Статистика
![]() Ыран — Пӗтӗм тӗнчери сусӑрсен кунӗ. Календарьти ҫак куна 1992 ҫулта йышӑннӑ. Ҫавӑнтанпа пирӗн ҫӗршывра та нумай документ йышӑннӑ. Атту хӑй вӑхӑтӗнче пирӗн ҫӗршывра вӗсен ыйтӑвӗсене ытлашши шута илмен темелле. Пӗтӗм тӗнчери сусӑрсен кунӗ ҫывхарнӑ май Елчӗкре «Ырри валли чуна уҫар» ҫавра сӗтел иртнӗ. Унта Инвалидсен пӗтӗм Раҫҫейри организацийӗн районти организацийӗн ертӳҫи П. Яковлев тата вырӑнти тӳре-шара хутшӑннӑ. Ҫавра сӗтел вӑхӑтӗнче сусӑрснее патшалӑх епле пулӑшу кӳни пирки каласа ӑнлантарнӑ. Сӑмахран, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тӳлевӗшӗн ҫӑмӑллӑх кӳреҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе районти 1842 инвалида 15 миллион тенкӗ ытла уйӑрса панӑ. Санаторипе курорта кайса канассине илсен, путевка илме 2011 ҫултан пуҫласа паянччен 96 ҫын черете тӑнӑ иккен, вӗсенчен 11-шне путевка лекнӗ. Сусӑрсене пенси епле тӳлени пирки те калаҫнӑ. Унсӑр пуҫне инвалидсене тӗрлӗ предприяти-организацие кӗрсе тухма майсем туса парассине те сӳтсе явнӑ. Ҫавра сӗтеле хутшӑннӑ Елчӗк прокурорӗн пулӑшаканӗ Артур Курмушев сусӑрсен правине хӳтӗлеме хатӗррине ӗнентернӗ, сӑмахне вӑл тӗслӗхсемпе ҫирӗплетнӗ. Сӑнсем (18) |
Пӑтӑрмахсем
![]() Хӑйсен прависене хӳтӗлеме ыйтса ҫынсен хӑш чухне прокуратурӑнах ҫитме тивет. Ун пек тӗслӗхсене Чӑваш Ен прокуратурин коррупцие хирӗҫле законодательствӑна пурнӑҫлас енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Сергей Павлов нумай илсе кӑтартма пултарать. Хӑш-пӗр ӗҫре коррупци сӗмӗ палӑрмасть пулин те саккуна пӑсни куҫкӗрет. Акӑ ун пеккисенчен пӗри. Ку ӗҫ Элӗк районӗнче пулнӑ. Унти прокуратурӑна 76 ҫулти хӗрарӑм вӑл 1985 ҫулта хӗрӗн ячӗпе перекет кассинче уҫнӑ укҫана банк тавӑрса парасшӑн маррине евитленӗ. 1991 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗччен хунӑ укҫашӑн компенсаци тӳлемелли пирки 2009 ҫулта ҫӗршывӑн правительстви йышӑну кӑларнӑ-ха. Компенсацие 1946–1991 ҫулсенче ҫуралнисене памалла. Хӗрӗн ячӗпе уҫнӑ вкладшӑн пенсионерка та компенсаци илес тенӗ. Анчах банкра хирӗҫленӗ. Сӑлтавне кинемейӗн хӗрӗ Литвара пурӑннипе ҫыхӑнтарнӑ. Кунсӑр пуҫне вӗсем приходной касса ордерӗсене пӗтернипе те сӑлтавлама пӑхнӑ. Кинемей правине хӳтӗлесе прокуратура суда тухнӑ, суд кинемее майлӑ йышӑну кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Федераци шайӗнче йышӑннӑ ҫак программа 2012 ҫултанпа пурнӑҫланма тытӑнчӗ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ӗнер правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура ку программа республикӑри ялсене епле пулӑшнине те сӳтсе явнӑ. Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова ялсене ҫавӑнтанпа 239 врач ӗҫлеме кайнине пӗлтернине эпир ӗнер хыпарланӑччӗ. Аса илтеретпӗр, ялти сиплев учрежденийӗсене специалистсемпе комплектлассине 16,6 процент таран ӳстерме май килнӗ-мӗн. Тухтӑрсенчен чылайӑшӗ Канаш, Патӑрьел, Шупашкар тата Муркаш районӗсенчи сиплев учрежденийӗсем тӑрӑх сапаланнӑ. Вӗсем хӑш-хӑш районта ҫитменни пирки те эпир пӗлтернӗччӗ. Тӗллевлӗ вӗрентме кӑҫал 9 интернпа килӗшӳ алӑ пуснӑ. Интернатура пӗтернӗ хыҫҫӑн вӗсен ялти сиплев учрежденийӗсенче ӗҫлеме тивӗҫ. Тӗллевлӗ вӗренекенсем яла таврӑнмасан вӗсене ӑс парса тӑкакланнине каялла тавӑрса илмеллине палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Ҫирӗп ҫемье — телейлӗ ачалӑх» сӑнӳкерчӗксен конкурсне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн» Чӑвашри уйрӑмӗ ирттерет. Нумаях пулмасть унӑн ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Конкурс пилӗк номинаципе иртнӗ: «Пирӗн юратнӑ асаннесемпе асаттесем», «Ҫемьепе каннӑ вӑхӑтри савӑнӑҫлӑ самант», «Атте, анне тата эпӗ — спортпа туслӑ ҫемье», «Анне аллин ӑшши», «Манӑн атте — чи лайӑххи», «Манӑн ҫӗмье — манӑн пуянлӑх», «Ҫемье портречӗ». Йӗркелӳҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, конкурса республикӑри район-халасенчи 400 яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех вӗсен йышӗнче — Мускавра, Красноярск тӑрӑхӗнче, Волгоградра пурӑнакансем. Пӗтӗмпе — 1300 ытла ӗҫ. Муркашсем те хастар хутшӑннӑ унта. Ав Полина Спиридонова «Ҫемьепе каннӑ вӑхӑтри савӑнӑҫлӑ самант» номинацире ҫӗнтернӗ. «Анне аллин ӑшши» номинацире Шупашкарти Наталия Павлова мала тухнӑ, «Манӑн атте — чи лайӑххи» номинацире — Вӑрмар районӗнчи Елена Егорова. «Пирӗн юратнӑ асаннесемпе асаттесем» номинацире Йӗпреҫ районӗнчи Светлана Акшарова ҫӗнтернӗ, «Атте, анне тата эпӗ — спортпа туслӑ ҫемье» номинацире — Ҫӗнӗ Шупашкарти Людмила Кириллова. Шупашкарти Мария Падиарова «Манӑн ҫӗмье — манӑн пуянлӑх» номинацире ҫӗнтернӗ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Владимир Максимов «Ҫемье портречӗ» номинацире мала тахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Андрей Кузнецов 2013 ҫулхи кӑрлачра Сӗнтӗрвӑрри районӗн «Сӗнтӗр Ен» ентешлӗхӗ правлени ертӳҫи пулма Андрей Кузнецов эстрада юрӑҫине суйланӑ. Икӗ ҫул ҫак явапа вӑл тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑ тесе пӗлтерет асӑннӑ район администрацийӗ.
Ентешлӗх пирки калакан хутсенче правлени йышне тата ертӳҫине икӗ ҫулта пӗрре суйламаллине палӑртнӑ. Апла пулсан, кӑҫалхи кӑрлачра сӗнтӗрвӑррисен ҫак енӗпе шухӑш-кӑмӑла пӗлтерме тивӗ.
Ентешлӗх пухӑвӗ кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче, 15 сехетре, Шуршӑлти информаципе культура центрӗнче иртмелле. Унта район администрацийӗн пуҫлӑхӗ, Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи ҫитессе шанаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем тата кашни ял тӑрӑхӗнчен икшер ҫынна йыхравлаҫҫӗ. Ентешлӗхӗн правленийӗн ертӳҫи пулма тивӗҫ тесе шутлакан кандидат пирки вырӑнти ял тӑрӑхӗсене е andrei-kyz@mail.ru электрон адреспа хыпарлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта вырнаҫнӑ Травматологин, ортопедин тата эндопротезированин федераци центрӗ Раҫҫей правительствин пахалӑх премине тивӗҫнӗ. Ҫакӑн пирки калакан йышӑнӑва ҫӗршыв премьер-министрӗ Дмитрий Медведев алӑ пуснӑ. Продукци тата пулӑшу кӳрессипе самай ҫитӗнӳ тунисене паракан ҫак премие кама уйӑрассине палӑртнӑ чух пахалӑх менеджменчӗн меслечӗсене тухӑҫлӑн пурнӑҫа кӗртнине те шута илеҫҫӗ. Травматологи центрӗсӗр пуҫне Шупашкарта тата 9 компани наградӑна тивӗҫнӗ. Аса илтеретпӗр, ку премие РФ праивтельствин 1996 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш наци телекуравӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «СМИротворец» VI конкурсра «Этника тата локаллӑ МИХсем» категорире ҫӗнтернӗ. «Туслӑх йывӑҫӗ» тата «Ылтӑн ҫӳпҫерен» проектсемшӗн ЧНТКна «Телекурав» номинацире виҫҫӗмӗш вырӑн панӑ. Чыслав чӳкӗн 25-мӗшӗнче Мускавра иртнӗ. «Ылтӑн ҫӳпҫерен» ЧР Информаци политикин гранчӗпе пурнӑҫланакан проект, вӑл — МИХсен социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи. Авторсем чӑваш халӑхӗн культури пирки ӗлӗкхи ӗҫ хатӗрӗсем, тум, алка-эреш урлӑ каласа кӑтартаҫҫӗ. «Туслӑх йывӑҫӗ» кӑларӑмра вара республика тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсем пирки каласа кӑтартаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене массӑлла тата наци кӑларӑмӗсен хушшинче уйрӑммӑн пилӗк номинацире палӑртаҫҫӗ: «Телекурав», «Радио», «Пичет», «Вырӑс тӗнчи», «Ачасен тата ҫамрӑксен МИХӗ». Кӑҫал конкурса 9 пин ытла ӗҫ хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Людмила Муравьева Чӳкӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче «Чӑваш пики — 2014» конкурс иртнӗ. Кӑҫалхипе вӑл 8-мӗш хут йӗркеленнӗ. Кӑҫал унта 16 пике хутшӑннӑ. Малтан конкурсҫӑсене ЧНК президенчӗ Николай Угаслов саламланӑ, унтан ЧР Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ Сергей Казаков, пӗлтӗрхи конкурс ҫӗнтерӳҫи Алиса Чайникова сӑмах илнӗ. Пӗрремӗш конкурсра пикесем хӑйсемпе паллаштарнӑ. Вӗсем куракансене хӑйсене сцена ҫинче хӑюллӑн тытма пӗлнипе, ҫепӗҫ чӗлхипе тыткӑнланӑ. Тепӗр конкурсра пикесем анлӑ тавракурӑмлӑ пулнипе тӗлӗнтернӗ. Хӗрсем республикӑри хула ячӗсене те, чӑваш гимнӗн авторӗсене те, чӑваш театрне кам пуҫарнине те, чӑвашсен ӗлӗкхи календарьне те пӗлнӗ. Тӗрӗссипе, ыйтусем йывӑрах та пулман. Ҫапах такӑнакан та тупӑннӑ. Пӗр пике «ӑраскал» сӑмах пӗлтерӗшне пӗлеймен, тепри чӑвашсен этнографи ушкӑнӗсене калайман. Пултарулӑх конкурсӗнче пикесем чӑваш ташшине те, тангӑна та ташланӑ, чӑваш юррисене шӑрантарнӑ, сӑвӑсем вуланӑ. Акӑ Трак тӑрӑхӗнчен килнӗ Мария Козлова «Илеймӗн телее укҫа парса» сӑвӑ вуланӑ, Ҫӗрпӳ районӗнчи Зоя Михайлова Хусанкайӑн «Таня» поэмин сыпӑкне пӑхмасӑр каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Мускавра сывлӑх сыхлав системинче пулса иртекен реформӑсем пирки илтнех пулӗ. Ак иртнӗ канмалли кунсенче те унта халӑх чылайӑн пухӑнса митинг ирттернӗ. Ку лару-тӑру Чӑваш Ене пулӑшасса шанаҫҫӗ иккен — сывлӑхпа социаллӑ аталану министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова планерка вӑхӑтӗнче ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ тухтӑрсем тӑван тӑрӑха таврӑнасса кӗтет. Чӑваш Енре тухтӑрсем ҫитменни вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Пысӑк шалу шыраса сахал мар ӑста Мускавпа Мускав облаҫне тухса кайнӑ, унта тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем таврӑнсан Чӑваш Енри пульницасенче ҫитмен тухтӑрсен йышне 30% таран пӗтерме пултарӗҫ имӗш. Хальхи вӑхӑтра вара пирӗн сывлӑх системинче тухтӑрсен йышӗ кирлинчен 60,3% кӑна иккен. Уйрӑмах район пульницисенче кирлӗ ӑстасем ҫук. Сӑмах май, «Земство тухтӑрӗ» программа республикӑри лару-тӑрӑва кӑшт лайӑхлатма пулӑшнӑ теҫҫӗ. Унпа усӑ курса ялти сывлӑх учрежденийӗсене 239 тухтӑр вырнаҫнӑ (11-ӗшӗ кӑна каярах килӗшӗве татса программӑран тухнӑ пулать). Татьяна Богданова каланӑ тӑрӑх пирӗн пульницасене тата пӗр 100 тухтӑр патнелле кирлӗ. Вӗсем уйрӑмах Улатӑр, Вӑрнар, Йӗпреҫ тата Канаш районӗсенче ҫителӗксӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Вӑрмарти ача пахчи Иртнӗ уйӑхӑн юлашки шӑматкунӗ вӑрмарсемшӗн ҫӗнӗ ача пахчи уҫнипе асра юлӗ. Кермен пек капӑр ҫурта район центрӗнче хӑпартса лартнӑ. Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьевпа мӑшӑрӗ, район пуҫлӑхӗсем, тӗрлӗ шайри депутатсем пырса ҫитнӗ. «Ку вӑл — ахаль пахча мар, пӗчӗккисене аталанмалли хальхи вӑхӑтри центр», — теҫҫӗ вырӑнтисем. Унта физкультура, музыка залӗсем, медицина блокӗ, ачасене психологи тӗлӗшӗнчен лӑпланмалли пӳлӗмсем те уҫнӑ. Ача пахчине пӗлтӗр тума пуҫланӑ. Ӑна хута яма 82 миллион тенкӗ ытла тухса кайнӑ. Укҫине мӗнпур хыснаран уйӑрнӑ, Мускавран та, рсепубликӑран та, район «кӗсйинчен» те. Сӑмах май каласан, кӑҫал пурӗ 15 ача пахчи уҫмалла пулнӑ. Анчах хальхи вӑхӑта илсен вӗсенчен тӑваттӑшне кӑна хута янӑ. Строительство ӗҫӗсем епле пынине Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе нумаях пулмасть ирттернӗ канашлура та сӳтсе явнӑ. Республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов ача пахчисене тӑвассипе йывӑрлӑхсем пуррине палӑртнӑ-ха, ҫапах та палӑртнисене ҫулталӑк вӗҫлениччен пурне те уҫма вӑл шантарнӑ. Юнкун, сӑмахран, Шупашкарти Крылов урамӗнчине уҫмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |