Вӗренӳ
![]() Ҫӗрпӳ хулинчи «Кӑнтӑр» микрорайонта 1000 ача вӗренмелӗх шкул тума проект ӗҫӗсене вӗҫленӗ. Чӑваш Енӗн Строймининӗн экспертизӑпа хаксене палӑртакан центрӗ нумаях пулмасть ӑна патшалӑх экспертизи хатӗрлесе ҫитернӗ. Проектпа пӑхнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ шкул виҫӗ хутлӑ пулӗ. Ӑна кирпӗчрен хӑпартмалла. Виҫӗ пайран тӑракан шкул аслӑ классем, кӗҫӗн классем тата пурин те усӑ курмалли вырӑнсенчен тӑрӗ. Акт залне 350 вырӑнлӑх палӑртнӑ, спорт залӗ 350 тӑваткал метр йышӑнӗ. Физкультурӑпа спорт зонинче 60*90 метр калӑпӑшлӑ футбол уйӗ, 30*60 метр калӑпӑшлӑ хоккей лаптӑкӗ пӑхса хӑварнӑ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене хӑнӑхтарма автохула та туса хӑвармалла. Ун пекки республикӑри пӗр шкулта та хальлӗхе ҫуккине пӗлтереҫҫӗ. Шкул тума 542 миллион тенкӗ кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиркӳллӗ Ямаш ял тӑрӑхӗнче чӑваш фольклорӗн «Туслӑх кӑшӑлӗ» республикӑри фестивалӗ иртнӗ. Ӑна кӑҫал иккӗмӗш хут йӗркеленӗ. Чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине упраса хӑварас, культурӑна пуянлатма, районсен туслӑ ҫыхӑнӑвне йӗркелеме пулӑшас тӗллев лартнӑ мероприяти театрализациленӗ май утса иртнинчен пуҫланнӑ. Вӗсене ял халӑхӗ тӑвӑллӑн ял ҫупса йышӑннӑ. Фестивале республикӑн 8 районӗнчи тата Мари Элти 11 ушкӑн пынӑ. Юрӑ-ташша юратакансене вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Тимофеев, районти ытти тӳре-шара саламланӑ. Ытти районтан пынисем те сцена ҫине тухнӑ. Уява Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Зинаида Козлова хутшӑннӑ. Уяв вырӑнти «Ямаш» фольклор ушкӑнӗн концертӗнчен пуҫланнӑ. Унтан Мари Элтан ҫитнӗ «Чӑваш утар», Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ял тӑрӑхӗнчи «Илем», Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗнчи «Кунер», Хуракассинчи «Шӳлкеме», Муркаш районӗнчи Чиркӳллӗ Тутараньти «Сурпан», Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхӗнчи «Шурӑмпуҫ», Вӑрнар районӗнчи «Шурӑмпуҫ», Комсомольски районӗнчи Тукайри «Шурӑмпуҫ», Куславкка районӗнчи Елчӗкри «Эткер» фольклор ушкӑнӗсем, Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑванкассинчи «Тӑваньен» вокал ушкӑнӗ сцена ҫине тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Комсомольски районӗнчи Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелти вӑтам шкулта романса юратакансен каҫӗ иртнӗ. Шкулти ҫавӑн пек уява вӗрентекенсем те, шкул ачисем те пухӑннӑ. Романссене вӗсем шӑплӑха путса итленине пӗлтереҫҫӗ. Уяв каҫне пухӑннисем О. Погудин, И. Крутов, А. Малинин репертуарӗнчи хайлавсене суйланӑ. Максим Терентьевпа тата Валерия Казакова чунтан та ӗнентерӳллӗн юратнине пӗлтереҫҫӗ. Ачасенчен учительсем те юлман. Романс юрланисен хушшинче — М.В. Григорьева математик, вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Е.М. Акчурина тата В.В. Любимова. Вокалистсен тӗп пулӑшуҫи гитара пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() 45 ҫула ҫитмен тухтӑрсене яла кайма чармӗҫ. Унта шурӑ халат тӑхӑнса тар тӑкас шухӑшлисене унччен те ура хуман-ха. Анчах «Земство тухтӑрӗ» программӑпа патшалӑх ҫӑмӑллӑхне илес тесен 35 ҫултан ҫамрӑкраххисене кӑна суйланӑ. Килес ҫултан 45 ҫулченхисем те ҫав программӑна кӗме пултараҫҫӗ. Яла врач пулса куҫса кайсан вӗсене патшалӑх пӗр миллион тенкӗ уйӑрӗ. Хыснара ҫак тӗллевпе 3200 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Кунта сӑмах ҫӗршыв хысни пирки пырать. Унччен яла куҫса кайнисене илсен, хӑш-пӗр ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре яла ҫав программӑпа куҫнӑ тухтӑрсенчен 11-шӗ каялла кайнӑ-мӗн. Анчах республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче ҫакӑншӑн сисчӗвленмелли сӑлтав курмаҫҫӗ. Куҫса кайнине ҫемьери лару-тӑрупа ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ӗҫлесе татман вӑхӑтшӑн укҫан пайне шыраса илессине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Раштавӑн 16-мӗшӗнче Иркутск хулин мэрӗн «Вӑхӑт. Пулӑмсем. Ҫынсем» каҫӗ иртнӗ. Н.М.Загурский ячӗллӗ музыка театрӗнче 700 ытла ҫын пухӑннӑ. Вӗсем — Иркутска 2014 ҫулта ҫитӗнӳсем парнеленисем. Мероприятире ҫулталӑка пӗтӗмлетнӗ. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, чи лайӑх наци культурин центрӗ йышне Иркутск облаҫӗнчи «Юлташ» чӑвашсен наци культурин автономийӗ кӗнӗ. Ку ахальтен мар. 2014 ҫулта «Юлташа» ҫӑмӑл килмен. Автономие ҫамрӑк, ҫутӑ малашлӑхлӑ Вероника Тимофеева ертсе пырать. Вӑл хӑйӗн командипе пӗрле облаҫри районсенче, пысӑк хуласенче чӑваш халӑхӗн культурине сарас ӗҫе йӗркеленӗ. Чӑваш культурине сыхласа хӑварас тӗллевпе проектсем хатӗрленӗ. Вӗсем пурнӑҫа кӗреҫҫӗ. Автономи пайташӗсем волонтер, ыркӑмӑллӑх ӗҫӗсемпе хастар ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Нумаях пулмасть «Каҫхи Мускав» редакцинче Мускаври халӑхсен фестивалӗ иртнӗ. Унта тӗрлӗ халӑх ҫынни пуҫтарӑннӑ. Раҫҫейре 160 ытла халӑх пурӑнать. Пурин те тенӗ пекех Мускавра элчисем пур. СНГ, СССР патшалӑхӗсене шута илсен вара… пушшех те нумай. «Каҫхи Мускав» вулакансене ҫулталӑк тӑршшӗпе Мускавра пурӑнакан тӗрлӗ халӑх культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштарнӑ. Ҫак проекта туслӑха, ҫыхӑнӑва ҫирӗплетес тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Сӑмах май, 2013 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Мускаври чӑвашсен делегацийӗ Леонид Волковпа пӗрле «Мускав халӑхӗсем» телекӑларӑма хутшӑннӑ. Вӑл тӳрӗ эфирта 4 сехет пынӑ. Чӑваш делегацийӗ куракансене чӑваш халӑх историйӗпе, культурипе, йӑли-йӗркипе, тӗррипе паллаштарнӑ. Раҫҫей халӑхӗсен фестивальне официаллӑ элчесем хутшӑннӑ: ҫӗршыв посолӗсем, регионсен Мускаври тулли праваллӑ элчисем, Тутарстанри, Мӑкшӑ, Чӑваш, Пушкӑрт, Карели республикисенчи, Арменири, Азербайджанри, Беларуҫри, Сербири, Узбекистанри, Украинӑри наци хореографи ушкӑнӗсем. Пирӗн республикӑшӑн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикин тулли праваллӑ элчи Леонид Волков тата Мускаври чӑваш наци культурин автономийӗн ертӳҫи Анатолий Григорьев пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑваш Ен Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илме хатӗрленет. Республикӑри район-хуласенче тӗрлӗ мероприятисемпе акцисем иртеҫҫӗ. Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул ярмӑркки те уҫӑлнӑ. Лаша ҫулталӑкӗ вӗҫлениччен тӗп хулара вун-вун мероприяти иртӗ. Кӗҫех ҫынсем троллейбусра Хӗл мучипе Юр пикене курма пултарӗҫ. Юмахри сӑнарсем пассажирсене ҫитес Качака ҫулӗпе саламлӗҫ. «Ҫӗнӗ ҫулхи экспресс» акци раштавӑн 25–26-мӗшӗсенче иртӗ. Хӗл мучипе Юр пике 1, 4 тата 12-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуссенче пулӗҫ, ҫынсене парнесемпе савӑнтарӗҫ. Кунашкал акци Шупашкарта пӗлтӗр те иртнӗ. Ахӑртнех, вӑл йӑлана кӗрӗ, малашне те иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Конференци саманчӗ Раштавӑн 18-мӗшӗнче иртнӗ кӗҫнерникун Красноармейскинче «Хальхи тапхӑрта чӑваш чӗлхине упраса хӑварасси тата аталантарасси: ҫивӗч ыйтусем тата малашлӑх» темӑпа конференци иртнӗ. Конференцие пирӗн ентеш, Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер, Трак ен ентешлӗхӗн ертӳҫи Алексей Николаевич Львов, «Чӑваш наци конгресӗ» регионсем хушшинчи общество организацийӗн вӗренӳпе ӑслӑлӑх комитечӗн пайташӗ, «Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗ» общество организацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗн председателӗ Геронтий Лукиянович Никифоров, Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн членӗ, Шупашкар хулин 10-мӗш шкулӗн чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Юлия Елисеевна Анисимова, «Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗ» общество организацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗн ҫыруҫи Лариса Валерьевна Анисимова, Республикӑра тухса тӑракан «Самант» журнал редакторӗ Владимир Васильевич Степанов, районти шкулсемпе ача сачӗсен ертӳҫисем, чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем, культура ӗҫченӗсем, ЧНКан Красноармейскинчи уйрӑмӗн пайташӗсем хутшӑнчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кӗҫнерникун, раштавӑн 18-мӗшӗнче, Шупашкарти Карл Маркс урамӗнче Митта Ваҫлейӗн асӑну хӑми ҫакӑнса тӑракан ҫурт умӗнче чечек хучӗҫ — паллӑ чӑваш ҫыравҫине тытса кайнӑ куна асӑнчӗҫ. Мероприятие Илле Иванов ертсе пыракан преми фончӗ тата «Ирӗклӗх» пӗрлешӳ хутшӑннӑ. Митта Ваҫлейӗ (1908, пуш, 5 — 1957, ҫӗртме, 10) — чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫра ҫуралнӑ. Ялти шкула пӗтерсе Чӗмпӗрти чӑваш шкулне вӗренме кӗнӗ, унта вӗреннӗ чухне литературӑпа хавхаланнӑ. 1937 ҫулта айӑпсӑр айӑпланӑ, 1954 ҫулта таса ятне тавӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Шупашкара Зимбабверен делегаци килнӗ. Хӑнасем «Трактор савучӗсем» концернӑн производство лапамӗсемпе паллашнӑ. Зимбабверен килнӗ хӑнасем хӑйсем патӗнчи хӑш-пӗр предприяти кунти концерн техникипе ӗҫленине пӗлтернӗ. Техника Зимбабвери климат условийӗсенчен ӗҫлеме пултарнине каланӑ. ЧР экономика министрӗ Владимир Аврелькин ют ҫӗршыв хӑнисене Зимбабвери шыв ресурсӗсен наци агентстви дамбӑсем тунӑ ҫӗрте республика тата концерн пулӑшӑвне шанма пултарассине пӗлтернӗ. Зимбабве делегацийӗ предприяти кӑларнӑ ял хуҫалӑх техникине туянасси пирки те пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.05.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Будниченко Лариса Александровна, вырӑс чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Кӗҫӗнни Григорий Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |