑрсен обществисемпе канашласа тунӑ. Шупашкарта кӑна 30 пин ытла сусӑр пурӑнать. Центр директорӗ Анатолий Малов каланӑ тӑрӑх, ҫурта ятарласа центр валли туман. Вӑл ача пахчи пулнӑ. Халӗ пандуса кирлӗ пек тунӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Шупашкарти ӗҫпе тивӗҫтерекен центра 537 сусӑр килнӗ, вӗсенчен 60 процентне ӗҫ тупса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |